Лили


Хаçатри çак сăмахсем мана шалтах тĕлĕнтерсе ячĕç. Таçта-таçта ашшĕ тăван хĕрне мăшкăлланине илтнĕ-ха, анчах чăвашсем хутпшинче те унашкал тискерлĕх тĕл пулассине тĕлленмен те. Этеплĕх йĕркинчен, çынлăхран тухса, чăн-чăн тискер кайăкла хăтланасси этем мĕнле халăхран тухнинчен мар, мĕнле йышра хутшăнса пурăннинчен килет-çке. Анчах мĕнле Лили-ши ку? Те чăвашах вара, те эп пĕлекенниех? Çавах та, хуть те кам пултăр — пĕрех аманнă, хуçăлнă чун, трагеди.

Тен, Лилие курас шутпах унччен ĕçленĕ çĕре те пырса çаврăнтăм. Виссари яланлăхах Германие тухса кайнăччĕ ĕнтĕ. Ăна асăнмалăх мастерскойра ӳкерсе пĕтермен çара хĕр кĕлетки çеç çакăнса тăратчĕ. Çакăнта темле паллă, символла пĕлтерĕш куртăм эпĕ: эпир илеме асăрхатпăр кăна-мĕн, ăна вĕçне çитиччен ӳсме, чечекленме памастпăр. Çавăн пекех пирĕн çителĕксĕр общество та шайлашусăр, пиçсе çитмен темелле-и ăна.

Клим Петрович сантехникпа сăмахланă май калаçу еккипе Зинăпа Клавăна та аса илтĕмĕр. Çук, кĕрсе çӳремеççĕ вĕсем халь кунта, ытти çĕрте йăва тупнă пулĕ. Çавах та чăтса тăраймарăм, Лили пирки те ыйтрăм. Тахçан ăна амăшĕпе пĕрле урамра пынă чухне кăтартнăччĕ. Ĕлĕкхи тусăм темшĕн сăмаха айккинелле пăрасшăнччĕ, эпĕ çине тăнипе çеç сасартăк шăппăн каларĕ те хучĕ:

— Улми йывăççинчен аякка ӳкмест...

Мĕнле-ха капла? Эпĕ ăна Лили çинчен нимех те шарламанччĕ вĕт-ха? Ниушлĕ Виссари патне иленнĕ? Çук иккен. Çакна пĕлтĕм вара эпĕ. Лилисен пӳлĕмĕ виççĕмĕш хутра, коридор вĕçĕнче. Вăт, шăп кăна вĕсен чӳречи сантехниксем пăхса тăракан тепĕр общежити енне тухатчĕ. Тата чӳречепе юнашарах саппас алăк, тăхăр хут таранах хăпаракан пушар пусми пур. Клим Петрович çав тимĕр пусма тăрăх шалпар шăлаварлă ăçтиçуксем йăраланнине те, карман кантăк çутинче асар-писер хуçкаланса ташлакан мĕлкесене те вĕçĕмех асăрханă-мĕн. Вара эпĕ йăлтах ăнлантăм...

Текех чăтса тăма хал çитмерĕ, Лилисем патне каçса пăхмах шутларăм. Те астурĕ мана вахтер, те хăнăхнă йăлапа — чеен, куçне хĕссе, теме пĕлтернĕн кулса илчĕ çеç: хăнăхнă эппин вăл хĕрача патне такамсем йăркканине. Мана та çав шута кĕртрĕ пуль ĕнтĕ. Шел, Лили килте çукчĕ. Курнăçсан та мĕн калаçаттăмччĕ-ши унпалан? Хăлхасăррисен диалогĕ çеç кĕтетчĕ пире.

Çук, çавах та Лили шăпи кăсăклантарма пăрахмарĕ мана. Эпĕ кайран та темиçе хутчен пырса çапăнтăм çав общежитие, анчах пĕртте хама пăлхантарса, çулăма пăрса янă хĕр тĕлне пулмарăм. Зина килте тесен вара тӳрех пăрăнса утаттăм. Пуринчен ытла мана çамрăксен хаçатĕнчи заметка тулаштарчĕ. Мĕнле Лили çырнă-ши? Манăн хура чĕкеçĕмех-ши е урăххи? Ку — сайра тĕл пулакан ят, тата хыçалти «и»... манăн çав тери курса калаçас килетчĕ унпа. Тен, путаканшăн улăм çӳппи пек, ниме те пĕлтерместчĕ пулĕ канашăм. Анчах хам хура чăтлăхран тухса уçăлса пынăçемĕн манăн ăна та пĕрле чĕнес, пурнăç анлăхĕнче, çил юххинче пĕрле чӳхенсе тасалас килет. Кирлĕ ĕнтĕ ăна салху та йывăр самантра ăшă сăмах, ырă сăмах, чун уççи. Амăшĕнчен кĕтсе илеймĕ, ашшĕ калас çук. Тата халь, çитĕннĕçемĕн, ашшĕ текен йĕксĕке хирĕç тăма та хал çитерет-тĕр. Ахальтен çырса яман ĕнтĕ хаçата, халиччен хăраса пурăннăскер.

