Хура çăкăр :: XV. Ухмаха ури канăç памасть
— Çав кирлĕ сана, — терĕ страшник, тулли куркине пушатса. — Ӳлĕмрен куçлă-пуçлăрах пулăн. Телянккипе шăлса кайнă тетĕн, кам иккенне пĕлместĕн те, — йӳçĕ суханне тăварпа пуçса çиме тытăнчĕ вăл.
Пурте кăшт сыпрĕç. Ваçилее кăна пăй «тухмарĕ». Сыпас кăмăлĕ унăн та пурччĕ. Çавна асăрханă Имет каласа хучĕ вара:
— Эс ахаль те мăнтăр-ха, эрех сана усă кӳрес çук, питех ĕçессӳ килсен, ак эпĕ ĕçнĕ, ман хырăма килсе çула, — терĕ.
— Сысна хырăмне ыраш пăсмĕччĕ те...
Килнĕ çынсем часах тухса кайрĕç. Пĕр Ваçилей кăна темĕн тытăнса тăчĕ.
— Каях ĕнтĕ эс те, — терĕ Имет. — Санпа тытăçмалли вăхăт мар паян, тепрехинче аса илтерессе ан манччĕ, тупата. Ирсĕр ĕçӳ ăнăçманран ан хурлăн. Ухмаха ури канăç памасть.
— Çилĕнтĕн иккен эс мана...
— Сана-и? Кирĕк чухлĕ те çук, тупата! Эс çавăн пек тăвасса ĕнерех пĕлсе тăтăм. Мĕн-и, ху валли çăва шăтăкĕ чавмалла пулсан, пĕлнĕ пул — тăкакне хам тӳлĕп. Халлĕхе чиперех кай ĕнтĕ, ха-ха-а! — кăмăллăн кулчĕ Имет.
Сиввĕн пăхкаласа илчĕ Шыçмак. Анчах мĕн тăвайтăр вăл Имете? Çаплах хаяр каланăшăн тем пек тавăрасшăн та, шăлĕ çĕрĕшнĕ.
— Эс мана çапах та карттуса парса яр-ха.
— Чару çук, карттусу ăçта иккенне пĕлетĕн, илсе кай, тархасшăн, — терĕ Имет урамалла тухнă май. — Сăран тавраш пур-пĕрех мăк вырăнне юрас çук, çурта çĕртет.
— Эсĕ ăна ху кăларса пар, — тепĕр хут йăлăнчĕ Ваçилей.
— Юрĕ, — терĕ Имет, — хаклă хăнасем кайччăр-ха, эс кайран пĕччен кăна хам пата килĕн, карттус кăна мар, шăртлă пуçна татса, чипер çĕлĕк туса тăхăнтартăп...
Лешсем маларах иртнине пула сехри хăпнă Ваçилейĕн çара пуçăнах утма тиврĕ. Хăй ăшĕнче вăл: «Ăçтан кăна çак Шăрттан Имечĕпе çыхланса кайрăм-ши», — тесе ӳкĕнчĕ. Самант иртсен, ӳкĕнми те пулчĕ. Имете тавăрас кăмăлĕ хăй ăшĕнче чарăна пĕлми вĕчĕрхенсе тăчĕ. Хапха умне тăрса юлнă Имет енне вăл тепре те çаврăнса пăхрĕ. Çыртса çурса тăкĕччĕ вăл ăна — вăйĕ çитмест. Çакна витĕр сиснĕ Имет пӳрнипе татах карттусĕ енне тăсса кăтартрĕ, хăй савăнса кулчĕ. Ваçилей лешсем хыççăн васкаса чупрĕ.
— Вашă пăлхарати, — терĕ вара страшнике. — Автан тукмакĕ астивсен, мана та юратчĕ пуль те, ну, сирĕнпе пырас теместĕп-ха. Эпĕ çак таврашрах пăхкаласа çӳрем. Тупас-тăвас пулсан, хыпар çитерĕп унта.
— Пашастă, пашастă. Анчах эс мĕн те пулин тупайăн-ши кунта, çав иккĕлентерет мана.
Лешсем Элюкка патнелле утрĕç, Ваçилей хăй ĕçне тытăнчĕ.
