Асамат


— И-ха-ха-а! — тесе кĕçĕнет те кĕçĕнет урхамах. Темĕн каласшăн вăл Серкуçа, малти урисемпе кукалет, пуçне сулла-сулла илет. Тин çунă юр пек шурă тĕслĕ вăл. Çилхи яка та вăрăм, пĕр-пĕр асамçăн сухалне асаилтерет. Куçĕсем янкăр кăвак тӳпе тĕслĕ, çутă таса. Кĕлетки çаврака, шăмшакĕ палăрмасть. Мĕн ку?! Урхамахăн ангел пек суначĕсем те пур.

— Кай, кай ман умран, — шикленсе çăварне уçрĕ Серкуç, аллисемпе сулкалашса илчĕ. Шурă урхамах кăшт айккинелле вĕçсе кайрĕ те чарăнчĕ. «Ан хăвала мана. Эпĕ сана малашне çул кăтартса пырăп», — çын пек калаçма пуçланă тĕлĕнмелле чĕрчун.

— Манăн пурнăçри пуласлăх пирки пĕлетĕн–ши эс?

— Çапла, ут ман хыççăн.

Урхамах ăна килĕшӳллĕ пысăк та капмар çурт патне илсе çитернĕ. Серкуç тĕлĕннипе аллисемпе икĕ пĕççине çапа-çапа илнĕ.

— Ай-ай, питĕ чаплă кермен-çке ку, — хăй хĕпĕртенине пытарайман каччă.

— Çакăнта пурăнма пуçлатăн эсĕ малашне. Эпĕ вара сана пулăшса пырăп, — тенĕ урхамах.

— Усалли урхамахпа, ырри ырханпа, тенĕ ваттисем. Эсĕ мана таçта, тĕрмене кĕртсе ярасшăн мар пулĕ те, — утма пуçласан чарăнса тăнă Серкуç.

— Малашне ун пек пулмасть. Урхамаха пур çĕрте те ырăпа асăнĕç. Кĕр, ан шиклен, эпĕ яланах санпа пĕрле пулăп.

Йăлтăртатса тăракан картлашкасем тăрăх анса чаплă пӳлĕме кĕрсе тăнă каччă. «Ай-ай, кунта мĕн чухлĕ кĕнеке!» — тесе чупса пынă вăл темиçе алăклă шкаф çывăхне.

— Санăн пуласлăх вĕсенчен килет, кашнине тытса пăхма тăрăш, — илтĕнсе кайнă урхамах сасси.

— Чим, ăçта эпĕ? Тĕлĕкре–и? Е…

— Çук, эсĕ никам та пурăнман утрав çинче.

— Мĕн?! Епле лекнĕ эпĕ кунта?

— Эсĕ çĕнĕ çĕршыв тĕпчеме кайма тухнă, сирĕн самолёт аварине лекнĕ. Эсĕ кăна чĕрĕ юлнă. Кĕпепе çуралнă çынсем телейлĕ, ăнлантарнă Серкуçа çунатлă чĕрчун .

— Эпĕ малашне çак утрав çинче пурăнатăп-и?

— Вăхăта ан васкат, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать, — пулнă хурав.

Кĕнекесене пĕрин хыççăн теприне тĕпченĕ каччă. Вĕсене ĕлĕкхи чĕлхепе çырнă. Ăна Серкуç лайăх пĕлнĕ, университетра вĕреннĕ чухне вăл ушкăнра чи лайăх куçаруçă пулнă. Кĕнекесене вуланă май вăхăт иртни сисĕнмен, эрне хыççăн эрне хыçа юлнă. Халиччен пĕлменнисене тетрадь çине çыра-çыра хунă каччă. Урхамах кашни кун кăсăкланнă унăн ĕçĕпе. Серкуç хăнăхса çитнĕ ăна, пушă вăхăтра вара утланса тухса утрав тăрăх çӳренĕ, тавралăха тĕпченĕ.

…Пĕррехинче ăна вăрманта çӳренĕ чухне ачалăхĕ аса килнĕ. Ашшĕпе пĕрле лаша çине ларса çил хăвалани, каярахпа йĕнĕрлеме, утланма хăнăхтарни, пĕве хĕрринче чĕр чуна çуни — пĕр ӳкерчĕк хыççăн тепри куç умне туха-туха тăнă. Çуллахи ăшă кун лашана çитерме кайсан, ирчченех кăвайт умĕнче ларнăччĕ ашшĕпе. Мĕн çинчен кăна каласа паманччĕ ăна асли…

— Урăх пурăнма пултараймастăп эпĕ ку утрав çинче! Манăн киле каймалла! — тесе кăшкăрнă асаилӳсемпе чунне ыраттарнă Серкуç.

— Лăплан, санăн кĕнекесене тĕпчесе пĕтермелле, — сивĕ сăмсипе хулпуççийĕнчен тĕке-тĕке илнĕ урхамах.

