Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
— Çĕр выртсан аванччĕ çав...
— Утсем те ĕшеннĕ.
— Çĕр выртмасан хĕр ача тупасси çинчен ан та шутлăр.
Темĕнччен хĕн-хур курса çӳренĕ хыççăн Мамич-Бердейшĕн тинех телейлĕ кун çитрĕ. Алттыш çерпӳ Акпарс патне Нужинала кайнă, çĕрле тин килмелле терĕç. Ун арăмĕ, çармăс мăрсине тахçантанпах пĕлекенскер, ăна пулас кĕрӳ тесе шутлаканскер, вăл кĕрсе тăрсан чунтан хĕпĕртесе ӳкрĕ.
— Ак çухалнă çын тупăнчĕ. Пире манса кайса пурăнтăн-пурăнтăн та таçти упа шăтăкĕнче килсе курас терĕн çапах та? — йĕкĕте кăшт çеç ыталаса илмерĕ çĕрпӳ арăмĕ.
— Кăкшамара çавнашкал упа шăтăкĕ тесе шутлатни вара, инке? Кун пекех ан кӳрентер-ха пире тархасшăн, — май пур таран çемçен, евĕклĕн калаçма тăрăшрĕ Мамич-Бердей.
— Пырса курман та, ним калама та пĕлместĕп çав, ырă çыннăм. Тен, вырăнĕ пирĕннинчен те хăтлă пулĕ те-ха, сăмахĕ çапла ĕнтĕ. Юхан шыв пур тетĕн ав, вăрманĕ хитре тетĕн, çуркунне ейӳ каять тетĕн. Ун пек вырăн яланах илĕртӳллĕ пулаканччĕ.
— Хитре вырăн. Хитре те пуян. Пĕрре илсе кайса кăтартăттăм та, пушă вăхăт çукрах пулчĕ-ха юлашки уйăхсенче.
— Ĕçĕ тупăнать пуль. Мăрса тенин ăçтан катаччи чупса çӳреме вăхăчĕ пултăр? Эп хам арçынран илсе калатăп. Пĕрре те пушанаймасть ман Алттыш, пĕрре те пушанаймасть, — калаçнă хушăрах ĕçме-çиме хатĕрлерĕ çĕрпӳ арăмĕ. Хăй вăрттăн ыйтма ĕлкĕрчĕ-ĕлкĕрчех: — Кĕрккене куртăн-и çак эс картишĕнче? — терĕ.
— Куртăм, — вăл мĕнле ыйтнă, çавăн пекех пăшăлтатса тавăрчĕ Мамич-Бердей.
— Хĕрупраç ĕçне пикеннĕ-ха вĕсем виççĕш те, кăçал тĕртнĕ пиртен тӳшек пичĕ çĕлерĕç те тĕк тултараççĕ-ха...
— Вăл та кирлĕ кил-çуртра.
— Чим-ха, тухса чĕнем Кĕрккине, хăна килсен тĕкпе ан лăпăртатчăр, — терĕ çĕрпӳ арăмĕ.
«Хăна» вашават хĕрарăм тăрăшса мĕнле чупкаланине савăнса çеç пăхса ларчĕ. «Пĕлмеççĕ, — терĕ вăл хăй тĕллĕн, — лере мĕн пулса иртнине килсе калайман-ха эппин. Унсăрăн вĕсем ман умра хапхине те шăлтăр-шалтăр çеç питĕрсе лартнă пулĕччĕç».
Алттыш пит те кая юлса таврăнчĕ. Вăл киличчен мăрса хăйĕн çураçнă хĕрĕпе пурин çинчен те калаçса татăлма пултарчĕ. «Юлашки хут пуплетĕп аçупа, — систерсе хучĕ вăл тимсĕлсе куçран пăхакан хĕр ачана. — Пиллесен пиллет пире, пиллемесен...»
Кĕркке, мĕнле-ха апла, савниçĕм, атте ун пекех хирĕç пулакан марччĕ-çке, эс лайăхрах сăмахласа пăх унпа тенĕ пек, ассăн çеç сывларĕ.
— Ан кулян, чунăмçăм. Аннӳ хирĕç мар ав, ун кăмăлне пĕлетĕп. Аçу кăмăлне мĕнле те пулин çавăрас пулать ĕнтĕ.
