Туссем
1
Колхоз председателĕ паян тимĕрçĕ лаççине ирех пычĕ. Ретĕн лартса тухнă плугсене тыткаласа пăхса тĕрĕсленĕ хушăра вăл каллех тахçанах кĕтнĕ хăна çинчен ыйтрĕ:
— Çитеймерĕ-и-ха? Мĕнле те пулин чăрмав тупăнмарĕ пуль те? Мĕнле шутлатăн эсĕ, Иван Петрович?
— Килет, ун пирки ан пăшăрхан, Михаил Кузьмич. Эпĕ хам та паян каçхине станцăна машина яма ыйтас тенĕччĕ.
— Апла хăналама хатĕрленес пуль...
— Ай, çук, çук, хам хăнана çын патне ярса намăс курас марччĕ-ха. Ун пек тусан Петр Спиридоновнч хăй те кӳренме пултарать. Çитменнине кăçал...
Иван Пегрович «кăçал хăна арăмĕпе тата аслă ывалĕпе килет» тесшĕнччĕ, анчах çак самантра пĕр ача чупса пычĕ те «халех телефон патне чĕнеççĕ» терĕ. Вара председатель тимĕрçĕ лаççинчен васкаса тухса кайрĕ.
«Килмесĕр пĕлтерес мар тенĕччĕ, чăтаймарăм вĕт, сăмах чут вĕçерĕнсе каятчĕ, юрать — кайрĕ-ха», — шухăшларĕ тимĕрçĕ.
Тимĕрçĕ патне хăна килмеллине колхоз иредседателĕ çеç мар, пĕтĕм колхоз пĕлет. Мĕншĕн тесен вăл пĕлтĕр те, виçĕмçул та, унччен те килнĕччĕ. Кашни килмессеренех тимерçĕ лаççинче ĕçлет вăл, Иван Петровича пулăшать. Иван Петрович хăй те хăнипе мухтанма юратать. Кăçал та акă, хăнинчен, Петр Спиридоновичран çыру илсенех, çăв хыпара кашни тĕл пулакан çыннах мухтанса кала-кала пачĕ вăл.
Пĕтĕм колхоз пĕлекен хăна — Иван Петровичăн ача чухнехи тусĕ. 1921 çулти выçлăх вăхăтĕнче пĕчĕк Иван Мускавра пурăннă, çавăн чухнех пуçланнă вĕсем хушшинчи туслăх. Анчах выçлăх иртсен туслăх татăлнăччĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче вара вăл çĕнĕрен сыпăнса кайрĕ.
2
Вăрçă вăхăтĕнче Иванăн госпитале лекмелле пулчĕ. Вĕсем палатăра виççĕн выртаççĕ. Иван госпитале тин çеç пынă. Çавăнпа ĕнтĕ юлташĕсемпе сăмахлама та, паллашма та ĕлкереймен. Хăшĕ ăçти çын иккенне тата хăш фронтра аманса кунта килнине пĕлнисĕр пуçне, хăйпе пĕр палатăра выртакан юлташĕсем çинчен вăл урăх нимĕн те пĕлмест.
Унпа пĕрле выртакансенчен пĕри Çĕпĕрте çуралса ӳсне офицер. Вăл питех те çамрăк-ха. Унăн янаххи çнне сухал та шăтман. Çамрăк офицер сахал калаçать. Йывăр суранĕ хытă асаплантарать пулас, çавăнпа-и тен сестра ун вырăнĕ патĕнче сехечĕ-сехечĕпе ларать.
Палатăри тепĕр юлташĕ — Иван пекех вăтам çулсенчи çын. Хăй вăл Мускавра ӳснĕ, заводра ĕçленĕ. Унăн суранĕ тӳрленсе пырать, вăл юмахлама юратать, анчах çемйине çухатнă пирки питĕ хуйхăрать. Нимĕç фашисчĕсен çарĕ Мускав патне çывхарса пынă чух унăн çемйи Мускавран тухса кайнă. Анчах халь ăçта пурăннине темле шырасан та тупайман. Арăмĕ çул çинчен çырса янă çырăва вăл фронтра илсе вуланă. Ун хыççăн çур çул ытла пĕр хыпар та илмен. Эвакуаципе куçнисем çинчен справкăсем паракан çĕре те, паллакан çынсем патне те çырса пăхнă. Анчах ун çемйи ăçта иккенне никам та çырса пĕлтереймен.
Мускав çынни хăйĕн пысăк хуйхи çинчен пĕринче Ивана çапла хурланса каласа пачĕ:
Арăмсемпе ачасен пурнăçне сыхлас тесе вăрçа тухса килтĕмĕр, анчах эпĕ вĕсене хам мĕнле çапăçни çинчен пĕр сăмах та çырса пĕлтерме пултараймастăп. Пĕрре эпир фашистсем çунтарса хăварнă пĕчĕк ял çумĕпе иртеттĕмĕр. Ял вырăнне кăмрăкланнă пĕренесемпе хуралса ларакан кăмакасем çеç тăрса юлнă, ĕнсе типнĕ йывăçсем турачĕсене тискеррĕн тармакласа лараççĕ, темле сыхланса юлнă пӳрт урайĕнче çунса авкаланса пĕтнĕ кровать выртать. Çак ял масарĕ çинче пĕр этем те курăнмасть, чĕрчун пурри те паллă мар. Ун пек çуннă, ишĕлнĕ ялсене ху та пĕрре çеç мар курнă пуль. Фашист хăйне пирĕн çĕршывран пурпĕрех хăваласа ярассине сисет, çавăнпа вăл хăй çулĕ çинче мĕн тĕл пулнине пĕтĕмпех пĕтернĕ. Совет çыннисене нимĕн те ан юлтăр, вăрçă хыççăн вĕсем пӳрт-çурт туса вăйне пĕтерччĕр, тет пулас. Çав ялтан иртрĕмĕр хайхи. Сасартăк умра пĕр хĕрачапа ватăрах хĕрарам курăнчĕç. Хĕрачи пĕр вуникĕ çулта, шăпах ман хĕрача пысăкăш, çӳçĕ те унăнни пекех, сарă, сăнĕпе те ман ача евĕрлĕ. Анчах вĕсем иккĕшĕ те типшĕм, хĕрачи — çутăсăр ӳсекен çеçке пек шуралса кайнă, çĕтĕк кĕпепе, иккĕшĕ те çара уран. Вĕсем çул хĕрринче тăраççĕ. Пирĕн çине куççуль витĕр пăхаççĕ. Макăрнине курнăран-ши е хĕрача сăнĕ хам хĕрĕме аса илтернĕрен-ши, манăн кăмăл хуçăлчĕ. «Мĕншĕн макăрăтăр эсир, тăванăмсем?» — тесе ыйтрăм. Хĕрача ман патăма чупса пычĕ, пĕр чарăнмасăрах пирĕн стройпа юнашар вĕттен-вĕттĕн утма пуçларĕ. «Тете, ун чухне те пирĕннисем нумайăн куçрĕç. Вара фашистсем килчĕç. Каллех вĕсем килеççĕ-им, тете? Питĕ хăратпăр эпир», — терĕ хĕрача. Эпĕ ăна, çăмăлскере, пурне те кăтартас тенĕ пек, хулпуççи çине çĕклесе лартрам. «Ан хăрăр, фашистсене сирĕн патăра тек ямастпăр ĕнтĕ, халь эпир вĕсене пĕтĕмпех пĕтерме каятпăр», — тесе лăплантарма тăрăшрăм эпĕ хĕрачана. «Чăнах çапла, пĕтерме каятпăр», — терĕç манпа юнашар салтаксем те. Хĕрача ман хулпуççи çинчен шуса анчĕ те кăшт каярах юлса пыракан амăшĕ патне чупрĕ, унтан каллех пирĕн тĕле çитсе, чарăнмасăр каласа пачĕ: «Тетесем, эсир вĕсене пирĕн пата тархасшăн тек ан ярăр, ан ярăр, тетесем!» Унăн çинçе сассипе пĕрле сасартăк хыçалта амăшĕн сасси янăраса кайрĕ: «Маттур салтаксем эсир! Пĕтерĕр çав фашистсене! Пĕтерĕр!» Хĕрачапа амăшĕн сасси ман хăлхара нумайччен янăраса тăчĕ. Халь те, арăмпа ачасене аса илсенех, çав çуннă ял тĕлĕнчи ачапа амăшне аса илетĕп, вĕсем арăмпа ачасем калас сăмахах каланă пек туйăнать. Анчах эпĕ вĕçене хам çинчен çырса пĕлтерме пултараймастăп...
Пит куляннă пулин те, Мускав çынни хăйĕн çемйине тупас шанчăка çухатмарĕ. Кашни кун çыру кĕтрĕ.
Чăнах та, пĕринче сестра палатăна икĕ çыру илсе пычĕ. Пĕрне Мускав çыннине, тепĕрне Çĕпĕр çыннине тыттарчĕ. Иван çыру кĕтместчĕ, çапах сестра ăна та ăшă сăмахпа лăплантарчĕ:
— Ан кулян, сан валли те çырнă, çул çинче килет, — терĕ вăл ăна, йăл кулса.
Çĕпĕр çынни хăйĕн çыруне выртнă çĕртех вуласа тухрĕ. Вуласа тухрĕ те ассăн сывласа илчĕ:
— Эх! Юлташăмсем геройла ĕçсем тăваççĕ, эпир пур — кунта йăваланса вăхăта сая яратпăр.
Мускав çынни çырăва илсенех хĕпĕртесе ӳкрĕ.
«Аранах тупăнчĕç», — тесе хавхаланса вуласа тухрĕ, ун хыççăн палата тăрăх ик-виçĕ хут утса çаврăнчĕ те çĕнĕрен вулама тытăнчĕ.
Вĕçĕмсĕр хĕпĕртенипе вăл хăйĕн арăмĕ çинчен, икĕ ывăлĕпе хĕрĕ çинчен, вĕсем Мускавран инçе мар Чăваш республикинче пурăнни çинчен каласа пачĕ. «Пĕр ачи тăваттăмĕш класра, тепри пиллĕкмĕшĕнче, виççĕмĕшĕ улттăмĕш класра. Виççĕшĕ те лайăх вĕренеççĕ, чăвашла та перкелешме пуçланă тет. Иккĕшĕ урăх яла, виçĕ километрти шкула çӳреççĕ тет».
— Пирĕн ял çывăхĕнче мар-и вĕсем? Хăш районта тесе çырнă?
— Çук, районне кăтартман кунта, Канаш станцине тата колхозпа ял ятне çеç çырнă, — терĕ Мускав çынни, çыру çырма пуçланă хушăра.
Çыру çырса пĕтерсен, вăл каллех, арăмĕн çыруне аллинчен ямасăр. каллĕ-маллĕ утса çӳрерĕ, утнă хушăра темле кĕвĕ ĕнĕрлерĕ, çыруне çĕнĕрен те çĕнĕрен вуларĕ. Вăл ĕнĕрленинче Иван сасартăк чăваш кĕвви унтан уççăнах «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» ятлă юрăри сăмахсам илтĕнчĕç. Иван пикенсех тăнлама тытăнчĕ. Леш чăнахах чăвашсен авалхи юррин пуçламăшне темиçе хутчен юрласа пăхрĕ те: «Малаллине ниепле те аса илеймерĕм», — тесе тăп чарăнчĕ.
— Юррине те чăваш çĕршывĕнчен çырса яман пулĕ-çке? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Иван.
— Ку юрра эпĕ пĕчĕккĕ чухне лайăх пĕлеттĕм, халь ниепле те аса илейместĕп. 1921–1922 çулсенче пирĕн патра чăваш ачисене илсе пынăччĕ. Ун чухне эпир хамăр та чаплах пурăнман; çын пуçне кĕренкешер çăкăр илеттĕмĕр. Астăватăп-ха, чăваш ачисене валли ача çурчĕ уçрĕç. Атте-аннесем çав ачасене хăйсем илсе тăракан çăкăра уйăрса паратчĕç. Манпа тантăш ачасем те пурччĕ вĕсем хушшинче, пĕрле выляттăмăр. Вĕсене пăхаканни пурччĕ, хушаматне астăваймастăп, эпир те ăна, чăваш ачисем пекех, «Люда аппа» тесе чĕнеттĕмĕр. Люда аппа ачасене юрлаттаратчĕ, эпĕ те вĕсемпе пĕрле юрлаттăм. Ун чухне эпĕ чăваш юррисене чылай пĕлеттĕм...
Ивана ку телĕнтерчĕ. Люда аппа тенине илтсен, вăл пĕчеккĕ чухне Мускавра пурăннине, хăйсене Люда аппăшĕ вĕрентнине, юрлаттарнине, пир-авăр фабрикинчи рабочисем пурăнакан икĕ хутлă вăрăм çурт коридорĕ тăрăх чупса çӳренине аса илчĕ. Чăтса тăраймарĕ вăл:
— Тăхта-ха, юлташ, Балашиха çинчен каламастăн-и эс, унта пурăнман пуль вĕт эсир?
— Аттепе анне те, эпĕ хам та яланах çавăнта пурăннă...
— Апла пулсан, эсĕ мана та... — теме пуçларĕ Иван.
Анчах юлташĕ хавхалансах, Ивана сăмах хушма та памасăр, малалла каларĕ:
— Эпĕ чăваш ачисемпе пит туслăччĕ. Пĕринпе шыва кеме яланах пĕрле çӳреттĕмĕр, Сашка ятлăччĕ йăл. Пит шухă ачаччĕ, пирĕн çуртра пурте паллатчĕç ăна, вăл хăй те пурне те паллатчĕ. Хăйсен ялĕпе мухтанма юрататчĕ, çăва тухсан эпир тутлă панулмисемпе çырла йывăççисем айĕнчех вылятпăр, тесе каласа ларатчĕ. Ялĕн ятне те калатчĕ-ха вăл, халь астăваймастăп, маннă ĕнтĕ. Халь акă, арăмпа ачасен çыруне илсен, вĕсем Вăрманкас ятлă ялта пурăнатпăр тесе çырнине вуланă чух Сашка аса килчĕ: вăл та Вăрманкаса аса илетчĕ. Сашкăсен ялне лекмен-ши ман çемье?
Иван ĕнтĕ текех тӳссе тăраймарĕ. Мускав çыннине икĕ аллинчен ярса тытрĕ.
— Çук, — йăнăшатăн, юлташ, Сашкăсен ялĕ мар вăл. Саша Демидов Чăрăшкассисем, Вăрманкас вĕсен ялĕпе юнашар, пирĕнтен инçе мар...
Мускав çынни те шалт тĕлĕнсе кайрĕ. Пирвайхи хут курнă пек, Иван çине тинкерсе пăхма пуçларĕ.
— Вăт, вăт, Саша Демидов, самăй çавă...
Çапла икĕ çын, пĕр-пĕрин аллине тытса, пĕр-пĕрне хирĕç тăрса, пĕр вăхăт ним шарламасăр пĕр-пĕрин çине пăхса тăчĕç. Иккĕшĕ те юлташне аса илес тесе пĕр-пĕрин сăн-питĕнче манса кайнă паллăсене шыраса тупма тăрăшрĕç.
— Халь эпĕ сана лайăх астуса илтĕм. Петр, Петя тетчĕç сана ун чухне.
— Халь те çаплах чĕнеççĕ, фабрикăра çеç мана Петр Спиридонович тетчĕç. Анчах эпĕ сана хăвна палласа илеймерĕм-ха... Сашка мар вĕт-ха эс? Сăнран пăхма сан пек марччĕ вăл. Эсĕ те унпа пĕрле пурăннă-и вара?
— Петр тусăм, эсĕ Сашăна хăйне çеç астăватăн иккен. Сашăран хăпмасăр, унпа пĕрле çӳрекен лутрарах ачана астумастăн-и? Вырăссемпе юмахлама та вăтанаканнине? Ваня ятлине?
— Чим-ха, чим...
Аса илес тесе, Петр тата хытăрах сăнаса пăхма тытăнчĕ.
— Кăшт астунă пек. Унпа пĕрле чăнах та пĕр хăюсăр лутра ача çӳретчĕ. Ванёк теттĕмĕр пулас эпир ăна. Çав Ванёк-и вара эсĕ?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...