Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
«Ухмах! — вăрçать вара князь хăйĕн шăллĕне кашнинче. — Ватăлса асатте ятне илтнĕ, пурăнмалăх ăс пуçтарайман. Кур-ха, кампа туслă çыхăну тытасшăн вăл — вырăссемпе. Урăх тĕнпе пурăнакансемсĕр пуçне юлташ тупаймастăп терĕ-ши?»
Хăй Атăл хĕррине, Исмаил пурăннă çĕре каяс пулсан куçранах калĕччĕ вăл çак сăмахсене, анчах тухса çӳреме вăхăт çук. Çапах та пĕрре çитсе килмелле-ха Атăл тăрăхне, шăллĕпе чунтан калаçса пăхмалла.
Каç кӳлĕм Юсуф патне тепĕр вăталăх ывăлĕ — Абдулла кĕрсе тăчĕ.
— Эс мĕн çăмăлпа килтĕн, Хусан княçĕ? — тăрăхласа ыйтрĕ ашшĕ.
— Мана укçа кирлĕ, атте, — терĕ ывăлĕ.
— Каллех Хусана кайма-и?
— Çавăнта кайма.
— Тавăрма хăçан пуçлатăн укçусене? Лерен хăçан укçа илсе килме тытăнатăн?
— Ан хăра, тавăратăп. Часах укçа пулать ак манăн.
— Пулать тетĕн?
— Пулать. Ту енчи çĕр-шывра ясак пуçтарма тытăнатăп.
— Пуш сăмахпа перкелешме ан вĕрен, ывăлăм, — вăрçса мар, вĕрентсе каларĕ ашшĕ. — Ту енчи çĕр-шыв вăл сирĕншĕн — тытман упа. Эсир Юсуппа иксĕр тытман упа тирне сĕвесшĕн. Кайса пăхăр-ха унталла, сире ясак пуçтарма парĕç-и.
— Ма пуçтармалла мар вара?
— Вырăссем тăраççĕ унта халь, çавăнпа. Сююнбике çырăвне вуламарăн-им?
— Эпир вырăссене хăваласа яратпăр. Пире Ту енчи çĕр-шыв пĕтĕмпе кирлĕ мар, Çавал тăрăхĕнче ясак пуçтарсан та çитет, — паттăррăн калаçма тăрăшрĕ ывăлĕ.
— Çилсĕр авăракан арман эсĕ, акă кам, Абдулла, — терĕ ашшĕ. — Пуçунтан кăларсах пăрах хăвăн Ту енчи çĕр-шывна. Чипер кăна суту тума тытăн. — Унтан вăл чееленсе çапла ыйтрĕ:
— Санăн тăварланă арбуз çиес килет-и, ывăлăм? — терĕ.
— Çиес килет. Ма вара? — терĕ ывăлĕ.
— Эп сана Атăл хĕррине Исмаил патне ярасшăн. Унăн хĕлле те арбуз пулакан. Тепре ӳкĕтлесе пăх-ха ăна ман ятпа тата Утямăш хан ячĕпе. Вара укçа паратăп.
— Нумай паратни?
— Кайса килмелĕх ара. Анчах катаччи чупма каймалла мар унта, эс кайнинчен усă пултăр.
— Пĕлетĕп. Ăна аслă княçран сивĕтмелле, çапла-и?
— Эс пĕлме тивĕç ĕнтĕ, пĕчĕк ача мар, — терĕ ашшĕ. — Вара Хусаналла хăпарма та пултаратăн. Хăвăн ирĕкӳ. Анчах Ту енчи çĕр-шыва ан кай. Унта сан валли хĕр ӳстермен. Сан телейне ӳснĕ хĕр урăххине качча тухнă. Илтрĕн-и ман сăмаха?
— Илтрĕм-çке, — терĕ ывăлĕ ирĕксĕртен.
7. Туканаш
Сююнбике темиçе хут та асăрханă, ун вилнĕ упăшки Ту енчи мăрсасене ытлашши хытă тыткалатчĕ. Мĕн чухлĕ вĕрентрĕ ăна аслă карачи пулнă Булат Ширин тутар мар мăрсасемпе калаçма, хан ниепле те вĕренсе çитеймерĕ. Аслă карачин юратнă сăмахĕ пурччĕ: «Лашана ăна пушăпа кăна хăваламаççĕ, тăванăм, сĕлĕпе те хăвалаççĕ. Сĕлĕпе хăваласан вăл инçерех те каять», — тетчĕ Булат Ширин. Князь хăй мăрсасене илĕртме, вĕсен кăмăлне çавăрма пĕлетчĕ вара. Мăрсасемпе турхансене ял хыççăн ял паратчĕ, сăлтавпа та, сăлтавсăр та Хусана чĕнетчĕ, хăна тăватчĕ, вĕсен ывăлĕсене тĕрлĕ çĕре вырнаçтарма тарăшатчĕ. Халь курать Сююнбике, аслă карачи тĕрĕс тунă. Чăвашпа çармăс мăрсисемшĕн парне хĕрхенсе тăмалла пулман. Тутă выльăх килтен тухса тармасть, тухса тарсан та пăртак иртĕхсе çӳренĕ хыççăн каялла таврăнать. Ту енчи çĕр-шыври мăрсасем ханлăха каялла таврăнма шутламаççĕ ав.
Ывăлне хан туса хунă-хуман Сююнбикен ханлăха кĕрекен çĕр-шывсем çинчен шутлама вăхăт пулмарĕ-ха. Унăн Хусантах тăшмансем питĕ нумайччĕ, чи малтан вĕсене çĕнтерсе престола çăлса хăвармаллаччĕ. Юсуф хĕрĕ телейсĕр çуралман-мĕн, ун ĕмĕтне аллах курчĕ, ывăлĕ йышăннă престола çăлса хăварма пулăшрĕ.
Халь ĕнтĕ регентша ытти ĕçсем çинчен те шутлама пултарать. Ту енчи çĕр-шыв пирки Сююнбике Кучакпа темиçе хутчен те калаçса илчĕ. Мĕн тумалла вăл çĕр-шыва çухатас мар тесен? Вырăссене унтан мĕнле хăваласа ямалла? Çĕр çул хушши ханлăх аллинче тăнă илпеклĕ çĕр-шыва яланлăхах çухатмалла-и? Кунпа княçсемпе улансем те, Сююнбике хăй те килĕшсе тăрас çук. Ту енчи çĕр-шыва çухатни Хусаншăн картишĕнчи чи сĕтлĕ ĕнене кăларса янипе пĕрех пулнă пулĕччĕ.
Кучак çак тарана çитсе те Сююнбикерен ӳпкевлĕ сăмах илтсе курманччĕ-ха. Вăл ăна çапах та ман упăшкана манмарăн, халĕ те ханлăхшăн никамран ытларах тăрăшатăн тесе ырласа кăна тăратчĕ. Ĕнер княçсемпе улансем умĕнче пулса иртнĕ калаçура хăй кăмăлсăртарах пулнине палăртрĕ.
— Хан утлă çарĕ Сĕве леш енне тата Çавал таврашне кайма та пăрахрĕ, — терĕ вăл. — Ту енчи çĕр-шыв пире ясак тӳлеми пулчĕ. Хăш-пĕрисем вырăссем унтан хăйсем тĕллĕнех, никам хăваламасăрах тухса каяççĕ тесе шутлаççĕ курăнать. Эп хĕрарăм ăсĕпе те çакна лайăх курса тăратăп: вырăссемпе вăрçă вăрçас пулсан пирĕн чи малтан Ту енчи çĕр-шыва каялла тавăрмалла. Вăрçă вăхăтĕнче вăл пире пулăшса тăтăр, пире валли çар патăр...
Сююнбике Кучак ятне асăнмарĕ. Анчах хан утлă çарĕ çинчен калани Кучак çинчен калани мар-и вара?
Ту енчи çĕр-шыв Кучака хăйне те канăç памасть. Чи йывăр вăхăтра нухай княçĕсем илеймерĕç пулсан халь çухатма юрамастех ĕнтĕ ăна. Анчах мĕнле хӳтĕлемелле çав чылай пысăк çĕр-шыва вырăссенчен? Мĕнле майпа унта ĕлĕкхи пек йĕрке туса хумалла?
Чăвашпа çармăс мăрсисене хамăр майлă çавăрмалла тени халь Кучака сăмах çукран сăмах туни пек кăна туйăнать. Хусанта пурăнмаççĕ пулсан, лерен чĕнсе те килмеççĕ пулсан мĕнле çавăран вĕсене? Пасара та пулин Хусана мар, вырăс хулисене çӳреççĕ халь вăл енчи мăрсасем, Тукайпа Акпарса тата темиçе çынна Утямăш çулталăк тултарнă ятпа ирттернĕ йышăнăва чĕнтернĕччĕ, нихăшĕ те килсе кăтартмарĕç.
Ăнсăртран Кучак ĕнер пĕр япала çинчен илтрĕ: кремльти аскерсем хушшинче Тукай мăрса ывăлĕ Туканаш пур иккен. Вĕреннĕ çынах вара хăй, Хусанта тахçантанпах пурăнать. Вырăссем патне пĕрре те тарман вăл, хан умĕнче пĕрре те айăпа кĕмен. Шĕкĕр хулара чипер кăна çурт лартнă та, пурăнать ши! шăхăрса.
— Чуху парса тăраканскер мар-и вăл, темле сутанчăк мар-и? — терĕ хан утлă çарĕн пуçлăхĕ вăл айăпсăр çын тенине ĕненесшĕн пулмасăр.
— Çук, ун пек çын мар, — терĕ ăна Туканаш çинчен пĕлтернĕ улан. — Эпир тĕрĕсленĕ. Ту енчи çĕр-шывран писнĕ вăл, ашшĕ патне пачах çӳремест. Чĕнтерес мар-и сан патна?
— Чĕнтер-ха эппин. Курам, мĕнле таса та айăпсăр этем вăл...
Туканаш пĕвĕ-сийĕпе ашшĕ пекех тĕреклĕ те яштакаскер иккен. Пĕрремĕш хут курсан вăл Кучака сапантуйсенче кĕрешекен паттăрсене аса илтерчĕ.
— Пĕлмен, эс Тукай мăрса ывăлех иккен, хазрат Тогоев, — терĕ хан утлă çарĕн пуçлăхĕ ăна хăйне хирĕç ларма минтер сĕнсе.
— Çавăн ывăлĕ пулатăп, — чыслăн тавăрчĕ Туканаш. — Эсĕ ман аттене паллатăн эппин, хазрат Кучак.
— Палламасăр. Тукая пирĕн ханлăхра кам палламасть пуль? Пур енĕпе те чаплă мăрса вăл: хăйĕн паттăрлăхĕпе те, хăйĕн усал ĕçĕсемпе те.
— Усал ĕç тесе эсĕ мĕне калатăн, хазрат Кучак?
— Ку ыйту ытлашши мар-и, ырă çыннăм? — терĕ лешĕ тавăрса калас вырăнне. — Эс, хан çумĕнче тăракан çын, куна никам каламасăрах питĕ лайăх пĕлетĕн. Ун çинчен калаçмăпăр. Тата, тепĕр енчен, эп сана хăвăн аçушăн явап тыттарма чĕнтермен. Мана халь Ту енчи çĕр-шыври ĕçсем кăсăклантараççĕ, эп санпала шăп çавăн çинчен пуплесшĕн.
Туканаш улана хирĕç ларнăранпа ялан ун кĕске те шăртлă мăйăхĕ çине пăхрĕ. Темшĕн-çке унăн çак кĕске мăйăха хуçине ыраттармаллах чĕпĕтсе туртас килсе тăчĕ.
— Эпĕ Ту енчи çĕр-шыва начар пĕлетĕп. Ытларах калама пулать — пачах пĕлместĕп, — терĕ вăл аллисене пĕç айне хурса.
— Ку мĕскер, ман ун çинчен калаçас та килмест тенине пĕлтерет-и, хазрат Тогоев?
— Çук, пĕрре те ун пек мар. Эпĕ хам сана Ту енчи çĕр-шыв тĕлĕшĕнчен усăллă канаш параймасран хăратăп, çавă анчах.
— Калаçса пăхар-ха, тен, маншăн та, саншăн та усăлли тупăнĕ. — Улан минтерĕ çинчен тăчĕ те алăк патне утса кайрĕ, тулалла тухса унта пĕр чиновника темле ĕç хушса хăварчĕ, тепринчен вăл Сююнбике пирки ыйтрĕ. Ăна: «Килмен-ха ханум», — тесе тавăрчĕç те, вăл вара каялла кĕчĕ.
