Асамат
Илемпи паян ир-ирех тăчĕ. Пит-куçне çурĕ. Сĕтел çинче ларакан сĕте ĕçрĕ. Унтан тулалла тухас тесе алăк уçма тытăнчĕ кăна - ун патне Мăркка чупса пычĕ.
Мăркка. Мăр-р-р! Мăр-р-р! (Илемпин уринчен сĕртĕнсе) Илемпи, васкасах ан кай. Манпа выляма мантăн-им? Эпĕ санăн тусу-çке. Эсĕ вара тухса кайма хыпаланатăн.
Илемпи. (кушака ачашласа) Выляма, выльăп-ха. Манăн вара, Мăркка, вăхăт çук çав. Ман тус эсĕ кăна мар. Ыттисем патне те каймалла. Вĕсем кĕтеймеççĕ, сана вара кăштах кĕтнĕшĕн нимĕн те пулмасть.
Мăркка. (çилленннĕ пек туса) Вăт... Ялан эс, Илемпи, çапла. Манпа калаçса та тăмастăн, тӳрех ыттисем патне васкатăн.
Илемпи. Ан кулян, Мăркка. Ман çине ан çиллен. Сан пата хăвăртрах килес тесен нумай калаçса тăмалли çук, ĕçе хăвăрт вĕçлетĕп те сан пата таврăнатăп. (Мăрккана Илемпи чашăка сĕт ярса парать) Акă сана валли сĕт. Эпĕ каям (кăшт тăхтасан). Ĕçех сĕтне.
Илемпи кил картине тухать. Унта курăк çинче тăсăлса выртнă Кампура курать.
Кампур. (Илемпине курсан сиксе тăрать) Салам, Илемпи! Ĕçсем мĕнлерех? Аванах-и? Ирех тăнă эсĕ паян. Ặçта васкатăн?
Илемпи (йытта çурăмĕнчен ачашласа). Салам, Кампур! Ặçта ман васкас, паллах, сирĕн пата ĕнтĕ. Хырăму та выçрĕ пуль, çитерме тухас терĕм (чашăка Кампура валли апат ярса парать). Çи, Кампур.
Кампур. Тавтапуç сана. Нихăçан та пире манмастăн (çиме пикенет).
Илемпи. Мăркка та сан пек шутланă пулсан питĕ савăнăттăмччĕ (ассăн сывласа илет).
Кампур. (хаяррăн) Мăркка! Çав шуйттан кушакки!!! Эпĕ ăна! Хам! Хам! Хам! Часах…
Илемпи. Ай-ай-ай, Кампур! (тарăхса) Ун пек калаçнине илтем мар урăх! Юрĕ? (Кампур сумне пырса ларать)
Кампур. Юрать, юрать. Каçар мана, тархасшăн. Эпĕ Мăрккана япăх тăвассишĕн мар, сан çинчен пăшăрханнипе кăна çапла каларăм. Мăрккапа вара, чăнах та, тимлĕн калаçмалла пулать, Илемпи. Урăх ун пек юрамасть. Сана та итлеме пăрахĕ вăл капла.
Илемпи. (вăхăтлăх шухăша путать) Калаçмалла-тăк калаçмалла. Ун çинчен кайран. Халĕ вара каям.
Илемпи ура çине тăрать. Ĕне витине кĕрет. Унта Илемпин чи юратнă ĕни тăрать.
Илемпи. Салам, Шурçамка! Мана кĕтсе ывăнтăн пуль. Каçар, Кампурпа нумайрах калаçса тăтăм.
Шурçамка. Салам, Илемпи! Темскер ан калаç-ха. Пачах та нумай кĕтмен эпĕ сана. Яланхинчен те иртерех килтĕн эсĕ паян. Салампи те пĕр çур сехет каялла кăна сĕт суса кайрĕ. Киле кĕрсен ăшă сĕт ĕç.
Илемпи. (кулса) Ан пăшăрхан. Эпĕ кашни кун: ир те, каç та санăн тутлă сĕте ĕçетĕп. Паян та ĕçме манмарăм, Мăрккана та ĕçтертĕм.
Шурçамка. (кăмăллăн) Апла пулсан питĕ лайăх. (пĕр хушă Илемпипе Шурçамка шăпăрт тăраççĕ)… Уя тухмалли вăхăт та çитрĕ пулмалла. Айта, алăк уç, илсе тух мана. Симĕс курăк çимелле. Касури тусăмсене курмалла, вĕсемпе калаçмалла.
Илемпи алăксене уçса хурать. Шурçамка урамалла тухать. Ытти ĕнесем патне утса каять.
Шурçамка. Чипер юл, Илемпи. Каçпа кĕтме тух. Паян сĕтне татах та тутлăраххине илсе килĕп сире валли. (малалла курăка çăтăрт-çăтăрт çисе утать)
Илемпи. Лайăх кай, Шурçамка.
Шурçамка. Салам, Хуракуç!
Хуракуç. Салам, Шурçамка!
Шурçамка. Эпĕ Илемпине паян нихçанхинчен те тутлăрах сĕт илсе килетĕп терĕм. Çавăнпа та паян манăн хупах çулçисене нумайрах çимелле.
Хуракуç. Манăн вара пачах та санпа килĕшес килмест. Эпĕ санран аслăрах, манăн опыт пысăкрах. Итле те яланах асра тыт: хупах çулçисене çисен мар, купăста çулçине çисе тăрансан, чăнах та, сĕт тутлă пулать.
Шурçамка. Тем ан калаç. Купăста çулçине пире кам парĕ?
Хуракуç. Кам парĕ? (кулса илсе) Никам та. Эпир хамăр каятпăр та илетпĕр. Кашни пахчаран пĕрер пуç купăста илсе тухсан никам та нимĕн те асăрхамасть.
Шурçамка. (тĕлĕнсе кайса) Мĕн?! Эпĕ санран çакăн пек сăмахсем илтетĕп тесе шутламанччĕ, эсĕ вара, эсĕ… (Хуракуçран чупса тарать, лешĕ кулкаласа тăрса юлать) Му-у-у-у-ук!!!
Илемпи алăксене хупать. Карта çинче ларакан Петюка курать, ун еннелле утать.
Петюк. (ăна курса) Ку-ка-ре-кук! Ку-ка-ре-кук! Салам, Илемпи! (çунаттисене сарса) Пăх-ха йĕри-тавра. Мĕнле хитре! Çанталăкĕ те лайăх паян.
Илемпи (вăрман хыçĕнчен тухакан хĕп-хĕрлĕ хĕвел çине пăхса) Салам, Петюк! Чăнах та, питĕ хитре! Эсĕ мана мĕнпе савăнтармаллине пĕлетĕн çав. Эпĕ те сана савăнтарам-ха. (тырă çĕр çине сапса парать) Акă сана тырă, çи. (кăшт тăхтасан) Петюк, итле-ха… Чиперкке тата ăçта?
Чиперкке. Ко-ко-ко!!! Кам мана шырать? (хупах çулçисем хушшинчен чĕпписемпе пĕрле тухса) Э-э-э? Илемпи! Эсĕ-çке ку! Салам, салам! Чĕппĕмсем, Илемпие мĕн каламалла-ха?
Чĕпĕсем. (пĕр харăс) Салам, Илемпи!
Пĕр хастар чĕппи Илемпи патне пырать.
Чĕпĕ. Илемпи, эсĕ пире валли çимелли мĕн те пулин илсе килтĕн-и?
Илемпи. Эх, шăтăк пуç! Мансах кайрăм. Эпĕ сире çитерменччĕ-çке. Темскер туса çитермен пек туйăнчĕ çав хама та. Каçарăр, каçарăр мана.
Илемпи валашкана вир пăтти ярать, Чиперкке валли вара тырă сапса парать.
Чĕпĕсем (пăтă çинĕ хушăра) Чип-чип-чип… Тавтапуç, Илемпи! Пăтти питĕ тутлă.
Чиперккепе Петюк тырă сăхса çиеççĕ. Илемпи вĕсем çине пĕр хушă пăхса тăрать, унтан пӳрте кĕрет.
Салампи. Ну маттур-çке эсĕ, Илемпи! Пĕчĕккĕ пулсан та мана пулăшма тăрăшатăн. Акă пăтă пĕçертĕм. Ларса çи. Каллех иртенпех нимĕн те çимен пулĕ-ха эсĕ.
Илемпи. Çук, анне. Эпĕ сĕт ĕçнĕччĕ. Хырăм вара, чăнах та, выçрĕ. Антарса пар мана пăтă, аннеçĕм. Хăв та пĕрле ларса çи.
Салампи. Юрĕ, антарса паратăп ĕнтĕ сана. Эпĕ вара çиместĕп (Салампи турилкке çине пăтă антарать те Илемпи патне сĕтел çине кайса лартать, çăкăр касса хурать)
Илемпи. Мĕншĕн эсĕ çиместĕн, анне?
