Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
— Чи хăрушши çавă, — килĕшрĕ унпа Пачура.
— Вăрçă пулатех пек туйăнать, — терĕ тепĕр тĕкĕрçи. — Ку, Сахиб патша, ырă шухăшпа каймарĕ Сăр таврашне. Пăхсах паллă, пит-куçĕнчен хурчка евĕр, вăл халăха хĕрхенсе тăрас çук…
Юлашкинчен, мăрса çыннисем калаçса ывăнчĕç, чаппанĕсемпе пĕркенсе пĕрерĕн-пĕрерĕн çывăрма выртрĕç. Лашисене вĕсем çĕрле черетлĕн пăхрĕç. Çывăхрах тахăш ялăн лаша кĕтĕвĕ çӳрерĕ, çавăнпа утсем хутшăнса каясран сыхă тăмалла пулчĕ.
Çунакан вучахпа юнашар ăшăра çĕр каçнă хыççăн Яхуте ирхине хăйне самайрах пек туйрĕ, пурне те тĕлĕнтерсе вăл ыттисем çывăрса тăнă тĕле вучах умĕнче çăпата сапласа ларчĕ.
— Кăшт çăмăлрах пек-и ĕнтĕ сан шăм-шаку, Яхуте? — терĕ Шалт-шалт Пачури, ĕнер унпа пуринчен ытларах асапланса пĕтнĕскер.
— Çăмăлрах пек, Пачура.
— Эх, апла сана лаша кăна кирлĕ те!..
— Мĕн каласси пур! — терĕ Яхуте. — Хам та çавăн çинчен шухăшлатăп та çав, пулмасть ĕнтĕ, виличчен тек лаша чунĕ кураймастăп пуль.
Çак калаçăва илтнĕ Ахтупайпа Ярахви, паçăртанпах тем çинчен вăрттăн пуплекенскерсем, чаппанĕсене хăварса вăрмана кĕрсе кайрĕç. Кăшт вăхăт иртсен вĕсем йывăçсем хушшинчен лутрарах кăна лаша çавăтса тухрĕç те вучахран чылай аякра чарăнса тăчĕç.
— Яхуте пичче, Яхуте пичче! — чĕнчĕ Ахтупай, лашана йĕвенĕнчен тытса тăраканскер. — Кайса кала эс ăна, Ярахви, хĕненипе унăн хăлхи питĕрĕнсе ларнă пулмалла…
Яхуте вăл чĕннине илтрĕ, анчах ура çине тăрса утса кайма пултараймарĕ. Вара Ахтупайпа Ярахви лашана пĕр йывăçран кăкарса вучах патне хăйсем пырса тăчĕç.
— Яхуте пичче, эпир сан валли лаша тупрăмăр! — терĕ Ахтупай савăнăçлăн.
— Ан тĕлĕнтерĕр, ывăлăмсем! — хыпаланса ӳкрĕ Яхуте. — Тукан Асаматне çакăнта илсе килнĕ-и вара?
— Çук, — терĕ Ярахви, — сан валли урăх лаша илсе килтĕмĕр!
— Ăçтан тупăнчĕ-ши вара ман телее лаша? — ĕненесшĕн пулмарĕ чирлĕ тĕкĕрçĕ.
— Ачасем, эсир темскер хăтланмарăр-и, таçтан вăрласа килмерĕр пулĕ те ăна? — вĕсен калаçăвне хутшăнчĕ Пикментей.
Ахтупайпа Ярахви хĕрелсе кайрĕç те нимĕн те чĕнмерĕç. Кăна кура Пикментей аллине патак тытрĕ те каччăсем патне çывхарчĕ.
— Сире çакă кирлĕ-им, тăрлавсăр çамрăксем? — хăмсарчĕ вăл патаккипе. — Ăçтан тупрăр вăл лашана эсир, камран тăпăлтарса илтĕр, ушкуйниксем?
— Вĕсем ăна çав кĕтӳрен вăрласа килнĕ пулĕ-ха, — Хыркасси улăхĕ еннелле тĕллесе кăтартрĕ Шалт-шалт Пачури.
— Çавăнтан-и? Калăр, çавăнтан-и? — хаяррăн талпăнса пычĕ Пикментей.
