Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
Анчах пӳлĕхçĕ алманчăна ăспа чеелĕх çителĕклех панă пулсассăн та çут тĕнчере ĕçсем ялан Урасмет шутланă пек пулмаççĕ иккен. Алманчă иçниксем пулăшнипе кӳршĕ ялсенчен ясак пуçтарса таврăнăччĕ çеç, Криушран çич-сакăр лавлă обоз персе те çитрĕ.
— Нияз пĕтĕм ясака халех исада турттарма хушрĕ, — терĕ обозпа пĕрле каялла килнĕ Чапкун.
— Турттармастпăр, — терĕ тарăхнипе пĕр вăхăт сăмах чĕнеймесĕр тăнă Урасмет. — Хамăр леçетпĕр ăна. Ясака ĕмĕрех хамăр леçнĕ.
— Вара ман Нияза çапла калас-и? — кулчĕ улан князь сăмахĕсем ăна пĕрре те кăмăла кайманнине сиссе.
— Çапла кала, Урасмет хăех тиесе килет те.
— Эс мĕнле алманчă вара, Урасмет, аслă князь ывăлне те итлеместĕн пулсассăн?
— Эпĕ халь мăрса вырăнĕнче! — кăшкăрчĕ алманчă. — Хам пухнă, хамах явап тытап мĕн пур пурлăхшăн! Илтетĕн-и?
— Илтрĕм, — терĕ Чапкун. — Пĕрремĕшĕнчен, ясака эсĕ пухман, ăна хан эшкерĕ пухнă, эсĕ эпир пулăшмасан кашни килтен темиçе алтын укçа та пуçтарма пултараймастăн; иккĕмĕшĕнчен, ку вăл сан пурлăху мар, Хусан ханĕн пурлăхĕ. Çавăнпа та халех уççуна пар та, эпир тиеме тытăнатпăр.
— Памастăп! — уçăсене пытарнă евĕр, аллисене хыçалалла тытрĕ алманчă. — Каларăм сире, памастăп!
— Ну, апла пулсан эпир кĕлет алăкĕсене çĕмĕрме пикенетпĕр.
— Çĕмĕрсе пăхăр!
— Ним мар çĕмĕретпĕр!
Урасмет курчĕ, улана ӳкĕте кĕртме май çук. Вăл ĕçе тепĕр вăхăта хăварма урăхла йӳтĕм шырарĕ.
— Итле, улан, — терĕ вăл. — Пухнă ясакăн пĕр пайĕ мăрсана тивет-çке-ха. Ăна пайлас пулать. Тукай мăрсасăр мĕнле пайлăпăр ăна? Хăвах шутла…
— Пайламастпăр, — лăпкăн тавăрчĕ улан. — Ăна мĕн пурне хан валли пухнă, çавăнпа юлашки пакша тирĕ таран эпир илсе каятпăр.
Ку ĕнтĕ Урасмета йăлтах виçерен кăларчĕ.
— Эсир мĕн, пире мăшкăллама килнĕ-им? — терĕ вăл. — Мăрсана та, алманчăна та çаратас тетĕр апла. Эпир хамăр пая та илме тивĕçлĕ мар иккен-ха!
— Сирĕн пай ясак тӳлекенсен пӳлминче, — кулма пăрахмарĕ Чапкун. — Пуçтарăр хăвăра мĕн чул кирлĕ таран, сире никам та чарас çук. Кăна йăлтах пире парса ярăр.
— Асту, улан, çапăçатпăр, мăрса тĕкĕрçисемпе хирĕç тăратпăр сире, Тукай киличчен нимĕн те памастпăр, — калаçса йăлăхнă пек пулса хапхаран кĕме тăчĕ Урасмет.
— Ну, чипер юл, çапăçма пырасса кĕтетĕп, — лашине урамалла пăрчĕ улан, унтан йĕкĕлтесе хушса хучĕ. — Апат çисе ан тăр эппин, алăксене çĕмĕрме тытăниччен ĕлкĕреймĕн тата!