— Атте те хирĕç мар, — терĕ Кĕркке. — Йăлăхтартăмăр ĕнтĕ эпир ăна, виçĕ хĕр ача. Пĕркун çилленсех каласа хучĕ анне умĕнче, пĕр ывăл пуласчĕ манăн çак виçĕ хĕр вырăнне терĕ.
— Пĕрне илсе каятăп ак. Иккĕ çеç юлать. Вĕсем те вăхăт çитсен, çунат сарнă кайăк чĕпписем пек, пăрр! çеç вĕçсе тухса кайĕç. Нумай ан ил, çапах та хатĕрле япалусене эпир кайнă тĕле...
Алттыш, чунĕ усала сиснĕ тейĕн çав, çармăс мăрсине тарават пулмарĕ. Пăлхавçăсем пирки, хан пирки сăмах тапратсан ун çине шурă куçпа çеç пăхса илчĕ. Чылай ларсан вара: — «Куратăп, халĕ те пĕчĕк ача ăсĕпе пурăнатăн эс, Мамич-Бердей. Арçын ăсĕ кĕреймен-ха сана», — терĕ.
— Эпир çĕнтерсен урăхла калаçатăн та-ха эс, Алттыш мăрса. Хусана ярлык илме йăпăр-япăр чупса пыратăн, — мана ним каласа та кӳрентерейместĕн халь тенĕ пек тавăрчĕ лешĕ.
— Эсир çĕнтерсен хĕвел кăкшăмран тухать, — кулчĕ кил хуçи.
Çакăнпа вĕсен калаçăвĕ пĕтрĕ. Мамич-Бердей кăнтăрла çӳреме хăрамалла тесе çула тухма хатĕрленме пуçларĕ. Хуçана алă парса (арăмĕ çывăрма выртнăччĕ ĕнтĕ), мăрса алăк патнелле утрĕ.
— Хĕлле хăварнă пушшуна та илсе каймасни пĕрех хут? — йĕкĕлтерĕ тĕпелтен Алттыш.
— Юлтăрах, — терĕ Мамич-Бердей. — Тен, ăна илме тепĕр чухне кĕрсе тухăп. Вырттăр...
— Кĕтни усăсăр, ан та кĕт, — терĕ хуçа. — Эп сана нимле хĕр те памастăп. Ху такăрлатнă çулна манма тăрăш.
— Паратăн, — шăл витĕр каларĕ çармăс мăрси. — Алла çăкăр тытса тупа тума пултаратăп: Кĕркке манăн пулать!
Алттыш вĕсене ăсатма тухмарĕ. Ку пĕр енчен лăйăх та пулчĕ. Мамич-Бердей хăй учĕпе пĕрле хуçа урхамахне те йĕнерлерĕ. Тарçăсем ĕнтĕ пурте харлаттарса çывăратчĕç. Тĕкĕрçсем хăйсемех хапха уçрĕç, хăйсемех хупрĕç ăна.
— Утлан, — терĕ çармăс мăрси хутаç тытса тăракан Кĕрккене йĕнер çинелле ывăтса. — Аçупа калаçни усăсăр. Кайрăмăр! — кăна вăл ыттисене каларĕ.
— Каллех пушăлла пулмасть-и пирĕн? — тĕттĕмре лĕх-лĕх кулчĕ тĕкĕрçсенчен пĕри.
— Ан палка! — касса татрĕ Мамич-Бердей. — Ытла нумай пĕлетĕн. Вĕçтер хытăрах.
...Хăйĕн нуратдинне кĕтсе ывăннă Али-Акрам Кĕрккене курсан куçне-пуçне чарса пăрахрĕ, темиçе хутчен тутине чаплаттарса илчĕ.
— Ай-ай-ай, мĕнле чиперкке тупнă эсĕ! Шурăмпуç çăлтăрĕ, чăн-чăн шурăмпуç çăлтăрĕ. Ну, куншăн ахаль тумăп сана, нуратдин. Куншăн сана бакшиш пу-улать...
Кĕркке сасартăк хăлха чикки таран хĕрелсе кайрĕ, Мамич-Бердей умне пырса тăчĕ.
— Эс мана çакăн валли илсе килтĕн-и, ирсĕр этем?