Çитмен урам хăвармарĕ вăл, чарăнса пăхман тăкăрлăк юлмарĕ. Ялта çĕнĕ пурасем пур, хăма пур — иртнĕ кунсенче çеç касса турттарнă йывăç ниçта та çук. Ĕнерсенче кам та пулин вăрмана кайни-килни курăнмарĕ-и тесе, вăл урамра хăй тĕлне килнĕ çынсемпе калаçрĕ, атьсене чара-чара тĕпчерĕ — вăл-ку илтĕнмерĕ. Кам пĕлет, тен, кам та пулин вăрмана çӳренĕ те пуль, ял-çке, ăçтан пĕлсе çитерĕн. Куçăн курса, ак çак çын ĕнер вăрмана кайса йывăç вăрласа килчĕ тесе пӳрнепе тăсса кăтартакана Ваçилей çаплах тупаймарĕ.
Ваçилей, хырăмĕ пысăк пулсан та, выçса хăвăрăлса çитнĕччĕ ĕнтĕ, автан тукмакĕ пирки асне илсенех, тем хыпса çăтасси килсе кайрĕ, халиччен тукмак мар, тĕкне те хăвармарĕç пуль ун валли. Старăстă та, ав, Имет хутне кĕрес пек калаçать, ял паттăрĕнчен чăнласах хăрать курăнать. Ăçта çитсе çăкăр татăкĕ йăлăнса пăхмалла?.. Кăнтăрла сулăнсан, хăй ларса килнĕ тăрантас та ялтан тухса кайрĕ. Укăлча хапхи патне çитмешкĕн çаврăнса ĕлкĕрейнĕ пулсан, Ваçилей вĕсемпе пĕрлех ларса кайнă пулĕччĕ — ĕлкĕреймерĕ. Çăварĕнчи лăймака сурчăкне çиллес сурса пăрахрĕ те аллипе сулчĕ: ĕнтĕ çунса кайтăра, çуран та таврăнăп-ха терĕ вăл.
Тата кампа калаçса пăхмалла-ши? Кам ăна çак хушăра пулăшма пултарĕ, Ваçилей ун-кун пăхса çаврăнчĕ. Акă пĕри, сарлакарах та тăн-тăн çын, вăтам пӳ-силĕскер, хурал пӳрчĕ патĕнчен иртсе пырать-ха, аллине чĕлпер тытнă. Ваçилей ун патнелле хашăлтатса чупса çитрĕ, каяс çĕртен чарса тăчĕ.
— Эй, чим-ха, чим-ха, чăваш... Санпа калаçса пăхас шутăм пур, илтетне?
— Илтетĕп.
— Çак ялтан вăрмана кайса килекенсем пулчĕç-ши? — калас сăмахĕсене кирлĕ пек суйламасăрах персе ячĕ Ваçилей.
— Пулмасăр.
— Лашапах-и?
— Лашапах.
— Йывăç та турттарчĕç-и?
— Пĕрене. Хыр пĕрени. Çурт валли.
— Йышлăнччĕ-и?
— Хĕрĕх пĕр лав. Виçĕ кун турттарнă.
Ĕмĕчĕ тинех тӳрре тухасса сиснĕ Ваçилей йăл кулчĕ. Ак вăл тинех Шăрттан Иметне кăтартĕ, страшник господина та текех култармĕ. Çӳлти типшĕрнĕ тутине вăл чĕлхипе çулакаласа илчĕ.
— Ырă çын пулах ман тĕле, укçа та парса хăварăп. Кала, кам çак ялтан вăрман вăрласа килчĕ? Каласа пар, тархасшăн.
— Хăçан?
— Ĕнер каçхине çак ялсем вăрман вăрласа килчĕç. Хам куçпа хам куртăм. Шăрттан та пурччĕ вĕсемпе пĕрле. Халь вăл, ав, пулман тесе тунать...
— Хăвах куртăм тен. Мĕн ыйтса тăран? — аллине чĕлпĕр тытмă çын пăрăнса каясшăн малалла ярса пусрĕ.
— Ан кай-ха, тархасшăн, пăртак та пулин калаçар...
— Калаçар.
— Вăрман вăрланине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ, — терĕ Ваçилей.
— Вăрларĕç-им?
— Вăрларĕç çав. Хам куç умĕнче...
— Камăнне?
— Патшалăх вăрманне, патшанне ĕнтĕ, тата камăнне пултăр?
— Ĕнер тетĕн?
— Ĕнер. Темиçе лавпа турттарса тухрĕç.
— Ун пеккине пĕлместĕп. Курман. Микул патшан кунта вăрман пуррине те илтменччĕ-ха. Пĕлместĕп. Хамăрăн вăрман пур, çавна пĕлетĕп. Патшан çук кунта.
— Ырă çын, эс патшан кунта вăрман çук тесе ан калаç-ха. Вăл патшана хирĕç калаçни пулать.
— Хирĕç-и?
— Ун пек калаçсан, хирĕç пулать вăл.
— И-и, тăванăм! Микул патшана хирĕç-и? Çук, яхăнне те шухăша илместĕп. Хам тĕллĕн кăмăллатăп та ăна.
— Кăмăллама кирлĕ çав.
— Кăмăлламасăр, ара? Пи-ит култармăш вăл.
— Кама калатăн эс пит култармăш тесе? — куçне-пуçне вылятрĕ Ваçилей.
— Патшана.
— М-мĕншĕн?
— Çак тĕнчере вăл сан пек тăр-ухмах пуррине те пĕлмест.
Ваçилей хĕремесленсе кайрĕ. Аллисем чăмăртанчĕç, шăлне шăтăртаттарса илчĕ те, сăмахĕсене çиллес сăрхăнтарса:
— Çĕпĕрччĕ сана çак сăмахшăн!.. — тесе хучĕ.
— Çĕпĕр?
— Çĕпĕрччĕ çав! Çĕпĕре ямалла сана çапла калаçнăшăн.
— Пулнă унта. Микул патша сăвапĕпе. Çитсе куртăм. Çапах та сан пек юхан хырăмсене унта пĕрре те курмарăм. Кунта, ав, темле йăраланса пурăнатăн-ха, мана çав тĕлĕнтерет..,
— Чим-ха, кала, кам эс? — тарăхса ыйтрĕ Шыçмак Ваçилейĕ.
— Ха-ха-ха! — пĕтĕм урама янратса кулса ячĕ лешĕ. — Камне пĕлесшĕн! Итле эппин: эпĕ тĕнчери чи кахал çын, чысран хам çураличчен тухнă айван. Эпĕ ирсĕр юнĕçен, тăван халăха сутакан. Эпĕ çынсен чи курайман тăшманĕ. Хама тахçанах вăрманти чи çӳллĕ ăвăс туратĕнчен çакса вĕлерессе кĕтетĕп...
— Мĕн ятлă эс?
— Шыçмак Ваçилейĕ...
Хăй ятне илтнĕ Ваçилей шартах сикрĕ, çавăнтах сăхсăха-сăхсăха илчĕ. Ĕнер Шăрттан Имечĕсемпе пĕрле шăпах çак çын та пурччĕ пек туйăнчĕ ăна. Пурччĕ çав, çак çын та пурччĕ. Ваçилейĕн çӳç туни сивĕне пуçларĕ. Вăл, хăра-хăра, хăй çулĕпе утасшăнччĕ, хальхинче ăна лешĕ чарса тăчĕ. Палламан çын ăна кăкăрĕнчен çатăрласа илчĕ те шăппăн кăна сăмах хускатрĕ:
— Эс мансах кайрăн пулас-ха Иметĕн хаклă сăмахне, — силлерĕ вăл ăна пиншакĕнчен. — Ак, кунта килнĕ майпа кăштах та пулин тутанса пăх! — хайхискер, чĕлпĕрне çĕре пăрахса, Шыçмăк Ваçилейне хăлха чиккинчен тăхăнтартса та ячĕ.