Алманчă юлан ута вăл тусан айне пулса куçран çухаличченех пăхса тăчĕ. Мĕн калăн-ха ĕнтĕ çав пуçтах улансене! Вĕсем çын сăмахне итлеççĕ-и? Ав кур, çапăçатпăр тенинчен те хăрамарĕ. Ан кай-ха вăхăтра — тытаççĕ те çĕмĕреççĕ алăксене. Юлашкинчен вара сăмахне унăнах илтмелле пулать.
Урасмет картишне кĕрсе мĕн тусассăн лайăхрах-ши тенĕ пек каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ, вара кунта каймасассăн юраманнине сиссе тарçисене хăйĕн çӳрен утне йĕнерлеме хушрĕ.
17. Вилнĕ ĕнен сĕчĕ тутлă
Иштерек кĕçĕр, яланхи пек, пӳртре мар, лупас айĕнче, тин турттарса килсе купаланă утă çинче çĕр каçрĕ. Вырăнĕ çав тери майлă пулсан та мĕн ирчченех çывăрса каяймасăр асапланчĕ кил хуçи. Ире хирĕç пăртак кăтăш пулсан темле усал тĕлĕксемпе аташса пĕтрĕ. Тĕлĕкре каллех Урасметпа çапăçнă. Алманчă Альпие вăрланă пек те, пĕтĕм ял ăна хыçран хăвалама тухнă пек.
Иштерек шартах сиксе вăранчĕ, хăйĕн шăм-шакĕ вĕриленсе кайнине туйрĕ. Çамкине тытса пăхрĕ — йĕп-йĕпе. Ăна ал айне лекнĕ кипкепе пусса шăлчĕ те пăртак та пулин канса илес тесе куçне хупрĕ. Çук, çывăрса каясси пулмарĕ. Ун ыйхине татасшăн пулнă пекех, пит çинче вĕçĕмсĕр хурт-кăпшанкă чупрĕ, вите кĕтессинче шăши кайăк тем кăтăртаттарчĕ, часах тата картишĕнче витре-чӳлмек сасси илтĕнсе кайрĕ — Пинеç ĕне сума тухрĕ пулас.
Вăл çийĕнчи чаппанне сирсе пăрахрĕ те йӳле пилĕкĕнех арăмĕ патне анчĕ.
— Эс мĕн ыйхăсăрланса çӳретĕн? — терĕ Пинеç.
— Ăш вĕçрĕ, — питне валашкари сивĕ шывпа çума пикенчĕ упăшки.
— Мĕн пулчĕ тата?
— Халлĕхе хам та пĕлместĕп-ха. Анчах чун канăçсăр пек.
— Темле сăмах илтмерĕн пуль-çке?
— Çук, уншăн мар.
— Мĕншĕн эппин?
— Каларăм-çке, хам та пĕлместĕп тесе! — тулашарах тавăрчĕ Иштерек. — Мĕнле йăла вăл — çын çумне пĕчĕк ача пек çыпçăнасси!
Ахтупай выртмаран таврăнсан ашшĕ ăна хапхаран кĕнĕ-кĕменех ыйту пачĕ.
— Элентей пынăччĕ-и кĕçĕр? — терĕ.
— Пынăччĕ.
— Эс ним те асăрхамарăн-и?
— Çук, асăрхаман, — лаши çинчен сиксе анса ашшĕ çине тинкеререх пăхса илчĕ Ахтупай. — Ним те тумарĕ вăл кĕçĕр, çĕрĕпех çывăрчĕ çеç. Манран та харлаттарсах юлчĕ.
— Эп ун пирки мар, — кăмăлсăррăн ал сулчĕ ашшĕ.
— Мĕн пирки тата?
— Пуçа пĕр шухăш килсе кĕнĕ манăнне. Çав канăç памасть.
— Мĕнле шухăш вăл?
— Юрĕ-çке, кĕрсе апат çи. Пăртак тăрсан вăрманти утă купи патне пыратăн. Ытла шăрăхланиччен çавна турттарса килмелле пулать.
Вăл лаша кӳлнĕ çĕре Ахтупай кăшт çырткаласа пӳртрен тухма та ĕлкĕрчĕ. Вĕсем вăрмана пĕрлех ларса кайрĕç.
Ĕçленĕ хушăра Ахтупай ашшĕнчен Элентей пирки сăмах пуçарса ыйтма ниепле те хăяймарĕ, вăрçса тăкасран хăрарĕ, ашшĕ вара, яланхи пекех, хăйне чĕмсĕр тытрĕ, ывăлне каланă сăмаха пачах манса кайрĕ тейĕн.
Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче Ахтупай ашшĕпе амăшĕ калаçнине тăнласа итлерĕ, ку калаçуран ашшĕне мĕн пăшăрхантарнине кăшт та пулин ăнланса илме тăрăшрĕ, анчах сĕтел хушшинче сăмах-юмах пачах урăххи çинчен пычĕ, Ахтупайшăн çĕнни унта нимĕн те пулмарĕ.
Каçхине вара ашшĕ Ахтупая çеç мар, Пинеçпе Пикпава та тĕлĕнтерсе пăрахрĕ — ывăлĕ килте пулнă çĕртен лашапа выртма кайма хăй кăмăл турĕ.
— Эс мĕн, ашшĕ, ача-пăча шухăшĕ тытман пуль те? — терĕ Пинеç. — Вĕтĕр-шакăрпа суха сухаламалла выляс килчĕ-и санăн? Е выртма халапĕ итлеменни нумай пулать пек-и?
— Ан шарла, сан ĕç çук, — çиллессĕн тавăрчĕ Иштерек.
— Ĕç çук тет. Ахтупай килсе çывăрать пулать ĕнтĕ, ватти выртма каять! Çын тем калĕ…
— Ним те каламаççĕ, — терĕ упăшки. Вăл пĕр чĕл çăкăр касса илчĕ те лаши патне тухрĕ. Ахтупай ăна хапха уçса кăларса ячĕ.
«Кунта мĕн те пулин пур, — терĕ вăл. — Элентей ман пирки темскер персе янă пулĕ-ха. Кам пĕлет, тен, ăна Урасмет пирĕн лашана вăрлама хушнă. Ахаль пулсан атте мана киле хăварса выртма каять-и вара?»
Анчах Иштерек вăрманти уçланкăна выртма пачах урăххишĕн килнĕ иккен. Вăл лашине кĕске тăлăпа тăлласа ячĕ те вучах умне ват çынсен ушкăнне пырса ларчĕ. Вĕсем кунта йышлăн мар — ват çын тени выртмана ирĕксĕртен тенĕ пек çеç килет, хăйĕн ача-пăча çукки те лашине кӳршĕ ачисене парса яма тăрăшать.
Çамрăксем çĕрле çунтарма вут-шанкă хатĕрлеççĕ. Вĕсен хăйсене кура «утаманĕсем» пур, пĕчĕкреххисем никам суйласа лартман, хăйсен вăйĕпе куштанлăхне пула «утамана» çакланнисен аллинчи хулăран хăраса çичшер-сакăршар çĕклем çапă йăтаççĕ. Вучах йĕри-тавра шаршанĕ-шаршанĕпе вутă выртать. Çĕрле ку вут çути вăрăм хыр йывăççинчен çӳле хăпарать — ял çыннисем ачасем кĕçĕр лашисене ăçтарах çитернине аякранах пĕлсе тăраççĕ.
Ак ваттисен ушкăнне алманчă тарçи тăсланкă Элентен çитсе выртрĕ, выртрĕ те чаппанĕпе пĕркенсе никама пĕр сăмах чĕнмесĕр хуп турттарма тытăнчĕ.
Иштерек вăл харлаттарма пикеннине илтсенех «мĕнле çӳреççĕ-ши унта утсем» текелесе лаша кĕтĕвне васкарĕ.
Вăрманта тĕттĕм пулса çитмен-ха, алманчă çӳрен утне вăл аякранах асăрхарĕ. Кĕсьери çăкăр чĕллине кăларса çурмалла хуçрĕ, ку çур чĕлле малалла тăсса ăйăр патне çывхарчĕ.
Пĕркунхи пекех, Элентей ăйăра уçланкă айккинерех вĕренпе кăкарнă.
Çын килнине сиссе ăйăр хыттăн кĕçенсе ячĕ, пуçне каçăр тытса вĕрен вĕççĕн йĕри-тавра чупса çаврăнчĕ.
— Ме, ме, ан çухăраш, — терĕ ăна Иштерек. — Ак çисе пăх, тутлă-и мăянпа хутăштарнă çăкăр?
Лаша тăвар сапнă çăкăра кăптăрт-кăптăрт чăмларĕ. Иштерек ăна вăл хушăра çилхинчен, ăмăрĕнчен, çамкинчен ачашларĕ. Пĕр кунхине çамки çинчи хушка чăх çăмарти пысăкăш курăнса тăратчĕ, халь ав вăл пачах палăрми пулнă, вутпа ĕнтнĕ çăм пек тĕксĕмленсе кайнă. Иштерек лаша умне пĕшкĕнчĕ те ун малти урисене çӳлтен пуçласа аяла çитиччен хыпашласа тухрĕ. Çав урасем, акă тур паллийĕ те çав вырăнтах. Чĕрни, ура пакăлчакĕсем — йăлт çавăн.
Вăл пуçĕпе лаша мăйĕ çумне тĕренчĕ те сассăр макăрса ячĕ. Лаша ун аллинче татах çăкăр татки шырарĕ. Иштерек вара кĕсйинчи çăкăра пĕтĕмпех ăна хыптарчĕ.
— Эх, янаварăм! — терĕ вăл. — Ытла усал-çке сан хуçу, ĕнтĕ вăл сана хĕрхенме те пĕлмест пуль, ялан саламатпа çеç çаптарать пуль. Ахтупай аллине парасчĕ сана, вăл пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхнă пулĕччĕ çав…
Хăйĕн иккĕленĕвне сирсе янă хыççăн вăл тул çутăличчен вучах кутĕнче асапланса выртрĕ, пĕр чĕптĕм те куç хупмарĕ, шурăмпуç шевли кăшт палăра пуçласанах ĕçе каймалла-ха паян тесе лашине утланса килне таврăнчĕ.
— Эх, ывăлăм, — терĕ вăл хăйне хапха уçса кĕртнĕ Ахтупая, — çӳретĕн эсĕ куçна хупса! Хамăр тиха Урасмет патĕнче пурăннине те пĕлместĕн. Май тупса кайса пăх-ха эс ăна паян…
Ахтупай куçне чарса пăрахрĕ те пĕр самант ним чĕнме те пултараймарĕ. Çав тери кĕтмен хыпар пĕлтерчĕ ăна ашшĕ! Урасмет лаши вĕсен пакрасĕ-и? Ăна алманчă кăçал кăна Кив хула пасарĕнчен илсе килчĕ-çке?
— Эс йăнăшрăн пуль, атте, — йĕвенне хывса лашине витене кĕртсе янă хыççăн ашшĕ патне пырса тăчĕ Ахтупай. — Пирĕн тиха хушка марччĕ-çке тата ун кайри пĕççи çинче те ула йĕр çукчĕ?
— Эх, эсĕ, — çиллессĕн пăхрĕ ун çине ашшĕ. — Лаша вăррисем сана çамка çине пĕр хушка мар, çичĕ хушка лартса парĕç! Вĕсем темиçе эрнелĕхе лаша тĕсне йăлтах улăштарма пултараççĕ тет. Эс кăнтăр çутинче сăнарах пăх-ха, суя хушка-иç вăл, кайри пĕççинчи ула йĕр те суя япала кăна.
— Халех кайса пăхатăп! — терĕ Ахтупай. — Чăнах та пирĕн лаша пулсан мăйне пăратăп эп Урасметăнне.
— Çĕрлеччен кĕтмесни, ывăлăм? — чарма хăтланчĕ ăна ашшĕ. — Кăнтăрла кураççĕ ĕнтĕ вĕсем сана, вара сиссен лашине урăх яла тартса тейĕç. Каç пуличчен кĕт.
Ахтупай пурнăçра пĕрремĕш хут ашшĕ сăмахне итлемерĕ, пĕр тăхтаса тăмасăр Урасмет патне чупрĕ.
Вăл çуран кайса юлан утпа таврăнчĕ. Килти çынсем пурте картишне хăйсен çухалнă лашине курма сиксе тухрĕç.