Юлашкинчен каччă алллине хĕрлĕ кĕнеке лекнĕ «Эпĕ тата Асамат» ятлă пулнă вăл. Пикенсех вулама тытăннă ăна Серкуç. Утрав çинчи Платон ятлă асамçă пирки пынă кĕнекере сăмах. Вăл асамат кĕперĕ çинчен шурă тиха илсе анни, çулсем иртнĕ май ăна çĕр ĕçне хăнăхтарни, урхамахпа тĕрлĕ йывăр япаласене турттарни пирки вуласа пĕлнĕ. Платон ватăлса вилсен, унăн хуçи Серкуç ятлă çын пулать иккен. Чи интересли — урхамахăн ятне пĕлес тесен çилхине кăна сирмелле иккен. Каччă хăвăрт тăрса çунатлă тусĕн çилхине сирнĕ. «Асамат», — тесе çырса хунă урхамах кĕлетки çине.

— Асаматăм, манăн асаматăм, мĕнле-ха капла? Тахçан авал пурăннă çын малтанхи çинчен мĕнле пĕлме пултарнă? Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ эппин, — тесе калаçнă та калаçнă Серкуç çунатлă чĕрчуна лăпкаса. Асамат пуçне сулла-сулла илсе ачашшăн тулхăрса илнĕ.

Каçхине каччă кĕнеке вуласа ывăнсан сĕтел хушшинчех çывăрса кайса тĕлĕк курма пуçланă.

…Вăл урхамаха утланса çула тухнă пек. «Лайăхрах лар, урхамахçă, ирччен пирĕн эсĕ пурăнакан хулана çитмелле», — тенĕ ăна Асамат.

Серкуç куçĕсем майĕпен уçăлчĕç. Шап-шурă çиттиллĕ вырăн çинче выртать вăл. Умĕнче — асламăшĕ. «Ăçта эпĕ?» — аран-аран тухрĕç çамрăкăн сăмахĕсем.

— Больницăра, халь сывалатăн, сана операци тунă. Самолёт çинчи çынсенчен эсĕ кăна чĕрĕ юлнă. Пĕр эрне тăна кĕреймерĕн вĕт, — мăнукĕ куçĕсене уçнăшăн хĕпĕртенипе калаçнă та калаçнă ватă.

— Платон асамçă килĕнче пурăнтăм, кĕнекесем тĕпчерĕм. Асамат урхамахăм пурччĕ, вăл пулăшнă иккен вилĕмрен хăтăлма, — шухăшларĕ çамрăкки.

Тепĕр уйăхран Серкуç сывалса больницăран тухрĕ. Хăйĕн пӳлĕмĕнчи сĕтелĕ çинче выртакан тетрадьсене курсан питĕ тĕлĕнчĕ вăл. «Эсĕ вĕсене ыран ĕçе илсе кайса кăтарт. Санра пурнăç пуласлăхĕ, тăрăш, тĕпче, нумай пĕлекен çын телейлĕ», — илтĕнсе кайнă çав самантра Асамат сасси. Каччă унталла-кунталла пăхкаласа илнĕ, хăйне чĕпĕтнĕ, ыратать, тĕлĕкре мар эппин. «Мĕн пулса иртет манпа? Эпĕ ухмаха тухман-ши?» — хăй тĕллĕн мăкăртатнă Серкуç.

— Çук, — таврана саланнă ахрăм.

Каччă тепĕр кунне тетрадьсене тĕпчев институтне илсе кайса кăтартнă. Çакăншăн ăна «Чăваш Енĕн хисеплĕ тĕпчевçи» хисеплĕ ят панă. Хăйĕн ĕçне çавнашкал пысăк хак панăшăн вăл питĕ хĕпĕртенĕ. Канмалли кун ялти аслашшĕпе асламăшĕ патне вĕçтернĕ, савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ. Аслисем те парăмра юлман, хăйсен лаши шурă тĕслĕ тиха хăмлани пирки каласа кăтартнă. Ăна курма витенелле васканă Серкуç. Алăка уçса ярсанах Асамата палласа илнĕ. Лешĕ ун çине пăхса пысăк куçĕсене мăчлаттарнă, çамрăк историк, тĕпчевçĕ çумне пырса ачашланнă. «Мĕнле апла? Тĕлĕк те пурнăçланать-и?» — тесе тĕлĕннĕ Серкуç. «Çапла, малашне çынсем хăйсен пуласлăхне тĕлĕкре курма пуçлĕç. Йывăрлăхсенче вĕсене ĕлĕкхи пекех лашасем пулăшĕç. Çĕр сухаланă, акнă, тырра çапса илнĕ çĕрте çунатлă урхамахсем тăрăшĕç. Лашапа çын хушшинче туслăх ĕмĕрлĕхе пулĕ», — хуравланă ăна çын чĕлхипе шурă тиха.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: