Ĕнтĕ манма та вăхăт. Ма вара çаплах куç умĕнчен каймасть, пуçран тухма пĕлмест çав сăнар? Мĕн, тăван-им, йăмăк-им? Çук, пĕр юнран та мар, хурăнташлă та тивмест. Кӳршĕллĕ те пурăнман эп унпа. Пĕрех чĕлхе вĕçĕнче çав ят — ЛИЛИ.
Лили! Ăçта çӳретĕн-ши эсĕ халĕ, мĕнле этем хăраххисем явăнаççĕ-ши йĕри-тавра? Эсĕ — çеçкине çурса, илĕртмĕш сĕткен шăршине сарса, мĕнпур ырă-усал кăпшанка астарса ларакан йăмăхтармăш чечекчĕ. Е хĕр ĕмĕрĕ çак пурнăçра чăнахах та хăналăх кăна-ши? Эсĕ те тискер çилсем тустарнă, çаралнă, тĕссĕрленнĕ хыт хурана çаврăнтăн-ши халиччен? Нимĕн те пĕлместĕп вĕт-ха сан çинчен. Хăçантанпа курман...
Лили! Çаплах асăнатăп сан çепĕç ятна. Е эсĕ манăн кичем, аптрашкиллĕ кунсен, ниме юрăхсăр, тĕлли-паллисĕр пăтранун тухату палли, чĕрĕ тăмхи пулса юлтăн-ши? Тырра вырса пăрахсан, пуçтарса кĕртсен пин-пин чечек юлать хăмăл хушшине, вара кĕтӳ кăлараççĕ те пушаннă хире, ула-чăла ĕнесен шĕвĕр пуçлă пушмакĕсем шеллевсĕр таптаççĕ çавсене, тутипе те сĕртĕнмеççĕ ăна. Пĕр шухăшсăр кĕтӳç çеç вăрăм чăпăрккипе шартлаттарса касать вĕсен пуçĕсене е çурма саслăн юрă ĕнĕрлесе, ачалăхне аса илсе, утмăлтуратран пуç кăшăл çыхать. Турă нимбĕ пек курăнать çав кăвак ункă.
Лили! Ман пахчара та, пĕчĕкçĕ çуртăм умĕнче, сан ятлă чечексем ӳсеççĕ. Ытла та черченкĕ, кĕске ĕмĕрлĕ. Эпĕ вĕсене нихçан та татса килти савăта, хрусталь вазăна та лартман — пĕрех час шанаççĕ, кайран кăларса пăрахма шел. Ан тив, ик эрне те пулин савăнтарччăр куçăма, хăтлăх кӳччĕр манăн чухăн пахчана. Йăмăх хĕрлĕ, хăмăр пăнчăсемлĕ лилисем çинчен тунсăх килнĕ чухне темиçе сăвă та çырса пăхрăм — çук, чунăм канмарĕ, ăшăм пусăрăнмарĕ. Çĕр каçа пушă тĕттĕмлĕхе куçăмпа шăтарасла, ĕмĕтĕмпе малалла мар, каялла ыткăнса, ыйхă килменнипе аптраса выртрăм. Манаймарăм сана...
Мĕн вара çакă? Юрату-ши? Çук, апла калама чĕптĕм хăюлăх та çитерейместĕп, савни теме... Çулупа хамăн хĕрĕмпе тантăшлăччĕ эсĕ. Ирĕксĕрех паллă çынсене тĕслĕхе илетĕп: Тютчев — Денисьева, Рембрандт — Саския тата нумай-нумай гени. Кашнин чун варлийĕ хăйĕнчен икĕ хут е ытларах та кĕçĕн. Анчах камах ĕнтĕ эпĕ хаклă ята вилĕмсĕрлĕхе хăварма? Ун пек талай çук манăн тата пултараяс та çук. Ытахальтен, иртнĕ кунăмсене шĕкĕлчесе, сĕвĕрĕлмен шухăшсене уйласа ларни çеç...
Пĕр-пĕр тĕттĕм те салху каç килтен пăрахса кайсан, унта-кунта уссăр сулланса çӳренĕ чухне, тен, эпĕ сан тĕле те пырса тухăп. Анчах хăратăп, пĕлетĕн-и, хамран хам хăратăп — ытла та йĕрĕнчĕклĕн килессĕн туйăнать çав тĕлпулу. Тен, вĕри юн вылявĕпе, йыхравĕпе ухмаха тухса, чăтса тăраймăп та, вара... вара чĕнĕп сана вăрттăн хваттере, эрех сĕнĕп, сигарет, ыттине... Эсĕ килĕшессе темшĕн чухлатăп эпĕ. Анчах, çыравçă ирĕкĕпе усă курса, тем те пĕр шутласа кăларса, вăлтса-юптарса шăнман пăр çине лартса хăварма та пултаратăп-çке эпĕ вулакана. Сăмах та çук, çав ултавлă чăмлака çăтса ярĕ вăл, йăлтах ĕненĕ. Манăн апла тăвас килмест. Ан тив, пуçланă-пуçламан айккинелле вăркăнтартăр ман калава çăмăлттай, пылак самантсене, иртĕхӳллĕ савăшу ӳкерчĕкĕсене килĕштерекенскер. Кайтăр та куртăр кино, тепĕр тесен. Авă видеосалонсен çутисем чĕнеççĕ. Ахăрса лартăр çавăнта çăварне лӳпперле карса, пĕç хушшине хĕстерсе. Унта секс куç тулли, çăвара кĕрсе кайманни кăна. Вăл та пур, ытах кирлĕ тĕк.
Тунмастăп, эпĕ те курнă çав киревсĕр, кăмăла пăтрантаракан, йĕкĕм шăрши килтерекен япаласене. Ытла та чыссăр, вараланчăк, лăпăр-лăпăр, калама сăмах та çитмĕ. Хамăр тата? Хамăр та вĕçсе пыратпăр-çке çав пылчăк лупашкисене тăкăннă пыл çине — мĕн пытармалли, тунмалли. Эрехпе минресе çитсен намăс тесе тăратпăр-и? Çук çав. Ун пек чухне кам çылăх пирки шутлатăр?
Мĕнле паллашнăччĕ-ха эпĕ санпа? Пурте асар-писер, уççи-хупписĕр пăтравлă кунсен ылмашăвĕнчеччĕ ун чухне. Пурнăç сыппи, йĕркеленĕвĕ татăлас патне çитнĕ тапхăр — ун пеккипе Раççей историйĕ пуян. Ахăр самана иртсе пырать-и, çук-и — çав кăруççель вирхĕнĕвĕнче, пăлтăртатăвĕнче нимĕн те чухлаймастпăр, йăлтах аташтарса, пăтратса пĕтерчĕç те, паянхи куна мĕнле чĕнмеллине пĕлместпĕр. Теме кирлĕ тата ят пани.
Пĕр хушă улшăну пеккине туйса илтĕмĕр ахăр: тĕпсĕр, сĕм тĕттĕм авăртан чăмса тухрăмăр та, ниçталла кайма çул тупаймасăр çаврăнтăмăр пăтранчăк, çӳп-çаппа тулнă авăрта — каллех уçă, таса юхăм тĕлне лексе пулмарĕ. Эпĕ çав чӳхенӳри турпасчĕ. Тен, аякри çутă пăнчи эсĕччĕ. Анчах темле çĕнĕ, халиччен курман илĕртӳлĕхрен тĕлĕнетпĕр те эпир, шикленетпĕр те — çавăнпа пур-çук вăй-хала сая ярса, таçта пĕлмен тинĕсре ишиччен хăнăхнă лакăмра меллĕрех, канăçсăрлăрах пире. Пĕтĕм эртел ыйхăра, стагнацире чухне ăс тĕлĕрĕвĕнчен, чун нишлĕхĕнчен тĕлĕнмелли сахал. Ай-вай йывăр ăна çĕнтерме!
Максим Горькин паççак пурнăçĕнчи калавĕсене килĕштереттĕм эпĕ. Нимĕн те шухăшласа кăларман — йăлт хăй тӳссе ирттерни. Тĕрĕссипе, «Клим Самгин пурнăçне», пĕр çĕклем вут сыппи хулăнăш томсене, вуламан та эпĕ, кино сериалне те курса пĕтерме чăтăм çитереймерĕм. Кунта ăсласа кăларнă, парти историйĕпе килтерсе, тен, саккаспа тунă хайлав. Паççак калавĕсем вара шăкăрин чĕп-чĕрĕ, тулли, сывлăхлă. «Çирĕм пиллĕкпе пĕри» хăех мĕне тăрать. Ейпох, литература вĕрентекенĕ пулсан эп ачасене шăпах çавсене вулама сĕнĕттĕмччĕ. Çапла сĕмленетĕп тата: Алексей Максимычăн çапкаланчăк çул шыравĕн пĕр-пĕр кукринче Лили пекки ялтăраса кайсан тăхтавсăр çырса кăтартĕччĕ вăл унăн шăпи çинчен. Иккĕленместĕп çакăн пирки.
Темиçе çул каялла канăç вĕçрĕ манăн, вĕçĕмсĕр ăш вăркарĕ, хама хам ăçта чикмеллине те пĕлместĕмччĕ. Мĕн ĕçе тытсан та алă пы масть; шухăшлани, тăвас тени таçта тарать, тарать манран çил вĕçтернĕ хăмпă пек — эпĕ вара ăна хăвалакан, чупса çитейсе тытайман ача. Наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕç-пуçăм йăлтах пуç хĕрлĕ сирпĕнчĕ манăн: диссертацие «касрĕç» — хӳтĕлеймерĕм, пай пуçлăхне юраймарăм, директора пуççапма пĕлеймерĕм. Хуçасемпе урлă пулакан кама кирлĕ? Тус тенисем те шăпăр шăтăкĕнче чĕлĕм йăсăрлантаракансем кăна, унта çеç паттăр иккен вĕсем: хайхискерсем, эпĕ такăнсан, манпа фойере шахматла выляма та ютшăнма пуçларĕç. Тискер кайăк кĕтĕвĕнче çапла: пĕри амансан унран пурте хăпасшăн, выçă кашкăрсем вара, юн шăршипе юнăхса, йăхтешне çурсах тăкаççĕ. Эпĕ те çавăн пек сусăрланнă чун. Ăнлантăм: кунта юлни, мĕскĕнленни хама хам сума суманни çех.
Тытрăм та кайрăм хайхи çурт-йĕр управленине. Ахаль слесаре. Сахал-им ман пекки? Мĕн, гайка-болт пăрма вăй çитмест-и? Инженер вĕт эпĕ. Укçа-и? Майне пĕлсен, пирĕн çĕршывра вăл ура айĕнчех, пур çĕрте те йăваланса выртать — пĕшкĕнме кăна ан ӳркен. Калăпăр, пирĕн икĕ общежитие пăхса тăмалла, янтти те тупăнсах пырать — йĕри-тавра миçе çурт, чĕннĕ çĕре тух та ут. Сĕтел тулли апат-çимĕçĕ те, эрехĕ те, ытти-хытти те куç тулли. Пурăна киле мастера лартрĕç мана. Пуçлăх вырăнĕ ытлашши кирлех те мар-ха. Капла та лайăх, канлĕ — хуйхă-суйхă çук.
Мастерскойĕ те пирĕн меллĕ вырăнта: юнашарах «Эгер» ресторан, тепĕр енче — сăра киоскĕ, çывăхра — «Шупашкар» суту-илӳ центрĕ, унтах эрех лавкки. Мĕн кирлĕ тата? Тепĕр яка пыр пĕр сумсăрах ĕçме-çиме тупать кунта: палла-тăран сăра-эрех туянать те тӳрех пирĕн пата кĕрет. Стаканĕ, хура çăкăрпа тăвар, сухан пур, юрать-ха, ун чухне тата килька е тюлька сутатчĕç. Пирĕн вĕт «блат» тени те пур: хăватлине туянма кӳршĕре е ресторанта пĕлĕш-тус сахал-и? Пĕр сăмахпа, атьсемри, слесарь-сантехник вăл мировой професси. Мухмăр-сухмăрпа аптрасан тӳрех вĕсен патне е урам шăлакансен йăвине хăюллăнах пыр — сана çĕр тĕпĕнчен тем те тупса пама пултараççĕ вĕсем.
Пĕлместĕп, сантехник çинчен илемлĕ произведени пур-ши? Эпĕ хам вуламан. Тĕрлĕрен фельетонпа кулăшла калавсем вара пайтах. Юрĕ ĕнтĕ, мĕн кӳренмелли уншăн — камран та пулин кулмалла вĕт, тата вăл çулсенче аслă пуçлăхсене питлеме юраман. Шутласассăн, çавах та, Брежневпа çыхăннă анекдотсем тем чухлех. А мĕн, эпир те çынсем. Эпĕ ĕçе яланах галстукпа, яка çи-пуçпах çӳреттĕм. Художник пурччĕ тата. Суриков институтне пĕтерни. Виссарион-ха хут çинче, хăйне вара хамăрла Виссари тесе чĕнеттĕмĕр. Илтнĕ-и? Оренбург облаçĕнчи чăваш. Кунта унăн картинисене пĕр выставкăна та йышăнмарĕç, Союза та илмерĕç. Вăл тахçанах ФРГра ĕнтĕ. Ĕçĕсене аукционра сутаççĕ, пиншер доллар, стерлинг кĕренки, марка е крона параççĕ. Халĕ, самана ӳпне çаврăнсан, тен, таврăнĕ те каялла. Çук, пилсĕр Чăваша мар, паллах. Ĕнтĕ кунти музей валли унăн темиçе картинине валютăпа туянасси пирки те сăмах тухрĕ. Чăннипех те Тăван çĕршывра пророк çук. Христос сăмахĕ чăна тухать.
Е тата Клим Хораськина илер. Тĕлĕнмелле, эпир Виссарипе иксĕмĕр шукăль, интеллигентлах тумланатпăр-ха, сантехник яланах шакмак кĕпепе те кивĕ фуфайкăпа. Пĕрех пире пурте ятран чĕнеççĕ, ăна Клим Петрович тесе хисеплеççĕ. Вăт, çапла вăл пурнăç.
Лилипе паллашасси вара? Лили тенĕрен, мĕнле çырăнать-ши хут çинче — Лиля-ши е Лилия? Тен, çаплах, французларах — Лили. Хитре вĕт? Эпĕ ятне калатăп, сăнĕ-пичĕ пирки сăмах та çук — тулли уйăх пекехчĕ вăл — Лили. Чăн та чаплă! Чечек ячĕ.
Малтанах амăшне пĕлнĕ эпĕ унăнне. Ĕçĕ акă еплерех килсе тухрĕ. Виссари, темиçе общежити илемлетнисĕр пуçне, тĕрлĕ çĕртен сулахай укçа тупатчĕ. Эпир те Климпалан хутшăнаттăмăр хайхи: панно е плакат кăшкарĕсене хатĕрлемелле, грунтовка тумалла, ансатрах ӳкерчĕксене тĕрлĕ тĕслĕ колерпа сăрлатăн тата. Мĕн вăл плакат? Хĕрлĕ тата темиçе ялтăркка сăрă та, чĕнсе каланине трафаретпа çаптаратăн çеç. Кайран туй-çуйĕ пĕрле.
Виссари çапла пĕррехинче Шупашкартан инçех мар хуçалăхра пысăк калăм тупрĕ: çĕнĕ кантура, ун умне, урама капăрлатмалла. Унтан пире валли рейка касма урай хăми, хĕç тимĕрпе оргалит пачĕç — ытти йăлтах хамăр мĕнле килтернинчен. Фантазийĕ пуçра, хăмине касмалли электропăчкă пур — мĕнле кирлĕ, чамала.
Кайран хайхи пуçланчĕ чăн-чăн вакханали. Çуркуннеччĕ. Мастерской пĕрремĕш хутра. Яра куна Эгер бульварĕ тăрăх утăмлакан хĕрарăмсене, хӳхĕм пикесене куçлатăн — кашнин чунĕ витере тăрса йăлăхнă урхамах пекех ирĕке йыхăрать çак вăхăтра. Мĕн, кăчăк туртнипех шерпет çине пырса ларма кăмăл тăвакансем сахал-им? Пирĕн ĕмĕре кăна мар, ыттисем валли те çителĕклех. Мастерскойсăр пуçне тата икĕ пĕчĕк пӳлĕм пур, матрасĕсем те, кастеляншăсем пăрахăçа кăларнă, прачечнăйран тин илсе килнĕ тап-таса простыньсем те темĕн чухлех. Пурăнма та пултаратпăр эпир кунта. Эрех талонĕсем тетĕр-и? Ара, комендантсем пирĕнсĕр пурăнаймаççĕ, вĕсен аллинче — çăлăнăç хут татки. Эрех тупасси вара пĕлекеншĕн хулпуççи урлă сурасси çеç.
