Хура çăкăр :: XV. Ухмаха ури канăç памасть
— Ак сана... — аптраса ӳкнĕн курăнчĕ Ваçилейĕн сăн-пичĕ. — Чим-ха, кинемей, вĕсем хăйсен ирĕкĕпе касмаççĕ пуль-çке?
— Эп ăçтан пĕлем вĕсене. Те хăйсен ирекĕпе, те ирекĕпе мар — кирлĕшĕн касаççĕ пуль ĕнтĕ. Ак халь кăна хамăр умран çич-сакăр вăрăмкка вăрманалла кĕрсе кайрĕ. Те Палтиель çыннисем пулчĕç, те Хайпăла. Манран ыйтса тăмаççĕ вĕсем, мĕн тума кайнине те каласа хăвармаççĕ. Иртсе кайрĕç çав, вăрманах кĕрсе кайрĕç.
Ваçилей кунта урăх чăрманса тăмарĕ, страшниксен кантурне çитме васкарĕ.
Ун тĕлне страшниксем те кантурта пулмарĕç, вĕсем те вăрман касакансене тытма тухса кайнă иккен. Страшннксем таврăниччен кĕтсе тăрасси Ваçилейшĕн пит кичем пулчĕ. Кĕтмесен те юрамасть. Хырăмĕ хăйĕн паçăрах выçса çитнĕччĕ. Килне кайса апатлансан, страшниксене кураймасран чунĕ çук. Кĕсйинче вак кĕмĕл тупкаласа, вăл хăех кулачă кайса илчĕ, антăхас пек шултран хыпкаласа, хырăмне тултарчĕ, лĕпех ăшăннă шыв ярса ĕçрĕ, кантурта çав шыва ăсса кĕни эрне те иртнĕччĕ пуль. Унтан крыльца пусми çине тухса ларчĕ те хăй сисмен хушăрах çывăрса та кайрĕ. Мĕскĕн, чупа-чупа шалт ĕшенсе çитрĕ иккен...
Такам ăна çурăмĕнчен çапса вăратрĕ. Ваçилей куçне уçса пăхрĕ — страшник. Паçăрхи мар, тепри. Ваçилей хăпăл-хапăл сиксе тăчĕ те, куçне-пуçне шăлкаласа, хăвăрт-хăвăрт калама тытăнчĕ:
— Э-э, вашă пăлхарати... эпĕ кунта...
— Пĕлетĕп эсĕ кунта иккенне. Мĕн кирлĕ сана?
— Э-эпĕ çывăрсах кайнă... хи-хи-хи...
— Çывăрмалли çурт мар кунта. Марш килне!
Страшник сунаспа аптранă пулмалла, «м» саспаллие те вăл «п» тенĕ пек калать. Ваçилей аллисене хăй кăкăрĕ умнерех çĕклесе илсе калама тытăнчĕ:
— Никак ю-юрамасть, вашă пăлхарати, мана шăпах эсĕ кирлĕ.
Страшник ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити тенĕ пек пăхса илчĕ. Унтан хăй малалла утрĕ, Ваçилей ун хыççăн лăтăртатрĕ.
Пĕчĕк пӳлĕм. Симĕс пуставпа витнĕ тăваткăл сĕтел.
— Кала, мĕн кирлĕ сана?
— Кирлĕ-мĕнĕ, вашă пăлхарати...
— Кала хăвăртрах, вăхăт çук ман кашни шăкăр-макăрпа сӳпĕлтетсе ларма!
— Вăрă тытрăм....
— Вăрă? Ăçта вăрру? Мĕнле вăрă? — хыттăн илтĕнчĕ страшникĕн хулăн сасси.
— Утламăшра, вашă пăлхарати.
— Ăçта вара вăл халь?
— Утламăшра тетĕп-çке.
— Тьху, йĕркесĕр! Тытрăм тетĕн. Утламăшра тетĕн. Пуçу пур-и сан, пуç вырăнне кунтăк тăхăнтартса янă-и? Утламăшра тĕрме çук пирĕн.
— Никак нет, вашă пăлхарати, çавăнта пурăнать вăл.
— Мĕн çаратнă? Кама çаратнă?