— Ту енчи çĕр-шыв пиртен уйрăлса вырăссемпе пĕрлешсе кайни çине мĕнле пăхатăн эс, хазрат Тогоев? — терĕ вăл хăйĕн вырăнне ларса.
— Ку ытлашши ыйту, — паçăрхишĕн тавăрасшăн пулчĕ Туканаш, — çапах эп хам мĕн шутланине каласа парăп.
— Кала, кала.
— Ту енчи çĕр-шыв пиртен уйрăлнине эпĕ хамăршăн пысăк инкек пулни вырăнне хуратăп. Кулянтарать вăл мана çав тери, хазрат Кучак.
— Вăл инкеке пĕтерес тесен мĕн тумалла пирĕн? — сăмах тĕртрĕ улан.
— Ăна калама пултараймастăп. Эп унашкал ĕçсене хутшăнсах кайман. Мĕн тумаллине тӳре-шара çыннисем пĕлеççĕ пуль...
— Вĕсем пĕлеççĕ пулĕ те-ха, манăн сан сăмахна илтес килет. Эс тем тесен те Тукай ывăлĕ. Тукай ав вырăссене сутăнчĕ те пире хирĕç кĕрешет.
— Атте Хусаншăн та нумай тăрăшрĕ. Булат Ширинпа Сафа-Гирей пит юрататчĕç ăна, — васкавлăн каласа хучĕ Туканаш.
— Ĕлĕк тăрăшнă та пуль. Халь мĕн хăтланать вăл! Эс çавна шута ил. Вырăс воеводисемпе пĕрле çӳрет, вĕсене пулăшать. Пире ясак тӳлемест. Çĕнĕ хан патне ярлăк илме те килмерĕ ав.
— Ăна пĕлместĕп, хазрат Кучак. Аттене курманни пит нумай пулать. Вăл вырăссем енне куçнăшăн питĕ пăшăрханатăп эпĕ. Аттене пула кунти пуçлăхсенчен нумай сăмах илтнĕ. Пĕр вăхăт мана аманат пекех усрарĕç, эпĕ хама хупса лартаççĕ пулĕ тенĕччĕ.
— Хупма та пултарнă, — терĕ улан. — Эпĕ хам та тĕлĕнтĕм паçăр, ун пек çын ывăлĕ хан чиновникĕ пулма пултарать-и терĕм.
— Эпĕ вун пилĕк çул ытла ĕçлетĕп Хусанта. Хан çыннисем мана яланах шаннă, — сассине хăпартса кăшт вĕриленерех калаçма пуçларĕ Туканаш. — Хам ĕçе яланах тӳрĕ кăмăлпа тунă, пуçлăхсем каланине яланах итленĕ эпĕ. Такам умĕнче те тупа тума пултаратăп: чунăм таса манăн.
— Халь сана Ту енчи çĕр-шыва ярсан мĕн тунă пулăттăн эсĕ унта?
— Мĕн тума каяс ман Ту енчи çĕр-шыва? Манăн тăван килĕм — Хусан. Эп виличченех кунта пурăнатăп. Енчен мана шанма пăрахсан...
— Шанма пăрахсан мар, хан ячĕпе хушсан, — пӳлчĕ ăна Кучак. — Кайнă пулăттăн-и эс хăвăр енне?
— Хан хушсан, хамăр Сююнбике хушсан эпĕ таçта та каятăп!
Çапла каларĕ те Туканаш сасартăк чарăнчĕ. Мĕн кирлĕ мара калаçса ларать вăл çак вĕçкĕн Кучак умĕнче? Ăçта каять вăл Хусантан? Ниçта та каймасть, кайма та шутламасть.
Улан ун çине савăнса пăхрĕ. Чиновник ăна килĕшмеллипех килĕшрĕ. «Чăнах, ку этем сутăнчăк мар пулмалла, — шутларĕ вăл ăшĕнче. — Е питĕ чее вăл, çынсене улталама кăна пĕчĕк ача пек тыткалать, е питĕ таса та айван. Иккĕшĕнчен пĕри».
— Хан ячĕпе эп сана хăвăр енне яратăп. Каятни? — терĕ Кучак ăна куç сиктермесĕр сăнаса.
— Кайма пулать ара, — пĕр хавхаланусăр тавăрчĕ Туканаш. Вăл хăй мĕнле йăнăш туса хунине ăнланчĕ ĕнтĕ.
— Эп кулса каламастăп, Тукай ывăлĕ. Ыранах Ту енчи çĕр-шыва çул тытатăн. Сана лайăх ярлăк туса паратпăр, ман çынсем Сĕве патне çитиччен ăсатса яраççĕ. Таврăнасса вара аçусăр таврăнмастăн. Ăнлантăн-и?
— Ăнланмарăм-ха, — тĕрĕссине каларĕ мăрса ывăлĕ. — Мĕскер, çыхса пăрахса е вăрласа тухса тыткăна илсе килес-и ман ăна?
— Çук, — терĕ улан. — Кирлĕ мара ан калаç-ха эсĕ. Тыткăна илмелле пулсан эпир вăл ĕçе сана хушаттăмăрччĕ-и вара? Эс ăна ахаль илсе кил, ӳкĕте кĕртсе.
— Пултарайăп-ши, хазрат Кучак? Ман аттене пĕлетĕп-çке, акăш-макăш кутăн этем. Эсĕ, йытă çури, кама ӳкĕтлеме килтĕн тесе хăваласа кăларса ярĕ.
— Хăваласан та килместĕн. Каларăм-çке, аçусăр Хусана килсе кĕмелле мар терĕм. Малтанах систерсе хуратăп: çак ĕçе тусассăн сан пурнăçу Хусанта сар çу çинчи пек пулать.
— Шутласа пăхам, — терĕ Туканаш. — Çав тери йывăр ĕç хушатăн мана. Эп нихçан та кунашкал ĕçпе çыхланас теменччĕ.
— Ним шутламалли çук, — çийĕнчех пӳлчĕ ăна Кучак. — Каларăм пуль, хан ячĕпе хушатăп терĕм. Асту, аçусăр килсе кĕрсен эс кĕлмĕç çын кăна пулатăн. Енчен хăраса тарса çӳреме пуçласан инкекрен хăтăлтăм-ха тесе ан шутла, Кучак çыннисем сана таçта та шыраса тупаççĕ.
Туканаш Кучук пӳлĕмĕнчен хуйха ӳксе, пуçне усса тухса кайрĕ. Ĕнтĕ вăл никама та сапантуйра кĕрешекен паттăра аса илтерме пултараймарĕ, киле пурнăçра пĕтĕм шанчăкне çухатнă мĕскĕн çын евĕрлĕ çеç сĕнкĕлтетсе таврăнчĕ.
Акă пăчланчĕ те унăн Хусанти лăпкă пурнăçĕ. Халиччен вăл аслисен сăмахне итлекен тарçă кăначчĕ, мăрсасем кирек мĕнле çапăçчăр, манăн вĕсен çумĕнче ĕç çук, Ту енчи çĕр-шывра кирек мĕн хăтланччăр, уншăн ман чĕре ыратмасть, эпĕ пур пĕр хан чиновникĕнчех юлатăп тесе шутлатчĕ. Кучак ăна пĕр тикĕссĕн кăлтăртатса пыракан пурнăç кӳме урапинчен кăларса пăрахрĕ. Хан утлă çарĕн пуçлăхĕ тӳре-шара ĕçне нихçан хутшăнман çынна çунакан вутта тĕртет. Хăрушă сăмахсем каларĕ улан Туканаша, кун пек сăмахсене итлеме йывăр.
Хăйĕншĕн мĕнле инкек сиксе тухнине мăрса ывăлĕ киле çитсен тата ытларах туйса илчĕ: чăваш çĕр-шывне каяс пулсан унăн пĕтĕм кил-йышне пăрахса кайма лекет. Ку таранччен вăл мусульман йăли-йĕркине тытнă-çке-ха — унăн темиçе арăм пулнă. Кашни арăмĕнчен ачасем пур. Вĕсене кам аллине парса хăвармалла кил хуçин?
Вăл Ту енчи çĕр-шыва каяссине пĕлсен килте чăн-чăн ахăр самана пуçланчĕ. Арăмĕсем ӳлесе макăрчĕç, ачисем ăмăртмалла пĕри хул пуççи çине, тепри чĕрçи çипе хăпарса ларчĕç, ашшĕне аслашшĕ патĕнчен часрах кил тесе ӳкĕтлеме тапратрĕç.
— Нумай çӳремĕп-çке, сире валли парнесем илĕп те каялла таврăнăп, — йăпатрĕ Туканаш.
Хăйĕнпе пĕрле вăл инçе çула икĕ тарçине çеç илчĕ, ыттисем килте ĕçлеччĕр, хĕрарăмсене пулăшчăр терĕ.
Ашшĕ ăçта иккенне Туканаш тĕплĕ пĕлмерĕ-ха — те Çавал таврашне каймалла ĕнтĕ унăн, те вăрман варринчи Тукай ялне çитмелле. Вырăссемпе пĕрле Сăр тăрăхĕнче те çӳреме пултарать мăрса.
Çапах та Туканаш чи малтан Юмансара çитрĕ. Ял вырăнĕ йăлтах вăрман пулса кайнă. Унта-кунта çĕрĕк юпасем, йăванса çĕрме пуçланă картасем тĕл пулкалаççĕ. Тепĕр çĕрте ура темле шăтăка анса каять — çĕр пӳрт вырăнĕсем йăлтах тикĕсленсе çитмен иккен-ха.
Ашшĕ пирки ыйтма вăл кунта пĕр çынна та тĕл пулмарĕ. Хусан çыннин ирĕксĕрех кӳршĕ яла кĕрсе тухмалла пулчĕ. Кунти çынсем ăна çийĕнчех палларĕç.
— Аçу кунта мар, ачам, — терĕ ĕлĕк вĕсем патĕнче тарçăра ĕçленĕ Тракка старик. — Вăл ĕнтĕ нумай çул хушши Çĕрпӳ патĕнче пурăнать. Темиçе çурт лартнă унта. Пĕр кĕтӳ лаша унăн.
— Ку ялсем халь камăн? — пĕлесшĕн пулчĕ Туканаш.
— Унăннах, ачам, унăннах. Ясак ăна тӳлетпĕр.
— Вырăссем ясакран хăтармарĕç-и сире, Тракка пичче?
— Тем, илтĕнмест. Малтан хăтараççĕ тесе сăмахлакаларĕç те халь шарламаççĕ.
— Мĕнле, вырăссем лайăхрах пек-и ĕнтĕ?
— Темле каламалла, — терĕ старик. — Маншăн пулсан кăшт çăмăлтарах пек. Ĕлĕкхи евĕр хурах пусса çӳремеççĕ ĕнтĕ, çав енчен лайăх.
— Тутарсемпе çапăçкалаççĕ-и хутран-ситрен?
— Пулкалать. Пĕр-пĕр çĕрте тĕл пулаççĕ те вара эй хăвалаççĕ, эй хăвалаççĕ пĕр-пĕрне. Ун чух вара ялтан ан та тух.
Çĕрпӳ патĕнчи Кив Тукая Хусан хăни сĕм-тĕттĕм пулсан çитрĕ. Ашшĕ килĕнче çутă çукчĕ. Туканаш тесен хуралçăсем хапха умĕнче нумай кĕттермерĕç, часах картишне кĕртрĕç. Пĕри куляннă пек сăмах хушрĕ:
— Эх, пăртак маларах килмеллеччĕ, Туканаш. Аçуна паян çеç инçе çула ăсатрăмăр.
Туканаш чĕри кăртах турĕ. Вăл шутлани тĕрĕс пулчĕ иккен, ывăлĕн ашшĕне пĕтĕм чăваш çĕр-шывĕ тăрăх шыраса çӳреме тивет.
— Ăçта кайрĕ вара мăрса? Хусана мар пулĕ те? — ыйтрĕ вăл шăл йĕрсе.
— Э-э, Хусана каять-и халь аçу? — терĕ тарçăсенчен пĕри. — Тутарсемпе вăл калаçмасть те. Кăрмăша каятăп терĕ. Унта вайпутсем кĕтеççĕ тет ăна.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...