Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
— Ярлăксемсĕр пуçне урăх нимĕн те çук апла сирĕн?
— Нимĕн те çук.
— Халех пĕлетпĕр, — терĕ Урачко. — Тĕплĕрех ухтарăр-ха вĕсене. Йĕнерĕсене, ухă колчанĕсене йăлт тĕрĕслĕр.
Темиçе казак Чауш княçпа ытти тутарсене хупăрласа илчĕç.
— Ухтарма кирлĕ мар, — терĕ князь айăплăн. — Мĕн пуррине эпир хамăрах паратпăр. Каçар, Урачко атаман, эп паçăр пĕтĕмпех калама ĕлкĕреймерĕм. Эпир Крыма хурлăхлă хыпарпа каятпăр.
— Мĕнле хыпар вăл? Нимĕн те пытарса ан тăр, Чауш князь, йăлтах кала. Асту, эп вăрттăн çынсене юратмастăп!
— Ĕнер каçхине пирĕн ханлăхпа таса тĕн шанчăкĕ, чаплă альгази Сафа-Гирей вилсе кайрĕ.
— Сафа-Гирей вилнĕ тетне? — апат çиме чарăнсах ыйтрĕ атаман. — Эс ăна мĕнпе çирĕплетсе пама пултаратăн?
— Хамăн тӳрĕ сăмахпа тата Хусан княçĕсем Сахиб-Гирей патне янă çырупа. Манăн хĕçе лайăхрах тĕрĕсле, атаман, унăн ăшĕнче Крым ханĕ валли çырса хатĕрленĕ çыру пур.
— Куратăп, эсĕ тĕплĕ çын, — терĕ Урачко çерем çине парахнă хĕç-пăшалсем хушшинче князь ятаганне шыраса тупса. — Парне пулĕ-ха ку санăн, Чауш?
— Сахиб-Гирей парниччĕ, — тĕрĕссине каларĕ князь.
Атаман турккă ятаганне тепĕр хут çавăра-çавăра пăхрĕ.
— Тен, Мускавра туртса илмĕç ăна санран? Парне тесе каялла парĕç.
— Эсир пире Мускава ăсататăр-и, атаман? — хурлăхлă ыйтрĕ князь. — Урăхла нимле те май çук-и?
— Ку вăл куçкĕретĕн пĕлнĕ япалана юри ыйтни пулать, Чауш князь, — сиввĕн тавăрчĕ Урачко. — Хăвах ăнланма тивĕç, сире Крыма çав тери кирлĕ хыпарпа кăларса янă. Вăл хыпара пирĕн часрах аслă княçа пĕлтермелле. Куратăн пуль, ман казаксем сăхăма мĕнле васкаса туртаççĕ, — вĕсен Мускава часрах çитес килет. — Вăл казаксене куç хĕсрĕ. — Çийĕр, çийĕр, ывăлăмсем. Эп сире ун пекех хăваламăп. Мускав çулĕ инçе. Унта выçă хырăмпа тухса каяймăн. Çиекен ут çултан юлман теççĕ. Çавна ан манăр, — терĕ вăл.
5. Пĕчĕк Гирей
Пĕчĕк ача — пĕчĕк хуйхă, пысăк ача — пысăк хуйхă теççĕ ваттисем. Сююнбикешĕн ак урăхларах пулса тухрĕ: ачи ун çулталăкра кăна-ха, чăрмавĕ вара пысăк ачаннинчен те ытларах. Ăна пула амăшĕ йăлтах канăçне çухатрĕ, çывăрас ыйхине çывăрайми пулчĕ, халиччен лайăх пурăннă ырă çынсемпе вăрçса пĕтрĕ. Ăна пулах амăшĕ иртен пуçласа касчен кремльте питĕрĕнсе ларать.
Пĕчĕкçĕ Утямăша мĕскер ăна, вăл шап-шур кипкесем хушшинче ĕмкĕчне ĕмсе çеç выртать, амăшĕ, чĕпĕ кăларнă чăх пек, ун çинчен куçне илме те хăрать.