— Вăрман.
— Ухмах пуль эс, йĕркеллĕрех каласа пар!
— Йĕркеллех калатăп-ха, вашă пăлхарати. Ĕнер каçхине Утламăш çыннисем вăрман вăрласа каснă, хам куçпа хам куртăм...
Тăрăхларах питлĕ страшник сăмсипе шăхăртса туртрĕ, куçне хупкаласа илчĕ, тарланă çамкине шăлчĕ.
— Утламăшсем кăна пулсан, хуйхă та çукчĕ, — терĕ вăл ĕшеннĕ сасăпа. — Халь, ав, пĕтĕм вулăс çĕкленнĕ, пĕтĕм уес, пур çĕрте те вăрман касаççĕ. Тĕрме ахаль те тулли, вăрман вăрлакан кашни çынна ăçтан вырнаçтарса пĕтермелле? Шухăшланă-и эс çавăн çинчен? — хутне кĕрессе кĕтрĕ страшник.
— Эппин, киле каяс пуль манăн? — ырă ятлă пулас шанчăкне йăлт çухатрĕ Шыçмак Ваçилейĕ.
— Хм-м, — терĕ страшник, тем асне илес пек. Ывăннă куçĕсем хупăнаççĕ. Сĕтел хĕррине сĕвенсе, чавсипе тĕренчĕ. Çак сехетре хăйне канăç паманшăн кăмăллах пулмарĕ вăл. Анчах çынни ытла куçа кĕрет, вăл çак хыпара уретнике хăйнех пĕлтерме пултарать. Уретник пĕлсе çитĕ, унтан исправнике хыпар çитерĕç. Çавăнтан шикленнипех вара вăл килнĕ çынпа урăхларах майлă калаçма тытăнчĕ.
— Акă мĕн, — терĕ вăл ăна, — ыран ирпе ирех кунта кил, пĕрле кайăпăр. Кала, йышлăн-и вĕсем?
— Камсем?
— Вăрăсем, ара.
— Йăшлăн, пит йышлăн, вунпилĕк çын та пурччĕ пуль.
— Кил эппин ирхине кунта. Ушкăнпа кайăпăр.
Ваçилей хыççăн алăк чĕриклетсе хупăнчĕ. Малтанласа ăна страшник хапăл туса йышăнмарĕ, каярахпа ăнланчех пуль çав Ваçилей камне, кăмăлĕ çемçелчĕ. Ваçилей-и? Çакăн пек ĕçре унран чипер пулăшакан çынна ниçта та тупас çук. Пĕрлех кайăпăр терĕ-ха. Ваçилей çакăншăн акăш-макăш хавасланчĕ. Тинех кăтартать ĕнтĕ Шăрттана. Кам пĕлет, тен, Утламăшра вăл хăйне çапса яракана та тупĕ-ха. Укçа тавраш та тыттарĕç. Ваçилейĕн ячĕ те ытларах ӳсме кирлĕ!
Шыçмак Ваçилейĕ вулăсра пĕр вăхăтра ямшăк чупрĕ. Унтан ăна тиркесе пăрахрĕç, наян терĕç, çывăрма юратать терĕç, вырăнтан кăларчĕç. Халь, çапла çапкалансах, вулăс ялĕнче пĕр ирçе патĕнче хваттерте пурăнать. Çемйи-мĕнĕ те пур пек калаçать, таçта тăван ялĕнче имĕш.
Çĕрне канăçсăр ирттерчĕ Ваçилей. Утламăшри пĕр патвар çын, аллине чĕлпĕр тытнăскер, ăна тĕлĕкĕнче пулсан та, çаплах мăшкăлларĕ. Ваçилее вăл сĕм вăрманти пĕр ăвăс патнелле пĕр чарăнми сĕтĕрчĕ. Сана халех çак йывăç тăррине çакса хуратăп, сулланса тăрах катемпи пек тесе чĕлпĕрĕпе ăна мăйĕнчен йăлмакласа илчĕ. Хаяр тĕлĕкĕнчен кăшкăрса вăранчĕ Ваçилей. Тул çутăлатчĕ, урамра пĕр чун курăнмасть. Ваçилей тепĕр енне çаврăнса выртрĕ те каллех çывăрса кайрĕ. Тепĕр хут вăраннă чух кун тахçанах çутăлнăччĕ ĕнтĕ, пĕлĕтпе хупланнă хĕвел çути çеç курăнмарĕ. Ваçилей алхапăллăн васкаса тумланчĕ, питне-куçне çуса ĕлкĕреймерĕ, ларса апатланаймарĕ, страшниксем патне пăшăрханнă кăмăлпа тухса чупрĕ.