Лилипе кĕтмен çĕртен сиксе тухнă историн вĕçленме те вăхăт. Сунарта, мулкача хăваланă чухне, пĕр саккун пур: кайăка ирхине ăçтан хӳтĕрсе кăларатăн, вăл, хир тăрăх чупса çаврăнса, каллех çав вырăна таврăнать. Эпĕ хамăн тамăк çаврăмне турăм — Шупашкара манаймарăм. Лили те асрах. Иксĕмĕрĕн сукмаксем тепĕр хут хĕресленĕç текен ĕмĕтпе те ниепле те сывпуллашаймастăп. Шăпа тинĕсĕнче арканнă карапăн турпасĕсене тĕл пулма ай-хай йывăр. Анчах, диалектика саккунне пăхăнсан, пурнăçра ăнсăрт та пур.

Малтанах эпĕ Клавăна урамра пырса тăрăнтăм. Васкаканскер, тӳрех паллаймарăм та хайхине — питĕ улшăннă вăл: çи-пуçĕ тирпейлĕ, çӳçне парикмахерскинче йĕркене кĕртнĕ, тинкеререх пăх та — куçĕ кăн-кăвак, уçă, сылтăм пит çăмартинчи çĕвĕ те палăрсах каймасть, ахăртнех, писевпе меллĕн хупланă. Клава çулран та çамрăкланнă пек. Çук ĕнтĕ, пакăç кăвакал чеппинчен селĕм акăш пулнă тесе шантармастăп сире. Çавах та самаях чиперленнĕ хĕр. Сăлтавĕ — качча каять иккен. Хăйĕн телейне тупрĕ-ши вара? Эпĕ пулас упăшки çинчен те ыйткаласа пĕлтĕм. Вăл унпа лешĕ тĕрмере ларнă чухне çыру çӳретнĕ-мĕн, халĕ ак (Турă пӳрни темелле-ши?) срукĕ тухнă та, Шупашкара килнĕ. Каччи тахăш енчисемччĕ — астумастăп.

Час-часах çакна асăрханă эпĕ: хăш-пĕр хĕрарăм арçынсемпе асса пурăннă хыççăн сасартăк йăли-йĕркине пăрахать те вуçех улшăнать, чипер çын тĕлнех пулать. Тĕрмере те пурте хĕрсене мăшкăллакансем, çын вĕлерекенсем, вăрă-хурахсем кăна лармаççĕ. Тата çакă та пур: ар пурнăçĕн майне-шывне, тути-масине аван чухлакан хĕрарăмшăн çĕнĕ çемье çавăрма, уйрăмах рехет мĕнне пĕлмен, пĕрремĕш хут пылак çимĕçе астивсе пăхакан çамрăк пуçне минретме чылай çăмăлрах. Мĕн тетĕр? Майлашăнса каяççĕ çапла. Кайран сивĕ шывпа сапса та уйăраймăн. Паллах, çын сăмахĕ тивмесен. Тата, çитменнине, ун пек хĕрарăм кайран унчченхи савнисене те курмăш пуласшăн, упăшкине улталасси пирки ан та шутла. Акă Клава та тӳрех йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Ăнланатăп ĕнтĕ: паллакансенчен хăрать.

— Итле-ха, Клава, сан луччă Шупашкартан урăх çĕре куçмалла.

— Ăçта каян-ха ĕнтĕ? Упăшка пуласси хăй те ют хуларан. Куç ӳкесрен, сăмах тухасран хăрасси-тăвасси çук теттĕм те.

— Темле, шанса пĕтер çынсене...