Çывăх çыннисем пĕлмеççĕ мар-ха, лайăх пĕлеççĕ, Сююнбике пĕчĕк ывăлĕн кун-çулĕшĕн тин çеç çапăçма пуçламан. Ывăлĕ çут тĕнчене çуралнă-çуралманах вăл хăйне çирĕппĕн каласа хунă: Утямăш пурăна киле хан пулмалла. Ашшĕ хыççăн престола Сафа-Гирейĕн Крымра ӳснĕ аслă ывăлĕсем мар, ханăн пиллĕкмĕш арăмĕн — вырăс княжнин ывăлĕ те мар, унăн, Утямăшăн, йышăнмалла.
Телей-шăпа тени халиччен пĕтĕмпех Сююнбике майлă пулнă. Княжна ывăлĕ, чылай пысăк ача пулнăскер, вырăссене хирĕç çапăçнă чух етре пырса тивнипе вилсе выртнă, ханăн аслă ывăлĕсем, Булюкпа Мубарек, пĕр вăхăт Хусана килсе пурăннă та тем килĕшменнипе каллех Бахчэ-Сарая тухса кайнă. Сафа-Гирей хăйĕн юратнă арăмне пирĕн пĕчĕк ывăл ман тĕпчĕк пулать тесе шантарса хунă. Чăнах, куна çирĕплетсе нимле духовнăй хут та çырман вăл, анчах Сююнбике ку çапла пуласси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмен.
Ак упăшки кĕтмен çĕртен вилсе кайрĕ те, Сююнбике ниепле те тăна кĕрсе çитеймест. Вăл вĕçĕмсĕр макăрать, вĕçĕмсĕр куççуль тăкать. Кам шутланă Сафа-Гирей аллă тултарас умĕн çапла ăнсăртран çĕре кĕрет тесе? Сююнбике мар, ханăн хаяр тăшманĕсем, ун вилĕмне тем пек кĕтсе пурăнакансем те шутлама пултарайман ăна. Сююнбике тем тесен те юратнă Сафа-Гирее ытла юратман пулнсан та хисепленĕ.
Ача пӳлĕмĕн чӳречинчен кремль картишнелле пăхса ларнă май Сююнбике хăйне пĕр япалашăн каçарма пултараймарĕ: вăл тăшмансем тĕлĕшĕнчен пит ырă пулнă иккен. Курса тăнă: йĕри-тавра тăшман, йĕри-тавра элекçĕ, çапах чунпа хаярланма пĕлмен. Тепĕр чухне Сафана ӳкĕтлетчĕ-ха тата, кам та пулин айăпа кĕрсен ăна: ытла хытă чĕреллĕ ан пул, тепринче вăл сана хирĕç тăмасть тетчĕ. Акă хан вилчĕ те, Сююнбике хĕрхенме хушнă çынсем хăйсен чĕрисене уçса пачĕç. Вĕсене халь Сююнбике те, ывăлĕ те кирлĕ мар. Сафапа туслă пурăннă пек кăтартакан Нуралей Ширин хан пулма Мускавран Шигалее чĕнсе илесшĕн. Сафа умĕнче йăпăлтатса çеç тăнă Чапкунпа Карамыш Булюка хан туса хумалла тесе кăшкăраççĕ. Сююнбикене хӳтĕлекенни сеидпа Кучак çеç темелле. Вĕсем пулмасан Утямăша тахçанах туртса çурнă пулĕччĕç.
Кремль хапхинчен Кучакпа унăн йĕкĕчĕсем кĕнине курсан Сююнбике савăнса кайрĕ. Ку пăрахас çук ăна, Сафа-Гирей Кучака сахал мар ырă тунă. Гирейсем пулмасан вăл Хусанта тытăнса та тăрас çукчĕ. Çывăракан ачине пырса тĕрĕслесен хĕрарăм тарçăсене ăна сăнасах тăма хушса Сююнбике кăшт тирпейленкеленĕ хыççăн хан утлă çарĕн пуçлăхне хирĕç чупрĕ.
— Кучак! Тусăм, манăн пĕртен-пĕр шанчăкăм! — терĕ вăл ун алли çине пырса уртăнса. — Ăçта çӳретĕн эс? Эпир сана кĕтсе те ывăнтăмăр («эпир» тени ĕнтĕ «хамăн ачапа, пулас ханпа» тенине пĕлтерчĕ пулмалла, Кучак ăна çапла ăнланчĕ).
— Кулла Шериф килмерĕ-и? — ыйтрĕ улан.
— Килсе кайрĕ. Вăл курултай пуçтарасшăн, анчах пуçтарма май çук пулĕ тет. Крым княçĕсем Мускав майлă тăракан княçсемпе çапăçса каясран хăрать.
— Эпĕ те çавăнтан хăратăп. — Кучак вĕсен калаçăвне кам та пулин итлесе тăмасть-ши тесе каялла çаврăнса пăхрĕ, унтан Сююнбикене хăйĕн пӳлĕмне кĕме сĕнчĕ. — Хулара ахаль те лăпкă мар. Халăх кĕрлесе кăна тăрать. Крым çулĕ çинче темле юлан утсем курăнкалаççĕ. Ман шутпа, çакăн пек пăтранчăк вăхăтра курултай пуçтармалла мар, Сююнбике. Кулла Шерифа, карачисене, эмирсене чĕнмелле те Утямăша хан туса хумалла.
— Васкат-ха эс, Кучак тусăм, васкат! — терĕ Сююнбике. — Эс халь вăйлă — сан аллунта хан утлă çарĕ. Кулла Шерифпа тем тума та пултаратăр халь иксĕр. Эп кĕте-кĕте йăлт халтан кайрăм...
— Паян тепре калаçса пăхăпăр, — терĕ Кучак.
— Крымран никам та килмерĕ пулĕ ĕнтĕ?
— Çук, нимле сас-хура та çук. Те çул çинче тытса чарчĕç элчĕсене.
— Унччен кĕтес марччĕ, Кучак, Утямăша часрах хан туса хурасчĕ. Тата тепĕр эрне кĕтсен ман чĕре çурăлса тухать.
— Пăртак чăт, Сююнбике. Манран çеç килсен эп ăна паянах хан туса хурăттăм. Булюкпа Шигалей майлисем йышлă-çке княçсемпе бексем хушшинче.
— Вĕсене хамăр майлă çавăрасчĕ, Кучак, — ӳкĕтлеме пăрахмарĕ Сююнбике. — Эс пуринпе те калаçма тăрăш, куштанраххисене тытса хуп. Утямăша престол парсан эс ханлăхра чи чаплă çын пулатăн, тусăм.
— Мана чап кирлĕ мар-ха, эп саншăн, сан ывăлушăн, Гирейсемшĕн тăрăшатăп, — терĕ Кучак.
— Гирейсем пит йышлăн-çке вĕсем, — сăмах тĕртрĕ Сююнбике. — Гирейсенчен хăш-пĕрисем Утямăша халь тесен халь пăвса пăрахма хатĕр.
— Эпĕ хăш Гирейĕ пирки калаçнине ăнланатăн ĕнтĕ эс. Манăн хама çын тунă Сафа-Гирее ĕçпе тав тăвас килет, ыттисемшĕн питех чун ыратмасть-ха манăн.
— Рехмет сана, Кучак. Ĕмĕр бехмет пултăр сана пире ырă суннăшăн. Ывăлусем тухса каймарĕç-и Хусантан?
— Кайман-ха, — хуравларĕ улан. — Эп вĕсене кăларса яма кăшт тăхтаса тăрас терĕм. Крым çулне вырăссем сыхлаççĕ пек туйăнать мана.
— Апла ан васкат. Крым çулне вырăссем сыхлаççĕ тетĕн эсĕ? Вĕсем Булюка тытса чарма пултараççĕ-и? — ним именмесĕр ыйтрĕ Сююнбике.
— Пултармасăр. Тен, вĕсем ăна тытса чарнă та пулĕ-ха. Унсăрăн халиччен килсе çитмелле пек.
— Эс каланă пек пултăрччĕ, Кучак. Вырăссен аллине çаклантăрах çав ăнăçсăр Булюк.
— Эпĕ те аллаха çавăншăн кĕл тăватăп, — терĕ улан. Ашра хăй Сююнбикене ятласа илчĕ. «Ывăлне хан тăвас тесе йăлтах виçерен тухса кайрĕ хĕрарăм. Чĕлхе вĕçне мĕн килет, çавна персе ярать. Ĕлĕк ун пек марччĕ, чеерех те сăпайлăрах пекчĕ. Халь тӳсĕмне пачах çухатнă. Чупса пычĕ те алă çине уртăнчĕ. Çынсем тем каласран та шикленме пĕлмест айван тăлăх арăм. Иккĕмĕш хут упăшкасăр тăрса юлчĕ мĕскĕн чун. Халь тепре качча тухма ĕмĕтленет-ши ĕнтĕ? Тухать пуль. Çавăн пек чиперкке арçынсăр пурăнать-и?»
Хан утлă çарĕн пуçлăхĕнчен Сююнбике ытти кунсенче те хăпма пĕлмерĕ. Ăна хирĕç чупа-чупа тухса вăл ялан Крымран килмелли çынсем çинчен ыйтрĕ. Сахиб-Гирей çыннисем çитеймерĕç! Нумайăшсем кулянчĕç куншăн, Сююнбикепе унăн тусĕсем савăнчĕç. Крымран çын килмесен Хусанта престола йышăнма тивĕçлĕ урăх çын пулмасть. Сеидăн, карачисен, бексемпе эмирсен ирĕксĕрех Утямăша хан, ун амăшне хан ĕçĕсене туса тăракан регентшă туса хумалла пулать. Шигалей пирки урăх сăмах. Халь тин ĕнтĕ ăна Кучак хулана кĕртес çук. Хан утлă çарĕн пуçлăхне Хусана вырăссенчен хӳтĕлеме хушнă. Уланăн алли çирĕп, вăл хулара темиçе кун хушшинчех йĕрке турĕ.
Сююнбикепе Утямăша кремль картишĕнче те, посадра та час-часах курма пуçларĕç. Сафа-Гирей арăмĕ хăех ăнланчĕ пулмалла: ача пӳлĕмĕнче чĕтресе ларнипе халăха хăвăн майлă çавăраймăн. Вăл иртсе кайнă çĕрте пур çĕрте те вак укçа сапăнчĕ, кремль хапхи умĕнче ун ячĕпе тĕрлĕ ĕçме-çиме валеçрĕç. Ялан макăракан тăлăх арăм каллех кулма вĕренчĕ, вилнĕ хан ячĕпе ирттернĕ пумилккесенче ывăлне чĕрçи çинче тытса чи çӳллĕ вырăнта ларчĕ. Ăна хĕрхенекенсен, вĕсене ывăлĕпе иккĕшне ырă сунакансен йышĕ кунсеренех ӳсрĕ. Пĕр хăтлă ирхине вара çамрăк йĕкĕтсем — чаплă княçсемпе бексен, карачисемпе эмирсен ачисем йăлттам лашисене ĕрĕхтерсе хула тăрăх хыпар сарса çӳрерĕç.
— Ырă çынсем, мĕн пур мусульмансем! Арçынсемпе хĕрарăмсем! Ваттисемпе çамрăксем! — кăшкăрчĕç вĕсем халăх ăçта пур çавăнта. — Пурте пĕлсе тăрăр, пурте аллаха кĕл тăвăр: паянтан сирĕн хан, сирĕн шанчăкăрпа тĕрекĕр Сафа-Гирей ывăлĕ Утямăш-Гирей пулать. Унăн ячĕ ĕмĕрсем тăршшĕпе чаплă пултăр, унăн патшалăхĕ ялан вăйланса, тĕрекленсе пытăр. Çавăншăн аллаха кĕл тăвăр, мусульмансем...
Халиччен çĕнĕ хан çинчен пĕлтерсе çӳренĕ чух ялан ĕçке чĕнекенччĕ, хальхинче халăха ниçта та йыхăрмарĕç, Сафа-Гирей вилнĕ хыççăнах шавлă ĕçкĕ тума аван мар терĕç пулмалла. Сююнбике кремльти пысăк палатăна хăйĕн çывăх çыннисене çеç пуçтарчĕ. Ытти княçсем, мăрсасемпе улансем престола çĕнĕ хан ларнине, кашни хăй пĕлнĕ пек, тĕрлĕ çынсен ушкăнĕнче паллă турĕç. Ку ушкăнсенче калаçу та тĕрлĕ пулчĕ.
Крым майлă тăракан княçсемпе мăрсасем яланхи пекех Шакуровсем патне пуçтарăнчĕç. Кунта Сююнбике пирки ытлашши хитре те ачаш сăмахсем шыраса лармарĕç, ăна тем те пĕр каласа вăрçрĕç.
— Мур тĕпне кайман амашка хĕрарăм! — терĕ Челбак князь. — Упăшки вилсен те кремльтех саркаланса çӳресшĕн, эсрел çури. Хĕрарăм пуçпа тӳре-шара пуласшăн. Сафа-Гирее тĕп туни çитмест, халь Кучак çумне куршанак пек çыпçăнчĕ.
— Çавăрать вăл ăна хăй майлă, курса тăрăр. Унтан влаçа ярса илсен Крыма хăваласа кăларса ярать, хăйне валли урăххи, çамрăкраххи тупать, — калаçрĕ Растов князь.
— Хĕрарăмĕ пултарать, нимĕн те калаймăн. Пире Кучакпа хирĕçтерсе яма ăс çитерчĕ вăл.
— Сеид тесен вăл та ун аллине чуп тăвать.
— Часах Юсуф персе çитет пуль-ха хĕрне вĕрентме, вара йăлтах нухай мăшкăлĕ пулса тăратпăр, — тарăхса каларĕ Шакуровсен аслă ывăлĕ.
— Ханăн хушамачĕ Гиреех пулать, тӳре-шарара пĕтĕмпех нухайсем лараççĕ ун чух.
Шакуровсем патĕнчи княçсемпе мăрсасем Сююнбикене ылханнипе çеç лăпланса лармарĕç, Крым çыннисен хăватне сыхласа хăварас тĕлĕшпе мĕн тумалли çинчен те нумай калаçрĕç.
— Крымран хыпар килессине кĕтсе пурăнмалли çук, Сахиб патне хамăрăн элчĕсем ямалла, — хĕрсе калаçрĕ Кебяк княç. — Хусанта хан Крым çынни пулмалла, ку вăл такамшăн та паллă. Кучака пирĕн хамăр енне туртса илмелле, нухай мăшкăлĕ пулма памалла мар. Хан пирки ман шухăш çавăн пек, тăвансем: пире, Крым çыннисене тата вĕсен тусĕсене, Утямăш сăпкине сиктерсе ларни килĕшес çук. Вăл сăпкана ашшĕ килĕнче Сююнбике хăех сиктертĕр. Эпир хан пулма тем тесен те Булюка илсе килме тăрăшатпăр. Вăл килĕшмесен Мубарекне те чĕнме юрать.
— Мубарекĕ лайăхрах та пулать пуль-ха. Вăл пит кунĕ çын, пире çавăн пекки кирлĕ, — терĕ Челбак.
— Булюкне те ашкăнма памастпăр. Кунта ун кăмăлĕ кăшт çемçелет. Хусан княçĕсем вĕсем хансене тыткалама пĕлеççĕ.
Çав кунсенчех Крым майлисем Бахчэ-Сарая çынсем кăларса ячĕç. Тепĕр отряд Ту енчи çĕр-шыва тухса кайрĕ. Ку отряда ăсатнă çĕрте хан утлă çарĕн пуçлăхĕ Кучак хăй те пулчĕ.
— Князь ачисем хăйсен дружинисемпе Ту енчи çĕр-шыва кайса килме шутланине пирĕн хисеплĕ Сююнбике мухтать. Вăл мана хан ячĕпе çапла калама хушрĕ: пирĕн Ту енчи çĕр-шыва çухатма юрамасть, князь ачисем. Унти мăрсасемпе турхансене пĕтĕмпех хамăр майлă çавăрмалла. Мăрсасемпе турхансем пирĕн майлă пулсан Ту енчи çĕр-шыв та пирĕн алăра пулать, — вĕрентрĕ улан.
— Нухайсене курсан мĕн тумалла? Эс пире çавна кала! — терĕç князь ачисем. — Тен, унта Сююнбике пиччĕшĕсем çӳреççĕ.
— Мĕн тумалла — хăваламалла! — хуравларĕ Кучак пĕр иккĕленмесĕр. — Мĕн ĕç пур нухайсен Ту енчи çĕр-шывра?
— Куна тĕрĕс калатăн, Кучак! Нухай мăрсисен унта ним ĕç те çук.
— Эс хушнă пек тăватпăр — хăвалатпăр. Хăйсен çеçен хирне кайччăр, пире ан кансĕрлеччĕр.
Мускав майлă тăракан княçсем çак кунсенче питех шавламарĕç, хăйсене нимпе те кăтартмарĕç. Вĕсем Мускавран çĕнĕ элчĕ килессе кĕтрĕç.
— Аслă князь халь шĕкĕр хулара çĕнĕ приказ — Посольски приказ туса хунă. Хусан ĕçĕсемпе çав приказ çыннисем ытларах ĕçлеççĕ пулмалла. Элчĕ килсен Посольски приказ мĕн тума шутланине каласа парать ак...
Кăçал вырăс çарĕсем Хусан патне асапланса кайса килни нимех те памарĕ темелле. Çанталăк çав тери усал пулнăран тата наряд çитменнипе хулана нумайччен хупăрласа тăраймарĕç. Тепĕр çул аслă князь Хусан патне хăй анмалла текен хыпар пур. Эппин, Мускав майлă тăракан княçсен тата тепĕр çуркуннене кĕтмелле. Çуркуннисем килеççĕ те каяççĕ ав, Хусанта ĕçсем улшăнни сисĕнмест.
Сююнбике аслă князь патне ултавлă çырусем ячĕ пуль ĕнтĕ, вилнĕ упăшки пекех, «ĕмĕрлĕх килĕшӳ» сĕнчĕ пуль. Ăна мĕн, ăна ура çине тăма вăхăт кирлĕ. Кайран Нухайпа Крымран пулăшу килсен вăл Мускавпа урăхла калаçма пуçлать.
Хан çывăхĕнчи çынсем çакна кураççĕ: Утямăш амăшĕ тин чĕпĕ кăларнă вăйсăр чăхран темиçе эрне хушшинчех кăйкăр ами пулса тăчĕ. Чĕрнипе те хыттăн чĕрет, сăмсипе те таккать. Куçĕсем пĕтĕм таврана сăнаса кăна тăраççĕ. Вĕçсе пырса халех сăхса пăрахма хатĕр.
Сююнбике ĕнтĕ çынсем мĕн каланине итлесе лармасть, вĕçĕмсĕр хăй хушать. Сасси хулăнланнă унăн, кăкăрĕ каçăрăлнă. Мĕн каласси пур, пăхма çав тери килпетлĕ, курăмлă. Йăпăлтатма пăрахнă вăл, кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте кулма пăрахнă. Нухай хĕрĕ халĕ ханăн виççĕмĕш арăмĕ кăна мар çав, хан амăшĕ. Тĕрĕссипе каласан, хăй патша.
Ĕçсем ханлăхра чăннипех те нумай иккен. Мĕн чухлĕ тăрăшнă Сафа-Гирей, анчах пур ĕçе те тĕплесе пĕтереймен. Ăна никамăн та мар, арăмĕн тĕплесе пĕтермелле. Арăм вилет, тӳшек çĕнелет, арçын вилет, пӳрт-çурт саланать теççĕ те, Сююнбике пӳрт-çурта саланма памĕ. Вăл ăна пуçтарĕ, унăн ывăлĕ патшара ларнă хушăра Хусан ханлăхĕ нихçанхинчен вăйлă та чаплă патшалăх пулса тăрĕ.
Çамрăк хан амăшĕ хăйĕн вăйне шанчĕ. Малтанхи кунсенче, кама престола лартмалла-ши тесе кĕтсе пурăннă вăхăтра, нимĕн те тăваймарĕç те тăшмансем, халь ĕнтĕ Сююнбике вĕсенчен хăраса тăрас çук. Чи кирли — Хусана вырăссене кĕртмелле мар, ытти кӳршĕсемпе вăл калаçса татăлма пултарĕ. Кучак сăмах парать, вырăссене хулана кĕртместĕпех тет. Хан утлă çарĕн пуçлăхĕ çăмăлттай е вĕçкĕн те мухтанчăк этем мар, ăна шанма пулать. Пĕлтĕр, вырăссем вăрçăпа килсен, Семен Микулинский воевода хĕссе çитерсен Сафа Арска тарса пытаннăччĕ, хулана пĕтĕмпех Кучак хӳтĕлерĕ. Халь ма хӳтĕлеме пултараймасть вăл?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...