Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
Иливана ытларах хурлантарас тенĕ пекех, тарçăсем, хуçа ирĕк панипе, чӳк тунă çĕре юлан утпа кайрĕç. Чураппапа Сарье валли турхан çатан урапа кӳлме хушрĕ.
Кустăрмисене лайăх тĕрĕслесе, тевĕшсене хытарса кӳлсе пачĕ каччă çатан урапана. Ăмсанса ларкăч çине пăхса илчĕ. Унăн тытмаллаччĕ те ĕнтĕ тилхепене ларкăч çине хăпарса ларса, анчах Автей ăна, хăй юратман çынна, çатан урапа шанса парать-и?
Каччă шутланă тăрăх, ун ĕмĕтне Автейрен ытларах турхан хăй татрĕ. Çавă систерсе хунă аслă тарçа Иливана Сарьепе пĕрле Сĕмĕле ан яр тесе. Вăл хушнипе пулчĕ ку ĕç, урăх никам ирĕкĕпе те мар. Эй, турхан, ырă чухне ырă та çав эс, усал чухне ытла та усал. Чуну типсе ларнă санăн, ху çамрăк пулнине тахçанах манса кайнă эсĕ.
Çапла шутласа вăл килтисене аса илчĕ. Кам-кам кайрĕ-ши килтисенчен Сĕмĕл тăрăхне? Аслашшĕ каятех-ха, мĕншĕн тесен вăл чӳк пуçлăхĕсенчен пĕри. Ашшĕпе Чечекпи юлмаççĕ ĕнтĕ аслă чӳкрен. Асламăшĕпе амăшĕ кил-çурта пăрахса тухса каяс çук, вăл та паллă. Никам юлмасан та амăшĕ юлатех. Кайса килес пулать ун патне каçпа ĕçсенчен пушансан. Мĕнле те пулин парне илсе каяс пулать ун валли — чӳк парни.
Иливан эрлекне пусарса самаях лăпланнăччĕ ĕнтĕ, хăйĕн пекех кӳреннĕ тепĕр тарçăпа вите тасататчĕ, кĕтмен çĕртен картишне хуçа тухрĕ. Паçăрхи тумне хывса чаплă тумтир тăхăннă хăй. Çап-çутă атăпа, вырăссенчен туяннă çĕнĕ карттуспа. Аллинче — чĕн саламат.
— Мĕн тăватăр-ха эсир, чӳкрен юлнă каччăсем? — вите алăкĕнченех пырса пăхрĕ Тукай.
— Ак лашасем çук чух кăшт тирпейлес тетпĕр.
— Аван, аван. Анчах эпир санпа иксемĕр Сĕмĕле каятпăр пуль, Иливан. Темскер, чĕре йăшкать. Усала сиснĕ пекех. Чăтса лараймастăп эпĕ çак самантра килте. Атя, хамăрăннисене хăваласа çитер. Ман халь тем тесен те унта пулмалла.
— Тĕрĕс, Тукай ĕмпӳ, — терĕ Иливан кĕреçине кĕтесе тăратса. — Сан халь чӳк тунă çĕрте пулмалла. Утсене йĕнерлес-и эппин?
— Йĕнерле. Эс, Автей, кунта юлатăн. Хапхасене лайăх питĕр. Çĕрле сыхă пул. Юлташа пĕр тарçине каялла ярăп унта. Пӳртре хĕр арăмсем пур, аптăрамастăн.
— Аптăрамăпăр, — терĕ Ивук текенни. — Ыран мана та ямăн-ши, Тукай ĕмпӳ, эпĕ те чӳк курса юлам...
— Ыран пырса кай ара. Ыттисем килте пулаççĕ...
— Тавтапуç, Тукай ĕмпӳ. Апла эп те çынтан катăк пулмастăп иккен-ха.
— Катăк пулмастăн, катăк пулмастăн, — вите патĕнчен пăрăнчĕ хуçа. — Анчах асту, килте йăлт йĕркеллĕ пултăр. Унта-кунта — ни-ни...
— Пĕрре те куç хупмастăп, — шантарса каларĕ тарçă. Тукайпа Иливан кăшт каярах юлса тухреç пулмалла çав — çатан урапаран иртсе кайрĕç, юлан утсене вара хăваласа çитеймерĕç. Вĕсем пынă çĕре ваттисем чӳк кĕллине пуçлама хатĕрленсе тăнăччĕ. Турхан пĕтĕм халăх умĕнче чыслăн чӳк картинелле иртрĕ. Иливан хăйсен ялĕсене шыраса тупса карта тулашне тăрса юлчĕ — вăл çамрăк-ха, килнĕ-килмен чӳк картине кеме тивĕç илеймен.
Карта ăшĕнче ваттисем нумаях мар — çич-сакăр çын анчах. Вĕсен хушшинче Иливан аслашшĕ Иштерек те пур. Карта хĕррипе пур çĕрте те хуран çакăнса тăрать, хуран айĕнче вучах çатăртатса çунать. Таврана пиçнĕ какай шăр-ши сарăлнă — ку хурансем чылайранпа вĕреççĕ пулас.
Пăртак тăрсан Иливан çакна асăрхарĕ: чӳк карти виç алăклă иккен; çурçĕр енчи хапхаран шыв йăтакансем кĕреççĕ; хĕвел тухăç енчи хапха умĕнче пусма ĕлкĕреймен выльăх-чĕрлĕх тăрать; хĕвел анăç енчи хапхаран чӳке пынă çынсем — халлĕхе ваттисем — кĕре-кĕре тухаççĕ. Хурансен айккине вăрăм сĕтелсем лартса тухнă. Кунтах хăма çапса тунă лаç та, тепĕр пĕчĕк карта та (кĕлĕ карти) пур.
Çамрăксем хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ. Чӳк карти тулашĕнчен пăхса тăма кăна юрать, шавлама, кăшкăрашма — çылăх. Мăннисене итлемен пĕчĕк ачасене çавăнтах хăлхаран тытса айккинелле сĕтĕрсе каяççĕ.
Ак пĕр старик — ăна Сĕмĕл çынни терĕç — кĕлĕ картине кĕчĕ, хĕвел тухăç енне пăхса чӳк кĕлли калама пуçларĕ. Ку кĕлĕрен Иливан нимех те ăнланса юлаймарĕ, «Çырлах, çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçĕ амăшĕ. Сана çам парса пил илетпĕр», — тенине çеç лайăх илтрĕ. Тата тыр-пул пирки нумай каларĕ вăл: «Çитлĕ тыр-пула пурне те çич кĕлет тултарма пар, перекетне-ырлăхне пар, ана çине аксан ана перекетне пар, вырса çĕмел тусан çĕмел перекетне пар... Çырлах!»
Карта ăшĕнчи çынсем пурте пĕр харăс «çырлах!» тесе кĕл турĕç.
Ун хыççăн хурантан темиçе чара какай антарчĕç, сĕтел çине чашăксемпе пăтă лартрĕç, алла пурте сăра курки тытрĕç. Чӳклесе пĕтерсен алтăрти сăрана пăртакшарăн чĕресе ячĕç, юлнă пеккине хăйсем ĕçрĕç. Ваттисем — чӳк пуçлăхĕсем — мĕн пур апат-çимĕçе тутанса пăхнă хыççăн хĕвел тухăç енчи хапха патĕнчен сĕтел умне ваттисен тепĕр ушкăнĕ пырса тăчĕ, ун хыççăн — тата тепĕр ушкăнĕ.
Çапла ылмашса пынă май çамрăксене те черет çитрĕ. Киленсех ĕçрĕç вара хĕрсемпе каччăсем тин сĕрнĕ сăрана; васкамасăр, тутă çынсем пек, какайне тирпейлĕн иле-иле хыпрĕç, пăттине çирĕç. Пĕр ват çынĕ вĕсене валли юри çăкăр касса тăчĕ.
— Ай, сăри техĕмлĕ! Ĕçсе тăранмалла мар, — терĕ Иливанпа юнашар «чӳклекен» Турханкасси йĕкĕчĕ. — Сан аннӳ туман-и ăна?