— Каçар, Кĕркке, — терĕ мăрса. — Эп аçуна тавăрас терĕм. Ку вăл — пирĕн хан. Эс хан арăмĕ пулатăн, патша майри...
— Йытă! — мăрсана питĕнчен лач! сурчĕ Кĕркке. — Чун илли! Халех кăларса ярăр мана. Унсăрăн... — вăл сĕтел çинчи сим-пыл кăкшăмне ярса илчĕ те ăна тӳрех урайне печĕ, унтан ытти япаласем патне кармашрĕ.
Мамич-Бердей мĕн тумаллине тавçăрса иличчен хан хĕр ача çине сарлака юркав ывăтрĕ, иккĕн ăна аллисене каялла хутлатса çыхса пăрахрĕç.
— Ну, бикенчи, ну, хаяр, — урайĕнче выртакан хĕр патне пĕшкĕнчĕ Али-Акрам. — Ме ак çак çемçе япалана чăмлакала пĕр хушă. Сăмсупа сывла, сăмсупа! — ун çăварне пурçăн пусма татки пĕтĕрсе чикрĕ хан. — Вилсе ан кай, бикенчи, чыхăнса вилсе ан кай. — Çавăнтах вăл Мамич-Бердея кăчăк туртрĕ. — Кил-ха, вырăн çине илсе вырттаратпăр ăна. Тем тесен те, вăл çакăнта, тӳшек çинче, выртмалли çын...
Тата темиçе кунтан Али-Акрам мăрсана тепре тав турĕ.
— Ай, бикенчи тупса патăн мана, нуратдин! — аллисене йăваларĕ вăл. — Юратмалла сан хĕр ачуна, арăм тума та юрăхлă Кĕркке! Ну, эсĕ эте-ем, Мамич-Бердей. Маншăн хăвăн савнине те хĕрхенмерĕн иккен... Тус-тăк тус эсĕ. Юрĕ, имильдаш вырăнне пулатăн ӳлĕмрен. Пĕлетни мĕскер? Çăлтăр шутлакан ăсчах ун ятне илтрĕ те çапла каласа савăнтарчĕ: «Атиллăн арăмĕ те Кĕркке ятлă пулнă», — терĕ.
Ту енчен таврăнсан Мамич-Бердей темиçе каç йĕркеллĕ çывăрма та пултараймарĕ. Унти мăрсасем вырăссенчен уйрăлма шутламанни тарăхтармаллипех тарăхтаратчĕ ăна. Тукай хăйне мĕнле мăшкăл кăтартнине аса илсен вăл вырăн çинчен сике-сике тăчĕ, читлĕхе хупнă кашкăр пек, пӳлĕм тăрăх чупрĕ, шăлне шатăртаттарчĕ.
Чунне лăплантарас тесе мăрса çĕрле те, кăнтăрла та Сююнбике çинчен шутлама тăрăшрĕ. Уншăн, унпа пĕрле Хусана пырса кĕрессишĕн Кĕркке пек савнисене вуннă, çирĕм парĕччĕ Мамич-Бердей.
Ялан ун пирки шутланăран-тăр, пĕр каçхине тĕлĕкре чăнах та Сююнбикене курчĕ. Чĕнет пек вăл ăна, пĕрле часрах шĕкĕр хулана тухса каяр, тахçанах кĕтеççĕ унта пире тесе васкатать пек.
Куç умĕнче вара ялан Кĕркке тăчĕ. Сююнбике — аякра вăл, ĕмĕтре кăна, Кĕркке — юнашарах-çке. «Керкке, Атилла арăмĕ Кĕркке, — аташрĕ мăрса хăй тĕллĕн. — Кам валли сыхласа усрарăм эп сана темиçе çул хушши? Çак сысна валли-и? Вăл ун пеккисене тата нумай ыйтĕ-ха кунтан тухса шăвăниччен. Ун вырăнне тепĕр хан килĕ — татах ыйтĕ. Вĕсем лере гаремпа пурăнма вĕреннĕ-çке».