Вăхăт кахала йĕкĕлтет. Ваçилей тĕлне страшниксем тата кахалтарах иккен. Вĕсем халь те кантура пыман. Хуралçă кăна хăй тĕллĕн уткаласа çӳрет. Каплах пулсан, Утламăшсем вăрмана таçта пытарма та ĕлкĕрĕç. Страшник йăнăшсах та каймарĕ пулмалла, Ваçилей ухмахах тăрса юлĕ...
Ĕнер калаçса татăлнă страшник кăнтăрла çитеспе кăна курăнчĕ. Ваçилее вăл халех кайăпăр терĕ. Кăштах вăхăт иртсен, картишĕнчен тăрантас хыççăн тăрантас урамалла тухрĕ. Уретник хăй пырать иккен. Вăл чи малти çине ларнă. Унпа юнашар икĕ страшник, кайринче тата иккĕн. Ваçилейĕн каллех çав тăрантас ларкăчĕ çине лармалла пулчĕ.
Хĕпĕртенĕ Ваçилей уретниксене те, страшниксене те тав туса пĕтереймест. Ăна уретник тăрантасĕ çинех ларсан тата авантарах пулассăн туйăнчĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе, тен, сăмахланă пулĕччĕç, лешсем хăйсем хушшинче калаçнине те итленĕ пулĕччĕ — апла пулаймарĕ-çке, ăна тепĕр тăрантас çине ларма хушрĕç. Вулăсран Утламăшалла вара утсем çил пек вĕçтерчĕç. Утламăш укăлчи хапхи хупăччĕ, йăрă Ваçилей темле сиксе анма ĕлкĕрнĕ, хапхана уçса та ячĕ. Яла кĕрсен, вăл ларса пыракан тăрантаса мала ирттерчĕ. Ваçилей тӳрех Пикмăрса тĕлне ертсе çитерчĕ, çырмари пĕренесем çине урамранах пӳрнипе тăсса кăтартрĕ.
— Ав, куратăр пуль, вашă пăлхаратисем?
— Хуçи ăçта? — ыйтрĕ уретник, Ваçилей енне пăхмасăрах. Вăл çӳллĕ те яштака, вĕрсе хăпартнă пек хырăмламас çын, çӳрессе те каçăрăлса çӳрет, çавна пула хырăмĕ тата пысăк пек курăнать. Кĕске пăшалпа хăй, сулахай енче йăлтăркка хĕçлĕ йĕнни, атти кĕлинчи качи ярса пусмассерен чăнкăртатса янăрать. Хуçи курăнасса кĕтмесĕрех, вĕсем ишĕлнĕ пӳрт хĕррипе картишне кĕчĕç, хĕрарăмсем тăнине курса, çырманалла анчĕç.
— Ăçта хуçи? — хыттăн кăшкăрса ыйтрĕ уретник. Вăхăт нумай та иртмерĕ, çыран хĕрринчи çĕрпӳртрен Пикмăрса тухрĕ. Хăйсен пахчинче уретникпе страшниксене курсан шурса кайрĕ, хăраса ӳкрĕ, çапах та, енчен енне сулăнкаласа утса, вĕсем патне çывхарчĕ.
— Ăçтан илсе килтĕн çак тупрана?
— Вăрмантан...
— Кам хушрĕ?
Пикмăрса ишĕлсе аннă пӳрчĕ еннелле тăсса кăтартрĕ.
— Кам хушрĕ тетĕп?
— Кам хуштăр мана, вашă пăлхарати, нушам хушрĕ.
— Молчать! — Пикмăрсана питĕнчен çатлаттарса çапрĕ уретник. — Кала, камсемпе вăрман касма кайрăр?