— Тĕрĕсех калан эс, Гена. Тен, пĕр-пĕр аякри совхоза, Улатăр-Пăрачкав енне, вĕçтермелле. Хаçатсенче çыраççĕ, ĕçлекен çын çитмест унта. Çурт-хуралти те хатĕрриех.

— Чăнах та, лайăх вариант ку, — килĕшрĕм эпĕ. — Ĕçрен хăрас çук-ха эсĕ. Тен, Зина валли те «вăкăр» тупса парăн. Кунта тахçан хваттер илесси пур-ха.

Эпĕ калаçăва Зина çине пăрсан Клава сасартăк улшăнчĕ: халь анчах йăлкăшса тăракан пит-куçĕ сӳнчĕ, тĕксĕмленчĕ. Вара, калаçу вăраха тăсăласса сиссе, Клавăпа ерипен Лакрей вăрманĕ еннелле утрăмăр, пушă сак тупса вырнаçрăмăр. Эпĕ сигарет кăларса тивертрĕм.

Йăлтах тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ вара мана Клава. Чи малтанах: Зина сарăмсăр вилнĕ-мĕн. Ĕçĕ акă еплерех. Пĕррехинче Клави мана та метил спирчĕ ĕçтерме тăнăччĕ. Вăт, çавăн пек шĕвек трактор заводĕнче, Зина тĕрмешекен участокра, пичкипех ларнă-мĕн. Час-часах сыпнă вĕсем ăна. Нумаях пулмасть çĕрлехи сменăра мастерĕпе нихçан курмасла кӳпсе тултарнă та, йăпаннă-алхаснă хушăрах иккĕшĕ те кăннă. Вĕсене мĕнле çарамас тупнă, çаплипех морга илсе кайнă, унтанах — пытарма. Мастерĕн арăмĕ упăшкин тупăкне килне те кĕрттермен, хăйне пытарма та кайман имĕш. Хăйсене вара пурте йĕркеллĕ, пĕр çăвартан пурăнакан çемье тесе шутланă тет. Лăпкă шывра шуйттансем нумай тесе ахаль каламаççĕ çав.

Зинине илсен... Çук, шеллемерĕм эпĕ ăна. Кĕрт йытти, çаплах ăса кĕмерĕ вăл, çитĕннĕ хĕрĕ пур çинче çаплах çĕрĕн-кунĕн хӳрине пĕлтĕртеттерсе çӳрерĕ те. Йытта йытă вилĕмĕ тесе те калаймăн тата — вăл та чун...

Сисет ĕнтĕ Клава эпĕ Лили пирки ыйтассине, пăха-пăха та илет ман енне, таçта васканăн, тăрса ман умра вĕткеленсе те илет. Анчах вырăнтан хускалмастăп, тепĕр сигарет чĕртетĕп. Хĕрарăм аранах лăпланчĕ, каллех юнашар ларчĕ.

— Пĕлетĕп ĕнтĕ эс мĕн ыйтасса. Кала-ха, Гена, юратнă вĕт эс ăна?

— Кирлĕ мара ан калаç-ха, Клава. Хамăн хĕр пек вăл маншăн, шеллеттĕм ăна. Йăлт пăсăлса каясран хăраттăм.

— Пăсăлсан тӳрлетме машина мар вĕт. Кая юлнă эс ун чухнех. Çук, ан тун: куçунтан пăхсах паллă — халĕ те саватăн. Мана, ват çерçие, улталаймăн. Ахальтен чупрăн-и? Пурте пĕр эсир, арçынсем. Эпĕ юри тухса каяттăм.

— Эппин, кала-ха, ма çыхлантарасшăнччĕ эс мана Лилипе?

Клава шăпăртах. Эпĕ ĕнтĕркенĕ йывăçсем çинчен унăн хулпуççине ярăнса анакан çулçăсене иле-иле пăрахрăм, кăштах çӳçĕнчен ачашлам пекки турăм.

— Чылай япалана хăвах туйнă пуль-ха эсĕ. Акă мĕн: тавăрасшăнччĕ эпĕ Зинăна, çавă çеç. Вăл уйăрттарчĕ мана пĕрремĕш упăшкапа. Зинăна, тантăш тесе пурăннăскере, хăйне тытрăм унпа. Чăтса тăраймарăм çав мăшкăла — уйрăлтăм. Кайран чупрĕ-ха ман пата — яхăнне те ямарăм. Пĕрре вăрăпа лекнĕ çын каллех вăрра каять вăл.