Салампи. (ăнлантарма тытăнать) Ачасен çитĕнмелле. Çитĕнмешкĕн вара пăтă çимелле…
Илемпи (Салампие каласа пĕтерме памасть) Ăнлантăм! Эпĕ пĕчĕккĕ — манăн çитĕнмелле. Эсĕ вара пысăккă — санăн çитĕнес çук. Çавăнпа пăтă та çиместĕн эсĕ. (хăй каланă сăмахĕсемшĕн савăнса каять) Çапла-и?
Салампи (кула-кула) Çапла, тĕпренчĕкĕм, çапла.
Салампи чашăк-тирĕк çăвать. Илемпи вара сĕтеле татăкпа шăлать.
Салампи (юрлама тытăнать)
Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш кĕпи,
Илемлĕ чăваш кĕпи те
Çĕлеме пĕлсен кăна…
(юрра юрласа пĕтерет, ассăн сывласа илет)
Илемпи (алă çупать) Анне! Мĕнле хитре юрлатăн эсĕ! Итлесчĕ те итлесчĕ. Анчах халĕ манăн вăхăт çук çав.
Салампи. (тĕлĕнсе) Мĕнле вăхăт çук? Ăçта васкатăн?
Илемпи. Эпĕ сана ĕнер каларăм-çке. Лаша çинче, Асамат çинче ярăнма вĕренесшĕн эпĕ.
Салампи. Апла пулсан юрĕ. Каятăн-тăк халех кай. Лаша çинче ларма вĕренесси — çăмăл ĕç мар вăл. Саншăн вара эпĕ пăшăрханмастăп. Эс чĕрчунсемпе тахçанах пĕр чĕлхе тупрăн. Саншăн çăмăлтарах пулĕ ку вĕренӳ.
Илемпи. Юрĕ, анне. Эпĕ каям.
Илемпи тухса каять. Салампи, чашăк-тирĕк çуса пĕтернĕскер, урай çума пикенет.
Уйра, симĕс курăк хушшинче Илемпипе Асамат тăраççĕ. Хĕвел хăйĕн ăшă пайăркисемпе вĕсене пуçĕсенчен ачашлать, часах пĕлĕтсем хыçне пытанать. Çил хытă вĕрме тытăнать. Илемпин çӳçĕ те, Асаматăн çилхи те вĕçсе тăраççĕ. Ăшă çумăр вăраххăн çума пуçлать.
Илемпи. Тĕлĕнмелле! Анчахрах хĕвел пăхатчĕ. Пире ăшшăн чуп тăватчĕ. Тем хушăра кайса çухалчĕ. Халĕ акă çумăр та çуса ячĕ.
Асамат. Çумăрĕ нумаях çумасан аванччĕ. Пĕлместĕп çав, чарăнĕ-ши? Киле каймалла пулать пуль (çумăр çак сăмахсем хыççăн витререн янă пек çума тытăнать)
Илемпи. Чарăнать ĕнтĕ. Атя, Асамат, кăштах кĕтсе пăхатпăр. Çумăр çума пăрахмасть-тăк килелле утатпăр. Юрать?
Асамат. Юрĕ, юрĕ (пĕр хушă шăпăрт тăрать). Илемпи, атя çав çӳллĕ юман айне пытанатпăр. Кунта тăрса йĕпенсе пĕтетпĕр.
Илемпи. Çук, Асамат, йывăç айне юрамасть.
Асамат. Мĕншĕн юрамасть?
Илемпи. Пире шкулта çумăр çунă вăхăтра йывăç айне пытанма юрамасть терĕç.
Асамат. Э-э-э… Эсĕ ун çинчен-çке. Эсĕ вĕрентекен каланине ăнланса çитеймен. Асра тыт, Илемпи: аслатипе çиçĕм çиçнĕ чух кăна йывăçсем айне пытанас çук. Халĕ вара юман патне каймаллах. Мана йĕпенсен нимĕн те пулмасть. Эсĕ вара чирлесе кайма пултаратăн.
Илемпи Асамат хыççăн юман айне кайса тăрать. Çумăр вăрахăнтарах çăвать. Сасартăк хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнчен курăнса каять. Тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕслĕ асамат кĕперĕ тухать.
Асамат Илемпи, пăх-ха. Асамат кĕперĕ тухрĕ.
Илемпи (асамат кĕперĕ çине пăхса) Чăнах-та. Мĕнле хитре! Питĕ илемлĕ! Асамат, пĕлетĕн-и? Асамат кĕперĕ айĕнчен тухсан хуть те мĕнле ĕмĕт те пурнăçланать.
Асамат. Унта çитиччен… Çухалĕ вăл.