— Çавă, шăп та пирĕн тиха, — терĕ Альпи, ун йĕри-тавра никамран малтан чупса çаврăнма ĕлкĕрнĕскер.
— Çавă пулмасăр! — терĕ Пинеç куççульне саппун аркипе шăлса. — Эпĕ хĕрарăм пуçпа та тӳрех палларăм ак.
— Çавă, — çирĕплетрĕ Пикпав старик те.
Ахтупай йĕвенĕнчен тытса ăйăра енчен енне çавăрчĕ. Хитре çав мăнтарăн лаши, ахаль мар тиха чухнех ăмсанчĕ ăна алманчă! Ял çыннисене тата хуçисене систерес мар тесе икĕ çул ытла таçта ют ялта усрарĕ иккен.
— Эсремет, — терĕ Иштерек. — Юнсĕс çын. Кусене, ухмахсене, улталап терĕ пуль. Миçе ыйтмарăм, кашнинчех «сутса янă эп ăна ясакшăн» тесе суйрĕ. Икĕ çул ют ялта тытрĕ-çке, çĕр çăтманĕ!
— Ăçта усранă-ши ĕнтĕ? Пĕлесчĕ, — терĕ Пинеç.
— Сахал-и унăн лаша вăррисем таврара! Вăхăтлăха аякри тăванне те пама пултарнă, лаша вĕт вăл, ăна такам та йышăнать.
— Ан пар, Ахтупай, тем тусан та ан пар эс ăна Урасмета! — пахчаран пĕр ывăç курăк илсе килчĕ Альпи.
— Парас пур ун картишĕнчен утланса та тухмастăп! — терĕ Ахтупай. — Халь çавна парăнас пур çут тĕнчере те пурăнам мар.
— Лашине вĕçертес марччĕ-ха, — терĕ Пинеç. — Уншăн эсĕ мăрса патĕнче тарçăра асапланнă. Анчах Урасметпа çапăçма та хăрушă-çке. Тем курса ларас пур ку лаша пирки. Чун сисет: ырăпа пĕтес çук ĕнтĕ ку харкашу, каçарас çук вăл ăйăра хăй картишĕнчен илсе тухнăшăн…
— Çитĕ йăнăшма! — терĕ ăна Пикпав. — Эсир, хĕрарăмсем, хăвăр ĕçĕре тăвăр-ха, кайăр кунтан. Эпир канашласа пăхăпăр, мĕнле тусан лайăхрах. Мăрса патне каймалла-и, пуху пуçтарса халăха евитлемелле-и е лашине халлĕхе пĕр-пĕр çĕре тартмалла.
Анчах вĕсем ним пирки канашлама та ĕлкĕреймерĕç, кăçал çеç туса лартнă хапхана урам енчен шанлаттарма та тытăнчĕç.
— Çитрĕ, — терĕ Иштерек. — Лашана витене хуп та питĕрсе ил. Эсир, хĕрарăмсем, куç умĕнчен тасалăр. Тем курасси пур…
Çак сăмахсемпе вăл васкамасăр хапха патнелле утрĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ вăл, питĕркĕчпе юри хыттăн кĕмсĕртеттерсе.
— Уç, Иштерек! — илтĕнчĕ Урасмет сасси.
— Мĕн кирлĕ сана?
— Уç теççĕ. Мĕн, эс мана картишне те кĕртесшĕн мар-им?
— Пĕччен çӳреместĕн-çке, ялан иçниксемпе килетĕн, — хапхана уçса алманчăна çул пачĕ кил хуçи. — Э-э, халь хăвăн çыннусемпе кăна иккен… Килĕрех, Элентей, килĕрех, Мăрсук. Çав тери кĕтнĕччĕ сире. Пӳртех кĕрсе ларăр.
— Шăл йĕрсе ан тăр, пирĕн лаша ăçта? — аллинчи пăяв çыххипе хăмсарчĕ ăна Элентей.
— Сан лашу-и? Сан лашу ака туйĕнче пулас вăл, çавăнта ĕрĕхтерсе çӳрет-тĕр…
Урасмет никампа калаçмасăр тӳрех вите еннелле утрĕ. Алăка хыттăн тапрĕ, алăкĕ уçăлмарĕ. Лупас айĕнчен кӳсек йăтса тухса унпа кĕрслеттерме пикенчĕ.
— Чим-ха, Урасмет, ан çĕмĕр, — пырса кӳсекĕнчен ярса тытрĕ Иштерек. — Эс малтан ху мĕн çăмăлпа килнине кала.
— Пĕлместĕн пулать! Кăлар часрах ман лашана! — пĕтĕм тăлпăвĕпе чĕтресе кăшкăрчĕ Урасмет. Унтан вăл куçĕпе Ахтупая шыраса тупрĕ. — Сана, Ахтупай, лаша вăрри тесе тытса хуптаратăп. Вĕрентĕп эп сана хам килте çук чух картишĕнчен лаша утланса тарма!
— Чим-ха, Урасмет, тăхта, — терĕ алманчăпа Иштерек патне пырса тăнă Пикпав. — Кунта чи малтан лаша вăрри кам пулнине пĕлес пулать. Ăна халăх татса патăр, Урасмет. Калаччăр пурте, кам учĕ вăл — санăн-и, пирĕн-и? Кам вăрланă ăна — эсĕ-и, эпир-и? Халăх татса патăр…
— Кам ухмахĕ каларĕ сире ку сирĕн лаша тесе? — старик еннелле çаврăнчĕ алманчă. — Мĕнле хăйрăр эсир çын картишĕнчи лашана илсе тухса кайма? Халăха пуçтарас пулсан Ахтупая ял тăрăх сĕтĕрсе çӳреççĕ, урам варринче хĕнесе вĕлереççĕ. Пĕлетĕр-и çавна?
— Эпир унран хăрамастпăр, — терĕ Иштерек. — Пуху пух та кала, Ахтупай ман лашана вăрласа кайрĕ те. Халь лашана ан та ыйт. Пухăва лашапа пыратпăр. Пурте курччăр — камăн вăл. Эс камран, хăш ялтан илнине те ыйтса пĕлччĕр. Эпир халăх судĕнчен хăрамастпăр.
— Апла лашана памастăн?
— Памастăп.
— Кайран ӳкĕнмесне?
— Ун çинчен ан калаç. Урасмет тавăрать тесе сана хамăр ӳстернĕ лашана парса яратпăр-и?
— Сирĕн лаша пулса тăчĕ апла вăл?
— Эпир куçсăр мар, — терĕ Иштерек. — Эс пире ун пекех ухмах вырăнне ан хур.
— Эс илтмен-и, вилнĕ ĕнен сĕчĕ тутлă теççĕ?
— Эс илтмен-и, каскăн ĕнене турă мăйрака паман тет?
— Кăтартăп эп сана мăйрака! — аллинчи саламачĕпе юнаса каларĕ Урасмет. — Ĕмĕр асăнăн. Вăл мăйрака сан вар-хырăмна витĕрех шăтарса тухĕ. Мĕн пур пыршу-пакарту йăтăнса анĕ. Эс мăрса нӳхрепĕнче ларнине ытла час мантăн курăнать-ха. Вĕрентĕп эп сана…
— Çитĕ сире, — терĕ Пикпав. — Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе тенĕ. Вутта вутпа çĕнтереймĕн, çилле çилĕпе çĕнтереймĕн. Ыр кăмăлпа тухса кай эсĕ, Урасмет. Лаша пирки пуху пуçтарăпăр…
— Ну, юрĕ, — тарçисене кайма хушса хапха еннелле алă сулса кăтартрĕ алманчă. — Кăна эп ахаль тумастăп. Кăна эсир ĕмĕр асăнатăр. Кам Урасмет çулĕ çине тăрать, çав мăшкăл пулать. Кам Урасмета хирĕç тăрать, çав кĕлмĕçе тухать, çийĕнчи кĕпипе çеç тăрса юлать. Çавна ан манăр.
— Ан юна, Урасмет. Алхассан-алхассан, тен, хăвăн та шăпу тулĕ. Нумай çынна шар кăтартрăн ялта.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...