— Епле-ха ара çавăн хыççăн та йыт хӳри вĕçне çакланнă куршанак пек Зинăран шит юлмасĕр çӳрерĕн? Тепри пулсан питĕнчен сурать те тухса каять.

— Хам та çапла шутлаттăмччĕ те çав. Комбинатран ĕçрен тухрăм эпĕ, общежитирен те хӳтерсе кăларчĕç. Ĕçме вĕрентĕм. Ăçта каймалла? Хайхи Зина юлташа йыхăрчĕ — пӳлĕмĕнче вырăн пур.

Чăннипех те тĕлĕнмелле тепĕр чух çак хĕрарăмсенчен. Вĕсен тĕнчине ĕмĕр пурăнса та ăнланса пĕтереимĕн. Эпĕ Клавăна сăнасарах пăхрăм: хĕрсех калаçнă май пит çăмартинчи çĕвĕ те кĕренленнĕ, ăна тахçан çиппе çĕленĕ йĕрсем те шупкан палăрарах параççĕ. Манăн унăн суранĕ çинчен те ыйтса пĕлес килетчĕ, анчах тăхтарăм — тен, хăех персе ярĕ. Тата ирĕксĕрех сусăрланнă чунне кăштах ăнсăртран пырса тивертрĕм те, тӳрех ытлашши тĕпчени майлах та мар пек. Ахаль те чĕри сурать пуль. Тӳррипе, эпĕ Клава пирки çил хăван, пĕтнĕ хĕрарăм тесех шутланăччĕ. Çук иккен. Хевти те, телей патне ăнтăлас мехелĕ те сӳнсех пĕтмен-ха, эппин, чăнахах та пурнăçĕ тӳрленсе, сыпăнса кайĕ çапла. Апла, телей сунасси кăна юлать ăна. Çавах та Лили пуçран тухмасть. Кĕрхи çулçă пек вĕçсе таçта та çитĕ вăл, пылчăк ăшне таптĕç ăна ирсĕрсем.

— Мĕнле шутлатăн, Клава, общежитире пурăнма ирĕк парĕç-ши Лилие?

— Кăларса яраймаççĕ ăна — вунулттă тултарнă. Мана ак хăй кĕртми пулчĕ пӳлĕмне. Пĕчченех хуçаланать.

Эпĕ Лили еплерех «хуçаланни» çинчен илтнĕччĕ ĕнтĕ. Çавах мĕнпурне ĕненме те хĕн. Халĕ хĕрачана амăшĕн пенсийĕ тухать, ашшĕнчен — алимент. Укçа çителĕклĕ çеç-и, ытлашшипех пулмалла пек. Ниушлĕ вара çул хĕрринчи хуçăлнă турат пек пурте лăскаççĕ ăна? Ăсĕ çирĕпленсе çитмен çав, тата пĕтĕм пурнăç илемне те, артаклăхне те ӳт киленĕçĕнче кăна курать-ши? Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ĕçме вĕренсен хĕрарăм тек пăрахаймасть. Тен, ар ырлăхне хăнăхсан та çаплах? Апла тесен, вуланă-ха эпĕ: вĕсем йăпанун пĕтĕм сĕтекне-антăхăвне вăтăра çитеспе кăна питĕ çывăххăн, вилсе каясла туйма пуçлаççĕ. Лилин ахаль хăнăху, пĕччен юласран шиклĕх кăна пуль. Тата ун çулĕнче камăн хăйне юраттарас килмĕ? Хитре хĕрсем пурте çапларах.

— Клава, темле шалти сисĕм пур манăн. Лили пиркиех-ха, — эпĕ хаçатра вуланине асăнмарăм, пĕлмĕше петĕм. — Епле вара çаплах çамрăкла аскăн çул çине тăнă-ха вăл? Эпĕ ун патне ытахальтен чупман вĕт — йăпатас, пулăшас шухăш çеçчĕ манăн.

— Вĕреннĕ çынсем темшĕн пурте тăрлавсăр эсир, Гена. Мĕн, хальхи вăхăтра сăмахпа пурнăçа улăштарайăн-и? Ашшĕн чĕн чăпăркки кирлĕ пулнă та ăна, лешĕ ав урăххине ирĕке янă... — сасартăк чĕлхине çыртрĕ хĕрарăм.

— Юрĕ, пуçланă-пуçланă каласа пĕтер. Пĕлетĕп эпĕ, — шăппăн сăмах хушрăм ăна.

— Эх, Гена, ашшĕ этемле пурăнсан Зина та ухмахла вилĕмпе пĕтместчĕ. Тата хĕрĕ... Ашшĕ пусмăрланă ăна, çавă иртĕхсе пурăннă малтан. Мĕнле доказать туса айăплăн халĕ тинех? Садис, çвер, çаплах такамсене мăшкăлласа çӳрет-ши-ха? Тахçанах тĕрмере çĕрмеллескер, сатана. Мана та тапăнса пăхрĕ те, пĕрех пуш кĕленчепе патăм çамкинчен. Çук, ырапа вĕçлеймест вăл пурнăçне. Вĕренĕн мĕн чул явăнсан та вĕçе пур.

Эпĕ сигарет тĕпне асфальт çинче тем шыраса тĕркĕшекен çерçисем енне ывăтрăм. Вĕсем хăранипе айккинелле сиккелесе кайрĕç те хăйсене апат пачĕç тесе шутларĕç, ахăртнех: ăмăртмалла пăрăлтатса пычĕç «кучченеç» патне. Малтан çитни ăна пĕр-икĕ хутчен сăхса пăхрĕ те сăмсине пĕçертсе илчĕ пулмалла — васкасах лутра чăрăш айне тарчĕ. Ыттисем вара кăварлă апата астивсе пăхмарĕç те. Ăнланаççĕ кайăксем хăйсене улталанине. Этем кăна тепĕр чухне пĕрре ĕнтсе илнĕ пӳрнине каллех çав вырăна чикет. Суккăр, сисĕмсĕр, ăнкарусăр темелле-ши? Е сĕмсĕрлĕх хуçаланать унпа?

Клава чăнлăха пĕлтернĕ хыççăн маншăн çут тĕнче хуралса килнĕнех туйăнчĕ. Те каçа сулăннă çанталăк ăмăрланчĕ, те кĕрхи хĕвел хевти сасартăк чакрĕ — ăна кура ӳт-пĕве шалтан сивĕ çӳçентерчĕ, пĕр хушă чĕрем вĕри юна хăвалама чарăннă пекех. Çакăн пек пурнăçа курма, унпа килĕшсе тăма çуралнă-ши эпĕ? Анчах ăна никам та, нихçан та килсе улăштарса параймĕ. Хамăр çапла йăнăш йĕркелетпĕр ăна — хамăрăнах тӳрлетмелле. Эппин, манăн та айăпăм пур, манăн çылăхсем те хушăнаççĕ çак йĕркесĕр, шайлашуран тухса ӳппĕн-теппĕн çаврăнса ӳкнĕ пурнăçра.

Эпĕ шарламастăп. Клава та ури айĕнчи ӳкнĕ çулçăсене айккинелле тĕрткелесе ларать — унăн хăйĕн хуйхи-суйхи. Тен, вăл çак лачакаран йăраланса тухса ырă-сывă ачапча çитĕнтерĕ, унăн та иртнĕ кун-çулне апла-капла суйласа пăхмалăх пур. Унăн та Лили умĕнче манăнни пекех айккинчен пырса тивекен айăпĕ çителĕклех.

— Юрĕ, Клава, чылай калаçрăмăр. Васкаттăнччĕ, чăрмантартăм ĕнтĕ сана, — ура çине тăмасăрах сăмах хушрăм эпĕ.

— Темех мар. Ман упăшка пуласси электроаппаратурнăйĕнчен, второй площаткăран ĕçрен тухмалла, унччен магазинсене кĕркелесе ĕлкĕрмеллеччĕ, юрĕ-çке. Ыран пирĕн пата атте-аннепе паллашма каясшăн, ĕçми-çими кирлĕ вĕт. Тата чун çук: тем сиксе ан тухтăрах ялта. Халăх çăварĕ хапха.

— Сур çын сăмахĕ çине. Манса кай иртнине. Кам çылăхсăр халь? Ĕмĕрĕ çаплалла. Хăçан та пулсан тĕл пулăпăр-ха, теплерен, ăнсăртран кĕмсĕрт тенешкел. Юрĕ, чипер пурăн, телей тĕлне пул, Клава.

— Ху та чипер çӳре, Гена. Лайăх çын эс çавах та.

Çапларах уйрăлтăмăр иксĕмĕр. Клавăна эпĕ унтанпа, чăнах та, курман. Ман сăмаха итлесе таçта аякра вырнаçрĕ-и ĕнтĕ, те Шупашкартах, ытлашши тухса çӳреймест кăна.