Ваçилей аран туртăнса хăтăлчĕ, ыратнă хăлхине тыткаласа чупма тытăнчĕ, хăй кăшкăрмарĕ, кăшкăрсан та ун хутне никам кĕрес çуккине чухларĕ. Мĕн пулса тăчĕ-ха капла?.. Çак ăшçунтармăшсем пурăнакан ялта хăй валли ыррине нимĕн те тупас çук иккен. Васкаса утса чупнă май вăл хăра-хăра каялла çаврăнса пăхрĕ. Лешĕ каллех аллине чĕлпĕр тытнă, çак самантра вăл Ваçилее чăнласах çакса вĕлерессĕн туйăнчĕ, чĕлпĕрлĕ аллипе тепĕр хут юнаса кăтартрĕ. Ваçилей халь утса кăна та мар, утвĕттин чупма тытăнчĕ. Хăшкăлчĕ вăл, сывлăш çавăрайми пулчĕ. Ял вĕçне çитсе хирелле тухнă чух ăна тепĕр çын курăнса кайрĕ. Ваçилее çав çын та усал мĕлке пек туйăнчĕ, унăн унпа калаçса вăхăтне ирттересси килмерĕ, анчах лешĕ ăна хăй тилмĕрсе чĕнчĕ.
— Итле-ха, итле эс! — кăшкăрчĕ лешĕ.
Ваçилей, халтан кайнăскер, чупнă çĕртен тинех кăшт чарăнчĕ, сывлăш çавăрчĕ, хăй патнелле васкакан çынна пурпĕрех çывхартасшăн пулмарĕ.
— Страшниксемпе килнĕ çын-çке эсĕ, — кăшкăрчĕ лешĕ.
— Мĕн кирле сана?
— Эс кирлĕ, — çăрăлтатса илчĕ пĕчĕк çын сасси.
— Кур-ха, эп кирлĕ ăна!.. Эп сана кирлĕ пуль те, эс мана кирлĕ мар, — чĕтренсе тухрĕ хăраса укнĕ Ваçилейĕн сасси. Вăл хай каяс çулпах каясшăн малалла ярса пусрĕ.
— Эсех кирлĕ çав мана, — утас çĕртен чарса тăчĕ ăна печĕк çын. Вăл тата маларах çывхарчĕ. Çавăн пек пĕчĕк çынтан та хăра пуçларĕ пулсан, тенчере пурăнма та кичем. Шыçмак Ваçилейĕ кăштах хăпартланчĕ, хăй лешĕн еннелле ярса пусрĕ.
— Тата мĕн?
— Страшникне хăйне каласа парасшăнччĕ те, ĕлкерсе пулмарĕ... Эсир кунта вăрман вăррисене шырама килнĕ терĕç, чăнах-и?
Ваçилей лăпланса çите пуçларĕ.
— Ну, чăнах пулсан, мĕн вара?
— Тупрăр-и?
Ваçилей ыратакан хăлхине шăлкаласа илчĕ. Тупасса тупрĕ те-ха хăй валли, хăлхасăр тăрса юлминччĕ çак чун туртман ялта.
— Кала, мĕн кирлĕ сана? — çилленерех ыйтрĕ вăл.
— Мана кирлĕ мар вĕсем, сана кирлĕ.
— Камсем?
— Вăрман вăррисем терĕм-çке!
— Эс пĕлетне вĕсене?
— Ак ĕнтĕ! Пĕлетĕп çав, çавăнпа хуса çитрĕм те сана.
Шуйханнă Ваçилейĕн тинех нимĕн хĕпĕртесси те çукчĕ, çапах та хĕпĕртерĕ. Вăл хăйĕн тăшманĕсене тавăрма пултарать. Çавăнтах кĕсйинчен пĕр кĕмĕл кăларса пĕчĕк çынна тыттарчĕ.
— Кала, тархасшăн, камсем вăрман вăрларĕç? Шăрттан патĕнче пултăмăр ав, пĕр пĕрене те çук унта. Ăçта пытарнă вĕсем вăрласа кăларнă вăрманне? — чăтаймасăр ыйтрĕ Ваçилей.
— Пикмăрса патĕнче. Аслă урамра. Шерккее хирĕç пурăнать. Икĕ хутлă чул çурт пур-çке. Çав çурта хирĕç.
Ваçилей паçăр чул çурт умĕпе иртсе кайрĕ-ха. Йăтăнса аннă пӳрте те асăрхарĕ. Епле курмарĕ вара, енчен вăрланă вăрмана çавăнта кăларнă пулсан? Хай çапла иккĕленнине вăл пĕчĕк çынна каласа кăтартрĕ.