— Çавăнтан, — терĕ аптраса ӳкнĕ Ахтупай.
— Ах, туртса çапăттăм та эп сана пĕрре ĕнсе урлă, çылăха кĕрес килмест. Кама макăртасшăн тата эсир лашине вăрласа? Мĕн, пĕр-пĕр мăрса утне çавăтса килтĕмĕр тетре? Çук, хăвăр пек мĕскĕн çын лашинех вăрланă эсир! Халех кайса леçĕр вăл лашана. Халех вĕçертсе ярăр кĕтӳ ачисем сисиччен! Ха, калпайсем!
Пикментей каччăсене çурăмран тĕрте-тĕрте вăрманалла, кăкарнă лаша курăнакан тĕлелле хăваларĕ.
Ахтупай йывăç кутĕнче тин сунĕ пушăт йĕвенпе тăракан утне утланчĕ те ăна хулăпа çаптара-çаптара вăрман хĕрринчи улăхалла вĕçтерчĕ. Улăха çитсен лаши çинчен яшт çеç сиксе анчĕ те ăна хулăпа хыттăн кăна хĕртсе илсе йĕвенĕ-мĕнĕпех кĕтĕвелле хăваласа ячĕ.
Вăл каялла таврăннă çĕре ыттисем çула тухнăччĕ ĕнтĕ, сӳннĕ вучах патĕнче Ярахви çеç хăйĕн лашипе Ахтупай кĕсрине тытса тăратчĕ.
— Ĕç тухмарĕ пирĕн, — терĕ Ахтупай ун аллинчен чĕлпĕре илсе.
— Ахалех тăрăшрăмăр.
Вĕсем шăкăлтатса калаçса тата хăйсен ăнăçсăр ĕçĕнчен кулса лашисене юнашар уттарчĕç. Каччăсем ытти тĕкĕрçĕсене хăваласа çитме васкамарĕç — мур тĕпне кайччăр вĕсем, янтă лашана та илме пĕлменскерсем!
16. Хан эшкерĕ
Утă уйăхĕ шăрăх тăчĕ, тăпрара нӳр çуккипе калчасем йăл илеймерĕç. Атăл тăрăх пĕр-икĕ хутчен аслатиллĕ çумăр кĕрлесе иртрĕ, анчах нумай çĕрте çынсем ун сассине çеç илтсе юлчĕç.
— Ĕнтсе ярать кăçал мĕн пур тырра ку шăрăх, пире выçă хăварать, — калаçрĕç ваттисем хăйсен нушисене сӳтсе явма унта та кунта пуçтарăнса.
— Чӳк ирттермелле, — терĕç вĕсем малтанах калаçса татăлнă пек.
Темиçе ялпа чӳк ирттерчĕç. Кашни ялĕ пĕрер вăкăр пусрĕ, пĕрер пысăк хуран пăтă пĕçерчĕ, тӳпере çапах та пĕр çумăр пĕлĕчĕ те курăнмарĕ.
— Вăрçă тухасса ку, — терĕç вара шурă сухаллисем. Çынсем кунсерен вăрçă пуçланасса кĕтрĕç.
Пĕр ирхине вăй питти çынсем утă пуçтарма тухса кайса пĕтсен Анаткасра тусан мăкăрланни курăнса кайрĕ, унтан урам икĕ айккинчи çеремпе юлан утсем сиккипе вĕçтерсе иртрĕç.
— Ак хайхи, персе те çитрĕç, хăяматсем! — терĕ Пиклав старик. — Ывăлсене ăсатма хатĕрленĕр. Халех мăрса патне чĕнтерме пуçлаççĕ халăха.
Анчах ку вăрçа каякан çар пулмарĕ-ха, ку вăл пуçтарнă ясака йышăнма килнĕ хан эшкерĕ пулчĕ.
Хусан ханлăхĕнче куланайпа ясака пур çĕрте те турхансемпе тăрăнсем, мăрсасемпе алманчă-баскаксем пуçтараççĕ. Мĕн пур пек куланайпа ясака вĕсем çывăхри исадсенче пурăнакан хакимсем — хан представителĕсем патне леçеççĕ, хăш-пĕр чухне, васкавлă вăхăтсенче, ăна ятарласа çак тĕллевпе килнĕ хан эшкерĕ тиесе каять; кунсăр пуçне, вăл мăрсасемпе алманчăсене ялсенче куланайпа ясак пуçтарма та пулăшать.
Хусанта хан эшкерне чаплă князь Урак ертсе пырать. Ăна хан улансемпе иçниксем нумай уйăрса панă, ку çарпа вара князь пĕтĕм ханлăха тĕрĕслесе тăрать, çулталăкне икĕ хутчен — çуркунне, çĕршыв типсен, тата кĕркунне, мĕн пур тыр-пула пуçтарса кĕртсен — ханлăхри мĕн пур даругсене çитсе курма ĕлкĕрет.
Юмансар çыннисем «ясашнăй княçа» хăйсен куçĕпе курман, ятне вара унăнне нумай хутчен илтнĕ.
Вăл Хусанта чи пуян князь имĕш. Ун кĕтĕвĕнче пилĕк çĕр лаша ытла тет. Кил-çуртра унăн ик çĕр тарçă ĕçлет. Тата тем те калаçаççĕ ялсенче Урак пирки. Хăй вара пит ватă тет. Пĕр-пĕр яла пырас пулсан ял вăл ват çынсем çинче тытăнса тăрать тесе ясак тӳлеменшĕн чи малтан стариксене хĕнеме хушать имĕш.
Ту енчи çĕр-шыва хан эшкерĕ вунă-вун пилĕк çынлă ушкăнпа кăна хăпарать, апла пулин те пиншер çын сехĕрленсе тăрать вăл килĕрен киле çӳренĕ чухне. Кĕлет алăкĕсем шăлтăрт та шăлтăрт уçăлаççĕ, пур çĕрте те хĕрарăм ӳлени, ача-пăча йĕни илтĕнет, пĕр-пĕр иçнике сăмах чĕнме хăйнă е ытлашши япала илнĕшĕн тавлашма тăнă çын çурăмĕ çинче чĕн саламат вылять.
Урамра тăракан стариксем халь иртнĕ юлан утсем ахаль çар çыннисем пулманнине çийĕнчех чухласа илчĕç. Çар çыннисем аллисене сăнă тытман, çурăм хыçĕнче те вĕсен ухă такмакĕ — колчан çук. Тумланасса та пурте çăмăл тумланнă, вăрçа каякансем пек мар.
— Пирĕн яла килчĕç-ши ĕнтĕ е ăçта та пулин аяккарах кайма тухнă-ши? — терĕ стариксенчен пĕри юлан утсем куçран çухалсан.
— Турă пĕлет çав. Пӳлĕхçĕ сиртĕр вĕсене пирĕн ялтан, пĕр укăлчаран килсе кĕнĕ инкек тепĕр укăлчаран тухса кайтăр, — мăкăртатрĕ Пикпав.
Стариксем йывăр шухăш-кăмăлпа килĕсене саланчĕç.
Отряд ял тăрăх чуптарса тухрĕ те Тукай мăрса хапхи умне çитсен тăпах чарăнчĕ. Ун пуçлăхĕ, Урак ывăлĕ Нияз, лаши çинчен сиксе аниччен малтан наччаслăха вăрман хĕрринелле пăхса илчĕ те унта пĕр хĕрарăм çинçешке утне илемлĕн вылятса пынине асăрхарĕ.
— Ай маттур чăваш хĕрĕсем лашапа мĕнле çӳреççĕ! — терĕ вăл хăйĕнпе пĕрле килнĕ Чапкун улана унталла пăхма сĕнсе.
— Тупата, хĕр ача! — терĕ улан. — Лаши те чипер унăн. Атя хăваласа çитетпĕр ăна, ырă князь? Тен, вăл хăй те начарах мар пулĕ? Мĕнле шутлатăн эсĕ, князь?
— Кайрăмăр, — чĕлпĕрне карт! туртрĕ Нияз.
Икĕ юлан ут укăлчаран тухса хĕр ача хыççăн вĕçтерчĕç.
— Тăхта, ырă пике, тăхта, чунăмçăм! — кăшкăрчĕ князь ывăлĕ чылай аякка кайма ĕлкĕрнĕ хĕр ачана. Вĕсем утпа пыракан пике çулне иккĕн икĕ енчен пӳлчĕç те ун пит-куçне курма васкарĕç.
— Хитре, Чапкун, кур-ха, мĕнле хитре! — тутине чаплаттарчĕ Нияз. — Эп кун пек мерджа курманччĕ-ха…
— Чăнах, куна Герай-хан валли илсе кайма та намăс мар! — терĕ Чапкун текенни.
— Лашине тыт, эп ку пикене хам йĕнер çине лартатăп! — хĕр ача еннелле кармашрĕ Нияз.
— Мĕн, сирĕн çакна тутанса пăхас килет-им, йĕкĕтсем? — аллинчи чĕн саламатне пуç тĕлне çĕклерĕ пике.
— О-о, мĕнле маттур вăл! — ун аллинчи саламата хăйĕн пушшипе çĕре çапса ӳкерчĕ князь. Çавăнтах вăл çăмăллăн çĕкленчĕ те пикене лаши çинчен йăтса илсе сиккипе ялалла вĕçтерчĕ.
Хĕр ача, чăрсăр йĕкĕт хул хушшинче кĕлте пек çакăнса пыраканскер, хăйне кӳрентернĕ усала ним тума та пултараймарĕ.
— Чарăн, ӳкеретĕн мана! Чарăн! Мĕн хăтланатăн эсĕ, эсрел хăраххи! — кăшкăрчĕ вăл.
Князь ывăлĕ вăл çухăрашнине хăлхана та чикмерĕ, лашине вĕçĕмсĕр малалла хăваларĕ.
— Мунчана хупăр! — терĕ вăл хапха умĕнче кĕтсе тăракан иçниксене. — Кайран калаçăпăр унпа, мăрса патĕнче хăна пулсан…
Çав вăхăтра хĕр ачапа кĕрешекен иçниксем патне Чураппа пырса тухрĕ.
— Мĕн мыскари пулса иртет кунта сирĕн? — терĕ вăл. — Мĕн шутласа кăлартăр тата эсир яла çитнĕ-çитмен?
— Вăрман хĕррине кайса пĕр хитре чечек татса килтĕмĕр! — ку кил хуçи иккенне сиссе ун еннелле пуç тайрĕ Нияз.
— Темскер, сире çакланать-ши вара вăл чечек! — терĕ Чураппа.
— Ма ун пек калатăн? — пикене çав-çавах алăран вĕçертмерĕ-ха Нияз.
— Ку вăл ман хĕр ача, Тукай мăрса хĕр ачи!
— Ан тĕлĕнтер! Сирĕн хĕр ача та пур-и?
— Мĕншĕн пулмалла мар вара пирĕн хĕр ача? Антар-ха эс ăна лаша çинчен, ан асаплантар…
— Ну, пур пĕр ăна Хусана илсе каятпăр, вăрласа мар-тăк — кăмăлпа. Çавăратпăр сан хĕрне, Тукай мăрса арăмĕ! — шӳт туса ирттерсе ярасшăн пулчĕ Нияз.
— Хăтланса пăхăр, вăн çитеет-и? — пырса хĕр ачин хутланса пĕтнĕ кĕпине тӳрлеткелерĕ Чураппа. — Çапах та камсем пултăр-ха эсир, ман Нухрата вăрласа кайма тăнă йĕкĕтсем?
Вĕсем паллашрĕç.
— Чаплă князь иккен те, çапах та хăвăра хитре мар тыткалатăр, — терĕ Чураппа.
Улансем малти пӳрте иртрĕç, иçниксем лашисене апат парса картиш варринчи çĕр пӳрте пуçтарăнчĕç. Унта та, кунта та шавлă калаçу пуçланчĕ.
Нияз Чураппа патĕнче хăйне питĕ тӳрккес тыткаларĕ. Вăл тăрлавсăр шӳт турĕ, çынна итлеме пĕлмесĕр ялан хăй пакăлтатрĕ, юлашкинчен Нухрат çумне çыпăçрĕ те ăна хăвалама тапратрĕ. Мăрса хĕрĕ вара князь сисиччен чăлана питĕрĕнсе ларчĕ те тек пĕрре те куçа курăнмарĕ.
— Хĕрне ан пытар, Чураппа йинке, хĕрне чĕнсе тух! — кăшкăрашрĕ Нияз. — Ай, хитре хĕр çитĕнтернĕ эсир улансем валли! Паян хамăртан хăвармастпăр ăна, тем тесен те Хусана илсе каятпăр! Паратна хĕрне пире, Тукай мăрса арăмĕ?
— Манран чару çук, — терĕ Чураппа кулса. — Çавăрма пултарсан паянах илсе кайăр. Анчах хĕрсене çавăрма мар, вĕсемпе йĕркеллĕ калаçма та вĕренеймен-ха эсĕ, Нияз тусăм.
— Ай-ай, сан чĕлхӳ, Чураппа йинке! — терĕ лешĕ. — Ун пек калаçан пулсан эп сана хăвна та илсе каятăп Хусана! Тукай мăрса çук халь, хыçран хăвалакан пулмасть.
Чураппа ку талпаса ним тавăрса калама та пĕлмерĕ.
Пăртак ĕçсе ӳсĕрĕлсен Ниязпа Чапкун Тукай мăрсан йышлă кĕлечĕсене тĕрĕслесшĕн пулчĕç. Чураппаран кĕлет уççисене ыйтма пуçларĕç.
— Мĕн тесе кĕресшĕн эсир, улансем, Тукай кĕлетне? — вĕсенчен пĕрре те хăраса ӳкмерĕ Чураппа. — Кам унашкал тивĕç панă вара сире?
— Унта хан валли пуçтарнă ясак выртать! — терĕ Нияз. — Хăçантанпа леçмен эсир Криушри исада ясак?
— Ăна манран ан ыйт, — терĕ Чураппа. — Ак Тукай мăрса килет те, унран ыйт. Е ав алманчă патне кайăр, вăл Чалăмран Герай-хана ăсатса таврăннă терĕç.
Мăрса арăмĕ упăшка çук тесе улансене çĕр выртма хăвармарĕ, хуçа çук чух кăшт иртĕхме ĕмĕтленнĕ улансемпе иçниксен вара каçа хирĕç Ураккасси ялне çул тытмалла пулчĕ.
— Ыран эпир татах килетпĕр, — терĕ Чапкун. — Эпир çитнĕ çĕре Урасмет алманчă кунта пултăр, астăвăр!
— Кирлĕ пулсан хăвăр та чĕнетĕр! — терĕ Чураппа. — Çамрăк-ха, мăрсана тухма иртерех-ха сире.
Улансем тухса кайсан Чураппапа хĕрĕ нумайччен вĕсем çинчен калаçрĕç.
— Мĕн тери хитре хăй, Нияз текенни, анчах каляма çук сĕмсĕр те капăрчăк, — ăçта килнĕ унта сапаланса выртакан япаласене урайĕнчен пуçтарчĕ Чураппа. — Пĕрремĕш хут килсе кĕчĕ пирĕн пата, çапах сысна пекех тыткаларĕ хăйне.
— Вĕсем пире ним вырăнне те хумаççĕ, анне, — терĕ Нухрат. — Атте çавăнпа Хусана илсе каясшăн мар пире, вăл тутар мăрсисене пит лайăх пĕлет. Нимле сăпайлăх та çук вĕсен.
— Ашшĕ çав тери пуян тет вара çав Ниязăн, килĕнче пĕтĕмпе вырăс чурисене ĕçлеттереççĕ тет.
— Мĕн тăван, анне, ун пуянлăхĕпе çынни çын евĕрлĕ пулмасан?
— Эх, ачам! — ассăн сывларĕ амăшĕ. — Сан çинчен шутлатăп-çке эпĕ, хĕрĕм. Хусан вăл — шĕкĕр хула, унта княçĕ, мăрси, уланĕ — пинĕ-пинĕпе. Суйла хăвна кирлине. Кăшт пурăнсан, тен, чипер çыннах тупнă пулăттăн хăвна валли.
— Апла пулсан ман упăшка шырама Хусана каяс-и-ха? — кулчĕ Нухрат.
— Мĕн пулать вара унта кайсан? Ак пăхса тăр, пиччӳ шĕкĕр хуларан çын пулса килет. Кунта пурăннă пулсан мĕн тухатчĕ çав Туканашран? Ялта йытă хăваласа çӳретчĕ, çавă çеç.
— Эх, анне! — терĕ Нухрат. — Вĕсем хамăр килтех унашкал мăшкăллаççĕ те, Хусанта вăл вĕçкĕнсен эрлĕкне тӳссе те пĕтереймĕн. Хусанта вĕсем пирĕн пеккине куç уçма та памаççĕ-тĕр.
— Эс вĕсен таса тĕнне йышăн, — вĕрентрĕ амăшĕ. — Хăйсен çыннисене хисеплеççĕ тутарсем.
— Ан калаç, тархасшăн, анне, кирлĕ мара! — ăна мăйĕнчен ыталарĕ Нухрат. — Эпĕ хамăр тĕне нихçан та пăрахассăм çук.
— Эс мăрса хĕрĕ-çке — терĕ амăшĕ. — Ав эпир те, аçупа иксĕмĕр, çу-чăвашсем пек пурăнатпăр. Туканаш та мусульман тĕнне йышăннă. Сана ма юрамасть вара вăл тĕнпе пурăнма, кала-ха?
— Çук, çук, ан та ӳкĕтле мана, анне. Хусана та каймастăп, хамăр тĕне те пăрахмастăп.
— Юрĕ-çке, — ачашларĕ ăна амăшĕ. — Тухса уç ав, алăка шаккаççĕ. Аçу таврăнман-и?
Нухрат пăлтăра чупса тухрĕ те унтан Урасмета алăран çавăтса кĕчĕ.
— Ак ман каччă таврăннă, анне! — алманчăна Чураппа патнелле тĕртсе ячĕ вăл. Урасмет ку сăмахсем хыççăн, тĕрĕсех илтрĕç-ши ман хăлхасем тенĕ пек, енчен енне çаврăнкаларĕ, айван çын пек кулкаласа Чураппана алă пырса тытрĕ.
— Тукай мăрса ăçта? — терĕ тӳрех Чураппа ăна хăйпе юнашар лартса.
— Тукай ĕмпӳ таврăнаймарĕ. Герай-хан пирĕн мăрсана Карамыш вырăнне Чалăмра асли туса хунă.
— Ак тата! — ик аллине шарт çапрĕ Чураппа. — Леш эрех пички ăçта кайнă вара?
— Вăл Хусан крепоçĕнче асли пулать! — терĕ Урасмет.
— Ак тамаша! Пирĕн вара çавăнта вир енче, çармăс çĕр-шывĕнче пурăнмалла пулать-и? Илтрĕн-и, Нухрат?
— Илтрĕм, — терĕ Нухрат. — Питĕ лайăх. Хусана кайиччен эп çавăнта каятăп. Çармăс мăрсисем вĕсем тутар уланĕсем пек чăртмах мар!
— Кур çав ухмаха! — ал сулчĕ Чураппа. — Ашшĕне Хусан ханĕ таçта талая, сĕм вăрмана кайса чикнĕ, вăл уншăн савăнать ав.
Чураппа Урасмета паян Нухратпа пулнă мыскараллă ĕç çинчен кулса каласа кăтартрĕ.
— Кур-ха, путсĕрсем! — терĕ алманчă. — Ма ятламарăн вĕсене уншăн, Чураппа инке?
— Ятларăм, — терĕ Чураппа. — Анчах çав тӳрменсене сăмах витет-и? Хусантан вĕсем кунта юри ашкăнма килеççĕ. Лашасем вăйлă, ĕçме-çиме янтă. Хан вăл шăпăрлансене тем тума та ирĕк панă — кирек ăçта çитме, кирек кампа вăрçма пултараççĕ, ясак мĕнле пуçтарнине тĕрĕслесе тăраççĕ-çке-ха.
— Вĕсемсĕр те май çук, — алăкран тухса кайнă Нухрата хыçалтан ытарлăн пăхса юлчĕ Урасмет. — Ясак пуçтарма аравасăр йывăрланчĕ. Нимрен те хăрамасть халăх. Хирĕç тăма пăхать. Ясак пуçтарнă чух сайра килтен харкашмасăр тухатăп эпĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...