— Хамах кайса касрăм, — сухал пуснă питне шăлкаласа илчĕ Пикмăрса. — Мана никам та хушман, вашă пăлхарати. Пӳртĕм ишĕлсе анчĕ те, кайса касрăм çав, хĕл çывхарать, çемьем пысăк, хӳтĕ кирлĕ мар-им мана? Çын пек пурăнас килет-çке...
— Ха-а! — çăварне тем сарлакăш сарса кулса ячĕ уретник. — Пурăнас килет тет! Çын пек тет! Вăл та пулин пурăнасшăн. Ну, култаратăн та, — уретник кулма чарăнчĕ. — Кама кирлĕ вара эс пурăнни? Тепĕр тесен, меланхонилле шухăшлар мар-ха. Кала, кампа касрăн?
— Чăн калатăн, вашă пăлхарати, ак тăпра çыртма пултаратăп, пĕр-пĕчченех касма тытăнсаттăм. Унтан эп мĕнле асапланнине ытти ырă çынсем курчĕç, хутăма кĕрсе, мана пулăшма тытăнчĕç. Касрăмăр çав ĕнтĕ, мĕн тума çӳрен...
— Камсемпе тесе ыйтатăп санран!
— И-и, вашă пăлхарати, ирçесемччĕ вĕсем. Ячĕсене пĕлейместĕп те вĕсенне, Хам пекех нушаллă çынсем ĕнтĕ, мана пулăшма тытăнчĕç. Кăштах укçа та парса хăвартăм вара, йăпанччăр терĕм... Ĕнтĕ питех ăйăплассăр килсен, мана хама кăна айăплăр...
— Укçа парса...
Пикмăрса сăмахĕ уретнике чăн пулнă пек туйăнчĕ. Енчен çакăнта унпа пĕрле страшниксем пулман пулсан, çак мушикпе вăл калаçса та тăрас çукчĕ пуль. «Укçапа йăпанма пулать-çке», — ăшĕнче кăна шухăшласа илчĕ уретник. Хальхинче ун пек тума май килмест çав, май килмест...
Шăпах çав самантра Шыçмак Ваçилейĕ маларах хĕсĕнсе тăчĕ.
— Çук, çук, вашă пăлхарати, — кăшкăрашрĕ вăл, — суять вăл, пĕтĕмпе суять! Шăрттан пулăшнă ăна вăрман касма, ыттисем те пулăшнă. Эп хам куртăм... Эп пĕлетĕп вĕсене пурне те. Йышлăнччĕ вĕсем!..
Пикмăрса арăмĕпе хĕрĕсем çĕрпӳртрен хăпса тухрĕç, ушкăн патнелле çывхарчĕç. Халăх пахчана каплана пуçларĕ.
— Кам пурччĕ тетĕн-ха тата? — уретник сасартăк Ваçилей еннелле çаврăнчĕ.
— Шăрттан пурччĕ, вашă пăлхарати...
— Шăрттан... Мĕн вăл «шăрттан»? Çимелли тутлă япала?
— Ку çимелли япала мар, вашă пăлхарати, çыннине çапла калаççĕ. Çак ял çынниех вăл.
— Э, çыннине тетĕн, — ăнланса илчĕ уретник. — Илсе килес ăна хурал пӳртне! Пурне те хурал пӳртне пуçтарас, илтетре? Ăçта кунта старăстă?
— Вăл тура пурăнать...
— Ав, вăл хăех килет!
Старăстă уретник патнелле иртрĕ.
— Ĕçлетĕр, йĕркене пĕлместĕр, — терĕ ăна уретник. — Сирĕн ял çыннисем кăнтăр кунĕнче вăрман çаратаççĕ. Мĕншĕн çавăн çинчен пĕлтермесĕр тăратăр?
— Винават, вашă пăлхарати, пĕтĕмпе винават...
— Хурал пӳртне! Халех хурал пӳртне! — çын йышлине кура кăшкăрса ячĕ уретник.
Страшниксем Пикмăрсана, хăйсемпе пĕрле лартса, ял варринчи хурал пӳртне илсе çитерчĕç. Уретник шала йышлăн кĕрттермерĕ, чĕннисене кăна кĕртме хушрĕ. Вăл Элюкка енне çаврăнчĕ.
— Эс каятăн, санпа пĕрле, ну... пĕр страшник пырать, тата... — Ваçилей енне пуç сĕлтрĕ вăл, — эс каятăн, пĕр страшник пулать. Хăвăрпа пĕрле ик пунеттей тупатăр. Вăрман вăррисене пĕр çын хăварми тытса килетĕр. Çĕпĕрех ăсататпăр, йăлт!
— Йышлăн-çке вĕсем? — терĕ Ваçилей.
— Пĕрне те ан хăварăр! Ялĕпех пулсан, йышлă конвоица ăсататпăр. Ну, халех тухса кайăр та мĕн хушнине тума тытăнăр.
Уретник хăйпе пĕрле икĕ страшннк хăварчĕ, ыттисем тухса кайрĕç. Уретник каллех Пикмăрса енне çаврăнчĕ.
Пикмăрса ура çинче. Вăл уретникĕн йывăр çынла хырăмĕ çине пăхать. Куç сиктермесĕр пăхать те хăй ăшĕнче: «Ай турă, çак çын тула тухманни миçе кун иртнĕ-ши»» — тесе шухăшлать. Ак уретник ун патнелле çывхарчĕ, тем кулкалам пек туса тутине ейрĕ.
— Эй, пурăнма хĕрĕнекен чăваш? Ха-ха-ха!.. Эс вăрман вăрлама хăвăр ял çынннсемпе кайнă-çке, мĕншĕн тунса тăратăн? Кала, камсемпе вăрман касрăн?
— Хамăр ял çыннисем мар, вашă пăлхарати, камсем иккенне паллаймарăм та.
— Укçа парса тетĕн?
— Кăштах укçине те памалла пулчĕ çав.
— Паллаймарăн эппин?
— Çук, паллаймарăм.
— Ак çакна паллатна? — уретник ăна хăлхинчен çатлаттарса ячĕ.
Пикмăрсан юн пĕрхĕнсе тухрĕ.
— Хĕнĕр! Вĕлерĕр!.. — терĕ вăл, тарăхса.
— Вĕлерме-и? Пăлхавçă! Ытла пысăк чыс кĕтетĕн. Малтан чул çитерĕпĕр. Сан пек пĕтĕм вулăс халăхне хĕтĕртсе янă пăлхавçа Çĕпĕрте чĕррĕн çĕртетпĕр!
Пикмăрса хĕтĕртсе янă-и? Вăл никама пĕр сăмах каламан, халиччен таçта тухса та çӳремен. Ăна хăйне те хĕтĕртекен пулман. Акă мĕнле пысăк инкек кĕтет иккен ăна. Юнланнă питне салхуллăн шăлкаласа илчĕ Пикмăрса.
— Пурпĕрех ĕнтĕ мана халь, — тесе хучĕ вара вăл шăппăн кăна — Çĕпĕр-и, тамăк тетĕр-и, мана пурпĕрех...
Уретник пӳртри пĕртен-пĕр чӳречерен урамалла пăхса илчĕ. Хурал пӳрчĕ тавра халăх пуçтарăнма та ĕлкĕрнĕ. Мĕншĕн пуçтарăннă вĕсем, курма килнĕ темелле-и? Пĕлтĕр çапла Улмалă ялĕнче те халăх пуçтарăннăччĕ. Курма килнĕ тесе шухăшланăччĕ уретник. Унччен те пулмарĕ, ял çыннисем икĕ страшникрен хĕçĕсене тăпăлтарса илчĕç. Уретник çавăн чух утпаччĕ те, çапах аран тарса хăтăлчĕ. Халăхне, чăн, кайран пăхăнтарчĕç, хĕçĕсене те тавăрса партарчĕç. Айăплисене улттăшне тĕрмене хупрĕç, пĕрне ссылка ячĕç. Шуйхану пысăк пулчĕ çав. Кунта та çавăнти пек çаврăнса тухмасан юрĕччĕ. Уретник хăй ăшĕнче шиклене пуçларĕ. Юрамасть халăха ун пек пуçтарса тăма.