— Ман анне те, сан аннӳ те туман ку сăрана, стариксем, ĕçкĕ-çикĕ ăстисем, туса хатĕрленĕ, — сăпайлăн тавăрчĕ Иливан. Çавăнтах ăна асăрхаттармасăр та чăтаймарĕ:
— Эс ытлашши ĕмĕтсĕр ан пул, йĕкĕт, ав карта леш енчен хĕрӳ пăхса тăрать.
— Пăхтăр, — терĕ лешĕ. — Ун валли те юлать кунта. Май килнĕ чух тăраниччен çиесчĕ-ха.
— Юрамасть, — асли вырăнне пулса вĕрентрĕ Иливан. — Тутанса пăхни паха. Çич ял халăхне нумай кирлĕ...
Часах ăна çамрăксен хушшинчен Автей чĕнсе кăларчĕ.
— Сана турхан чĕнет. Каймалла пирĕн.
— Ăçта каймалла? Халех-и? Ан ухмахлан. Чӳк тин пуçланчĕ те...
— Палкаса ан тăр. Калаççĕ сана турхан чĕнет тесе! — хăтăрса тăкрĕ аслă тарçă.
Тукай киремет картинчен чылай аякра, вĕтлĕхре, çатан урапа патĕнче тăрать. Вăл тин çитнĕ арăмĕпе мăнукне тусантан тасалма пулăшать. Чураппапа Сарье питне-куçне шывпах çăвасшăн иккен — Иливанăн пĕчĕк витре йăтса çăл кутне чупмалла пулчĕ.
— Ну, эпир кайрăмăр, — терĕ хуçа Иливан каялла пырса çитсен. — Чипер çӳрĕр кунта. Эпир Хусан çулĕ çинчен тӳрех яла тухатпăр. Пирĕн кунта тек ĕç çук, чӳк аванах иртет...
Вăл чăннине каларĕ, ку таранччен чӳк йĕркеллех пыратчĕ-ха. Анчах инкек ура айĕнченех сиксе тухать теççĕ-çке ваттисем. Тĕрĕс калаççĕ вĕсем — ĕç, çи, савăн, çав вăхăтрах куçа курăнмасăр килекен, ура айĕнченех сиксе тухакан инкеке кĕтсех тăр.
Сисрĕ Тукай, чӳк карти тулашĕнчи халăх кĕрр! кĕрлесе илчĕ, унтан çухăрнă, хыттăн кăшкăрашнă сасăсем илтĕнсе кайрĕç.
— Вырăссем! Тарăр часрах кунтан! Тарăр! — кăшкăрчĕ пĕри.
Хĕрарăмсемпе ачасем тĕрлĕ еннелле тапса сикрĕç. Ваттисемпе вăй питти çынсем тата каччăсем çеç вырăнтан тапранмарĕç-ха — вĕсем чӳк картинче мĕн пулса иртессе кĕтрĕç. Паттăртараххисем, ухă-çĕмренпе, сенĕксемпе килнисем, тĕп хапха патне пуçтарăнчĕç.
Тукай чупса çитсе вĕсен умне тухса тăчĕ. Вăл тӳрех асăрхарĕ: вырăссем йышлах мар — вун пилĕк-çирĕм юлан ут. Эппин, çапăçас пулсан ун тĕкĕрçисем вĕсене ним мар аркатса тăкаççĕ. Анчах юн тăкма юрамасть паян. Çапăçăва кĕме юрамасть.
— Мĕн пулса иртет кунта? Кам пуçтарăнма хушнă сире? — çиллессĕн ыйтрĕ юлан утпа килнисенчен пĕри халăха хăратма хĕççине юри йĕннинчен кăларса.
— Хĕççӳне каялла чик, çĕрпӳ, — терĕ турхан ун еннелле темиçе утăм туса. — Пирĕн халăхăн çынсемпе алла хĕç тытса калаçас йăла çук.
— Мĕнле йăла пур сирĕн? Мĕн пур йăла та темиçе ялпа чӳк ирттерсе выльăха пусса пĕтересси кăна, — йĕреннĕ пек тутине йĕлпĕртсе каларĕ çĕрпӳ.
Хăй çапах та хĕççине каялла чикрĕ.