Эпĕ сире кунта мĕн пулса иртнине каласа парса хăлхăра йӳтетместĕп — ытла та йĕрĕнмелле çав киле каймасăр ирттернĕ алхасуллă каçсем. Халь паллашнисем вара — хĕрлĕ çӳçлĕ, питне таçта çунтарса кăштах сусăрлатнă, кăвак куçлă, вăтам пӳллĕ Клава, качча кайса уйрăлнăскер, тепри — Зина, Чутай енчисем. Аскăнлăхĕпе такамран та ирттерекенскерсем, леш, вутпа шыв, йĕс пăрăх витĕр тухма ĕлкĕрнĕскерсем. Клавин ача таврашĕ çук, çавăнпа та хĕр пекех илтерсе, кивелме ĕлкĕрнĕ кофта-кĕпепе вĕлтĕртетсе çӳретчĕ вăл.
Пир-авăр комбинатенчен ĕçрен тухнăччĕ те, укçа-тенкĕрен хĕсĕкчĕ пулас унăн. Зини вара, тăсланкă, сарлака хул-çурăмлă, купарчаллă, анчах çинçешке ураллă хĕрарăм, турткăш евĕр чăпар тумланма юрататчĕ. Нимĕнле килĕшӳлĕх тупаймăн унăн çумĕнче. Ахăртнех, çӳç-пуçне пуçтарма, тирпейлеме ӳркенет те, ылтăн çипсемпе укаланă шултра чечеклĕ тутăрпа çӳретчĕ вăл. Пĕри çирĕм çиччĕсенче, тепри вăтăр пиллĕксем патнелле. Паллах, урă пуçпа çыхланас çук-ха вĕсемпе, анчах эрех-сăрапа анкă-минкĕленнĕ этемшĕн сĕтел хушшинче эртел тума çавăн йышшисем те юравлă, ун пек чухне суйласа тăмастăн — мухмăрла шăл айне мĕн лекнине уяман пекех, алла мĕн кĕнине çулса илетĕн. Вĕсем пирĕнпе сăра киоскĕ патĕнчен ерсе килчĕç пулас, хăйсен те икĕ банка пурччĕ те, хутшăнчĕç çапла.
Эпир аванах кăна та мар, пĕтĕм общежити янрамалла çĕмрĕлнĕ çав каç. Ĕнтĕ йĕркипе астумастăп та, тепĕр тесен, кирлĕ те мар ку сире. Тĕрĕссипе, хыпарĕ пуçлăхсем патнех çитнĕччĕ. Вĕсен куçĕ тĕлне лекесрен, кунти палла-тăранран намăсланнипех тытрăм та каçрăм Зинăпа трактор завочĕн общежитине. Клави те пĕр хушă унпа пурăнатчĕ.
Пӳлĕмĕ самаях аслă: икĕ сарлака тимĕр кравать, сĕтел-пукан, холодильникпа телевизор. Темиçе чăваш журналĕсĕр пуçне кĕнекесем курăнмаççĕ. Вырăнĕсене пуçтарман — çаплипех тăсăлса выртаççĕ. Сĕтел питтинче — типсе сарăха пуçланă килька, хытма ĕлкĕрнĕ çăкăр татăкĕ, çавăнтах тата çуррине пушатнă сĕт кĕленчи. Урмăшнă куçпа пăхсан та йĕрĕнмелле. Эх, мĕскĕн чăваш хĕрарăмĕ! Мĕн çитмест сана, ма çаплах тирпейсĕр, ним шухăшсăр эсĕ? Пĕр-пĕр вĕçен кайăк вăхăтлăх йăвине те санран тасарах тытать, эсĕ пур, миçе çул пурăнакан кĕтесе те хăтлăх кӳрейместĕн, ăçта пăхатăн — хĕрарăм алли çук пекех. Урайне те пулин сĕрсе кайман вĕт-ха. Эпир пынă чухне алăка та питĕрменччĕ, тӳррипе, çăраççийĕ çĕмрĕк, шалтан тыткăчпа кăна темрен çаклатса сăлăп пекки хума юрăхлă. Мĕншĕн аплах тирпейрен тухаççĕ-ха ватта юлнă хĕрсемпе уйрăлнă хĕрарăмсем? Чун тулашăвĕ е хăнăхнă йăла-ши ку? Ăнланма та хĕн. Чылай общежитире пулса курнă эпĕ, çакăн йышши юххасем те, айăн-çийĕн çавăрттарнă пӳлĕмсем те кашнинчех пур. Хурал пӳрчĕ тесен арçынсем кӳренĕç, тата вĕсем пурăнмаççĕ кунта. Çав вырăсла «проходной двор» текен сăмах шăпах килет пуль.
Саппаслă тата хăйсем: ăпăр-тапăр шкапĕ хыçĕнчен пăрака та тупăнчĕ. Унпа мухмăр чĕртни çавах та сивĕ шыв лĕрккенинчен лайăхрах. Анчах вăл çунакан ăша кăшт пусарни çеç: çав наркăмăшлă шĕвек пуçа йывăрлатать, кĕлеткене йăлт çемçетсе лĕнчĕркке тăвать.
Урай мунчали пекех сӳсленсе выртатăп эпĕ тахăшĕн вырăнĕ çинче. Тепĕр кравате Зинăпа Клава йышăннă. Кăштахран Клави сăра патне чупрĕ те, тепри ман çума вăшт! кăна çыпăçрĕ. Арçын тути-масине тахçанах хăнăхнă хĕрарăм каллех, çĕрлехилле тепĕр хут астарасшăн мана, анчах ӳт-пĕвĕмрен пĕтĕм вăй-хал тухса ӳкнĕ, аллăмсем темле йăмшак, хамăн мар пек, студень евĕрлĕ çемçе. Хĕрӳллĕ ӳт чăтма çук пĕçертет, хăй патне туртать; йĕпе, елперӳллĕ тутасем антăхушăн çунаççĕ, касăхаççĕ; сапаланнă çӳç пайăркисем пите çутă кунтан пытарасшăн — çук, кăмăл выртмасть, йĕклентерет, ĕнерхи те темле хăрушă тĕлĕкле хăратать чуна. Хăнăхма ĕлкĕрнĕ вĕри кĕлетке те сивĕ пек паян, ирĕксĕртен çеç куçа хупса хыпалатăп эпĕ ăна: халат, айĕнче урăх нимĕн те çук, çап-çара, тăпăрчă хутаççи пысăкăш кăкăрĕ сисĕмсĕр, пилĕкĕнчи хутлам-хутламлă тирĕ те, пĕççисем те нӳрлĕ, çавăнпах пуль сивлек туйăнаççĕ. Çук, хуть те мĕн шутлатăр — пултараймастăп, анчах хама пусахлакан урăм-сурăм вăя та çĕнтерме йывăр, айĕнчен шуса тухма аван мар. Тата арçын ятне ярас килмест. Çук, çук, тискер çакă пурте, ним илемĕ те, вăрттăнлăхĕ те çук çак хутшăнун. Йăлтах ухмахлăх кăна.
Нихçан ура çине тăраймасла ленчешкеленсе çăрăлатăп таса мар вырăн ăшĕнче. Ниçта та каяс, нимĕн те тăвас килмест — пуçĕпех анра-сухра антрашки. Пуринчен ытла çын куçĕ тĕлне, çурхи хаваслă сăнсен умне курăнма йывăр мана халĕ. Клава лартса хăварнă сăрана пĕрер курка лăнкăр-лăнкăр ĕçсе яратăп та, каллех каялла чăматăп. Ыйхă çук, вĕçĕмсĕр тăсăлакан тĕтреллĕ тĕлĕрӳ çеç. Зинăн хулĕсем нимĕнле ачашлăх, çепĕçлĕх те кӳмеççĕ. Вăхăт шутне маннă эпĕ.
Сасартăк алăка туртрĕç. Зина самантрах сиксе тăрса халатне уртрĕ, тепĕр вырăн утиялне сирчĕ: ăнлантăм — хăй унта çывăрнăн кăтартасшăн. Эпĕ пуç çийĕнченех хупланса чĕрĕп пек хутлантăм. Енчен те çакăнта унăн еркĕнĕсем (иккĕленместĕп, пурах вĕсем) пырса кĕрсе мана çатта-çарамас çĕклесе тăратсан, мĕн тунă пулăттăм-ши? Пĕлместĕп. Турра шĕкĕр, телейĕм пурах — хĕр сасси. Чĕвĕлти, çук, шăнкăрти сасă. Меццо-сопрано евĕрлĕрех. Хĕрача шутĕнчен тухнă, пĕве кĕнĕ, хăйне хăй тыткалама пĕлекен хĕр калаçăвĕ, утти-хăтланкаларăшĕ. Эпĕ ку Зина хĕрачи иккенне тӳрех ăнкарса илтĕм. Акă, целлофан чăшкăртатрĕ — ахăртнех, шкул кĕнеки-тетрачĕ. Пĕчĕк ачалла кĕтесе пăрахмарĕ, лăпкăн кăна хучĕ пулас. Эппин, амăшне тарăхмасть е хăнăхнă-ши кун йышши визитсене?
— Анне, кам ку?
Турăçăм, чăвашлах ыйтрĕ!
— Кӳршĕ ялсем, — улталарĕ лешĕ. — Тăван тивет пире. Ĕçпе килнĕ те хулана, хăнана кĕчĕ. Канать халь.
Темле ĕнтĕ, ăнланать-ши пепки «хăна» мĕнле «каннине»? Курса йăлăхнă пуль ĕнтĕ. Амăшĕ те тата, хĕрĕ шкултан таврăнасса пĕле тăркач, ма тумланма, кайма хушмарĕ-ха мана? Е вара çаплах артаклăхшăн касăхса çитнĕ-ши? Уншăн кашни самант хаклă та, киленĕçшĕн пӳрнĕ вăхăтпа туллин усă курасшăн-ши? Ĕненместĕп, арçынпа хутшăнмасăр пурăнать тесен пуçран çапса пăрахсан та ĕненместĕп.
— Лили, — хыçалти «и» çине пусса каларĕ Зина. — Килте çимелли нимех те çук, ме акă укçа — кафере апатлан.
Лили укçине илчĕ ахăр, анчах тухса кайма васкамасть. Йăлтах сиссе выртатăп: амăшĕпе калаçа-калаçа сĕтел хушшинче сĕт сыпать, çав вăхăтрах чăвашла тап-таса, шăкăл-шăкăл калаçать, унтан журналсене уçкалани илтĕнчĕ.
Тупата туршăн, пач курăнми кăпшанка çаврăнса, вĕçсе тухса тарăттăм çакăнтан. Анчах халăм çук. Çаплах выртатăп эпĕ сĕмленсе, пиншер пусăмлă сывлăш хумĕ вырăн çине лапчăтса хунăн, пĕр айăпсăр мăшăр таса куç хама ĕмĕрлĕхе пăталаса лартнăн. Тĕрĕсех, витĕнкĕç витĕр ӳтĕн кашни тĕпренчĕкĕпе хама чăннипех те такам сăнанăн, шелсĕррĕн айăпланăн, хаяррăн питленĕн туйса выртрăм. Те çӳлти хăват ку, те пирĕшти! Анчах çак куçăн асамлă витереслĕхĕ, кĕлеткене шăтараслăхĕ пурнăçри пекех. Намăс, мĕн тери намăс мана! Çĕр тĕпне анса кайăттăм пĕрех хут, ним çуклăх пулса хăпăттăм çак тамăкран. Тĕнче курман мăшкăл, чуна ыраттаракан намăс тимĕр тылăпа силлет, чăмлать, тăллать мана. Мĕн тери асаплă иккен çылăх тыткăнĕ!
Тахăш самантра Лили пуçтарăнма тытăнчĕ. Турра шĕкĕр, тинех хăпатăп путлăхран.
— Анне, эпĕ паян таврăнаймастăп, Наташăсем патĕнче çывăратăп, — терĕ хĕр ача.
Тинех, аранах сывлăш çавăрса ятăм эпĕ. Тамăк хуранĕнчен çăлăннă пекех. Анчах ку хăтăлниех мар-ха. Зина, çăткăн хĕрарăм Цербер пек хураллать-çке, унăн вăрăм аллисем алăка питĕрнĕ-питĕрмен каллех имшеркке ӳтĕме хыпалама, ачашлам пекки тума пуçларĕç, сĕлĕх тути тек çыпăçрĕ те çыпăçрĕ — анчах халĕ маншăн çакă тата ытларах ирсĕрле, йĕрĕнмелле, ютшăнуллă. Эпĕ ĕнтĕ хамăн арçынлăха çухатасран, çак юхха умĕнче вăйсăрлăха кăтартасран та хăрамарăм. О, лайăх пĕлетĕп-ха вĕсем хăйсене тиркенĕшĕн, кăмăлне хăварнăшăн нихçан та каçарас çуккине! Арçын ятне йăлтах ярас килмест манăн, анчах мĕн тăвас-ха? Чуна пусахласа каллех аташу, сĕрĕм ăшне путас-ши? Чыссăр, ытла та килпетсĕр-çке. Тата — Лили. Тасалăх, илем символĕ пек. Тен, чăнахах та, çак ятлă хĕрача тин çеç пӳлĕмрен тухса кайнăн, Çĕр питĕнчен пĕтĕм сăваплăхпа илемлĕх хăпса çухалнă? Пĕтĕм тĕнче çылăхра эппин? Эпир, айăплă чунсем, ĕмĕрех çак нишлĕ пурнăçра, çылăх лачакинче çăрăлăпăр, унтан тухас тесе тапаçланăпăр та, çаплах, халиччен пулман пекех çухалăпăр. Мĕнле ĕмĕр ылханĕ, хăрушă юнав çитсе çапрĕ пире? Мĕншĕн çапла хӳтлĕхсĕр-ши, хамăра хамăр упрама, этем ретлĕн пурăнма пĕлместпĕр-ши? Ма «эпир» тата? Мĕншĕн «эпĕ» мар? Анчах мана та çак çут тĕнче туса, хăйĕн пылчăкĕпе унаса янă-çке, эпĕ унăн сăнне, тĕсне илнĕ, йăли-йĕркине ăша хывнă.
Эпĕ юнашар хĕрарăмăн лĕнчешке кĕлеткине сиртĕм те тăрса тумлантăм. Туятăп: сăнать, çисе ярать мана, кĕтет тата, мур илесшĕ. Ăнсăртран, кĕтмен çĕртен тухса кайма аванах мар тесе çаврăнса пăхрăм та — ытла та мĕскĕн, салхуллă, ыйтуллă куç, анчах унта нимĕнле ачашлăх та, юрату хĕлхемĕ те çук, темле пушăлăх, айăплавлăх çеç: унăн сăн-питĕнчен ынатлăх, илĕртӳлĕх паллисем йăлтах çухалнă пек — ăна хĕрхенме кăна юрать пулĕ. Анчах мĕнех тăвайăп-ха эпĕ хĕрхенсе!
Лили! Çапла паллашрăм эпĕ санпалан, çук, хăвăнпа мар, санăн янăравлă сассупа, витĕнкĕç витĕр витерекен хăватупа, тĕнчене килнĕ сассупа.
Лили! Мĕн пулнă мана? Ма çаплах аса илетĕп сана? Тен, çав вăхăтран пуçласа хам йĕри-таврари пурнăçа урăхларах, тĕсесерех курма пуçламарăм-ши? Яланах куç умне сан çулхи хĕр пĕрчисем тухаççĕ, кашни — хăйне кура тĕнче, пĕлсе пĕтерейми вăрттăнлăх. Вĕсен малашĕ кăсăклантарать, çук, ахаль сăнав çеç мар ку — йăлтах чун ыратăвне, ĕсĕклĕвне куçрĕ çакă.
Лили! Эсĕ — пĕртен-пĕрре. Анчах сан урлă ыттисен шăпи, самана инкекĕ чукмар пек килсе çапрĕ мана, пĕтĕм ăс-тăна кисретсе, ăш-чике пăлхатса, çавăрса пăрахрĕ. Тап-тасан курăнатчĕç унччен тин çурăлнă чечек çеçкисем, халĕ асăрхатăп та, вĕсем çинче мĕн кăна çук-ши: асăрханса, сĕртĕни-сĕртĕнми вĕçекен вĕлле хурчĕсем те, çăмламас ураллă, хулăн саслă тĕкĕлтурасем те, вĕтĕ-вĕтĕ кăпшанкăсем те, сан сĕткенӳшĕн антăхакан шăнасем те; анчах вĕсем вĕçсе-шуса каяççĕ те, пĕр палăрăм вара яланхи — вут тĕслĕ лилин те хăмăр пăнчăсем пур иккен. Тĕлĕнмелле, тин куç уçăлчĕ, тин кура пуçларăм эпĕ çавсене. Акă ăçта иккен тĕнче тӳнтерĕ! Çутçанталăк хăй те икĕ ăслă, айăплă-им? О, ăçта вара чăн тасалăх, сăваплăх? Эпир мĕн шырани те, таçта талпăнни те тĕлсĕрлĕх, мĕскĕн аташу, ултавлă йăпану кăна-ши вара?
Ма чĕнместĕн, Лили? Çук, çак япаласене ху ăсупа ăнланмалăх та ӳссе çитĕнеймерĕн эсĕ. Тĕнчере мĕн пурри — йăлт сан çумăнта...
Хĕрарăма пĕр илентерсен, хайхи, хӳтерсе яраймастăн. Килеççĕ те килеççĕ пирĕн мастерскоя Зинăпа Клава. Виссари кăштах йăпанкаларĕ-ха Клавипе, манăн вара теприн патне нимĕнле туртăм та çук, Так, ахаль, сăра кӳпсе, сăмах вылятса яни çеç. Шалккă, чăннипех те хĕрхенетĕп эпĕ çакăн пек юххасене. Айăплас та килмест тата ытлашши — вĕсен те чунĕ пур. Тен, çав хĕлĕхсене кăшт сĕртĕнме кăна пĕлмелле, вара ачаш та черченкĕ чунĕ таврăнĕ.
Тулта — çаплипех çуркунне. Унăн хевтелĕхĕпе, ăшшипе, чĕрĕлĕхĕпе çак хĕрарăмсен аманнă чунĕсенче те темĕн йăшăлтатать вĕт-ха. Çапла, мĕнпурне ӳт йыхравĕ çине кăна йăвантарас килмест. Анчах мĕн тери пушăлăх, шухăшлав сӳнни, ăнтăлулăх çуклăхĕ вĕсенче! Куçсен алчăравĕ, антăхăвĕ çеç. Çавăнпа та, сĕм вăрман чăтлăхĕнчен çутă, пин тĕслĕ чечеклĕ, имлĕ-симлĕ шăршăллă уçланка талпăннă пекех, манăн çак самантсенче ытларах та ытларах Лилие курас килетчĕ. Вăл çеç маншăн çăлăнăç пекчĕ.
Анчах та мĕн тери ăссăр, айван эпир çак пурнăçра! Хамăн çылăхсенчен тасаласси пирки кăна шутламалла марччĕ манăн, чи малтанах урăххи çав тĕпсĕр шăтăка кĕрсе ӳкесрен сыхланмаллаччĕ. Эпĕ хама хам упрайăп, тепри вара, ытла та черченки, вăхăтра пырса тытмасан çылăх шырланне персе анатех. Мĕн вăл хăвна ху çĕнтерсе, ыттисенчен уйрăлса таçта çӳлте тапаçланни, чаплăх сăмсахĕнче паттăррăн каçăрăлса тăни, енчен те тепри таçта аялта, çутă ӳкмен, çывăх саса илтĕнмен йӳçлĕхре путма пуçласан?
Анчах та эпĕ ăна алă пама та, сăмахпа пулăшма та ĕлкĕреймен — пурнăç яланах манран умри горизонт пек тарса, маларах пынă...
Ĕмĕрхи саккун: эпир усал хыççăн çеç хăмсаратпăр, инкек хыççăн çеç çӳçе тăпăлтаратпăр. Тен, тата хĕрхевлĕ куççуль тумламĕ пăчăртанса тухĕ-и? Юнлă куççуль шăпăртатас вырăнне...
Улмуççине çуркунне пăхмасан кайран тухăçлă, таса та сывă çимĕç туса илессе ан та шутла. Тля текен вĕтĕ кăпшанкăсем çанталăк кăшт ăшăтсанах, йывăç папкисем уçă сывлăшпа туллин киленсе хĕрача кăкăрĕ пек чăмăртанса, кăрт-кăрт тапма пуçласанах вĕсен ăшне çав пыйтăсем кĕрсе вырнаçаççĕ иккен. Кайран эпир мĕншĕн пĕчĕкçĕ панулмисем хуртланса, пĕрĕнсе, хуралса палт та палт ӳкнинчен тĕлĕнетпĕр. Çапла, сăлтавĕ çиелтен курăнмалли мар. Ман Лили те çавах. Вăл çеç-и! Нумай чухне эпир Турă амăшĕ вырăнне хуракан, ун илемне пуççапакан, мăн кăмăллăхĕ умĕнче кĕлмĕçленекен ытарайми çеçке-пикесем айăплă, эпир вара çаплах, çаплах вĕсене савма пăрахаймастпăр — сăнарĕ те, кĕлетки те пирĕншĕн тап-таса пек. Эпĕ Лили çинчен нимех те пĕлмен тесен те тĕрĕс. Анчах ун вăрттăнлăхĕ кунсерен уçăлнăçем уçăлса пычĕ.
Пĕлместĕп, шанчăклă çын-и эпĕ е ман сăн-питĕм иккĕленӳллĕ, анчах çав общагăна вахтерсем темшĕн сывлăх сунсанах, кăштах сăмахласанах кĕртсе яратчĕç, теприсем хăш-пĕр чухне документ таврашĕ хăварма ыйтатчĕç. Эпĕ вара виççĕмĕш хута çунат шăтнăн вĕçсе хăпараттăм та, хирĕç тĕл пулакан хĕрсене асăрхамасăр, тӳрех коридор вĕçĕнчи, кухня çумĕнчи пӳлĕме вирхĕнеттĕм, унти тухатуллă, асамлă чечекпе тĕл пулма тĕмсĕлеттĕм. Нимĕнле ӳт йыхравĕ те çукчĕ манăн, темле каламалла, çакна сăваплă, пĕлĕтри юрату тесе хаклама та иккĕленетĕп, анчах чĕрене çавах темĕн пăчăртатчĕ те, çав вăхăтрах ачашшăн çупăрлатчĕ, канлĕх, сапăрлăх, ырăлăх кӳретчĕ. Çак аташуллă пурнăçра (кăмăла хытарас чухне!) чун çемçелни, теме шанни, кĕтни те мĕн тери паха!
Эпĕ ĕнтĕ хĕрарăм мăнастирне Зина çук чухне пыма тăрăшаттăм. Тепĕр тесен Клава та шăп кăна вăл ĕçре чухне калаçкаласа ларма чĕнетчĕ. Пĕррехинче çапла вăл пĕр-пĕр кĕнеке ыйтрĕ те, аптранипе вăтам ĕмĕрсенчи сексуалла япала — «Чаплă Зейнаб» ятлине тыттарса ятăм. Ку «произведени» пуçламăшĕ лесбиянкăсем çинченччĕ. Çав япалана вăхăтра тавăрса паманнипе хăйсем патне каçрăм. Клавăпа Лили иккĕшехчĕ. Тӳрех асăрхарăм: ват хĕр ăна та вулаттарнă ахăр çак намăс-симĕсе.
Лили шкула çӳремелли кĕпепехчĕ. Вунпиллĕкри хĕрачана тулса çитнĕ кăкăрĕсем шурă саппун çаккисене туртса татас пек кăнтарса тăраççĕ, хӳхĕм хура çӳçĕ хул пуççийĕ тăрăх сапаланса юхать, пысăк хура куçĕ пĕр вăтанса, пĕр шиксĕр ялкăшса çиçет, хĕм тăкать — çавăн чухне куç хăрпăкĕсем ман еннелле вилесле амантакан наркăмăшлă çĕмренсем пек вирхĕнеççĕ. Вăл мар, эпĕ унран хам вăтанаттăмччĕ...
«Дядя Гена» тесе чĕнетчĕ вăл мана. Урăхла мĕнле калатăр-ха ĕнтĕ? Тепĕр хут пĕлтеретĕп: тĕлĕнмелле, эпĕ Лилирен вăтанаттăм, куçĕнчен пăхма та именеттĕм тата хама усал шухăшлă чупкăн вырăнне хурасран та шикленеттĕм пулĕ. Манăн шалти туйăм ытла та вĕтĕ, эпĕ Лилие тивĕçсĕр пек. Илем асамĕнчен, ăрăмĕнчен, юрату вучĕ ăшне тĕппипех кĕрсе ӳкесрен чăннипех те хăранă эпĕ. Сахал çуннă-и çамрăк чухне? Пурăнăçра çапла яланах килсе тухать вĕт: килĕштернĕ пике сан енне çаврăнса та пăхмасть, вара юрату чăн-чăн асапа çаврăнать, унтан вара хăвăн вăйсăрлăхупа аманса хăвна ху курайми пулса çитетĕн. Манăн Лилипе аплах марччĕ-ха ĕнтĕ. Эпĕ хампа ун хушшинчи тĕпсĕр уçлăха ăнланнă, ăна кăштах йăмăк вырăнне хунă-и, тен. Çавах та, çавах та... Пĕрех тыткăнри, читлĕхри кайăк пекех тапаланаттăмччĕ-çке, хăпас тесен те уйрăлаймастăмччĕ, çаплах мана темĕн туртатчĕ кĕтесри пӳлĕме.
Тепринче тата кĕтĕм те вĕсем патне, Лилипе Клава каллех иккĕшехчĕ. Ват хĕр ĕçе çӳреме шутламасть те ахăр. Сĕтел çинче пĕр банка сăра. Мана та хăналарĕç. Сăра ярса ĕçтернĕ май Клава Лилие те курка тыттарчĕ. О, таса Турă амăшĕ, ĕçрĕ те ячĕ вăл çавна! Чарса та ĕлкĕреймерĕм пĕрех хут. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм: эппин, шкул ачи... вунпиллĕкрех сăра ĕçет! Тӳрех Клавăна хăтăрса тăкрăм:
— Мĕн хăтланатăн?
Нимĕн пулман пекех сарлака тути хĕррипе кăна кулса илчĕ хайхи:
— Ĕçесси килсен ĕçтĕрех. Вăл хĕрлĕ эрех те тутанса курнă. Ма чармалла?
Мана вĕри çитсе çапрĕ. Çак хĕрача умĕнче хама та айăплăн туйса илтĕм эпĕ. Ара, камран тĕслĕх илет-ха? Пурне те курса, илтсе тăрать вĕт. Паллах, хăйне çитĕннĕн кăтартас килет, ыттисенчен юласшăн мар. Чи аманчăк, хăрушă ӳсĕм.
Унтан Лили чӳрече анинчи проигрывателе пластинка хурса кĕрлеттерсе ячĕ те кăштах çаврăнкаласа, хуçкаланса илчĕ.
— Пăхăр-ха, дядя Гена, йăрăс-и манăн кĕлетке? — нимĕн вăтанмасăр ыйтрĕ вăл манран. Ку çеç-и? — Манăн тантăшăмсем сăн ӳкерттерме çӳреççĕ ĕнтĕ...
Эпĕ чутах палт çеç кайса ӳкеттĕм. Лăштăрр! çемçелчĕ ӳт-пӳ, чĕлхем çĕтрĕ, пуçа усса кравать хĕррине пусăрăнса лартăм — хам çавах Лилирен куçа илейместĕп. Нимĕн те калаймăн, ытла та шеп-çке сăн-пичĕ, кĕлетки. Çакă ташланă чухне тата илĕртӳллĕрех, чĕнӳллĕрех пек. Чăн та ĕнтĕ, ӳсĕмне кура пĕвĕпе тăсăлсах çитеймен-ха, пилĕкĕ те туллирех. Анчах шкул кĕпи витĕрех малашне (тен, халех!) каччăсене ăсран кăлармалли чăп-чăмăркка, тăпăлкка кĕлетке питĕ лайăх сисĕнет. Модăпа тумлантарсан мĕнлерех курăнĕ-ши тата? Çук, джинсы шăлавар кĕскерех те тулли урисене килĕшӳсĕртерех пуль. Пуринчен ытла мана мăшăр хура куç çунтарать, тăнран ярать. Çакăнта çутçанталăкăн ăнлантарса пĕтерейми саккунĕ пур: сарă арçынсене ялан тенĕ пекех хура хĕрсем кăмăлне каяççĕ. Ухмаха тухсах супатăп эпĕ Лилипе.
Анчах мĕне пĕлтерет-ха тантăшĕсем сăн ӳкерттерме çӳрени? Çук, ку ахаль сăн çаптарни кăна мар — теме систерсе, шахвăртсах каларĕ-çке. Эппин, вунпиллĕкри хĕрачасем — фотомодель? Паллах, çапла пулмасăр! Кайран кама кирлĕ вĕсем? Сахал курнă-и тĕрлĕрен çĕнĕ хаçат-журналта çаппа-çарамас хĕр кĕлеткисене, чылай чухне тӳртĕм пăхтармасăр, — ахăртнех, палласран пăраççĕ питне.
Манăн кăмăл шалтах хуçăлчĕ. Чĕрем мĕнле тапма чарăнмарĕ-ши? Лили сăмахĕсем уртарса ямарĕç, пачах кутăнла: йывăрланса килтĕм эпĕ, ăш-чик вăркать, тĕлкĕшет, кĕлленсе каяс пек. Пĕр сăмах та чĕнмерĕм — тăтăм та утрăм.
Мастерскойра каллех кĕрлев-сĕрлев. Виссари тусĕсем пухăннă.
Вĕсен хушшинче Лилирен кăшт аслăрах сарă хĕр те пурччĕ. Темшĕн мана çавă художник серепине лекессĕн, Виссари ăна вĕçертмессĕн туйăнчĕ. Анчах çак самантра хĕрачана çăлас, путлăхран хăтарас шухăш та сĕврĕлчĕ. Мĕнле лекнĕ вăл кунта? Тен, шăп кăна Лили калакан, ӳкерттерме çӳрекен йышши? Анчах ун вырăнĕнче Лили хăй те пулма пултарать вĕт-ха! Мĕнле тавçăрса илеймен эпĕ çакна малтанах? Ахаль персе ямарĕ вăл çав сăмахсене, Тур каçартăр та, çылăха кĕрсех çапла сăлтавлама та пулать-çке: эппин, Лили ахалех тантăшĕсем çине йăвантарать, хăй, хăй çӳрет вăл çамрăк фотографсем патне! Укçалла сутăнать, акă мĕн!
Манăн ӳт-пĕве вĕрилентерсе ячĕ, галстука хывса петĕм, тӳмесене вĕçертрĕм. Çук, мăйран мăка çĕçĕпе кассан та çак сарă вырăс хĕрĕ шурă эрех ĕçсе ларнине лăпкăн пăхма хал çитерейместĕп. Ку — ытлашши! Çитет мана тĕнчен пĕтĕм мăшкăлтăкĕпе çăвăнма, ясар пасарĕнче сăйланма. Тулли стакана çавăрса хутăм та хăпрăм хăнăхнă хупахран. Ĕнтĕ мĕн шăпа пӳрни тӳрре тухать: Виссари ку чиперккепе чăпăл тăватех...
Самаях ĕçсен те ирхине мухмăр-сухмăрпа аптăрамарăм. Ахăртнех, ăш вăркавĕпе шухăш пăтравĕ сирнĕ ăна. Çапла, ирхине темĕнччен çывăраймасăр асапланса выртрăм, хальхи хĕр упраç шăпишĕн хама та, ыттисене те вăрçса туллашрăм. Чĕрĕлӳ тапхăрĕнчи поэтсемпе художниксем пек сăваплă Тур амăшĕ таран çĕклес чухне, идеал тăвас чухне эпир, эпирех вĕсене тикĕтлĕ тĕк çинче йăвалантаратпăр, кайран тата мухтанатпăр, каппайланатпăр — кам миçе курнă, миçĕшне ватнă. Пурте тата, çитменнине, пуçламан, пăсăлма ĕлкĕреймен хĕре качча илесшĕн. Ăçтан тупăнччăр-ха ĕнтĕ вĕсем? Сăхă йĕкĕтсене пула кашни каç миçе хĕр куççульпе антăхса йĕмест-ши? Хырăм пăрахнипе миçе гени тĕнчене килеймесĕр çухалмасть-ши? Çук, нихçан та пуç тавра çавăрса шутламастпăр çакăн çинчен. Ăçта унта чĕптĕм айăпа хăвăн çине илме!
Эпĕ ĕçе пынă чухне Виссари çитейменччĕ-ха. Унăн мастерскойĕнче çуллă сăрăпа тума пуçланă ӳкерчĕк: ĕнерхи пике тĕкĕр умĕнче аллисемпе вăрăм çӳçне майласа ларать. Манăн ăна ирĕксĕрех Лилипе танлаштарас килчĕ. Кĕлеткисем пĕр пекех, анчах кунăн кăкăрĕ усăнчăкрах (Лили çӳллĕ те тулли кăкăрлине кĕпи витĕрех кураттăм эпĕ), пĕççисем çинçерех. Ытти енчен хӳхĕм ĕнтĕ. Виссари унăн сăнне ытлашши ӳкермен-ха, ахăртнех, тепĕр сеансра портретне туса пĕтерме шут тытнă. Хальхинче вара кăкăрне, роза чечекĕ тĕслĕ чĕччи пуçне уйрăмах тĕплĕн, чĕкеç йăви пек çыпăçуллă çавăрнă, пилĕкĕпе кăвапине те, Афродита тĕминчи «сăсар тĕкне» те вĕçленĕпе пĕрех.
Эрех ĕçнине пăхмасăрах хăвăрт, хавхаланса ĕçленĕ сăрă ăсти. Мĕнле çĕкленӳ кӳмĕ-ха ĕнтĕ çакăн йышши çепĕç çеçке! Алхасуллă каçшăн те кĕвĕçрĕм, те аскăнлăхĕшĕн ăшра вăрçрăм — иккĕшĕ те пулчĕ пулĕ. Паллах, вĕçертмен ĕнтĕ вăл ку вĕлтĕркке лĕпĕше. Хăех вĕçсе кĕнĕ те ĕнер каç. Умра çарамас чиперкке ларнă чухне ăна çупăрламасăр, антăхса чуп тумасăр, мĕн кирлине чĕркуçленсе, мĕскĕнленсе те пулин ыйтмасăр епле чăтса тăрăн-ха!
Аван мар та, çавах Виссарирен артаклă çĕр пирки ыйтасах терĕм:
— Çамрăккине тутантăн апла...
Вăл сăмах хушмарĕ, ирĕксĕртен çеç кулам пекки турĕ те куçне тартрĕ. Тӳрех ăнлантăм вара: тапăнса пăхнă ĕнтĕ, анчах ĕçĕ тухман пулас. Çавах та упа пек тĕреклĕ арçын аллинчен пĕчĕкçĕ кайăк хăтăлса тухассине те ĕненме хĕн. Каярах çеç Виссари тем мăкăртаткаласа, хăйĕнчен хăй вăтанса çапла пĕлтерчĕ:
— Вунсаккăрта вăл. Качча каясшăн, пĕрремĕш каçшăн упратăп терĕ.
Нивушлĕ чăннипех те шелленĕ вара ăна Виссари? Эй, пурнăç тамаши! Ун пекки те пулать-и? Шанманччĕ художника. Кур-ха, чăтнă, мĕскĕн. Суда-мĕне парасран хăранă-и е хĕрĕ кăшкăрма тапратнă-ха — кам пĕлет çав.
Çав кун унăн ĕç патне алли пымарĕ. Çара хĕр кĕлеткине киçтĕкĕпе унтан-кунта тĕккелсе те пăхрĕ — пăсать кăна. Натурăсăр йывăртарах ӳкерме. Лешĕ шăнкăравлама сăмах панă иккен, анчах миçе кун кĕтрĕ ăна Виссари — кĕтсе илеймерĕ. Чăннипех те кӳрентернĕ эппин çав каç.
Вара эпĕ художника пулăшма çук-ши тесе те шутласа пăхрăм. Картини, вĕçлесен, аван тухмалла пек, чăнне çырма çамрăк натурщица çукки кансĕрлет. Ара, енчен те Лили портретне ӳкерсен? Салтăнтармалла мар вĕт.
Тепре общежитие каçсан эпĕ чăнах та Лилипе канашласа пăхрăм. Пĕчченехчĕ вăл, тунсăхлăн, ытлашши сăмах хушмасăр ларатчĕ. Амăшĕпе Клава яла тухса вĕçтернĕ-мĕн, кăна вара укçа та парса хăварман. Лили вăтансах манран виç тенкĕ ыйтрĕ, амăшĕ тавăрса парать тесе шантарчĕ. Кур-ха, мăн кăмăллăхĕ пур тата. Анчах хĕрача художник мольберчĕ умне ларма килĕшмерĕ. «Эсир нумаййăн унта» — тесе каларĕ те хучĕ хайхи. Эппин, ăна лешсем пирĕн пата чĕнсен те каçма хушман. Ӳкĕтлеме, укçа сĕнме пулатчĕ-ха, паллах, анчах эпĕ хам та Виссарие кĕвĕçрĕм, темрен тем сиксе тухасран хăрарăм-и тен. Художник никам çук чухне ăна та хывăнма хушĕ те, вара... вара манăн Лилин таса ӳтне ют куç курать вĕт-ха, эпĕ пирĕшти вырăнне хунă пике кĕлетки материе, вилĕ ӳкерчĕке çаврăнĕ. Çук, ку кирлĕ мар! Хистемерĕм ăна ытлашши. Апла, кĕвĕç шĕкĕлле кăшлать иккен мана, çывăх туса та шанмастăп. Вăрах ларсан вахтерсем тем шутлĕç тесе каялла васкарăм. Сăмах, çын сăмаххи ан ӳктĕр тата Лили çине.
Хĕрарăмсен общежитине хуть хăçан каçсан та вĕсен çимелли-хыпкаламалли нимех те çуккинчен тĕлĕнеттĕм эпĕ. Холодильникне уçса пăхман, мĕн пурри ялан сĕтел çинчеччĕ. Таракансем те çавăнтах туй тăватчĕç. Анчах выçлăн-тутăлăн тенĕ пек çитĕнсен те Лили тăпăлкка, кĕре ӳтлĕччĕ. Ӳсĕмне пăхмасăрах темле асамлă туртăм, илĕртӳлĕх тапса тăратчĕ ун шалтан. Пуринчен те ытларах хура куç пăхăнтарăвĕ, асамлă вăйĕ, аçа-çиçĕмĕ. Ку каччăсене çунтаракан хĕр пулать тесех шутлаттăмччĕ ун пирки. Акă хама та ярса илчĕ куç пăван тухатăвĕ. Çапах та эпĕ хамăн вăрттăн туйăма ĕмĕрне те уçса памастăп тесех тĕв турăм. Эпĕ çав лутрарах пӳллĕ хĕрачапа ăнланма çук çипсемпе çыхланса ларнине, тĕппипех ăна парăннине тискерле япала вырăннех хураттăм. Ан тив, ӳсĕмне кура хĕр шутне кĕтĕр вăл — пĕрех эпĕ, пин çылăх ăшне путнăскер, ăна тивĕçсĕр. Çапах та пĕррехинче чăтса тăраймарăм.
Клава, Виссарипе янрашса ларнă вăхăтра, хăйсем патне чĕнчĕ мана. Хĕрĕнкĕччĕ эпĕ. Мухмăра кайнă тесен те тĕрĕс. Ахаль чух çак пит çăмартине темĕнпе çунтарнă, сарлакарах çăварлă, шывра ислентернĕ-сӳслентернĕ çăка хутши евĕр тĕссĕр те тирпейсĕр çӳçлĕ хĕрарăмпа урама тухас çукчĕ. Ахăртнех Клава эпĕ Лилие курсанах чĕмсĕрленнине, мана ăнланма çук пăлхану çатăрласа илнине хăйле ăнланнă, сиснĕ. Тен, çак таса туйăма ăмсаннă. Ахальтен вăл мана парăнĕччĕ. Теплерен эпĕ ăна вырăн ăшши сĕнсе пăхнăччĕ. Тахçан, пĕрремĕш каçах мастерскойра урăм-сурăм ашкăннă чухне, вăл темшĕн Виссарипе мар, манпа çывăхланасшăнччĕ, лешĕ ытла сĕмсĕрленнине кура, эпĕ пĕчек пӳлĕмре Зинăпа вырнаçнине пăхмасăрах: «Луччă Генăпа пулатăп», — тесе кăшкăрашнăччĕ. Халĕ акă хăй манран сивĕнсе, тарса пынă май таçталла тĕртет ман мĕскĕн чуна. Ăçталла пултăр — Лили патне. Эпĕ вара çакна та лайăх ăнланса илтĕм: йывăр кун-çуллă хĕрарăмсем темшĕн ыттисене те çапларах шăпа сунаççĕ, хăйсемпе пĕр шая лартасшăн тăрăшаççĕ. Анчах кăлăхах. Эпĕ Лилие, мĕнле ӳсĕр пулам, пĕрех ясарлăхпа антăхса ухмахлансан та тĕкĕнессĕм çук. Çав вăхăтрах, вăл çăткăн каччăсен аллине лекессе пĕле тăркач, шутсăр кĕвĕçеттĕм. Кĕвĕçӳ сăлтавне хам пĕрре те курман-ха, общежитире ун патĕнче никама та асăрхаман.
Клавăпа «Эгер» хыçне пăрăнса кĕтĕмĕр. Вахтăра пире чарса тăмарĕç. Эпĕ Лили килте çук тесе шутланăччĕ. Мĕншĕн шкула кайман вара вăл? Уроксене сиктернине кайран тата ытларах асăрхарăм эпĕ. Хальхинче акă пĕчченех музыка кĕрлеттерсе ларать. Клава кĕтесрен темле çутă шĕвек туртса кăларчĕ: метил спирчĕ! Ăна Зина заводран пайтах илсе тухнă иккен, иккĕшĕ темиçе хут та астивнĕ. Эпĕ денатурат ĕçсе курнă-ха, çынсем БФ-2 çилĕм, кантăк тасатмалли тата ытти тем те пĕр сыпнине те пĕлетĕп. Анчах хальхинче ку хăрушă япала иккенне тӳрех астуса илтĕм. Хĕрарăм мана тăсса панă çур стакана шăршласанах сăмсана темле йывăр, çивĕч касакан шăршă кӳ! çитсе çапрĕ.
— Çук, Клава, манран кăна ĕçесси пулмасть.
— Ан калаçса тăр. Эпир мĕн чул лакканă, сывах-иç, — хистерĕ вăл çаплах.
— Çук, çук. Атя, чуп луччă сăра лаççине, — тăсса патăм ăна тенкĕ ытларах вак укçа.
Лилипе иксĕмĕрех. Эпĕ унпа мĕн çинчен сăмах хускатмаллине те пĕлместĕп — пирĕн хушăмăрта пĕр ăру ӳсĕмĕ вĕт. Апла та капла, ун умĕнче хам хальхи çамрăксен пурнăçне чухласах кайманнине кăна кăтартăп.
Пӳлĕмре, уçă чӳречерен урама салхуллă кĕвĕ юхать. Лили мана пăхмасть, аллисене янахĕ айне хунă та, таçта аякка, ирĕклĕхе, çурхи сăнсемпе тата сассемпе тулнă çутçанталăк ытамне ăнтăлать. Хурăн çеçкисем шерепеленнĕ ĕнтĕ, çăка çулçисем сарăлаççĕ. Тулта имлĕ-симлĕ тутлă шăршă. Лили чунĕпе унта. Çавах та чĕмсĕр ларни аван мар.
— Лили, килĕшет-и сана çак кĕвĕ?
— Çук...
— Апла мĕншĕн ятăн ăна?
— Хам та пĕлмеп. Ахаль.
— Ма шкула каймарăн тата?
— Ним интересĕ те çук унта.
— Вăрçмаççĕ те-и?
— Ятлаччăрах. Маншăн мĕн? Пĕрех саккăр пĕтерни çинчен кашнинех хут парса кăлараççĕ халь.
— Дискотекăна çӳретĕн-и?
— Шăматкун — шкултине, вырсарникун... — сасартăк такăнчĕ Лили. Эпĕ тӳрех вăл аслăрах ушкăнрисен каçĕсене хутшăннине туйса илтĕм. Пытарать тата. Ма йăлтах уçса патăр ĕнтĕ мана? Кам эпĕ уншăн? Чĕре кӳтсе килчĕ, темле усал шухăш та явăнчĕ пуçра. Ну маях пулмасть эпĕ Виссарипе темле кооператив уçнă видеосалонра пулнăччĕ. Пĕлĕшсем чĕнсе кайнăччĕ çав хальхи «улаха». Ай тур, мĕн кăна тĕсесе пăхмарăмăр-ши? Çакăн йышши секса çак çула çитсе те тĕлленменччĕ. Енчен те Лили йăлтах курнă çавсене? Чăн-чăн сексуаллă террор пырать халĕ. Халăхран унччен пытарнă пĕтĕм мăшкăлтăка куç умне кăларса тăкрĕç, нимĕнле чару та çук. Кун пек саманара искусство айккинче тăтăр. Çамрăксен хутшăнăвĕсенче Лили усрав кайăк пек тăрса юлайĕ-и вара? Çук, паллах. Вăхăт тăвăлĕ унăнне те пĕр тĕкне хăвармĕ, акăш-макăш илемне çăткăн тискер кайăксем тустарса пайлĕç, юлашкинчен пылчăкра таптĕç. Çук, ахалех кĕвĕçӳ тесе каларăм. Кĕвĕç те кăшламасть пуль мана, Лилие сĕмсĕр услапсем хамран туртса илесрен çеç хăратăп пуль эпĕ.
— Лили, ăçтан укçа тупатăн вара дискотекăсене çӳреме?
Вăл ман енне çаврăнмасăрах хулпуççине сиктеркелесе илчĕ. Каллех тем пытарать. Пĕлетĕп-ха ăна Зина укçаран иртĕхтерменнине, йăлтах ĕçсе янине.
— Папа паркалать, — шăппăн хуравларĕ хĕрача.
Эппин, ашшĕ хушăран килкелет ахăр. Ун çинчен нимĕн те илтмен эпĕ, кирлĕ те мар, тепĕр тесен. Пĕлместĕп, хăшĕ айăплă çемье арканăвĕнче, анчах Лилие ашшĕн тĕрекĕ, çирĕп сăмахĕ çак ӳсĕмре мĕн тери кирлине сăмахсăрах ăнлантăм. Амăшĕнчен пĕрех тулкки çук.
Пӳлĕмре рок-музыка мар, йĕркеллĕ, килĕшӳллĕ, чуна çатăр çупарлакан, тунсăх варкăшĕ сапалакан кĕвĕ янăрать. Ахăртнех, амăшĕн хĕр чухнехи пластинки. Тем пулчĕ Лилие, тăчĕ те пычĕ ман ума, аллисене хулпуççи çине хучĕ:
— Дядя Гена, вĕрент-ха ташлама! — чĕнчĕ хайхи.
Шалт аптрарăм. Мĕн тăвăн? Ирĕксĕрех тăрса пилĕкĕнчен тытрăм. Лили ман янах таран кăна. Кăпăшка, хумлă-хумлă хура çӳçĕ эпĕ кăшт пĕшкĕннĕрен тутана сĕртĕнет, чăтма çук кăтăклать: куçĕ çаплах таçти вĕçсĕрлĕхе тинкернĕ, ман çине вĕçтермест вăл унăн вичкĕн те вĕри хĕлхемне. Ӳтре темле киленĕç, ачашлăх. Лилие йăтса илсе, хам çума пăчăртаса, вальс кĕвви майăн айăн-çийĕн çаврăнса çак тăвăр, çылăхлă пӳлĕмрен çутçанталăкăн ешĕл аркине тухса вирхĕнес, çук, уçă чӳречерен вĕçсе тухассăм килет, ăна хăрах урипе кĕрсе ӳкнĕ путлăхран хăтарас килет. Йăлт ăсран кăларать мана унăн хĕрӳ, чăтăмсăр кĕлетки. Ĕнтĕ вăл çул çитмен хĕрача та мар, мана çеç пӳрнĕ, маншăн çеç çитĕннĕ пике пек.
Нимĕнле ухмахла шухăш та çук, вараласшăн мар эп ун таса ятне — çĕр питĕнчен тӳпе таран çĕклес килет ăна. Ан тив, Лили ятлă çăлтăр çунтăр унта, никам та ан сăхланайтăр, никам та татса ан илейтĕр ăна. Хам та сисмерĕм, чăтăм çитмерĕ: Лили чăнах та темле асамлă, тĕлĕнтермĕш вăйăмпа урайĕнчен хăпрĕ, тути ирхи кĕрен чечек çеçкилле уçăлчĕ, куçĕ те темĕн кĕтет, тем кĕтет... Тӳсĕм ытлашши карăнтарнă ухă кантрилле татăлчĕ — пирĕн тутасем пĕрлешрĕç. Нимĕнле музыка та çук пӳлĕмре — ĕмĕрхи шăплăх. Тен, икĕ чĕре кăкăрсенчен сиксе тухасла тапни çеç, кăра юн кĕрлевĕ çеç халĕ тĕнчере. Нимле чун та юлман — сӳнми юрату кăна, икĕ кĕлеткене пĕрлештерекен савăш вучĕ кăна. «Мĕн хăтланатăн!? Çын-и, çын мар-и эсĕ? Намăссăр этем! Епле хăйрăн хăвăн хĕрӳпе пĕр çулхи хĕрачана чуп тума!» — темле сасă хулăн чан çапнăн сасартăк янраса кайрĕ пĕлĕтрен. Эпĕ поэтсем анчах тӳпепе калаçаççĕ тесе...
Çак сасса Лили те илтрĕ ахăр: вăл тӳрех пуçне хыçалалла ывăтрĕ, унăн йăм хура çӳçĕнчен пӳлĕмĕн кашни кĕтесне вут хĕлхемĕсем сирпĕнчĕç, куçĕнче аçа-çиçĕм ялтлатса вылярĕ. Анчах хĕрача аллисене манран вĕçертмерĕ, мĕнле чĕвен тăнă, çаплипех сулахай хул пуççинчен çатăр çыртса илчĕ. Ыратнине туймарăм, йьшăшмарăм эпĕ — пач урăхла: çак самант ытла та киленĕçлĕ, вăл вĕçсĕр тăсăлтăр тесе кăна шутласа ĕлкĕртĕм. Шап-шурă, тикĕс, вĕтĕ шăлсем ман ӳтĕме наркăмăш мар, сиплĕх, çăлăнăç, чĕрĕлӳ кӳрекен эмел ямарĕç-ши? Тен, ку — ĕмĕрлĕх сывпуллашу, манăçу палли е хире-хирĕçле туйăм палли, символĕ, юрату пичечĕ? Хуть те мĕн пултăр: халь маншăн ырату та çепĕçлĕх, ачашлăх. Çакăнтах тата ăнланса илтĕм: ку — Лили парни, тухату тăмхи. Эпĕ урăх никама та — уççăн та, вăрттăн та — юратаяс çук...
Мĕн тери асаплантăм эпĕ çакăн хыççăн! Хама хам айăпларăм, питлерĕм — мĕн усси? Кам айăплă çăмăлттайлăхшăн, çемçешке чуншăн? Каçару çук мана куншăн. Уйăх та, хĕвел те курмарĕ — пĕрех эп çылăхлă. Хăть питрен çутăлтарса ятăрччĕ Лили çавăн чухне, ĕсĕклесе йĕтĕрччĕ, амăшне каласа парассипе хăраттăрччĕ — тен, йăлтах манса кайма хал тупаттăмччĕ пулĕ. Капла яланлăх тухату тăмхи вĕçĕмех ун сăнне аса илтерсе тăрĕ, ăна куç умне чĕрĕ хальлĕн килтерĕ çаплах, çаплах вăл çунĕ ушкăн çăлтăр картинче, хăйĕн асамлă чунçунтармăш хĕмĕпе мана астарĕ: эпĕ вара, çăлăнăç тупаймасăр, ĕмĕрех çак тертлĕ те ултавлă пурнăçри мĕскĕн мĕлкесем хушшинче аташса çӳрĕп. Ун çӳллĕшне хăпарма тивĕçĕм çук маншăн.
Текех, текех çав общежитие ура ярса пусмастăп тенĕччĕ. Пурнăç хăйĕннех тăвать, унăн хăйĕн саккунĕсем.
Тӳпере — çуллахи хĕвел ялтăравĕ, урамра — хаваслă çынсен хĕвĕшĕвĕ. Çакăн пек кунсенче никам та телей пирки шутламасть — вăл ыйтмасăр-тумасăр кашнин чунне курăнми çипсемпе сăрхăнать, эпир хамăр кăна асăрхаймастпăр çакна. Телей — кашни тусан пĕрчинче, кăпшанкă пурнăçĕнче, чечек сывлăмĕнче, çулçă чĕтревĕнче. Нимĕн те вăхăт паллисĕр, сисĕмсĕр иртмест — пурте телей ытамĕнче. Анчах эпир ăна ăнланмастпăр, çут тĕнче тивлечĕпе савăнма пĕлместпĕр: пирĕн пуçра темле арăш-пирĕш, шăнăçусăр, çураçусăр шухăшсем — вĕсем раскал çутипе чĕрĕлмеççĕ, ытларах чухне çитмен пурнăç, тĕлсĕр-палсăр кунсем çуратаççĕ вĕсене. Маншăн ак ырату та телей. Ухмах пуль эпĕ, ăсран тайăлтăм пуль. Йĕркеллĕ çын пулсан ма каçмалла çурма тăлăх хĕрача патне? Мĕнле чăтса тăрайăн тата хăех пĕркенчĕкне сирсен, таса вырăнне сарсан? Çук, çук, юрату мар ку ман, шеллев çеç. Хĕрхенетĕп эпĕ Лилие, чăннипех те унăн кун-çулĕшĕн пăшăрханатăп. Тата выльăх-им эпĕ — амăшĕпе выляса йăпаннă хыççăн хĕрне мăшкăлламалла-им? Çаплах этем ĕренкинчен тухман-ха.
Кам арманта, кам вăрманта тенешкел, Зинăпа Клава иккĕшĕ ик еннелле тухса юхнă. Çавах яла кайкаласа килкелеççĕ-ха. Мĕн хăвалаççĕ вĕсем унта — мур пĕлет-и? Уссăр çил кăларса çӳреççĕ пуль. Пĕр вырăнта пусăрăнса ĕçлеме те, кунпа куна сыпăнтарса пурăнма та туса яман вĕсене çĕр çине. Çил хăвансем, тĕнче касакансем тесе ытларах арçынсене калаççĕ те, халĕ ĕнтĕ вĕсем çамрăк хĕрарăмсем хушшинче те туллиех.
Ытла та шухăшлă Лили куçĕ. Пĕртте ача куçĕ пек мар. Эпĕ вăл хăйĕн ӳсĕмĕнчен тахçанах тухнине ăнкарнăçемĕн ăнкаратăп, çитĕннĕ хĕр вырăннех хуратăп ăна. Вăл кăна ир ĕлкĕрет-и — вунпиллĕкре кăна мар, вунвиççĕрех аркă çинче йăтса килекенсем те пур. Хальхи вăхăтри Джульеттăсем. Анчах Шекспир пики çылăха кĕресси пирки шутламан та. Тата уншăн тĕнчере пĕртен-пĕр савнă çын пулнă. Вуланă-ши Лили «Ромеопа Джульеттăна?» Çук, паллах. Пӳлĕмре нихçан та илемлĕ литература тавраш пулман. Тен, ыттисен те çаплах. Мĕн тĕлĕнмелли вара хальхи çамрăксен пуç тӳпи шăтăккинчен, тавра курăмĕ ансăрринчен? Вĕсен идеалĕ эпир ӳссе çитĕннĕ чухнехисем, литература е кино геройĕсем мар, видик е телек кăна. Халĕ тата магнитофон е хăйсемле «маг» — вĕсен асамлă турри, идолĕсем — шăртлă-сухаллă, вараланчăк майкăллă, хăйăлти сасăллă юрăçсем. Икĕ ăру икĕ тĕнче. Вĕсен хушшинче — пач ăнланманлăх, ютшăну, хирĕçӳ.
Ытла та шухăшлă Лили куçĕ — ăссăр тесе калаймăн. Пурнăç ир шутлама вĕрентнĕ ăна. Амăшне куккук тесе калаймăн, анчах хальхи вăхăтра хĕрачана пĕр вĕçĕм пĕччен тăратса хăварни ишме пĕлмен йыт çурине шыва пăрахниех мар-ши? Пĕрех ишсе тухать, пурăнма вĕренет тет ĕнтĕ амăшĕ. Юрĕ, апат пĕçерме, кĕпе-йĕм çума хăнăхтăр — ку кирлĕ. Унпа пĕрлех çăмăл укçа тупассине, унăн шучĕ кунран кун ӳссе, хаклăланса пынине ăнланма та ир ĕлкĕрет хĕрача. Çакă вара нумайран нумай патне хĕтĕртет, пуçĕ те çак енĕпе кăна ĕçлеме тытăнать. Юлашкинчен черченкĕ ăс-тăнĕнче укçа çеç хуçа пулса тăрать, вара уншăн яш ӳт те, ытти те шел мар. Çак схемăна чи тĕрĕсси тесе ĕнентерместĕп эпĕ сире. Мĕн пытармалли: пирĕн çĕршыври вăрттăн миллионерсен хĕрĕсем те çав ушкăнсенех çакланаççĕ те. Вĕсене мĕн çитмен? Мул-и? Çук, кунта иртĕхӳ, ыттисенчен çак енĕпе те иртсе каяс тени. Ун пеккисене хăваласа çитейĕ-и вара Лили? Паллах, тумланас пирки сăмах та çук: амăшĕ темех туянса памасть ăна, ют çĕршыв «шмоткисем» парнелекенсем те тупăнайман пуль-ха — ахăртнех, «кашкăр çури» инçе сунарсене çӳреймест, хăйĕн ӳсĕмĕнчи е кăшт аслăрах ачасемпе кăна алхасать-и, тен. Кун пирки вара эпĕ иккĕленме пăрахнă ĕнтĕ.
Мĕн шутлать-ши Лили? Каçа, дискотека ахăрашăвне кĕтет-ши? Анчах халĕ вунă сехет кăна-ха.
Шкулта экзамен вăхăчĕ. Ун аллинче тетрадь-кĕнеке мар, пуç тури çеç — хушăран унпа çӳçне якаткалать. Çак хум юххи, вĕлкĕшĕвĕн варкăшĕ мана ăшшăн-ăшшăн çитсе çапать тейĕн — чĕре кӳтни те тӳрех иртсе каять, куç та çуталать пек вара. Лили каллех выçă. Эпĕ çакна сĕтел çинче çăкăр татки те юлманнинчен тӳрех асăрхарăм. Пуш кĕленче пама та ӳркенекен марччĕ — вĕсем те çук.
— Лили, эсĕ паян апатланнă-и? — урăх сăмах тупаймасăр каларăм та хутăм çапла.
Хĕрача пуçне пĕкрĕ, аванмарланчĕ: укçа ыйтма вăтанать ĕнтĕ, унччен илнĕ виç тенке амăшĕ тавăрса паманнине те пĕлет, ахăр. Анчах мĕн тумалла-ха? Магазина кайса килмелле-ши? Çук, капла вахтăрисем тем сӳпĕлтетĕç, хама Лилипе çыхланнă тесе шутласран чун çук. Ку шӳт мар вĕт: усал сăмах та тухĕ ăнсăртран, тата, енчен те Лилин камран та пулин хырăм юлсан, пĕр сăлтавсăрах мана айăпланă пулĕччĕç. Ун пек чухне луччă айккинче тăр. Çавăнпа та эпĕ гастронома пыма чĕнтĕм, урамра кĕтсе тăратăп терĕм. Капла комендант е вахтер иксĕмĕр пĕрле тухнине курмĕç.
Тăр кăнтăрлах общежитин улах кĕтесĕнче хĕре чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Тахçан, çамрăк чухнехи пекех. Эпĕ унпа урамра нихçан та юнашар тăман-утман. Çумăр умĕн çил йывăç-курăк тăррисене авса, хумхантарса иртет — манăн чунра та çапла пăлхану. Кур-ха Лилие, нимĕн те шутласа, хирĕçлесе тăмарĕ, ашшĕпе мар вĕт, ют арçынпа кăштах уçăлса кĕме те вăтанмасть. Е уншăн ик айкки те тăвайкки-ши? Тен, чăннипех те хăнăхнă арçынсене? Анчах ман çулхи, хĕрĕхе çывхаракан çынсене те сутăннă тесен, пуçран тукмакпа çапсан та ĕненес çук. Пĕтĕм этеме, çут тĕнчене ĕненме пăрахам — çакна ăспа виçсе хаклама çеç вăй-хал çитереймĕп эпĕ. Ку маншăн ытлашшипех, вĕлермелле амантниех.
Шухăшсемпе сĕмленсе тăнă май асăрхаман та: Лили çитнĕ тăнă ман ума. Эпĕ ăна яланах шкул тумĕпе курма хăнăхнă, çавăнпа та ку кĕтмен-туманлăхпа самант çухалса кайрăм: кăкăр умĕ кăшт çеç уçă, çӳхе, кĕрен кофтăпа вăл, чĕркуççирен самаях çӳллĕ (каллех «мини» модăна кĕрсе пырать), хура, пĕççине тăп тытакан тăвăр юбкăпа, уринче — ют çĕршывра кăларнă темле тапочки, эпĕ ăна мĕн ятлине те пĕлместĕп. Ахăртнех, амăшне заводра талонсемпе япаласем тухкалаççĕ. Мĕнле калас, Лили чиперех, паянхи сулхăн çанталăка кура чухах тумланнă. Кунĕ шăрăх тăрсан, паллах, пĕр-пĕр футболка тăхăнса яратчĕ-ха ĕнтĕ, вара мана тата ытларах вăтантаратчĕ урамра. Мĕншĕн тесен Лили кăкăрĕ ӳт-пĕвĕнчен хăвăртрах аталаннипе çакă питĕ палăрать, ăна аслăлатать. Тĕттĕм кофтăпа вара икĕ чăмăркка ытлашши хăпарса тăни сисĕнмест.
— Итле-ха, Лили, тен, аван мар сана манпа çумăн утма? — ыйтрăм эпĕ. — Тантăшусем е учительсем курĕç тата.
— Çук. Ма апла шутлатăр?
— Сана начар тăвас килмест манăн.
— Маншăн пĕрех. Мĕн, эпĕ парăмлă-им вĕсен умĕнче? Кам мĕн шутлас тет — шутлатăр.
— Апла юрĕ. Эп саншăн тăрăшатăп-çке. Хама илсен, çакăн пек пикепе юнашар утасси — пысăк телей, — хам сисмесĕрех персе ятăм эпĕ çапла.
Кам туртрĕ чĕлхерен? Сăмахĕ тахçанах унран çакăнса тăнă-ха ĕнтĕ, вĕçерĕнсе вĕçес самантне кăна кĕтнĕ. Тахçан Лили кĕлеткин хӳхĕмлĕхне хаклама ыйтнăччĕ, ун чухне шарламасăрах ирттернĕччĕ. Халĕ ав... Çапла, пĕчĕк комплимент калама та шикленеп ун умĕнче. Ку ӳсĕмре вĕсем хăйсене мухтасса кăна кĕтсе тăраççĕ вĕт. Ытла аманчăк чунсем.
— Пирĕн кафене кĕмелле мар-и? — ыйтрăм унран «Шупашкар» суту-илӳ центрĕ патне çывхарнă май.
Лили пуçне пăркаларĕ: ку ĕнтĕ уншăн пĕрех тенине пĕлтерчĕ пулĕ. Хамăн та апатлансан пăсмастчĕ-ха. Çав вăхăтрах тата унта вăрах ларма тивнине астурăм. Çук, луччă гастрономра юр-вар туянас та парса ярас, часрах хăпас. Лилипе мĕн чухлĕ ытларах пулатăп, çавăн чухлĕ ытларах такăнатăп эпĕ. Чĕлхе чăлханать, шиклĕх ӳсет. Çак япалан ăнлантарăвĕ пур: эпĕ çамрăкран ытла хитре хĕр упраçран аякра тăма хăнăхнă, яланах сăн-питри çитменлĕхсене асăрхаса, вĕсем маншăн маррине туйса илнĕ. Уйрăмах вырăс хĕрĕсене çураçман, чăвашсемпе çырлахнă. Лили амăш чĕлхипе калаçни те маншăн темле тĕлĕнтермĕш пекехчĕ.
Лавккара çын йышлах мар. Лили тимĕр карçинкка йăтнă, эпĕ — тавар суйлаканни. Сентресем çурма пушă. Юрать-ха хальтерех çеç сет илсе килнĕ те, ăна ик кĕленче, çавăн чухлех кефир, пĕр батон хутăм. Кăлпасси çукчĕ. Панулми тавраш аванччĕ те, урăх магазина утмалла. Касса умне пытăмăр. Манăн çирĕм пилĕк тенкĕлĕх пĕртен-пĕр укçа. Таваршăн тӳлесе ваклаттарнă май, сасартăк курах кайрăм: Лили хут укçа çине пач урăхла, çисе ярасла, ăнланмалла мар çăткăнлăхпа пăха парать! Кайран çакна лайăх ăнланса илтĕм вара: хĕрача йăлтах укçа чурине çаврăннă, çавна пула тĕпсĕр çыр умĕнче тăрать, эпĕ вăл пĕтессе кăна кĕтсе тăратăп пек. Анчах кам айăплă, кам пăсать хĕрачана? Çук ĕнтĕ, мĕн пустуй калаçни: Лили çеç-и, пурте укçана пуççапаççĕ халĕ, пурте ăна Турă вырăнне хураççĕ. Маншăн вара укçа фетишизмне пула тăвакан преступленисенчен, ирсĕр ĕçсенчен чи хăрушши — çул çитмен хĕрачасене астарса улталани. Пур-ши кунтан ытларах ирсĕрлĕх? Пур иккен! Эпĕ çавна ăспа ăнкарса илеймен, пĕлмен... Кун пирки хăй йĕркипе, каярах...
Лилипе общежити енне чĕмсĕррĕн утатпăр. Уйрăлмаллаччĕ халĕ манăн унран, анчах тем тытса тăрать, темле хăват ун хыççăн сĕнкĕлтеттерсе пыртарать мана. Йăлт пăтранатăп эпĕ, çĕр çинче хамăн вырăна тупайман, тем шыракан этем пекех. Мĕн патне ăнтăлатăп, талпăнатăп — хам та пĕлместĕп. Кашни утăм — тĕллевсĕр, уссăр.
— Лили, кĕместĕп эпĕ общежитие. Хăвах кай, — тыттартăм ăна çатăркка хутаçне. Вăл, пуçне пĕксе, темшĕн çăмăл пушмакĕн пуçĕпе сукмак хĕрринчи курăка лăпчăтрĕ, унтан кĕп-кĕске кĕпине тӳрлетем пекки туса аялалла турткаларĕ. Тем тăхтать, калас сăмахĕ пур-ши? Эппин, пĕрлех пыма сассăр чĕнет мана! Анчах мĕншĕн? Юрĕ, пӳлĕмне çитичченех ăсатса ярам эппин. Вара эпĕ хутаçне каллех алла тытрăм: капла шанчăклăрах, вахтер умĕнче те кĕме сăлтав пур пек. Вахтерĕсем хăнăхнă ĕнтĕ мана, мĕншĕн тесен эпĕ унта нихăçан та вăрах тытăнса тăман. Çавăнпа та хĕрача çумне хушмаççĕ мана. Çакă çеç кăшт лăплантарать.
Манăн хĕрача хăйĕн юратнă вырăнне — чӳрече умне ларчĕ те, батонне вĕттĕн çыртса, кĕленче анинчен сĕт сыпма пуçларĕ. Хушăран вăрăм куç хăрпăкĕсем çĕкленеççĕ те, сĕм вăрманти тĕпсĕр хура кӳлĕ евĕрлех туйăнса каять унăн куçĕ — эпĕ çавăнта путса вилесле тапаçланакан пĕччен çын. Çук, лăпкăн пăхма хал çитмест. Аптранипе сивĕ уйрана тĕппипех ĕçсе ятăм — ăшри вут пусăрăнтăр хуть. Ытлашши вăрах лармалла мар — каймалла. Урăхла ăнланĕ тата. Анчах кая юлтăм ĕнтĕ. Çак сăмахсене илтес пур, ма кĕтĕм-ши пĕрех хут кунта!?
— Дядя Гена, — çисе яман батонĕпе кĕленчине хучĕ те Лили, пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ. Шăтарасла пăхать хăй мана. Унтан сасартăк: — Вы для меня стары, — тесе вырăсла каларĕ те хучĕ.
Турăçăм! Мĕн сӳпĕлтетет вăл? Тĕрĕс, ватă, ватă эпĕ уншăн, анчах çур сăмахпа та вăлтса, теме систерсе нимĕн те шарламарăм вĕт-ха? Ма вара ман пирки аскăн çын пек ăнланать вăл? Лили чысне варлакан юрккăн этем пуличчен ун пушмакĕ айĕнчи курăк пулса выртам — таптатăрах мана кашни кун; чăтам, тӳсем, анчах тĕнчере вăл пуррине кăна самант та манам мар. Çапла вĕçĕмсĕр астутартăр пикеçĕм нишлĕ чунсем кĕвĕçмелĕх илемне, ăмсанмалăх чаплăхне, чĕвен тăрса çитейми çӳллĕшне.
Анчах мĕн тума апла систерчĕ-ха вăл: «Вы для меня стары...» Çук, ахальтен çăвар вылятса мар. Кăна ăнланма нумай ăс та кирлĕ мар: эппин, шутланă Лили ман çинчен, çылăхлă шухăшсем те явăннă пуль ун çамрăк, çирĕпленсех çитеймен пуçĕнче. Тĕксĕмленнĕçемĕн тĕксĕмлентĕм эпĕ, чĕрене чикен чикет, пыр пăвăнать, куççуль капланать. Йăлт арпашăнтăм, калас сăмахсем те таçта вĕçсе çӳреççĕ. Ма тата çапла хăюллăн, куçне ялтăртаттарса пăхать-ха пĕрех хут? Эпĕ ун пек пултараймастăп вĕт-ха. Ытла та вăйсăр, мĕскĕн эпĕ çак хĕрача умĕнче. Çакна туять вăл, ахăртнех, кушак шăшипе вылянă пек юри хăтланать. Мĕн ăнланмалли кунта: кĕтет вăл, эпĕ хăй умне ӳкессе, тархасласса кĕтет, вара унăн пĕтĕм хĕрӳлĕхĕ, чечен ӳчĕн ачашлăхĕ, пылакĕ манăн пулĕччĕ. Мĕнле çăткăнла, çисе ярасла пăхрĕ вăл магазинта укçа ваклаттарнине! Халĕ ак сĕн кăна юлашкине — вăл манăн та. Умрах, ик утăмрах Лили, ытла та çывăх, хама вут хыпса илесле çывăх. Асăрханса йăтса ил те çепĕççĕн чуп ту, вырăн çине хур. Тен, хăех хывăнма та хатĕр.
Мĕн чухлĕ асапланнă, кĕтнĕ эпĕ ун çулĕнче çакăн пек самантсене! Анчах ухмах та шухă вăхăтра хĕрача миçе çулти ниме те пĕлтермен, пачах кутăнла, çитĕнеспе эпир çамрăкран çамрăкраххине астивсе пăхасшăн, кайран мĕн сиксе тухасси пирки никам та пуç тавра çавăрса пăхмасть. Акă халĕ çав самантсенчен пĕри — пурнăçра ытла сахал тивекен ешĕл çимĕç. Хальлĕхе пиçсе те ĕлкĕреймен, сĕтекĕ те çителĕксĕр-ха, тен, пылакĕ те çукрах — çулла пĕр енчен хĕрелнĕ панулми пек Лили. Çапла, вăл хăйне арçын салтăнтарнă чухне киленĕçлĕрех иккенне, ясар туйăм вăйлансах пынине пĕлмест, паллах. Арçынсене илĕртмелли-астармалли меслетсене, çывăхлану тути-масине те чухламасть пулĕ-ха хĕрача. Уншăн пĕтĕм ĕç те выльăхла хăтланнинче кăна. Кунпа куна сыпăнтармалли, унтан иртĕхмешкĕн укçа «ĕçлесе» илмелли çара, млемлĕ сутлăх ӳт пур унăн — çакă пĕтĕм пуянлăхĕпе тĕллевĕ. Эпĕ пĕлместĕп, тен, ача юласран хăтăлмалли эмелсене — контрацептивсене — иленнĕ те пуль вăл. Анчах çак пурте маншăн халь ирсĕрлĕх, этем ретлĕхĕнчен тухни. Ĕлĕк хĕрсене калăмла качча илнине сивлетпĕр те, паян вара мĕн куратпăр? Сутлăх выльăха çавăртăмăр мар-и вĕсене?
Акă вăл умрах, ик утăмрах Лили — камшăн йăпанăç та, маншăн — ырату. Ĕнтĕ эпĕ мĕн тăвасса кĕтсе, ыйтуллăн пăхакан куçĕн тарăнăшне путнă, хĕрачан кăшт çеç уçăлнă хĕп-хĕрлĕ тути ирĕлсе тăракан çырла пек илĕртет мана, вăл хăвăрт-хăвăрт сывланине те илтетĕп, унтан та ытларах пăхăнтараканни, ăсран кăлараканни — уçă кофтăран курăнакан, пĕр хăпарса, пĕр анса тапакан, чăкăт пек шап-шурă, çӳллĕ, чăп-чăмăр икĕ кăкăр. Хăйне çутçанталăк шеллемесĕр панă парнене йăлтах сĕнет пек мана Лили. Пуçран тухма пĕлмен «Вы для меня стары» текен сăмахĕсем те ячĕшĕн, эпĕ хăюсăррине кура каланăскерсем кăна. Сахал илтнĕ-и «кирлĕ мар» тенине — çакă вара алăсене ирĕке яма пĕртте чарман. Анчах çук, çук! Пурте тарама! Лилие пӳрнепе тĕкĕниччен пĕр-пĕр юххапа кайса çывăрам, тулса çитнĕ вăрлăх хутаççине пушатам та хам çилпе вĕçсе каям.
Нивушлĕ пурăнан пурнăçра телей таткине тивĕçсĕр эпĕ? Хăш-пĕр чухне нимĕн те Идеал çинчен асаилтермест-ши пире, чĕре кĕтмест-ши, чун ыйтмасть-ши ăна? Унсăр пурнăç илемĕ те, хакĕ те çук-çке. Анчах, акă, ăна, çав Идеала тупрăм та, асаппа сурансăр пуçне урăх нимĕн те парнелеймерĕ, кӳмерĕ вăл мана.
Хăть тăрлавсăр, мемме арçын тесе шутлатăр ман пирки Лили, укçине шеллет, хыт кукар тетĕр пĕрех хут. Маншăн пĕрех. Эпĕ ăна çăлма кая юлнă, тавăрусăр панă пулăш укçа та хăтараймĕ ăна текех. Эпĕ кунта вăрах ларни те ман айванлăха кăна пĕлтерет: Лили çавах манран çутăрах, çӳллĕрех. Сĕт çиме чарăннăскер, вăл эпĕ çак пӳлĕмре ытлашши çын иккенне туйса илчĕ ахăр, амăшĕн кивĕ пластинкине ячĕ те тахçанхи юрă сăмахĕсем çитсе мана анравран, тĕлĕнӳрен тĕппи-пех вăратрĕç:
Все прошло, ты не моя,
На дорогу не гляди...
Çапла, Лили, эсĕ ман пата çывхарасса кĕтсе çул çине пăхакан çын мар эпĕ, сан сукмакунта пичетленнĕ уру йĕррисене чуп тăвакан кĕлмĕç кăна. Маншăн хама хам çĕнтерни, ӳт ырлăхне парăнтарни те хаклă, пысăк япала, ăса çав шая хăпартни те вышкайсăр çитĕнӳ. Çакă яланах çынлăха, эпĕ вуçех пĕтмĕше çаврăнманнине аса илтерчĕ. Пуринчен те ытла чун тасалăхĕ пирки шутлатăп эпĕ малашне. Ӳте çылăх ерни çын йăлтах çука юлнине пĕлтермест-ха.
Лили! Текех чăтас çук эп санăн тухатăвна! Ку вăл маншăн вилĕм. Тен, пурăнас кунсем пур-ха, вуçех çунса кайман-ха. Юратать тăк çын пурăнать, малаллах ăнтăлать.
Лили! Эпĕ сана хур тумарăм — ан айăпла. Санран мар таратăп эпĕ — çылăхран хăпатăп. Шăпа пĕрех пире пĕрле пулма пӳрмен. Уйрăлу çеç сиплев те чĕрĕлĕх. Эсĕ юл, эпĕ каятăп. Пĕри ытлашши, пĕрин малтан каймалла...
Лили! Сывă пул! Пин, çĕр пин хут та асăнăп сан ятна. Эпĕ кăна-и? Пĕлместĕп. «Нумайăшĕ асăнĕç ман ята». Кам каланă кăна? Эсĕ-и? Çук. Ку — Сăвап кĕнекинчен. Эсĕ хăваламастăн — хамах каятăп. Яланлăхах. Анчах та сан ятна, Тӳпе янă чăн сăмах пек, çаплах упрĕ, пăшăлтатĕ ман тута.
Чылайччен çухалса çӳрерĕм эпĕ. Ку саманан уççи-хуппи те, пурнăç йĕркеленессин палли те çук. Çавах Çĕр çине килнисем ĕмĕрне тăсмалла. Иртнĕ кунăн çути çук. Хамăнне илсен те, утса тухнă çулăм пуш-пушă пек. Çавах чĕрем темĕн кĕтет, ыйтать, тилмĕрет. Мĕн? — ăна татса калаймастăп. Пĕрех тем çитменнипе ăш вăркать, тулашать. Хамăн шухăшсене те хуçа пулма пăрахнă вăхăтра туйăмсем те кĕтӳçсĕр выльăх пек сапаланчăк, хĕрӳсĕр. Эп кăна çапла-ши?
Иртнĕ кунăн çути çук тетпĕр те, ăна пăхмасăрах ĕнерхи хальхинчен лайăхрах, пуянрах, хитререх пек мар-и? Тен, çавна пулах аса илӳ çӳпçинче хăш-пĕр чухне тем çухатнине, паян кун çитменнине шыратăн, теме шанса шĕкĕлчетĕн, суйлатăн — мĕн те пулин юлнах ĕнтĕ унта, унсăр мар. Манăн та.
Ăçта çитсен те Лили ятне пуçран кăларса пăрахаймарăм эпĕ. Вунпиллĕкри хĕрача сăнарĕ таçта инçетре, хĕвел тухса сывлăма типĕтсен те çĕрлехи вăрттăнлăха асилтерсе тăракан тулли уйăхăн сивĕ çути пек сăрхăнать-ха ман пата. Ĕнтĕ ырату та иртнĕ. Пулнă-и юрату, е çакна ĕнтрĕк кунсенчи çăлăнăç пайăрки, сасăпа калайман сăмах, куççульсĕр хӳхлев темелле-и, — хам та пĕлместĕп, çӳлти Тӳре те пĕлмест. Телейсĕр юрату тăк, амантса, хуçса хăвармаллаччĕ-çке. Апла тееймĕн. Пачах урăхла, Лилипе паллашнă хыççăн уралантăм эпĕ, хама каллех çын шутне кĕртрĕм. Тен, ытларах, кăмăлăма çирĕплетрĕ вăл, туйăмсене çĕклерĕ, малаллахи пăтравлă кунсене те шутлавлăн, тĕллевлĕн пăха пуçларăм.
Таврăну уйрăлуран çăмăлрах. Çулталăка яхăн кӳршĕ республикăри, тĕп хулари пĕр институтра ĕçлерĕм эпĕ. Çĕнĕ пурнăç йĕрки, паллашусем, тус-йыш... Тĕрĕссипе, вĕсенчен уйрăлма та хĕнччĕ. Анчах кашни чуншăн çуралса ӳснĕ кĕтесĕ хаклă-çке. Каялла киличчен пуçа чылай ватрăм эпĕ: унти туссене улталанă пек мар-ши капла, кандидат ятне илчĕ те тухса тарчĕ тесе шутламĕç-ши ĕнтĕ — çакă та сехĕрлентерчĕ мана. Вĕсем ăнланмаллах: наци культурине çĕклес ĕçрех ман вырăнăм, хальхи хушăра çакă — тивĕçĕм те. Тата шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ тенĕн, хăравçăлла таçти хăяматра пытанса пурăнни кĕвĕç чунсемшĕн хĕпĕртӳ çеç. Унсăр пуçне çитĕннĕ хĕрĕм, мăшăрăм пур. Çук, элек-мелекпех авăнни, хуçăлни килĕшӳсĕр. Таврăнтăм.
Нимĕнле улшăну та курмарăм эпĕ тăван хулара. Кашниех унччен хăйĕн рак хуранĕнче мĕнле пурăннă, шăраннă — халĕ те çаплах. Ютшăну, пĕр-пĕринчен писни таçта та сисĕнет. Пур-ха ĕнтĕ хăш-пĕр ушкăнсем, анчах унти çынсене эгоистла, карьеристла шухăш-тĕллев кăна пĕрлештерет пулĕ. Халĕ тата влаçшăн кĕрешесси модăра. Кăна вара пĕччен тăваймăн. Çук, мана нимĕнле пысăк пукан та, чап та илĕртмест. Пĕрле пурăнса уйрăм вилесси те сехĕрлентермест — çутçанталăк саккунĕсене хирĕç пыраймăн. Кашкăрсемпе пурăнсан кашкăрла улан. Кашни этем — темле арăш-пирĕш, вĕçĕ-хĕррисĕр пурнăçăн, организмăн пĕр пĕчĕкçĕ татăкĕ çеç, вăл ниепле те унтан уйрăлса каяймасть. Эпĕ те çавăнта чикеленетĕп.
Лилие текех курас çук тесех шутланăччĕ эпĕ. Урама, уйрăмах каçăн-çĕрĕн, ытлашши тухса çӳреме те хăрушă халĕ. Çитменнине вăл ман хваттертен пач урăх çĕрте, Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче пурăнать. Халиччен сăрă-писевпе чечен питне варласа йăлтах улшăнма та ĕлкĕрчĕ пулĕ ĕнтĕ, тата хальхи хĕр упраçăн çӳçĕ паян шурă та, ыран хура. Анчах тупа ту тĕл пулмасть, çынпа çын тĕл пулать теççĕ. Хулара та тепĕр чухне вуншар çул хушши курман пĕлĕшпе е ачалăхри туспа çапăнса иртетĕн. Лилие тепре курасси те ăнсăртран сиксе тухрĕ. Анчах ку чылай вăхăт иртсен кăна-ха.
Малтанах эпĕ çамрăксен хаçатĕнче темле Лили çырнă заметкăна вуларăм. Çавăн пек страница пур иккен унта, çул çитмен ачасен. Уйрăмах çав ӳсĕмри хĕрупраç çырса тăрать. Мĕн кăна çук-ши! Хăш-пĕр япаласене амăшне те, тантăшне те пĕлтермеççĕ пулĕ, хаçатра вара вăтанса тăмаççĕ — адресне асăнмаççĕ-çке-ха унта.
Эпĕ заметкăри кашни сăмаха астумастăп, паллах, тепĕр тесен, пурте кирлĕ те мар. Акă çапларахчĕ вăл: «Пурте хĕрачасене хăйсене айăплаççĕ: кĕсре кĕçенмесен ăйăр пымасть имĕш. Асту-тăр! Пĕлетĕр-и, мĕншĕн панель çине кайрăм эпĕ? Йăлтах атте текен йĕксĕк, аннепе уйрăлнăскер, айăплă. Эпĕ ир ĕлкĕрекен хĕрача пулнă, манăн кăкăр вуниккĕрех чăмăртанчĕ, çавăн чухнех «хăна килчĕ». Атте уйрăлсан та анне патне килкелетчĕ, эпĕ час-часах тантăшсем патĕнче çĕр каçаттăм. Пĕррехинче, анне каçхи сменăра чухне, яланхи пекех ӳсĕр çитсе выртрĕ вăл. Анне таврăнмарĕ. Çав çĕре асаилме чăтма çук йывăр мана — ирсĕр те нĕрсĕр япала çинчен каласа пама çут тĕнчере сăмах та çитес çук. Пурте ытла та хăрушă. Кăшкăрасшăнччĕ — вĕлерессипе хăратрĕ, аннене пĕлтеретĕп терĕм — иксĕре те тĕп тăватăп тет. Кайран... Кайран вăл шăп кăна анне çук чухне çӳреме тытăнчĕ те. Йăпататчĕ мана, укçа паратчĕ. Унтан тумтир тавраш та парнелерĕ кăштах. Эпĕ ним ыррине те туйман, мĕншĕн уйăх варри пĕтнине те пĕлмен. Юрать-ха йăлтах анне тантăшĕ «çутта кăларчĕ» мана: хĕллехи каникулта яла хăнана илсе каятăп тесе паллакан врач урлă больницăна вырнаçтарчĕ. Эпĕ çакăн хыççăн мĕнпур арçынна курайми пулса çитрĕм. Эппин, калăр-ха: кам айăплă? «Кĕсре кĕçеннĕ-и?» Халĕ эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ — манăн нихçан та ача пулас çук. Эппин ма шеллемелле çамрăк ӳтĕме?» Тата ытти йĕркесем те пурччĕ çырура — мĕнпурне астумастăп.
Хаçатри çак сăмахсем мана шалтах тĕлĕнтерсе ячĕç. Таçта-таçта ашшĕ тăван хĕрне мăшкăлланине илтнĕ-ха, анчах чăвашсем хутпшинче те унашкал тискерлĕх тĕл пулассине тĕлленмен те. Этеплĕх йĕркинчен, çынлăхран тухса, чăн-чăн тискер кайăкла хăтланасси этем мĕнле халăхран тухнинчен мар, мĕнле йышра хутшăнса пурăннинчен килет-çке. Анчах мĕнле Лили-ши ку? Те чăвашах вара, те эп пĕлекенниех? Çавах та, хуть те кам пултăр — пĕрех аманнă, хуçăлнă чун, трагеди.
Тен, Лилие курас шутпах унччен ĕçленĕ çĕре те пырса çаврăнтăм. Виссари яланлăхах Германие тухса кайнăччĕ ĕнтĕ. Ăна асăнмалăх мастерскойра ӳкерсе пĕтермен çара хĕр кĕлетки çеç çакăнса тăратчĕ. Çакăнта темле паллă, символла пĕлтерĕш куртăм эпĕ: эпир илеме асăрхатпăр кăна-мĕн, ăна вĕçне çитиччен ӳсме, чечекленме памастпăр. Çавăн пекех пирĕн çителĕксĕр общество та шайлашусăр, пиçсе çитмен темелле-и ăна.
Клим Петрович сантехникпа сăмахланă май калаçу еккипе Зинăпа Клавăна та аса илтĕмĕр. Çук, кĕрсе çӳремеççĕ вĕсем халь кунта, ытти çĕрте йăва тупнă пулĕ. Çавах та чăтса тăраймарăм, Лили пирки те ыйтрăм. Тахçан ăна амăшĕпе пĕрле урамра пынă чухне кăтартнăччĕ. Ĕлĕкхи тусăм темшĕн сăмаха айккинелле пăрасшăнччĕ, эпĕ çине тăнипе çеç сасартăк шăппăн каларĕ те хучĕ:
— Улми йывăççинчен аякка ӳкмест...
Мĕнле-ха капла? Эпĕ ăна Лили çинчен нимех те шарламанччĕ вĕт-ха? Ниушлĕ Виссари патне иленнĕ? Çук иккен. Çакна пĕлтĕм вара эпĕ. Лилисен пӳлĕмĕ виççĕмĕш хутра, коридор вĕçĕнче. Вăт, шăп кăна вĕсен чӳречи сантехниксем пăхса тăракан тепĕр общежити енне тухатчĕ. Тата чӳречепе юнашарах саппас алăк, тăхăр хут таранах хăпаракан пушар пусми пур. Клим Петрович çав тимĕр пусма тăрăх шалпар шăлаварлă ăçтиçуксем йăраланнине те, карман кантăк çутинче асар-писер хуçкаланса ташлакан мĕлкесене те вĕçĕмех асăрханă-мĕн. Вара эпĕ йăлтах ăнлантăм...
Текех чăтса тăма хал çитмерĕ, Лилисем патне каçса пăхмах шутларăм. Те астурĕ мана вахтер, те хăнăхнă йăлапа — чеен, куçне хĕссе, теме пĕлтернĕн кулса илчĕ çеç: хăнăхнă эппин вăл хĕрача патне такамсем йăркканине. Мана та çав шута кĕртрĕ пуль ĕнтĕ. Шел, Лили килте çукчĕ. Курнăçсан та мĕн калаçаттăмччĕ-ши унпалан? Хăлхасăррисен диалогĕ çеç кĕтетчĕ пире.
Çук, çавах та Лили шăпи кăсăклантарма пăрахмарĕ мана. Эпĕ кайран та темиçе хутчен пырса çапăнтăм çав общежитие, анчах пĕртте хама пăлхантарса, çулăма пăрса янă хĕр тĕлне пулмарăм. Зина килте тесен вара тӳрех пăрăнса утаттăм. Пуринчен ытла мана çамрăксен хаçатĕнчи заметка тулаштарчĕ. Мĕнле Лили çырнă-ши? Манăн хура чĕкеçĕмех-ши е урăххи? Ку — сайра тĕл пулакан ят, тата хыçалти «и»... манăн çав тери курса калаçас килетчĕ унпа. Тен, путаканшăн улăм çӳппи пек, ниме те пĕлтерместчĕ пулĕ канашăм. Анчах хам хура чăтлăхран тухса уçăлса пынăçемĕн манăн ăна та пĕрле чĕнес, пурнăç анлăхĕнче, çил юххинче пĕрле чӳхенсе тасалас килет. Кирлĕ ĕнтĕ ăна салху та йывăр самантра ăшă сăмах, ырă сăмах, чун уççи. Амăшĕнчен кĕтсе илеймĕ, ашшĕ калас çук. Тата халь, çитĕннĕçемĕн, ашшĕ текен йĕксĕке хирĕç тăма та хал çитерет-тĕр. Ахальтен çырса яман ĕнтĕ хаçата, халиччен хăраса пурăннăскер.
Лилипе кĕтмен çĕртен сиксе тухнă историн вĕçленме те вăхăт. Сунарта, мулкача хăваланă чухне, пĕр саккун пур: кайăка ирхине ăçтан хӳтĕрсе кăларатăн, вăл, хир тăрăх чупса çаврăнса, каллех çав вырăна таврăнать. Эпĕ хамăн тамăк çаврăмне турăм — Шупашкара манаймарăм. Лили те асрах. Иксĕмĕрĕн сукмаксем тепĕр хут хĕресленĕç текен ĕмĕтпе те ниепле те сывпуллашаймастăп. Шăпа тинĕсĕнче арканнă карапăн турпасĕсене тĕл пулма ай-хай йывăр. Анчах, диалектика саккунне пăхăнсан, пурнăçра ăнсăрт та пур.
Малтанах эпĕ Клавăна урамра пырса тăрăнтăм. Васкаканскер, тӳрех паллаймарăм та хайхине — питĕ улшăннă вăл: çи-пуçĕ тирпейлĕ, çӳçне парикмахерскинче йĕркене кĕртнĕ, тинкеререх пăх та — куçĕ кăн-кăвак, уçă, сылтăм пит çăмартинчи çĕвĕ те палăрсах каймасть, ахăртнех, писевпе меллĕн хупланă. Клава çулран та çамрăкланнă пек. Çук ĕнтĕ, пакăç кăвакал чеппинчен селĕм акăш пулнă тесе шантармастăп сире. Çавах та самаях чиперленнĕ хĕр. Сăлтавĕ — качча каять иккен. Хăйĕн телейне тупрĕ-ши вара? Эпĕ пулас упăшки çинчен те ыйткаласа пĕлтĕм. Вăл унпа лешĕ тĕрмере ларнă чухне çыру çӳретнĕ-мĕн, халĕ ак (Турă пӳрни темелле-ши?) срукĕ тухнă та, Шупашкара килнĕ. Каччи тахăш енчисемччĕ — астумастăп.
Час-часах çакна асăрханă эпĕ: хăш-пĕр хĕрарăм арçынсемпе асса пурăннă хыççăн сасартăк йăли-йĕркине пăрахать те вуçех улшăнать, чипер çын тĕлнех пулать. Тĕрмере те пурте хĕрсене мăшкăллакансем, çын вĕлерекенсем, вăрă-хурахсем кăна лармаççĕ. Тата çакă та пур: ар пурнăçĕн майне-шывне, тути-масине аван чухлакан хĕрарăмшăн çĕнĕ çемье çавăрма, уйрăмах рехет мĕнне пĕлмен, пĕрремĕш хут пылак çимĕçе астивсе пăхакан çамрăк пуçне минретме чылай çăмăлрах. Мĕн тетĕр? Майлашăнса каяççĕ çапла. Кайран сивĕ шывпа сапса та уйăраймăн. Паллах, çын сăмахĕ тивмесен. Тата, çитменнине, ун пек хĕрарăм кайран унчченхи савнисене те курмăш пуласшăн, упăшкине улталасси пирки ан та шутла. Акă Клава та тӳрех йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Ăнланатăп ĕнтĕ: паллакансенчен хăрать.
— Итле-ха, Клава, сан луччă Шупашкартан урăх çĕре куçмалла.
— Ăçта каян-ха ĕнтĕ? Упăшка пуласси хăй те ют хуларан. Куç ӳкесрен, сăмах тухасран хăрасси-тăвасси çук теттĕм те.
— Темле, шанса пĕтер çынсене...
— Тĕрĕсех калан эс, Гена. Тен, пĕр-пĕр аякри совхоза, Улатăр-Пăрачкав енне, вĕçтермелле. Хаçатсенче çыраççĕ, ĕçлекен çын çитмест унта. Çурт-хуралти те хатĕрриех.
— Чăнах та, лайăх вариант ку, — килĕшрĕм эпĕ. — Ĕçрен хăрас çук-ха эсĕ. Тен, Зина валли те «вăкăр» тупса парăн. Кунта тахçан хваттер илесси пур-ха.
Эпĕ калаçăва Зина çине пăрсан Клава сасартăк улшăнчĕ: халь анчах йăлкăшса тăракан пит-куçĕ сӳнчĕ, тĕксĕмленчĕ. Вара, калаçу вăраха тăсăласса сиссе, Клавăпа ерипен Лакрей вăрманĕ еннелле утрăмăр, пушă сак тупса вырнаçрăмăр. Эпĕ сигарет кăларса тивертрĕм.
Йăлтах тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ вара мана Клава. Чи малтанах: Зина сарăмсăр вилнĕ-мĕн. Ĕçĕ акă еплерех. Пĕррехинче Клави мана та метил спирчĕ ĕçтерме тăнăччĕ. Вăт, çавăн пек шĕвек трактор заводĕнче, Зина тĕрмешекен участокра, пичкипех ларнă-мĕн. Час-часах сыпнă вĕсем ăна. Нумаях пулмасть çĕрлехи сменăра мастерĕпе нихçан курмасла кӳпсе тултарнă та, йăпаннă-алхаснă хушăрах иккĕшĕ те кăннă. Вĕсене мĕнле çарамас тупнă, çаплипех морга илсе кайнă, унтанах — пытарма. Мастерĕн арăмĕ упăшкин тупăкне килне те кĕрттермен, хăйне пытарма та кайман имĕш. Хăйсене вара пурте йĕркеллĕ, пĕр çăвартан пурăнакан çемье тесе шутланă тет. Лăпкă шывра шуйттансем нумай тесе ахаль каламаççĕ çав.
Зинине илсен... Çук, шеллемерĕм эпĕ ăна. Кĕрт йытти, çаплах ăса кĕмерĕ вăл, çитĕннĕ хĕрĕ пур çинче çаплах çĕрĕн-кунĕн хӳрине пĕлтĕртеттерсе çӳрерĕ те. Йытта йытă вилĕмĕ тесе те калаймăн тата — вăл та чун...
Сисет ĕнтĕ Клава эпĕ Лили пирки ыйтассине, пăха-пăха та илет ман енне, таçта васканăн, тăрса ман умра вĕткеленсе те илет. Анчах вырăнтан хускалмастăп, тепĕр сигарет чĕртетĕп. Хĕрарăм аранах лăпланчĕ, каллех юнашар ларчĕ.
— Пĕлетĕп ĕнтĕ эс мĕн ыйтасса. Кала-ха, Гена, юратнă вĕт эс ăна?
— Кирлĕ мара ан калаç-ха, Клава. Хамăн хĕр пек вăл маншăн, шеллеттĕм ăна. Йăлт пăсăлса каясран хăраттăм.