— Страшник, — терĕ вăл хыттăн, — тухса кала унта, юрамасть пухăнса тăма. Марш, килĕсене кайччăр!
Алăк патĕнче тăракан страшник йăпăрт тухрĕ. Халăха халех саланма хушрĕ. Çынсем ун сăмахне хăлхисене чикмерĕç.
— Саланăр тетĕп!
Страшник хăй мăтьăркка çын кăна, сасси вара — вăрман упи ахараша пуçларĕ тейĕн. Сассинчен урăх хăйен нимĕн те çук пулас çав. Вăл нимĕн те тăва пĕлмерĕ. Маларах иртсе тăракан старике çеç вăрăм чĕрнеллĕ пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ.
— Ну, сухал, мĕн кирлĕ сана? Мĕншĕн кунта сĕкĕнсе кĕтĕн?
— Сухалăма кăтартас килет, сире те курас терĕм.
— Пире пăхма!.. Туй каччисем мар вĕт эпĕр?
— Чысăр çитмесен те, тумăр чаплă...
— Халех кай кунтан!.. Э-эй, итлĕр пурсăр та, халех саланнă пултăр кунтан!
Имете чĕнме кайнă страшникпе Ваçилей иккĕшĕ те таврăнчĕç. Имет килĕнче çук. Вăл ирпе ирех пасара тухса кайнă, хăçан таврăнасса килĕнчисем пĕлмеççĕ.
Элюкка ертсе кайнă ушкăн та каялла усăсăр таврăнчĕ. Вăрман вăррисене ялта вĕсем пĕр çын та тупайман. Пикмăрса, чăн та, ялтан пĕр-пĕччен тухса кайнă, тет, унпа пĕрле урăх никам та кайман пулать. Вăл епле тухса кайнине ялта куракан-сем те пулнă, те пулман — çавна никам та пĕлмест. Ваçилей вăрмана каякансем пирки хăй ыйта-ыйта çӳрерĕ. Вăл хăйне çапса яракан çынна палласа илнех пулĕччĕ-и, анчах ĕнер вăл ун аллинчи чĕлпĕрне çеç асăрхаса юлчĕ, йышла халăх çинче халь ăна ăçтан палласа илес пур — тупаймарĕ. Вăл, Мăран Кукуç патне çитсе, вăрмана камсем кайнине пĕлесшĕн пулчĕ, Кукуç та килĕнче çук иккен.
— Ăçтан тупмалла ĕнтĕ ыттисене? — Ваçилей тарăхса пăхса тăчĕ старăстă енне. Лешĕ ăна, «пĕлместĕп» тенĕн, хулĕпе кăна хĕскелесе илчĕ. Ваçилей уретник патне кĕчĕ.
— Ну? — мĕкĕрсе ячĕ уретник.
— Урăх тупаймарăмăр, вашă скороти...
— Паллатăп тетĕн, пĕлетĕп тетĕн, тата çур сехет сана, пурне те кунта тупса çыхса килнĕ пултăр! Илтрĕне?
— Так точнă, вашă скороти...
Ваçилей татах пăлтăралла тухрĕ. Анран кăна кайăн. Халь ак ăна епле аптратаççĕ. Çыхланиччен çыхланманниччĕ иккен. Тен, çакăнта пухăнса тăнă халăх хушшинчех вăрман вăррисем туллиех пуль? Палласа илес пек пăхкаларĕ вăл. Анчах никама та тĕллесе кăтартаймарĕ. Пĕри, халăх хушшине хĕсĕнкелесе, Ваçилее чавсинчен кăлт-кăлт тĕккелесе хускатрĕ.
— Укçа парăп тенĕччĕ мана...
— Кам эс? — çаврăнса пăхрĕ Ваçилей.
— Кукуç, ара, паллаймарăн та-и? И-и, иçмасса! Ара, ĕнер хăвах каларăн-çке, укçа парăп терĕн...
Пĕчĕк чăваш. Ваçилей çак самантра Кукуçа курнăшăн калама çук хавасланчĕ. Мăнтăр аллисемпе вăл ăна хулĕнчен çатăрласа тытрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...