— Ытти халăхсен йăлисене тиркесе çӳреме сан нимле тивĕç те çук, çĕрпӳ, — хăюллăн калаçрĕ Тукай. — Вырăссен хăйсен тĕнĕ, пирĕн — хамăрăн. Вырăссен хăйсен йăли-йĕрки, пирĕн — хамăрăн. Эпир халь аттесен, асаттесен йăли-йĕркипе чӳк тăватпăр. Пире тархасшăн ан кансĕрлĕр...
— Эс, Тукай çĕрпӳ, мана вĕрентсе ан тăр, — хăй ăна палласа илнине халăхран пытармарĕ вырăс çĕрпĕвĕ. — Новоград Свияжскри иккĕмĕш воевода ячĕпе, Морозов боярин ячĕпе калатăп, халăха халех саланма хуш.
— Эп ун пек хушни çичĕ ял халăхне кӳрентерни пулнă пулĕччĕ, çак ватăсене пурне те кӳрентерни пулнă пулĕччĕ, — хăй хыçĕнчи халăх çине кăтартрĕ турхан. — Эп ун пек тума пултараймастăп. Халăх ячĕпе, ваттисен ячĕпе ыйтатăп, кайăр хăвăр çулăрпа, пире чӳк ирттерме ан чăрмантарăр.
— Итлеместĕн апла, Тукай çĕрпӳ, воевода сăмахне те итлеместĕн? — тарăхма пуçларĕ вырăс çĕрпĕвĕ.
— Воеводăпа эп хам калаçăп. Ун умĕнче хам явап тытăп, — парăнмарĕ турхан.
— Çыхăр ăна! Ваттисене те çыхса пăрахăр! — кăшкăрчĕ çĕрпӳ казаксене. — Воевода патне Хусан çулĕ çине илсе тухатпăр! Киремет япалисене йăлтах ватăр. Вĕрентĕр вĕсене вырăссенчен ирĕк ыйтса илмесĕр чӳк ирттерме!
Казаксенчен çурри ытла лашисем çинчен сике-сике анчĕç, чĕлпĕресене ытти юлан утсене тыттарса картаналла кĕрсе кайрĕç. Ик казакĕ çыхма тесе турхан патне чупса пычĕ. Тукай пĕрне урапа тапрĕ, тепĕрне лайăх кăна ĕнсерен пачĕ. Казаксем иккĕш те чикеленсе кайрĕç. Çамрăксем ваттисене çыхма кĕнĕ казаксене хăшне-пĕрне çапа-çапа ывăтрĕç, хăшне-пĕрне сенĕкпе чиксе пăрахрĕç. Казаксенчен хăтăлнă турхан куçпа вырăс çĕрпӳне шырарĕ. Ут çинче вăл курăнмарĕ, ун утне Ятламас тытса тăрать. Лайăрах пăхрĕ те Тукай çакна курчĕ: вырăс çĕрпĕвĕ çерем çинче выртать, ун мăйне ухă йĕппи тăрăнса ларнă. Ухă йĕппи айккипе юн сăрхăнать.
Турхан ăна туртса кăларчĕ те казаксене çыхакан çамрăксем еннелле пăхса пуçне сулкаларĕ: «Ма вĕлертĕр çĕрпĕве?» теесшĕн пулчĕ-тĕр те, нимĕн те шарламарĕ. Тепĕр тесен те вăрçса тăкмалла халь çамрăксене, те мухтамалла: никама та çыхма памарĕç-çке вĕсем.
Çапах та юн тăкăнчĕ-тăкăнчех: темиçе казака, вĕсен пуçлăхне вĕлернĕ, кунти çынсенчен те темиçен аманнă. Карта тулашĕнче пĕр юлан ут та çук, вĕсем пурте тарса пĕтнĕ. Кам пĕлет, тен, воеводăран пулăшу ыйтма вĕçтернĕ.
— Тармаллипех тарчĕç, — терĕ чĕлпĕр тытса тăракан Ятламас турхан ăçталла пăхнине асăрхаса. — Çакăнта çывăхра пĕр лаша вĕçерĕнсе юлчĕ унта, тытса килме хуш, Тукай ĕмпӳ.
Турхан Автее вăл лашана тытса килме ячĕ. Хăй ĕнтĕ урăххи пирки пуçне çĕмĕрчĕ. Çĕрпӳпе калаçнинчен вăл çакна ăнланчĕ: ку казаксене Морозов боярин ертсе килнĕ, çак самантра вăл Хусан çулĕ çинче кĕтсе тăма тивĕç. Анчах казаксен ушкăнĕ мĕнле-ши — йышлăн-ши вĕсем, сахалăн-ши?
Çавăнтах вăл çамрăксем çыхса пăрахнă пер казакĕ патне пычĕ те унтан боярин пирки ыйтса пĕлчĕ.
— Вуннăн юлчĕç лере, — терĕ казак. Суймарĕ курăнать. Суйни ăна ним тума та кирлĕ мар халь.
— Эппин, хамрăнах воевода патне Хусан çулĕ çине тухас пулать, — çынна мар, хăйне каланă пек каларĕ турхан. — Çийĕнчех ăнлантарса пани лайăхрах пулĕ. Унсăрăн кайран инкекĕ пысăкрах пулма пултарать. Тĕрĕс калатăп-и эп, Ятламас?
— Вуннăн çеç юлнă пулсан хăрамалли çук. Кайса килер, — терĕ Ятламас. Хăй çавăнтах кулса ячĕ. — Эп лашаллă пултăм ĕнтĕ, Тукай ĕмпӳ. Манăн çуран пырас мар пуль?
— Атя, утпах пыр. Вырăс çĕрпĕвĕн утне утланса кур пĕрре.
Анчах турхан хăйĕн çыннисемпе, аллисене каялла туртса çыхнă казаксемпе тапранса тухма ĕлкĕреймерĕ — улăхра каллех юлан утсем курăнса кайрĕç. Юлан утсенчен кăшт юларах çуран çынсем йышлăн килеççĕ. Çывхарнăçемĕн ытларах та ытларах тĕлĕнтерчĕç вĕсем чӳк карти патĕнчи çынсене. Юлан утсем умĕнче темиçе утăмра каллех тыткăна илнĕ çынсем пыраççĕ. Ак Тукай палласа илчĕ ĕнтĕ, вĕсен хушшинче Морозов боярин та пур. Эй, тамаша! Сĕве хулинчи иккĕмĕш воеводăна тыткăна илнĕ мар-и пăлхавçăсем? Кĕривеш вăрманĕнче пурăнакан чăвашсем пулĕ ĕнтĕ, урăх кам пултăр? Чӳк тăвакансем çавсене кĕтетчĕç. Ахтупайпа Ятламас тахçанах, вăрман сӳнтерме кайичченех-ха, систерсе хунăччĕ турхана вĕсем пирки.
Тукайшăн çав тери теветкел самант сиксе тухрĕ, хутшăнмалла-и пăлхавçăсен ĕçне, хутшăнмалла мар-и? Тен, курмăш пулса айккинелле пăрăнсан аванрах? Ун пек тума май çук, вăл ухмахла хăтланни пулĕччĕ, пĕтĕм халăх ăна хăравçă вырăнне хурса йышăнĕччĕ. Пĕрре çапăçса пăхрăн тăк, каялла ан чак, тепре те çапăç терĕ турхан хăйне. Вара вăл çирĕп утăмсемпе воеводăна хирĕç утрĕ.
Сăмахпа нимĕн те каламарĕ вăл, боярина чыслăн пуç тайрĕ те айккинелле пĕр-ик утăм туса тыткăнри çынна çул пачĕ. Вăл воевода чӳк картине кĕрет пулĕ тесе шутланăччĕ. Морозов тек вырăнтан хускалмарĕ.
— Ав кам ертсе пырать иккен кунти пăлхавçăсене, — терĕ воевода ун çине куç хӳрипе çеç пăхса илсе. — Тукай çĕрпӳ вăрă-хурахсемпе çыхланнă.
— Йăнăшатăр, боярин, — касса татрĕ ун сăмахне турхан. — Эп пăлхавçă мар. Эп кунта ваттисен йăлипе чӳк ирттерме килнĕ. Сан çыннусем вăрă-хурахла тапăнчĕç те мана ваттисемпе пĕрле çыхма тăчĕç. Пуçтарăннă халăх вĕсене ашкăнма памарĕ. Тытăçу пулса иртрĕ. Темиçе казака вĕлерчĕç. Пирĕн те аманнисем пур. Казаксене вĕлернĕшĕн халăх айăплă мар. Чартăмăр — чарăнмарĕç. Сан çĕрпĕвӳ хушрĕ тапăнма. Ăна та ухăпа персе вĕлерчĕç. Пулса иртнишĕн кулянатпăр, боярин, анчах ним тума та çук...
— Ну, халь мана çакăр, Тукай çĕрпӳ. Чӳк халăхне хăваласа салатма эп хушрăм вĕсене, — шăртланса калаçрĕ воевода. — Эсир халь вырăс патшалăхĕнче пурăнатăр, пире тупа туса сăмах панă. Ма тытмастăр хăвăр сăмаха, ма вырăссенчен вăрттăн темле пухусем ирттеретĕр?
— Ку вăл пуху мар, боярин. Ку вăл — чӳк, пĕтем халăхпа киремете парне пани. Эпир сире аттесен, асаттесен йăлисене пăрахатпăр тесе тупа туман, боярин. Ӳлĕмрен те ун пек тупа тумастпăр. Кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки пур, ăна хисеплес пулать. Эсир хĕрес тĕнĕпе пурăнатăр — пурăнăр. Эпир ун пирки ним те каламастпăр...
— Эс Христос тĕнне йышăнман-и вара, Тукай çĕрпӳ? — куштанланса ыйтрĕ воевода.
— Эп йышăннă та-ха, халăх йышăнман. Эп кунта хамшăн мар, халăхшăн килнĕ. Пурте йĕркеллĕ пултăр, нимле çапăçу та, нимле тĕркĕшӳ те ан пултăр терĕм. Казаксем килсе тухрĕç те, ак инкек пулчĕ.
— Вĕсем тапăнман пулсан чиперех чӳклеттĕмĕр. Нимле инкек те пулмастчĕ, — сăмах хушрĕ халăх хушшинчен пĕри, вырăсла пĕлекенни.
Çавăнтах ыттисем те кĕрлесе кайрĕç. Унта та кунта вырăсла тата чăвашла сăмахсем илтĕнчĕç.
— Хăйне çапса пăрахмалла ăна, çав усал вайпута!
— Туртса çурас, мĕн тавлашса тăрать вăл!
— Вĕлерес!
— Вута пăрахас!
— Кай часрах кунтан, боярин. Халăха ан хирĕçтер. Темрен тем пуласси пур, — шăппăнтарах каларĕ Тукай.
Темле шăппăн каласан та ун сăмахĕсене çывăхрисем аванах илтсе юлчĕç çав.
— Чим, Тукай мăрса, — терĕ пĕр пăлхавçи аллинчи сăннипе турхан умне тухса тăрса. — Мĕнле вăл «кай»? Ăçта ярасшăн эс ăна?
— Эс тытман, мĕн тумаллине пĕлсе ан тăр, — юлташĕпе юнашар пырса тăчĕ тепĕр пăлхавçи. — Ачсем, Тукая ан итлĕр! Вăл вырăссене сутăннă çын. Вайпута хамăр пата, вăрмана илсе каятпăр. Кунта çакса вĕлерме пĕр çӳллĕ йывăç та çук.
— Лере илсе каяс. Лере!
— Тукайне хăйне çыхса пăрахăр! Мĕн калаçса тăратăр унпа?
— Малтан чӳк сăрине тутанса пăхасчĕ. Пыр типсе кайрĕ.
— Чарăнăр! — мĕн пур вăйне пуçтарса çухăрчĕ турхан. — Воеводăна тивме юрамасть. Эпĕ хушмастăп. Эпĕ, сирĕн турханăр. Итлеместĕр пулсан мана та вĕлерĕр унпа пĕрле.
— Чим, ан шавлăр! Çын сăмахне итлеме парăр!
— Кала, кала, Тукай. Ма вĕлермелле-ха сана? Çак вайпутшăн-и? Вăл леш тĕнчене сансăрах çулне тупать. Эс тепĕр чухне пире хӳтĕлеме те пĕлекенччĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...