Халĕ ĕнтĕ манăн Лилипе курнăçас шухăш пуçра та çук. Мĕне кирлĕ? Сурана тăвар сапни кăна пулĕ ку. Ĕнтĕ хăй ăсĕпе пурăнма та вăхăт. Çакăн пек синкер, ăншăрт курнă хыççăн та куçĕ уçăлмасан мĕнпе пулăшма пултарăп-ха эпĕ? Çул çитнĕ хĕр вĕт халĕ, ăна интерната-мĕне яма та çук. Пурте усăсăр.

Эпĕ психоанализ меслечĕпе паллашман, Фрейда, ыттисене те вуласа ĕлкĕрейменччĕ-ха. Анчах ма чăваш «улми йывăççинчен аякка ӳкмест» тесе калать-ха? Ырра, ĕçчен çынран пархатарлă ача çураласса пĕлтерет-ши тата çакă? Апла тăк, вăрăран — вăрă, юххаран — юхха, путсĕртен хура юнлă çын пулмалла пек. Çаплах-ши вара? Чăннипех те пирĕн генсенче атте-аннен сăнĕ кăна мар, шухăш-кăмăлĕ те, пытарăнчăк, тĕксĕм, усал вăйĕсем те упранаççĕ-ши? Лилие илсен, чăннипех те унра амăшĕн çамрăк чухнехи çиçкĕн илемĕн паллисем те, ăс юлхавлăхĕ те (ашшĕне курман эпĕ), асар-писер тăвăлу, аскăн хăвачĕ те çителĕклех.

Эпир пĕтĕм инкек-синкек сăлтавне çитмен пурнăç çине йăвантаратпăр. Тĕрĕсси те пур ĕнтĕ кунта. Миçе çемье пурăнать-ши Шупашкарта çамрăксен общежитийĕсенче? Вĕсемпе пĕрлех — ачи-пăчи. Вĕсем, паллах, ачалăхăн çутă кунĕсене сахал кураççĕ, ытларах чухне — яш-кĕрĕм хушшинчи тӳнтерле пулăмсене, çав шутра хăйсене курма юраманнине те, хальхи хаçат-журналпа, телевизорпа вара — ытлашшине те. Халĕ ĕмĕртен пытарни, витĕнкĕç айĕнчи те çиеле тухрĕ. Ăс-тăнĕ çирепленсе çитмесĕрех çитĕнет хальхи ăру. Эпир те, аслисем, парас вырăнне ытларах хамăр илесшĕн. Шутласан, эпĕ Лили сăн-сăпатне, кĕлеткине ытарни те сăхланнипе пĕрех, эп çылăха кĕнин семĕ те ун çине ӳкет. Эпĕ çепĕç çеçкере яланхи Илем, сӳнми Идеал курни, шырани каллех хам енне туртни çеç! Манăн, хамăн ыттисемшĕн çак Ĕмĕт çути пулмалла — акă мĕн! Эпĕ кăна-и? Пурте çакăн пирки, чун Илемĕ пирки манатпăр.

Ула-чăла кунсен ылмашăвĕнче, ним çуклăхĕнче иртет пуранан пурнăç. Мĕнле хаклĕç-ши çак саманана темиçе теçетке çултан историксем? Авалхине ĕмĕрсемпе виçетпĕр, ĕмĕрĕсене — темиçе личность мĕн тунипе, мĕн хăварнипе. Анчах эпĕ мĕн çырни, çак сăмахсем, ман ыратăвăмпа тилмĕрӳ — тинĕс тĕпĕнче выртакан рак хуранĕн никам илтмен юрри çеç. Çӳлте вара хумсем шавлаççĕ, кĕрлеççĕ, пĕр-пĕрин çине хăпарса, пĕр-пĕрне путарса малалла ахăрса чупаççĕ. Рак хуранне кăна пырса тивмест çак кисретӳ. Тахçанах такам «Илем тĕнчене хăтарать» тесе каланă вĕт. Унтанпа ĕмĕр иртрĕ, темиçе революци юнпа пĕвенчĕ, халĕ тата секс революцийĕ те пур иккен. Нимĕнле революцие те этемлĕхшăн тумаççĕ, вĕсенчен кашниех çак икĕ ăнлавпа чăнлăха таптать кăна. Илем яланах айккинче...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: