Асамат
Ĕлĕк-авал, сĕм авал, Сурăм шывĕ хĕрринче Паймăк йăхĕ пурăннă. Çерĕм çĕтнĕ, тырă акнă, кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх усранă. Пит аван пурăннă темелле, анчах таçтан мур килсе çапать ку йăха. Выльăх-чĕрлĕхпе пĕрле Паймăк йăхĕ те арканать. Паймăк пĕртен пĕр ывăлĕпе, Асаматпа, тăрса юлать. Пурăнаççĕ çапла иккĕшĕ. Вăхăт нумай иртет-и, сахал-и — Асамат ӳссе çитет. Пĕррехинче вăл ашшĕ патне пырать те çапла калать:
— Аттеçĕм! Эпĕ ӳссе çитрĕм ĕнтĕ. Эсĕ мана мĕн пĕчĕкрен юратса ӳстертĕн. Эпĕ халĕ çул çӳреве тухасшăн, санран вăхăтлăха уйрăласшăн. Пиллесем ĕнтĕ мана, аттеçĕм.
Уйрăлма тем пек йывăр пулсан та ашшĕ ывăлне пиллет, икĕ кĕмĕл укçа парать.
Тепĕр кун Асамат çула хатĕрленет. Ĕçсе çиет те ашшĕпе, тăванĕ-хурăнташĕпе сыв пуллашать, килĕнчен тухса каять. Çулпа пĕр уйăх утать. Кайсан-кайсан пĕр вăрмана çитсе тухать. Ывăнса çитнипе пĕр йывăç çумне канма ларать. Ларсан-ларсан Асамат тĕлĕрсех каять. Шăнса кайнипе вăранса каять. Нумай шухăшласа тăмасть, йывăç хăвăлне кĕрсе выртать те каллех хуп турттара пуçлать. Мĕн чуль çывăрнине Асамат хăй те пĕлмест. Вăранса каять те тĕлĕнсех каять. Йĕри-тавра калама çук илем: пур çĕрте те нихăçан курман илемлĕ кайăксем юрăсем шăрантараççĕ, ăçта пăх унта куçа тыткăнлакан чечексем ешереççĕ. Çак илеме курса Асамат çухалсах каять, хăй ăçта кайнине те пĕлмест. Утать, утать Асамат. Тĕнче илемĕпе киленет. Утсан-утсан кӳлĕ хĕррине çитсе тухать. Кӳлĕри шыв тăп-тăрă, ун çинче хĕвел шевли вылять. Асамат хăва тĕмсем айне канма ларать. Шăпах çак вăхăтра кӳлле темиçе акăш вĕçсе килет. Пуçлаççĕ вăй выляма: пĕр-пĕрне хăвалаççĕ, ашкăнаççĕ, çитменнине, ахăлтатса кулаççĕ. Асамат ахăлтатса кулнă сасса илтсе унталла-кунталла пăхать, анчах никам та çук. Çак вăхăтра акăшсем кӳлĕ хĕррине тухаççĕ те çунаттисемпе сулласа çаврăнса илеççĕ. Тĕнчере çук чипер пикесем пулса тăраççĕ. Пĕри пуринчен те илемлĕрех: çăлтăр куçлă, пичĕн пĕр енĕ уйăх, тепĕр енĕ хĕвел. Асамат ăна курнипех хытса тăрать, чĕри юратупа тулать, ăна мăшăр тума шутлать. Анчах акăшсем мĕнле кĕтмен çĕртен килнĕ, çавăн пекех хăвăрт куçран кайса çухалнă. Асамат хуйха путать, акăшсене шыраса тупма шутлать. Анчах ăçта шырамалла-ха вĕсене? Пырать Асамат çулпа. Анчах нумаях та каяймасть вăл — çухалса каять. Ăçталла каймаллине пĕлми пулать. Йăлтах аптăраса çитет.
Виçĕ кун та виçĕ каç аташса çӳрет. Тăваттăмĕш кун ирхине Асамат таçтан аякран çип пек çинçе çул тăрăх пĕр çын килнине курать. Ăна курнипе вăл уттине хăвăртлатать. Часах вĕсем тĕл пулаççĕ.
— Ăçталла уттаратăн? — тет хирĕç пулнă çын.
— Ăçталла кайнине хам та пĕлместĕп. Çухалса кайрăм эп,— тет Асамат.
— Ăçта кайма тухнă вара? — хăпмасть тĕл пулнă çын.
— Тĕрĕссипе каласан, эпĕ тĕнче курма тухнăччĕ. Темиçе кун каялла кӳлĕ хĕрринче акăшсем куртăм. Вĕсем çыран хĕрне тухрĕç те хĕрсем пулса тăчĕç. Пĕри çăлтăр куçлă, пичĕн пĕр енĕ уйăх, тепĕр енĕ хĕвел. Çавă тыткăнларĕ те мана. Эпĕ ăна мăшăр тăвасшăн. Çавна шыраса утатăп та, — терĕ Асамат.
— Апла иккен. Акăшсене тупма çăмăлах пулмĕ. Вĕсем виçĕ пуçлă çĕлен аллинче. Çĕлен вĕсене уйăхра пĕрре кăна ирĕке кăларать, çавăн чухне кăна вĕсене кӳлĕ хĕрринче курма пулать. Çĕлен патне çитме вара çăмăлах пулмĕ. Этем шăршине вăл аякранах сисет. Каясса вара çак çулпах каймалла. Эпĕ вара унпа çыхланма сĕнместĕп. Ку таранччен çĕлен аллинчен никам та чĕрĕ тухман,— каларĕ çын.
— Мĕн пулать те, мĕн килет, — терĕ Асамат. — Эпĕ тĕнче курма тухнă-çке. Хам ĕмĕт патнех çитесшĕн-ха.
Асамат тĕл пулнă çынна тав турĕ те, иккĕш те хăйсен çулĕпе малалла каяççĕ.
Утсан-утсан Асамат çĕленсен патшалăхне çитет. Мĕн тумалла-ха халь унăн? Асамат аса илех каять ашшĕ парса янă икĕ кĕмĕл укçа пирки. Вăл пĕр кĕмĕл укçине кăларать те аяккалла ывăтать. Укçа ӳкнĕ вырăнта лаштра йăмра ӳссе ларать. Асамат тĕлĕннипе кăшт çĕç кайса ӳкмест. Шăп çав вăхăтра тăвăл кашланă пек сасă илтĕнсе каять те, виçĕ пуçлă çĕлен вĕçсе çитет, вут-хĕм сирпĕтме пуçлать. Ним тăвайман енне Асамат йăмра тураттисене силлет. Ак тамаша, йăмра çулçисенчен хĕç-пăшаллă салтаксем пулса тăраççĕ. Салтаксем çĕлене татăкăн-татăкăн вакласа тăкаççĕ, унтан ун юлашкисене пуçтараççĕ те вута пăрахса çунтарса яраççĕ. Асамат салтаксене тав тăвать те йăмра тураттисене силлет. Çав салтаксенчен каллех йăмра çулçисем пулса тăраççĕ. Асамат йăмрапа сыв пуллашать те малалла утать. Нумай та каймасть Асамат — пĕр чул çурт курах каять. Анчах çурт патне ниепле те çитме май çук. Çуртпа Асамата тем сарлакăш чăнкă çыран уйăрса тăрать. Мĕн тумалла-ха? Асамат ашшĕ парса янă тепĕр кĕмел укçана кăларса ывăтать. Çав самантрах çурта çыхăнтаракан кĕпер хывăнать. Асамат çурт патне васкасах каять. Унта вăл кӳлĕ хĕрринче курнă çăлтăр куçлă хĕре тĕл пулать. Çак хĕре виçĕ пуçлă çĕлене пĕтерни çинчен каласа парать.
— Васкар! — тет çăлтăр куçлă хĕр. — Пире кунта юлма юрамасть. Виçĕ пуçлă çĕлен пĕтнине пĕлсен çĕлен таврашĕсем кунта çитме пултараççĕ.
Вĕсем хăвăрт кăна пуçтарăнаççĕ те çула тухаççĕ. Кĕпер урлă каçсанах çанталăк пăсăлса каять: хĕвел анăçĕнчен хура пĕлĕтсем капланаççĕ, çил вăйланса каять, асар-писер çанталăк пуçланать.
Асаматпа хĕр йăмра патне çитрĕç кăна — вĕсене çĕлен эшкерĕ хуса та çитрĕ. Асамат йăмраран каллех пулăшу ыйтать. Йăмра çамрăксене хăйĕн хӳттине илет. Йăмра çулçисенчен каллех хĕç-пăшаллă салтаксем пулса тăраççĕ. Асамат та аллине хĕç тытать, салтаксепе пĕрле тăшмана хирĕç çапăçать. Хĕрӳ çапăçу чылая пычĕ, çĕлен йăхĕнчен тинех тасалчĕ кунти çĕр. Пур чĕрĕ чун лăштах сывласа ячĕ, ӳсен-тăрансем те савăннипе çеçкисене сарчĕç. Йăмра та хăйĕн тураттисене ăçта кирлĕ унта сапаларĕ, çĕнĕ пурнăç парнелерĕ. Канса илнĕ хыççăн çамрăксем йăмрана тав тăваççĕ те ашшĕ патне çула тухаççĕ.
Паймăк Асаматсене кĕтсе илме тахçанах хатĕрленсе тăнă. Сурпан çине çавра çăкăр хунă. Çăкăрĕ çинче чăкăт. Сĕтел тулли апат-çимĕç. Асаматсене курсан хĕпĕртенипе куççульне тытса чараймасть, вĕсене хирĕç чупсах тухать:
— Пил сана, Асаматăм. Ман сăмахран тухмарăн, мана намăс тумарăн, çавăншăн сана мухтав! Ĕмĕр-ĕмĕрех ăслă пул, — терĕ те Асамат ашшĕ çамрăксене пӳрте чĕнчĕ.
Тепĕр эрнерен Асаматпа çăлтăр куçлă хĕр таврара пулман чаплă туй кĕрлеттерчĕç тет. Вĕсен пурнăçĕ кунран-кун чечекленсе, илемленсе пырать тет.
Любовь Шашкина (2013-11-01 20:44:51):
Илемлĕ юмах, Майя Анатольевна!
Людмила Андреева (2013-11-01 21:39:47):
Ай, маттур та иккен Эсир! Мĕн тери чаплă юмах çырма пултарнă. Питĕ килĕшрĕ.Маттур!
89656807504 (2013-11-12 18:03:21):
Маттур, юмаха вулама кăмăллă!