Туссем
— Çавă. Анчах Ванёк мар, Ванюк тетчĕç мана ун чухне.
— Мĕншĕн паçăрах каламарăн, Ванёк?
— Эсĕ каласа пĕтерессе кĕтрĕм. Сан çемйу Вăрманкасра эппин. Пирĕн ялтан инçе мар вăл, çич-сакăр километрта кăна. Чăрăшкасси те аякра мар.
Хĕпĕртенипе вĕсем хăйсем шавласа калаçма пуçланине те сисмерĕç.
Çав хушăра вырăн çинче выртакан çамрăк офицер ӳсĕрсе илчĕ.
— Ерипенрех калаçăпăр, — асăрхаттарчĕ Мускав çынни.
Вĕсем хуллентерех калаçма тытăнчĕç.
Анчах çав вăхăтрах:
— Тархасшăн илтĕнмеллерех юмахлăр, эпĕ сире паçăртанпах тăнласа выртатăп, — терĕ Çĕпĕр çынни.
Вĕсем каллех хыттăн калаçса кайрĕç.
— Тата Сашка çинчен мĕн те пулин пĕлместĕн-и, яланах пĕрле çӳреттĕмĕр-çке? — ыйтрĕ Мускав çынни,
— Саша вăл пирĕнпе пĕрле яла таврăнмарĕ вĕт. Унăн амăшĕ выçлăх çул вилнĕ те...
— Чăнах çаплаччĕ-çке вăл, амăшĕ вилни çинчен ăна киле каймалла чух тин пĕлтернĕччĕ. Хăй вăл хытă макарчĕ, пирĕн кӳршĕ рабочипе арăмĕ ăна хăйсем патне усрама илес тесе калаçнине те астăватăп, анчах вăл мĕнле тухса кайнине астумастăп.
— Яла пымарĕ çав вăл, Мускаврах юлчĕ. Пĕр шкул çумĕнчи интерната вăрнаçнă, терĕç. Кайран вăл çĕр кăмрăк промышленноçĕнче ĕçлекен инженера вĕренсе тухнă, тет. Ун çинчен мана хăйсен ялĕсем каласа пачĕç. Халь ăçта пурăннине пĕлместĕп.
Вĕсем хăйсем пĕрле çӳренĕ чухнехине аса илчĕç, пĕр-пĕрне астутарчĕç.
— Çуркунне фабрикăна юсаса ĕçе янă ятпа уяв тунине астăватăн-и? Каçхине эсир çерем çинче чăваш юррисене юрласа патăр. «Паян маншăн темиçе савăнăç килчĕ: темиçе çул хушши хупă ларнă фабрикăна чун кĕртрĕмĕр; халиччен илтмен чăваш юррисене итлесе килентемĕр», — тесе тухса каларĕ ун чухне пĕр ватă çын.
— Астумасăр! Халăх питĕ нумайччĕ ун чух. Ялтан пынă хресченсем те чылайччĕ.
— Май уявĕнче Хĕрлĕ площадьре пултăмăр. Хальхи пек астăватăп. Автомобильсемпе кайрăмăр. Ачасене пурне те лайăх тумлантарнăччĕ. Фабрикăри хĕрарăмсем пире кашнине пĕрер кĕпе çĕлесе пачĕç...
— Астумасăр! Анне çав праçник умĕн мана валли сĕнĕ кĕпе çĕленĕччĕ. «Петя, акă сан валли çĕнĕ кĕпе çĕлерĕм, тăхăнса пăх-ха, лайăх-и?» — тет. Эпĕ тăхăнтăм. Кĕпи мана питĕ килĕшрĕ. Анне мана ачашласа илчĕ те сирĕн çинчен аса илтерчĕ: «чăваш ачисен кунта амăшĕсем те çук, ачашлаканни те çук, амăшĕсем пит инçетре вĕсен, хăшпĕрин выçăпа вилсе те выртнă пуль. Чăваш ачисене праçник валли çĕнĕ кĕпе те çĕлесе памаççĕ пуль», — терĕ.
Анне каланине илтсен манăн кăмăл хуçăлчĕ, куçсем шывланчĕç. «Эпир çĕнĕ кĕпе тăхăнса çӳреме пултаратпăр. Чăваш ачисене кĕпе çĕлетсе паракан çук» — тесе шухăшларăм та çийĕмри кĕпене хывса аннене тыттартăм. «Анне! Ман анне те, атте те пур, эсир мана юрататăр. Чăваш ачисен кунта амăшĕсем те, ашшĕсем те çук. Ку кĕпене чăваш ачине парар мар-и», —терĕм. Çавăнтах вара аннепе иксĕмĕр сирĕн пата праçник кучченеçĕ леçме пытăмăр.
Пĕчĕккĕ чухне пĕрле çӳренĕ туссем калаçнине çамрăк офицер пĕр шарламасăр тăнласа выртрĕ. Вĕсем кăшт лăплансан тин сăмах хушрĕ:
— Юлташсем, эсир тĕлĕнмелле япаласем çинчен калаçатăр, — терĕ вăл.
— Чăнах та тĕлĕнмелле, çирĕм çул иртнĕ хыççăн тĕл пултăмăр, — терĕ Иван.
— Çук, вăл çеç мар, — терĕ малалла çамрăк офицер. — Пире пĕчĕклех хамăр çĕршыври халăхсемпе тăванлă пурăнма вĕрентнĕ. Çавна эпĕ вăрçăчченех лайăх ăнланнă. Çапла вăл, çирĕм çул ĕлĕкрех Мускаври вырăс рабочийĕ çитнĕ-çитмен çăкăрне чăваш ачине касса панă, халь ăкă тепĕр инкек вăхăтĕнче чăваш çынни Мускав ачисене пăхать.
Çамрăк офицер вырăспа чăваш пĕр-пĕрне пулăшни çинчен каланă чух Иван сасартăк шухăша кайрĕ: «Ку Петр умĕнче эп хам та парăмлă-çке!» терĕ вăл хăй ăшĕнче.
— Итле-ха, Петр Спиридонович, — терĕ вăл, — манăн та килте шкул ачисем пур, пӳрт-çуртăм начар мар. Сан çемйӳне хам патăма куçарас мар-и? Ачасем валли пирĕн ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул пур. Сан умăнта парăмлă вĕт-ха эпĕ?
— Мĕнле парăм çинчен калаçатăн? Çемье пирки ан пăшăрхан: вĕсене ахаль те лайăх йышăннă, — терĕ Мускав çынни.
Çапах та вĕсем çемьене куçарасси çинчен калаçса татăлчĕç.
Тепĕр кунне иккĕшĕ те хăйсен çемйисем патне çырусем çырчĕç. Хăйсем ăçта, мĕнле тĕл пулни çинчен, Петр Спиридонович çемйине Иван патне куçарма шут тытни çинчен çырса пĕлтерчĕç.
Пĕр вунă куна яхăн иртсен, сестра палатăна каллех икĕ çыру илсе пычĕ. Пĕрне сăмахсăрах Çĕпĕр çыннине тыттарчĕ, тепĕрне никама та памасăр тытса тăчĕ.
— Паян сире телей сума сумасть: виçсĕре те икĕ çыру çеç килчĕ. Пĕрне патăм, теприне сирĕнтен хăшне памаллине те пĕлместĕп, — терĕ сестра, Иванпа Мускав çынни çине кулкаласа пăхса. — Иксĕртен хăшне парам-ши? Пĕр çырăва икĕ çын ячĕпе янине пуçласа куратăп. Çырассине чăваш çĕршывĕнчен çырнă,. апла-тăк чăвашах парам-ха.
Иван çырăва илчĕ, анчах ăна вырăсла тата палламан çын çырнине конвертран кăларсанах курчĕ те çырăва Петр аллине пачĕ.
Петр çырăва тӳрех сасăпа вулама пуçларĕ. Вăл вуланине Иван çеç мар, сестра та тимлесе итлерĕ. Çыруне улттăмĕш класра вĕренекен Юрик çырнă. Вăл хăйсен çемйи ячĕпе тата Иван çемйи ячĕпе иккĕшне те пысăк салам ярать, унпа пĕрлех Ивансен кайри пӳртне пурăнма куçни çинчен пĕлтерет. Леш колхозран вĕсене ярасшăн пулман иккен, Иван çемйи хытă тăнипе сеç яма килĕшнĕ-мĕн. Лашапах ăсатнă тет. Халь вĕсем пĕр çемьери пек пурăнаççĕ иккен.
— Малалла вулаймастăп, кунта ман чĕлхепе çырман, ку тĕлте чăвашла пуçланать, — терĕ Петр, çырăва Ивана тыттарса.
Вара Иван хăйĕн аслă ачи Володя çырнине вырăсла куçарса вуласа пачĕ. Володя та икĕ çемье ячĕпе салам ярать, Мускавран куçнисене мĕнле чĕнсе пыни çинчен пĕлтерет.
— Кун пек пĕрлешсе пĕр çыру çырма хăшĕн ăсĕ çитнĕ-ши? — хăйĕнчен хăй ыйтнă пек каларĕ Петр, çырăва вуласа тухнă хыççăн.
— Чăнах, пит ăслă шухăшласа кăларнă, — терĕ Иван та хĕпĕртесе.
3
Туслăх çапла çĕнĕрен сыпăнса кайрĕ. Вăрçă пĕтсен, вĕсем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳрекен пулчĕç. Петр Спиридонович çулла отпуск илет те Иван Петровичсен ялне пырать. Хĕл кунĕсенче Иван Петрович хăй Мускава хăнана кайса килет.
Кăçал Петр Спиридонович колхоза хăйĕн арăмĕпе тата Юрий ятлă çитĕннĕ ывăлĕпе килнĕ. Вĕсемпе пĕрлех яла Иван Петровичăн Мускавра вĕренекен ывăлĕ Володя та каникула таврăнчĕ.
Хăнасем çĕрле çитрĕç. Вĕсене хăналама пуçланăччĕ çеç, Иван Петрович патне ял çыннисем пĕрин хыççăн тепри пухăнма пуçларĕç. Малтан колхоз председателĕ пычĕ. Петр Спиридоновичпа арăмне вăл, тахçанах паллаканскерсене, туссемпе тĕл пулнă чухнехи пекех хăюллăн алă пачĕ. Юрик аллине вăл палламан çыннăнни пек чăмăртарĕ. Яланхи йăлапа сывлăх çинчен ыйтса пĕлме тытăнчĕ.
Иван Петрович Юрий çине пăхса куç хĕсрĕ: «Палламасть вĕт, Володя патне çул майăн кĕнĕ юлташĕ тет пуль», — тесе шухăшларĕ.
Иван Петровичăн нумайранпа упранакан вăрттăн шухăшĕ пур, ирхине вăл ăна тимĕрçĕ лаççинче председатеде чут каласа паратчĕ. Колхозра ветродвигатель пур. Нумайранпа ларать ĕнтĕ вăл. Вăрçă умĕн лартнăччĕ ăна, çĕр аиĕнчен шыв уçласа кăлармалла тунăччĕ. Малашне фермăсемпе витесене шыв памалла тăвас шухăш та пурччĕ. Анчах вăрçă вăхăтĕнче ку ĕç патне алă çитмен. Вăрçă хыççăн специалистсемпе канашласа пăхнăччĕ. Лешсем двигателе тĕпренех юсамалла терĕç. Тепĕр тесен, ун чухне колхозăн ăна тума укçа-тенкĕ те çителĕклĕ пулман. Иван Петровичпа Петр Спиридонович çав двигателе хамăр вăйпах юсама пулмĕ-ши тесе, кайса та пăхнăччĕ. Май çук имĕш, тимĕрçĕпе слесарьсĕр пуçне, специалист кирлĕ мĕн кунта. «Ман Юрий ĕçĕ ку, халь вăл дипломпа ларать-ха, çитес çул эпĕ ăна пурпĕрех илсе килетĕп», — тенĕччĕ ун чух Петр Спиридонович. Çавăнпа ĕнтĕ Иван Петрович паян йăл кулса кăна ларать.
Михаил Кузьмич хыççăн пӳрте Володьăпа Юрий тантăшĕсем килсе кĕчĕç.
— Юрка епле ӳссе кайнă!
— Палласа илме çук!
— Килнĕ тенине илтсенех чупса çитрĕмĕр. — Çапла шавласа саламларĕç ял çыннисем сĕтел хушшинчен хăйсене хирĕç тухакан çамрăк инженера.
Михаил Кузьмич Юрие тин палласа илчĕ.
— Ак тамаша, Юрий. Эпĕ сана чăваш çăпатипе çӳренĕ чухнехи пекех пĕчĕккĕ тесе шутланă, — терĕ вăл Юрие тепĕр хут алă тытса.
Иван Петрович кулса ячĕ:
— Ку эпир Петр Спиридоновичпа çирĕм çул иртсен тĕл пулни евĕрлех пулчĕ.
— Эпĕ сире нихçан та манас çук, Михаил Кузьмич, — терĕ Юрий. — Эсир мана ура сырма вĕрентнине те астăватăп, çурлапа тырă вырма вĕрентнине те манман. Япăх ученик пулнă эпĕ, вырма тухнă кунах пӳрнене кастартăм, палли халĕ те пур-ха. Авăн çапнă чух сирĕнпе юнашар тăрса барабан çине кĕлте панине те астăватăп...
— Çапла, çапла. Пит лайăх астăватăп. Вĕт-шакăр ачасем нумай пулăшрĕç пире ун чух. Хăйсене те пăхма тӳр килчĕ. Пĕрин урине тăхăнтармалла, теприн çийĕнче тумтирĕ çук. Куçса килнисем ялти ĕçе хăнăхман пулсан та лайăх ĕçлетчĕç. Урлă-пирлĕ турткаланса тăнине курман. — Михаил Кузьмич, нимĕн тума аптăранă çын пек, хăлаçланкаласа илчĕ. — Халь эсĕ, Юрий, мĕнле çын пулма ĕлкĕртĕн-ха? Агроном мар-и?
— Инженер.
— Инженер эппин. Колхозра ĕçлесе курнă хыççăн агронома вĕренме кайман-ши тесе çеç ыйтрăм-çке.. Промышленноçра инженерсем нумай кирлĕ ĕнтĕ. Эпир те пĕр вырăнта тăмастпăр. Улшăнусем нумай. Ыран тухса çӳрер-ха. — Ку сăмахĕсене Михаил Кузьмич ялта та техника вăйлă аталаннине кăтартас шутпа каларĕ. — Акă халь килте те электричество çутипе ларатпăр.
Çав хушăра Иван Петровичпа Петр Спиридонович кулкаласа ларчĕç. Сăнран пăхсах курăнать ĕнтĕ вĕсем мĕн шухăшлани. «Ку инженер хăвна та кирлĕ пулĕ-ха», — теççĕ ĕнте вĕсем.
Тепĕр кунне хăнасем колхоз хуçалăхне курса çӳрерĕç. Витесемпе фермăсене, автомашинăпа локомобильсене курнă хыççăн правлени картишĕнче ларакан ветродвигатель патне çитрĕç. Кунта вĕсем чылай тăчĕç. Юрий ветродвигатель мĕнле çаврăннине, минутра мĕн чухлĕ шыв хăпарнине асăрхаса тăчĕ. Фермăра ĕçлекен хĕрарăмсем те пухăнчĕç. Ĕне ферминче ĕçлекен колхозницăсенчен пĕри вăрçăччен кунти шыва пăрăх тăрăх фермăсене кĕртме шухăшланине те аса илчĕ.
Кĕçех Михаил Кузьмич çитрĕ.
— Ку двигатель патне ниепле те ал çитереймерĕмĕр. Яла электричество кĕртнĕренпе электричество вăйĕпе усă курма тытăнтăмăр та, ветродвигатель кая тăрса юлчĕ, — терĕ вăл.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...