Илемпи. (тархасласа) Асамат, тархасшăн! Атя! Кайса пăхăпăр кăна. Пăх-ха, çумăр та чарăнчĕ. Çухалать-и, çухалмасть-и — ку унăн ĕçĕ.
Асамат. Юрĕ, Илемпи. Килĕшмеллех тивет ĕнтĕ санпа, анчах…
Илемпи (Асамата каласа пĕтерме памасăр) Урра-а-а-а!!!! Айта хăвăртрах.
Илемпи асамат кĕперĕ еннелле чупса каять. Асамат ун хыççăн васкать.
Асамат. Илемпи, хăпарса лар ман çине. Ун пек эпир хăвăртрах çитĕпĕр (чарăнать).
Илемпи ут утланать те, вĕсем çил пек асамат кĕперĕ патне чупаççĕ. Шăп ун айĕнчен чупса тухнă вăхăтра Илемпи шутлать: «Асаматăн çунатсем пулсан… Асамат кĕперĕ айĕнчен кăна мар, ун çине çӳле те вĕçсе кайма пултарнă пулăттăмăр». Анчах Илемпипе Асамат тӳрех калаçса татăлманнипе иккĕшĕ те пĕр пек ĕмĕте пурнăçа кĕртесшĕн пулаççĕ. Çавăнпа та пуль Асаматăн чăннипех те икĕ шап-шур, пысăк çунат шăтса тухаççĕ. Икĕ тус тĕлĕннипе пĕр-пĕрне пĕр сăмах та калайми пулаççĕ. Нихăшĕ те çак асамлăха ĕненеймест. Вĕсем тем те туса пăхаççĕ. Асаматăн çунаттисем ниçта та çухалманннине курсан çеç, пулса иртнĕ тĕлĕнтермĕш чăнлăх пулнине ĕненеççĕ.
Илемпи (Асамат çине ут утланса). Атя, Асамат, асамат кĕперĕ çине вĕçсе каяр.
Асамат (çунаттисене сарса). Атя, Илемпи.
Илемпипе Асамат çӳлелле, асамат кĕперĕ çине вĕçсе каяççĕ. Пĕр хут та хыçалалла çаврăнса пăхмаççĕ вĕсем.
Юрий Петров (2010-11-09 15:50:08):
Ку тата мĕнле диалог? Мана килĕшместь!
Олег (2010-11-10 13:16:46):
Юрий Петров шухăшĕпе килĕшместĕп.Сценка мар, хăй "килĕшмест" сăмаха та çырма пĕлмест.
Мана сценка питĕ килĕшрĕ.Ахăртнех автор чĕр-чунсене юратать пулас.Вĕсемпе тăтăшах калаçса çӳрет.Çырас пултарулăхĕ те палăрать.Сценка çыракансем сахаллăн,çавăнпа та вĕсене хавхалантарса пымалла.
Маттур! Пуçна ан ус,çамрăк тусăм!Шав малаллах ут!
Татьяна (2010-11-10 13:58:11):
Сценка ăнăçлă пулса тухнă. Мана килĕшрĕ. Маттур! Ăнăçусем сана!
Людмила (2010-11-14 19:54:36):
Анна хитре сценка çырнă.Чĕлхи енчен те, содержанийĕ енчен те кăмăла кайрĕ. Сценка çырма пултаракана ман мухтас кăна килет.Маттур, Анна! Çырас ăсталăхна малалла та тупта!Çӳлтен çӳлелле çĕкленмелле пултăр сан.
ORNFA (2010-11-14 22:03:49):
Сценка чăн та питĕ илемлĕ! Вуланăçемĕн вулас килет! Маттур Анна! Малалла та çапла илемлĕ сценкăсем, калавсем çырма ăнăçу сунатăп!
Елена Васильевна- чаваш челхи верентекен (2011-01-05 19:10:24):
Сценки хитре пуль-ха енте.Юрий Петровпа килешес килет. сынна хаван хайлавна катартас килсен тарашас пулать, Анюк. Сана чан чавашсем вулассе -ске. Хайлав "хитре" тесе сыракансене эпе анланатап-ха енте, кашни сынах харпар хайне мухтасшан. Анчах та тинкерсе пахсан- нимле содержани те сук-ске! Анна! Сана анасу сунасшан! Эпе сана верентсе каласшан мар,анчах та сырма ларас умен партак кана чавш челхи синчен шутласа пахмалла тесе каласшан сана! анасусем! татах та сыр, аталан!
Кристина (2011-02-05 20:39:22):
Мана çак сценка питĕ килĕшрĕ.Ăна вулама питĕ интереслĕ.Маттур!!!