Тепĕр шухăш, хăравçă çын шухăшĕ те пулчĕ пуçра: «Кĕркке куçне курăнма юрамасть халь ман, хан патне пит кĕрсе çӳреме те юрамасть. Ним мар чиксе пăрахать хĕр ача мана, çĕçĕпе тӳрех чĕре тĕлĕнчен патлаттарать. Ытла ирсĕр çын пултăм эпĕ уншăн чăнах та, хана юрас тесе ытла ухмахла хăтлантăм. Юратнă-çке вăл мана, Алттыш хĕрĕ, чунтан юратнă. Çӳлти турă аçа-хаяр ан ятăрах ман çине Кĕрккешĕн...»
Али-Акрампа Кĕрккене курас мар тесе Мамич-Бердей Кăкшамар тепĕр вĕçне, çармăс мăрсисем пурăнакан урама кайрĕ. Вăл çак кунсенче руэмсенчен халăх чылай пуçтарăннă пулĕ тенĕччĕ. Çук çав, çар пит майĕпен хутшăнса пырать. Кĕривĕш вăрманĕнчи пăлхавçăсем пĕр çирĕммĕн каçнă та, Кĕçĕн Кăкшанпа Нурла тăрăхĕнчен ик çĕрпӳ килнĕ. Лашалли пачах çук. Ĕççи умĕн çын вăрмана лашапа тарса килет-и? Каярахпа, утă çулса тирпейлесен, пур-çук тыр-пула вырса пуçтарсан мĕнле пулĕ ак. Ун чух килмеллех, ĕнентерме тăрăшать хăйне Мамич-Бердей, мĕншĕн тесен кĕркунне вырăссем куланай пуçтарма пуçлаççĕ. Ун чух юлмаççĕ ак арçынсем яла, лаши-мĕнĕпех пăлхавçăсем патне тарса килеççĕ. Пуçтарасчĕ, кĕркунне пысăк çар туса хурасчĕ Кăкшамарта тет нуратдин, вара Ту енчи мăрсасемпе урăхларах калаçнă пулăттăм. Хĕр вăрлама мар кайăттăм Атăл леш енне, унти пуçтах та кутăн мăрсасене аркатма тытăнăттăм. Çитет-и çавнашкал хăтлă вăхăт уншăн? Хăй шучĕпе, çитмелле пек, тем тесен те çитмелле!
18. Сарайчик хули
Нухай княçĕ Исмаил Ейĕк хĕрринче пиччĕшĕ патĕнче çур çул каялла пулнăччĕ. Питĕ хытă вăрçса уйрăлчĕç те, халь вăл Сарайчик хулине кайма та хăрать. Пиччĕшĕпе шăллĕ пек мар, ĕмĕр харкашса пурăннă ик хаяр тăшман пек калаçрĕç Исамилпа Юсуф. Пырса кĕрсенех вырăнсăр сăмахпа кӳрентерчĕ-çке ăна пиччĕшĕ. «Мĕнле килме шикленместĕн эс, Исмаил, ман пата? Эп сана тарăхнипе хапхаран кĕнĕ хушăрах касса ваклама пултаратăп», — тесе хучĕ. Хăй мĕнле тавăрнине те лайăх астăвать-ха Исмаил. «Хĕççӳне туртса кăларма ĕлкĕрĕн-ши, пичче. Асту, хăвăн кукша пуçу Ейĕкелле кăлтăр-кăлтăр кусса ан кайтăр», — терĕ вăл.
Тем пирки калаçу тапрансан та сăмах-юмах çыпăçмарĕ вĕсен. Пиччĕшĕ калаçма тытăнсан шăллĕ пӳлчĕ, шăллĕ калаçма тытăнсан пиччĕшĕ пӳлчĕ.
— Эп Иван патшаран парнесем кĕтетĕп. Парăмлă вăл ман умра. Хальхинче хаклă парнесем ярса парассăн туйăнать, — терĕ Юсуф.
— Ан кĕт. Нимле парне те ярса памасть вăл сана, — хирĕçлерĕ Исмаил. — Иван халь чăннипех те вăй илчĕ. Ав ăçталла кармашать, Царицынпа Астрахань еннелле аллине тăсать. Хусана илнĕ хыççăн вăл Нухай умĕнче пуç таять-и? Ан кĕт. Нимле парне те пулмасть Мускавран сан валли.
— Иван патшана хам элчĕрен, Кельдеур мăрсаран, тем вăрăмăш çыру парса ятăм-ха, ак çакăн тăршшĕ, — аллине хăй умнелле çӳле-çӳле тăсса кăтартрĕ пиччĕшĕ. — Темĕн те пĕр çыртăм унта. Хусана пĕтертĕр, халĕ унта суту-илӳ тума та никам та çӳремест терĕм. Хусан тутарĕсене ма хула тулашне хăваласа кăлартăн, княçсемпе мăрсасене ма хăвăн патшалăхна куçарса кайрăн терĕм. Сююнбике пирки те хăратса çыртăм. Эс хушнипе унăнне кăкăрне касса илнĕ тет, ывăлне, ман мăнука, ирĕксĕр тĕне кĕртнĕ тет, халь вăл Утямăш ятлă мар, Александр ятлă тесе çыртăм. Сююна Шигалее качча пар та, пурăнччăр вĕсем ислам тĕнĕ вĕрентнĕ пек, ун патне Касимов тутарĕсене пырса çӳреме ан чар, ман элчĕне ун патне кĕрсе тухма ан чар терĕм. Унсăрăн хĕрĕме хам пата Нухая илсе килетĕп тесе хăратрăм.
— Парать сана Иван Сююнбикене, кĕтсех тăр, — пиччĕшĕн ку ĕмĕтне те татасшăн пулчĕ Исмаил. — Вăл Сююнбике тутар мăрсисене пăтратма пултарнине пĕлмест пуль. Шигалей тесен, вăл качча илсен те пурăнмасть унпа. Ун Фатима пур. Сан хĕрне юратман та, юратас та çук Касимов тутарĕ.
— Ман хĕр ача хитре мар-им вара? Тиркемелле хĕрарăм пулса тăчĕ-им? — шăртланчĕ Юсуф.
— Темле хитре пулсан та юратмасть ăна Шигалей. Сююнбике те ăна тӳсме пултараймасть. Ав Хусанта чухнех пĕрлештересшĕн пултăн та эсĕ, нимĕн те тухмарĕ-иç сан...
— Эп хам хĕр ача шăпине çăмăллатасси çинчен шутлатăп, айван! — кăшкăрчĕ пиччĕшĕ. — Тĕрĕссипе тăван пулса хăвăн та çырмалла Иван патша ячĕпе çыру. Сююнбикене Нухая ăсатсан аван пулĕччĕ, ун килĕнче тăван ашшĕ пур темелле, мăнукне çавсем пăхса ӳстерччĕр темелле.
— Эп сирĕн ĕçе хутшăнмастăп, — терĕ Исмаил. — Ман Иван патшапа çапăçас килмест, халлĕхе çапăçма сăлтав та çук. Вырăссем манран кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе лаша илеççĕ. Ку маншăн пайталлă япала, халлĕхе эп çавна çеç пĕлетĕп.
— Укçа тума пĕлетĕн-ха эс, ăна куратăп. Ĕмĕтӳ те çав кăна — лаша сутас, пуяс, пиччерен иртсе каяс, Нухайра хамăн хуçа пулса тăрас.
— Сан ĕмĕтӳ мĕнле?
— Эп хамăр тăшмансене лаша сутмастăп. Иван патша умĕнче йăпăлтатса тăмастăп. Ав Хусан çывăхĕнче, Мĕша тăрăхĕнче пăлхав пуçланнă, вырăссене хирĕç çапăçаççĕ. Кирлĕ пулсан çар пуçтаратăп та çавсене пулăшма каятăп.
— Кайса пăх-ха.
— Мĕн, санран ыйтса тăрап-им?
— Ывăлусене илсе кайнă чухне ыйтмасан та пултаратăн, анчах Нухай çыннисене вăрçă вăрçма илсе кайнă чухне ыйтма та тивет пуль. Манран çеç мар, ытти мăрсасенчен те ыйтмалла пулать.
Пиччĕшĕ килĕнчен хăваласа кăларса янă пекех тухса килчĕ Сарайчик хулинчен Исмаил ун чухне. Сăмах пачĕ: тек çав тӳрмен çын патне кайса кĕместĕп терĕ.
Ак халь Нухайра ĕçсем тата та кăткăсланчĕç. Юсуф хăйĕн вăталăх ывăлне, Али-Акрама, Хусан леш енчи пăлхавçăсем патне хан пулма пиллесе кăларса янă. Сююнбикепе вĕçĕмсĕр çыру çӳретет. Лешĕ, пуçтах хĕрарăм, Хусанта ыр курса пурăннине манаймасăр каллех чапшăн çунать, ашшĕне Хусан еннелле вăрçăпа кайма хистет пулас. Юсуф вырăссене мĕнле курайманнине пĕлет Исмаил. Нумай икĕ питленнĕ вăл вырăссем умĕнче, вĕсене нумай сăтăр тунă. Юсуф тепре вăрçăпа тухсан сăмахĕ Исамила та тивет ĕнтĕ, Иван патша ăна эс пиччӳне тытса чараймарăн тесе вăрçать.
Исмаилăн çак кунсенче суту-илӳ ĕçĕпе Царицына каймаллаччĕ, вăл тăхтаса тăчĕ, çеçен хирте ут кĕтĕвĕсене тĕрĕслеме кайнă ывăлĕсем таврăнасса кĕтрĕ. Яланхи пекех, ывăлĕсем кĕтӳрен халиччен йĕвен курман темиçе ăйăр тытса килчĕç.
— Лайăххисене тупрăр-и, ывăлсем? — терĕ ашшĕ шап-шур кăпăк тăкса, ташласа тăракан утсене хулăпа йĕкĕлтесе.
— Пит лайăххисене суйласа илтĕмĕр, атте, — терĕ кĕçĕнни, ачаллах хир лашисене çӳретме хăнăхнăскер. — Пĕрне юри сан валли илтĕмĕр. Çул çинче эп ăна утланса та пăхрăм.
— Эппин, хăвах çӳрет, — ытараймасăр утсем йĕри-тавра чупкаларĕ Исмаил. — Халь çăвăнăр та апат çийĕр, — терĕ вăл. — Апат хыççăн сире ĕç хушас тетĕп...
Нумай та вăхăт иртмерĕ, ывăлĕсем ун чатăрне чупса та пычĕç.
— Эпир хатĕр, — терĕ кĕçĕнни. — Мĕнле ĕç хушасшăн эс пире?
— Итлĕр, — ларса ĕçлĕ калаçмаллине систерсе урайĕнчи кавир çине кăтартрĕ ашшĕ. Ывăлĕсем йăпăр-япăр ăна хирĕç вырнаçса ларчĕç. — Сирĕн аслă пиччĕр Юсуф князь аулсенче çар пуçтарса çӳрет. Вăл Астраханьте хан вырăнче ларакан Ямгурчейпа пĕрле Хусан патне каясшăн, хăйĕн вăталăх ывăлне, Али-Акрама, Хусанта хан туса хурасшăн. Чухлатни, Тинехмат? — эсĕ ăнланма тивĕç ĕнтĕ тенĕ пек, асли çине пăхса каларĕ Исмаил. — Хусан патне çарпа каяс тени вăл Мускава хирĕç пысăк вăрçă пуçлас тенине пĕлтерет.
— Эпĕ Иван патшана санпа яланах туслă пурăнатăп, тăшманусемпе кĕрешме пулăшса тăратăп тесе сăмах панă. Пиччĕр вăрçă пуçлас пулсан Иван патша, вырăс патши, пирĕнпе хирĕçме тапратать, пиртен утсем илме те пăрахать. Ямгурчей те нумай сăтăр тăвĕ пире Хусан патне тăвалла хăпарнă чухне, унтан таврăннă чухне пирĕн кĕтӳсене хăваласа кайĕ. Çавăнпа эп сире иксĕре те Сарайчика, Юсуф пиччĕр патне ярасшăн. Эс, Тинехмат, калатăн ăна: пысăк вăрçă пуçлама юрамасть халь, атте пысăк вăрçă пуçлама хушмасть тетĕн. Ытла харкашма тапратсан çапла кала: Ямгурчейпа Хусан патне каятăр пулсан эпир кунта вăрçăпа килетпĕр те. Ăнлантăн-и, Тинехмат?
— Ăнлантăмăр, атте, — пиччĕш вырăнне хуравларĕ кĕçĕнни. — Каятпăр Сарайчика, утсене çӳретсе килетпĕр. Юрать-и, Тинехмат?
— Кайса килĕпĕр, — майĕпен хăйĕн хулăн сассипе тавăрчĕ асли.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...