— Санăн вĕсен пахчине кĕрсе пăхмаллаччĕ, çавăнти лупашкана пушатнă вĕсем. Урамран пăхсан та курăнать.
— Чăн калатна?
— Ак ĕнтĕ, чăн пулмасăр! Йăнăшатăп пулсан, куçăмран сур. Вĕр-çĕнĕ пĕренесем халь те çавăнтах-ха. Шанмасан, кайса пăхма пултаратăн.
— Тем пек тав тăватăп сана, — терĕ савăннă Ваçилей. — Сăмаху тĕрĕс пулсан, паянах килсе тата укçа парăп.
— Çавăнпа каларăм та.
— Мĕн ятлă эс?
— Кукуç теççĕ мана. Мăран Кукуç теççĕ. Асту вара, вăл каласа пачĕ тесе, ял халăхне ан пĕлтер, пĕлсен — пĕтрĕ пуç.
— Мăранах мар пек ху. Мĕншĕн çапла калаççĕ?
— Ял халăхĕ çапла калать, мен тăвăн ăна?
— Атя, пĕрле кайса пăхар.
— Э-э, çук, мана санпа пĕрле пыма юрамасть. Эс тухса кайсан, кунта мана çынсем çапса пăрахма пултараççĕ.
Кукуç çурт хӳттинелле пăрăнчĕ.
Хавасланнă Ваçилей килне каяс çĕртен каялла çаврăнчĕ. Пикмăрса терĕ-и-ха çав? Тем чăн чăвашла ятсем тупса пĕтернĕ çак Утламăшра, вырăсла та мар. Пикмăрса... Пикмăрса... Ик хутлă чул çурта хирĕç. Утламăшра пĕртен-пĕр чул çурт, вăл ăçта иккенне пĕлесси пысăк терт мар, çав Мăран Кукуç сăмахĕ тĕрĕссине çеç пĕлмелле. Урампа иртсен...
Ваçилей çав паçăрхи чĕлпĕрлĕ çынна асне илчĕ. Хăлхи çаплах ыратать-ха хăйĕн. Юрать-ха, меллесех çапаймарĕ, ĕмĕрлĕхе хăлхасăр пулсан та, кам инкек кăтартнине паллас çук. Хăрушă çын. Ваçилейĕн сехрине йăлт хăпартрĕ вăл. Кам пулчĕ-ши хăй? Ăна паллать иккен-ха, Шыçмак Ваçилейĕ тет. Ай хăратса пĕтерчĕ-çке, тупата! Каламан сăмах хăвармарĕ, юлашкинчен çапса та ячĕ. Каллех çав çын тĕлне пулас марччĕ тесе, Ваçилей кушак пек сыхланса утрĕ. Мĕн тейĕн, ара? Çав çын халь тесен халь таçтан пĕр кĕтесрен сиксе тухĕ те, эс ялтан тухса кайман-çке тесе, ним мар çапса ӳкерĕ. Ун пек çын пурне те пултарать. Анчах пĕр тытăннă ĕçĕн вĕçне тухмалла, каялла чакма çук. Çав Шăрттан хурри пулса тăриччен... Страшник те паçăр темĕн йĕкĕлтеме пăхрĕ, тăмсик терĕ, Ваçилей сăмахĕ чăн пулнине унăн та пĕлмелле.
Çак шухăшпа хăпартланса, Ваçилей урама çаврăнчĕ, хайхи хурал пӳртĕнчен иртрĕ, аслă урама тухрĕ. Кĕпер урлă каçсан, хăйне асăрхаттарнă чул çурт курăнса та кайрĕ... Шерккей çурчĕ, тет, иккен-ха çав çурт, хăйне кура пит тĕреклĕ пурăнакан чăваш пулмалла. Ав, унăн пахчинче пурçăн пек клатсем вĕçе-вĕçе лараççĕ. Пĕр-пĕр май килнĕ хушăра çав хуçапа паллашмалла пултăрахче çав та... Чул çурта хирĕç ишĕлсе аннă пывăç çурт. Умĕнче никам та курăнмасть. Ваçилей урампа хуллен çеç иртсе пыракан çын пек курăнасшăн пулчĕ. Пахчине çырма кĕрет. Çырмара, чăн та, вĕр-çĕнĕ пĕрене купаланса выртать. Кукус улталамарĕ ăна, çук, улталамарĕ. Ваçилей вара хăй епле-ха паçăрах çакна асăрхамарĕ? Урамран та курăнать-çке, çакăнтан иртсе кайрех ĕнтĕ вăл...
Çакна курнă хыççăн Ваçилейĕн каялла кăна çаврăнмаллаччĕ, вăл çаврăнмарĕ — тăкăрлăкалла пăрăнчĕ те тӳрех хире çул тытрĕ. Çитес çĕре хăвăртрах çитмешкĕн лаша кирлĕччĕ ĕнтĕ ăна. Старăстă хăй лашине ларса янă пулĕччĕ-ши, тепре каласан, аплах чăрманса вăхат ирттермесен те юрĕ-ха. Çитес вырăнĕ ытла инçе мар, утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса, вăл часах вулăсра пулать. Урăхран никама тĕл пулас марччĕ тесе, Ваçилей пĕр çавранса пăхмасăр васкарĕ. Хире тухрĕ. Арман. Пĕчĕк канав. Сăрта хăпарчĕ. Утламăш ялйышĕ чӳк ирттерекен ырхăва та кунтах. Унтан анаталла ансан, сукмак аслă çула тухать. Шухăша кайса утать Ваçилей. Халь вăл ĕнтĕ вăрман теçетникĕ умĕнче кăна мар, апьешчĕк умĕнче те ырă ятлă пулать. Тав тăвĕ ăна, тăкаксăрах вăрман пама та килĕшĕ. Вăрманне вара укçалла сутма пулĕ. И-их, ун пайне мĕн те пулин тухатех!
Аслă çулпа кӳршĕ ялăн лавĕ пырать. Ваçилей çав урапа хăйпе танлашасса кĕтсе тăчĕ. Вăл хăйне лартса пымашкăн лавçине тем пекех йăпăлтатрĕ, йăлăнса та пăхрĕ. Хуçи чĕмсĕр пулчĕ курăнать, кашни сăмахне укçалла сутать тейĕн, чĕнсе чĕнесшĕн мар. Ваçилей çапах та урапа çине хăпарса ларчĕ. Лашапах çӳреме аван иккен, канлĕ, çул та кал-кал ӳсĕнет. Лавçинчен вăл хăш ялсем иккенне ыйтрĕ. Лешĕ чăпăрккипе кăна каялла тăсса кăтартрĕ.
Вулăса çитсен, Ваçилей тӳрех вăрман хĕрринелле васкарĕ. Вăрман хуралçисем пурăнакаи пуртрĕ кăмака хутса тăракан карчăк кăна иккен.
— Ăçта пуçлăхсем? — кăшкăрса ыйтрĕ вăл карчăкран.
— Ăçта пулччăр вĕсем халь... — терĕ лешĕ.
Ваçилей ăна паллать. Карчăк пĕрре ыйтнипе нихçан та теплĕн-йĕрлĕн ăнланмалла каламасть, килен-каяна та темĕн шанмасăр пăхкалать вăл.
— Ăçта тетĕп çав, вăрманта-и?
— Вăрманта.
— Мĕншĕн кайнă унта?
— Хăйсенчен ыйтăн-ха таврăнсан, эп ăçтан пĕлем.
— У-у, пĕтме маннăскер, çавна та пĕлместĕн!
— Пĕлместĕп çав...
Хайхи карчăк калаçми те пулчĕ. Ваçилей ăна куçран тинкерсе пăхса тăчĕ.
— Мĕн пĕлетĕн-ха ĕнтĕ эс хăвăн пурнăçăнта?
— Ăçтан пĕлем ăна?
— Теçетниксем паçăрах кайрĕç-и, халь кăна кайрĕç-и?
— Паçăр та кайрĕç, халь те кайрĕç.
— Мĕншĕн кайнине каламарĕç-и?
— Каламарĕç.
— Ху мĕнле шухăшлан?
— Ăçтан мурне шухăшласа çитерĕн вĕсене. Пĕтĕм Пашьелпе Асанкасси вăрман касма хăпса тухнă, çавсене тытмашкăн кĕрт йыттисем пек ĕрĕхсе çӳреç пуль, эп вĕсене ăçтан пĕлем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...