— Пăсăлсан тӳрлетме машина мар вĕт. Кая юлнă эс ун чухнех. Çук, ан тун: куçунтан пăхсах паллă — халĕ те саватăн. Мана, ват çерçие, улталаймăн. Ахальтен чупрăн-и? Пурте пĕр эсир, арçынсем. Эпĕ юри тухса каяттăм.
— Эппин, кала-ха, ма çыхлантарасшăнччĕ эс мана Лилипе?
Клава шăпăртах. Эпĕ ĕнтĕркенĕ йывăçсем çинчен унăн хулпуççине ярăнса анакан çулçăсене иле-иле пăрахрăм, кăштах çӳçĕнчен ачашлам пекки турăм.
— Чылай япалана хăвах туйнă пуль-ха эсĕ. Акă мĕн: тавăрасшăнччĕ эпĕ Зинăна, çавă çеç. Вăл уйăрттарчĕ мана пĕрремĕш упăшкапа. Зинăна, тантăш тесе пурăннăскере, хăйне тытрăм унпа. Чăтса тăраймарăм çав мăшкăла — уйрăлтăм. Кайран чупрĕ-ха ман пата — яхăнне те ямарăм. Пĕрре вăрăпа лекнĕ çын каллех вăрра каять вăл.
— Епле-ха ара çавăн хыççăн та йыт хӳри вĕçне çакланнă куршанак пек Зинăран шит юлмасĕр çӳрерĕн? Тепри пулсан питĕнчен сурать те тухса каять.
— Хам та çапла шутлаттăмччĕ те çав. Комбинатран ĕçрен тухрăм эпĕ, общежитирен те хӳтерсе кăларчĕç. Ĕçме вĕрентĕм. Ăçта каймалла? Хайхи Зина юлташа йыхăрчĕ — пӳлĕмĕнче вырăн пур.
Чăннипех те тĕлĕнмелле тепĕр чух çак хĕрарăмсенчен. Вĕсен тĕнчине ĕмĕр пурăнса та ăнланса пĕтереимĕн. Эпĕ Клавăна сăнасарах пăхрăм: хĕрсех калаçнă май пит çăмартинчи çĕвĕ те кĕренленнĕ, ăна тахçан çиппе çĕленĕ йĕрсем те шупкан палăрарах параççĕ. Манăн унăн суранĕ çинчен те ыйтса пĕлес килетчĕ, анчах тăхтарăм — тен, хăех персе ярĕ. Тата ирĕксĕрех сусăрланнă чунне кăштах ăнсăртран пырса тивертрĕм те, тӳрех ытлашши тĕпчени майлах та мар пек. Ахаль те чĕри сурать пуль. Тӳррипе, эпĕ Клава пирки çил хăван, пĕтнĕ хĕрарăм тесех шутланăччĕ. Çук иккен. Хевти те, телей патне ăнтăлас мехелĕ те сӳнсех пĕтмен-ха, эппин, чăнахах та пурнăçĕ тӳрленсе, сыпăнса кайĕ çапла. Апла, телей сунасси кăна юлать ăна. Çавах та Лили пуçран тухмасть. Кĕрхи çулçă пек вĕçсе таçта та çитĕ вăл, пылчăк ăшне таптĕç ăна ирсĕрсем.
— Мĕнле шутлатăн, Клава, общежитире пурăнма ирĕк парĕç-ши Лилие?
— Кăларса яраймаççĕ ăна — вунулттă тултарнă. Мана ак хăй кĕртми пулчĕ пӳлĕмне. Пĕчченех хуçаланать.
Эпĕ Лили еплерех «хуçаланни» çинчен илтнĕччĕ ĕнтĕ. Çавах мĕнпурне ĕненме те хĕн. Халĕ хĕрачана амăшĕн пенсийĕ тухать, ашшĕнчен — алимент. Укçа çителĕклĕ çеç-и, ытлашшипех пулмалла пек. Ниушлĕ вара çул хĕрринчи хуçăлнă турат пек пурте лăскаççĕ ăна? Ăсĕ çирĕпленсе çитмен çав, тата пĕтĕм пурнăç илемне те, артаклăхне те ӳт киленĕçĕнче кăна курать-ши? Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ĕçме вĕренсен хĕрарăм тек пăрахаймасть. Тен, ар ырлăхне хăнăхсан та çаплах? Апла тесен, вуланă-ха эпĕ: вĕсем йăпанун пĕтĕм сĕтекне-антăхăвне вăтăра çитеспе кăна питĕ çывăххăн, вилсе каясла туйма пуçлаççĕ. Лилин ахаль хăнăху, пĕччен юласран шиклĕх кăна пуль. Тата ун çулĕнче камăн хăйне юраттарас килмĕ? Хитре хĕрсем пурте çапларах.
— Клава, темле шалти сисĕм пур манăн. Лили пиркиех-ха, — эпĕ хаçатра вуланине асăнмарăм, пĕлмĕше петĕм. — Епле вара çаплах çамрăкла аскăн çул çине тăнă-ха вăл? Эпĕ ун патне ытахальтен чупман вĕт — йăпатас, пулăшас шухăш çеçчĕ манăн.
— Вĕреннĕ çынсем темшĕн пурте тăрлавсăр эсир, Гена. Мĕн, хальхи вăхăтра сăмахпа пурнăçа улăштарайăн-и? Ашшĕн чĕн чăпăркки кирлĕ пулнă та ăна, лешĕ ав урăххине ирĕке янă... — сасартăк чĕлхине çыртрĕ хĕрарăм.
— Юрĕ, пуçланă-пуçланă каласа пĕтер. Пĕлетĕп эпĕ, — шăппăн сăмах хушрăм ăна.
— Эх, Гена, ашшĕ этемле пурăнсан Зина та ухмахла вилĕмпе пĕтместчĕ. Тата хĕрĕ... Ашшĕ пусмăрланă ăна, çавă иртĕхсе пурăннă малтан. Мĕнле доказать туса айăплăн халĕ тинех? Садис, çвер, çаплах такамсене мăшкăлласа çӳрет-ши-ха? Тахçанах тĕрмере çĕрмеллескер, сатана. Мана та тапăнса пăхрĕ те, пĕрех пуш кĕленчепе патăм çамкинчен. Çук, ырапа вĕçлеймест вăл пурнăçне. Вĕренĕн мĕн чул явăнсан та вĕçе пур.
Эпĕ сигарет тĕпне асфальт çинче тем шыраса тĕркĕшекен çерçисем енне ывăтрăм. Вĕсем хăранипе айккинелле сиккелесе кайрĕç те хăйсене апат пачĕç тесе шутларĕç, ахăртнех: ăмăртмалла пăрăлтатса пычĕç «кучченеç» патне. Малтан çитни ăна пĕр-икĕ хутчен сăхса пăхрĕ те сăмсине пĕçертсе илчĕ пулмалла — васкасах лутра чăрăш айне тарчĕ. Ыттисем вара кăварлă апата астивсе пăхмарĕç те. Ăнланаççĕ кайăксем хăйсене улталанине. Этем кăна тепĕр чухне пĕрре ĕнтсе илнĕ пӳрнине каллех çав вырăна чикет. Суккăр, сисĕмсĕр, ăнкарусăр темелле-ши? Е сĕмсĕрлĕх хуçаланать унпа?
Клава чăнлăха пĕлтернĕ хыççăн маншăн çут тĕнче хуралса килнĕнех туйăнчĕ. Те каçа сулăннă çанталăк ăмăрланчĕ, те кĕрхи хĕвел хевти сасартăк чакрĕ — ăна кура ӳт-пĕве шалтан сивĕ çӳçентерчĕ, пĕр хушă чĕрем вĕри юна хăвалама чарăннă пекех. Çакăн пек пурнăçа курма, унпа килĕшсе тăма çуралнă-ши эпĕ? Анчах ăна никам та, нихçан та килсе улăштарса параймĕ. Хамăр çапла йăнăш йĕркелетпĕр ăна — хамăрăнах тӳрлетмелле. Эппин, манăн та айăпăм пур, манăн çылăхсем те хушăнаççĕ çак йĕркесĕр, шайлашуран тухса ӳппĕн-теппĕн çаврăнса ӳкнĕ пурнăçра.
Эпĕ шарламастăп. Клава та ури айĕнчи ӳкнĕ çулçăсене айккинелле тĕрткелесе ларать — унăн хăйĕн хуйхи-суйхи. Тен, вăл çак лачакаран йăраланса тухса ырă-сывă ачапча çитĕнтерĕ, унăн та иртнĕ кун-çулне апла-капла суйласа пăхмалăх пур. Унăн та Лили умĕнче манăнни пекех айккинчен пырса тивекен айăпĕ çителĕклех.
— Юрĕ, Клава, чылай калаçрăмăр. Васкаттăнччĕ, чăрмантартăм ĕнтĕ сана, — ура çине тăмасăрах сăмах хушрăм эпĕ.
— Темех мар. Ман упăшка пуласси электроаппаратурнăйĕнчен, второй площаткăран ĕçрен тухмалла, унччен магазинсене кĕркелесе ĕлкĕрмеллеччĕ, юрĕ-çке. Ыран пирĕн пата атте-аннепе паллашма каясшăн, ĕçми-çими кирлĕ вĕт. Тата чун çук: тем сиксе ан тухтăрах ялта. Халăх çăварĕ хапха.
— Сур çын сăмахĕ çине. Манса кай иртнине. Кам çылăхсăр халь? Ĕмĕрĕ çаплалла. Хăçан та пулсан тĕл пулăпăр-ха, теплерен, ăнсăртран кĕмсĕрт тенешкел. Юрĕ, чипер пурăн, телей тĕлне пул, Клава.
— Ху та чипер çӳре, Гена. Лайăх çын эс çавах та.
Çапларах уйрăлтăмăр иксĕмĕр. Клавăна эпĕ унтанпа, чăнах та, курман. Ман сăмаха итлесе таçта аякра вырнаçрĕ-и ĕнтĕ, те Шупашкартах, ытлашши тухса çӳреймест кăна.
Халĕ ĕнтĕ манăн Лилипе курнăçас шухăш пуçра та çук. Мĕне кирлĕ? Сурана тăвар сапни кăна пулĕ ку. Ĕнтĕ хăй ăсĕпе пурăнма та вăхăт. Çакăн пек синкер, ăншăрт курнă хыççăн та куçĕ уçăлмасан мĕнпе пулăшма пултарăп-ха эпĕ? Çул çитнĕ хĕр вĕт халĕ, ăна интерната-мĕне яма та çук. Пурте усăсăр.
Эпĕ психоанализ меслечĕпе паллашман, Фрейда, ыттисене те вуласа ĕлкĕрейменччĕ-ха. Анчах ма чăваш «улми йывăççинчен аякка ӳкмест» тесе калать-ха? Ырра, ĕçчен çынран пархатарлă ача çураласса пĕлтерет-ши тата çакă? Апла тăк, вăрăран — вăрă, юххаран — юхха, путсĕртен хура юнлă çын пулмалла пек. Çаплах-ши вара? Чăннипех те пирĕн генсенче атте-аннен сăнĕ кăна мар, шухăш-кăмăлĕ те, пытарăнчăк, тĕксĕм, усал вăйĕсем те упранаççĕ-ши? Лилие илсен, чăннипех те унра амăшĕн çамрăк чухнехи çиçкĕн илемĕн паллисем те, ăс юлхавлăхĕ те (ашшĕне курман эпĕ), асар-писер тăвăлу, аскăн хăвачĕ те çителĕклех.
Эпир пĕтĕм инкек-синкек сăлтавне çитмен пурнăç çине йăвантаратпăр. Тĕрĕсси те пур ĕнтĕ кунта. Миçе çемье пурăнать-ши Шупашкарта çамрăксен общежитийĕсенче? Вĕсемпе пĕрлех — ачи-пăчи. Вĕсем, паллах, ачалăхăн çутă кунĕсене сахал кураççĕ, ытларах чухне — яш-кĕрĕм хушшинчи тӳнтерле пулăмсене, çав шутра хăйсене курма юраманнине те, хальхи хаçат-журналпа, телевизорпа вара — ытлашшине те. Халĕ ĕмĕртен пытарни, витĕнкĕç айĕнчи те çиеле тухрĕ. Ăс-тăнĕ çирепленсе çитмесĕрех çитĕнет хальхи ăру. Эпир те, аслисем, парас вырăнне ытларах хамăр илесшĕн. Шутласан, эпĕ Лили сăн-сăпатне, кĕлеткине ытарни те сăхланнипе пĕрех, эп çылăха кĕнин семĕ те ун çине ӳкет. Эпĕ çепĕç çеçкере яланхи Илем, сӳнми Идеал курни, шырани каллех хам енне туртни çеç! Манăн, хамăн ыттисемшĕн çак Ĕмĕт çути пулмалла — акă мĕн! Эпĕ кăна-и? Пурте çакăн пирки, чун Илемĕ пирки манатпăр.
Ула-чăла кунсен ылмашăвĕнче, ним çуклăхĕнче иртет пуранан пурнăç. Мĕнле хаклĕç-ши çак саманана темиçе теçетке çултан историксем? Авалхине ĕмĕрсемпе виçетпĕр, ĕмĕрĕсене — темиçе личность мĕн тунипе, мĕн хăварнипе. Анчах эпĕ мĕн çырни, çак сăмахсем, ман ыратăвăмпа тилмĕрӳ — тинĕс тĕпĕнче выртакан рак хуранĕн никам илтмен юрри çеç. Çӳлте вара хумсем шавлаççĕ, кĕрлеççĕ, пĕр-пĕрин çине хăпарса, пĕр-пĕрне путарса малалла ахăрса чупаççĕ. Рак хуранне кăна пырса тивмест çак кисретӳ. Тахçанах такам «Илем тĕнчене хăтарать» тесе каланă вĕт. Унтанпа ĕмĕр иртрĕ, темиçе революци юнпа пĕвенчĕ, халĕ тата секс революцийĕ те пур иккен. Нимĕнле революцие те этемлĕхшăн тумаççĕ, вĕсенчен кашниех çак икĕ ăнлавпа чăнлăха таптать кăна. Илем яланах айккинче...
Манăн Лили асра та çук ĕнтĕ. Мĕн чĕрене ыраттарни? Кама кирлĕ тата çакă? Кашни çын кăштах та пулин хăйĕн çылăхне ăнланса илни те лайăх пек туйăнатчĕ мана. Мĕнпур çын çылăхне вара пĕрех никам та хăй çине илеймест.
Пĕррехинче, Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчен вунпиллĕкмĕш троллейбуспа пынă чухне шартах сикрĕм: салонра икĕ пĕр пекрех, пукане пек хитре хĕр, иккĕшĕ те норка калпакпа, çавăн йышши çухаллă пальтопа. Чăн та, серилле кăларакан пуканесем тейĕн. Анчах... пĕри, ун хура куçĕнчен ялкăшса сирпĕнекен, шартаракан вут-кăвар каллех чунри асамлă хĕлĕхсене вăратрĕ, çиçĕм пĕлĕте çурнăн касса иртрĕ. Лили!
Тем хаваслăн калаçаççĕ, калăн, вĕсемсĕр пуçне урăх никам та çук, — вĕсем — тĕнче тытакансем, арçынсене хĕç-пăшалсăр çĕнтерекен, пăхăнтаракан амаçынсем. Вĕсен умĕнче уйăх та, хĕвел те тĕксĕмленĕ. Чăнах та Лили-ши вара ку? Çавах, тем тесен те çавах! Самаях çитĕннĕ, улшăннă, тата ытларах хӳхĕмленнĕ. Пĕвĕ те тăсăлнă, çаврака пичĕ кăшт тăрăхланнă, куçĕ таса та тарăн, тути ним айăпсăр, никам сĕртĕнмен пекех. Ах, мĕн тери ултавлă сăваплăх унăн сăнĕнче! Хуть те мĕнле арçын та ӳксе пуççапĕ. Эпĕ вара вăтаннипе, унăн вăрттăнлăхне пĕлнипе пуçа усрăм. Вăл халĕ чăвашла та калаçас çук, мана та паллас çук. Мĕнле хăйнă эпĕ тахçан ăна савма? Çак Илем умĕнче тата ытларах мĕскĕннĕн, пĕчĕккĕн туйса илтĕм вара хама хам.
Хĕрсем агрегат завочĕ патĕнче варринчи алăкран тухрĕç, эпĕ — хыçалтинчен. Намăс мана вĕсен çăмăл уттине сăнама, хыççăн пăхма, анчах киле çавăнтан, пĕр çулпа анмалла. Иккĕшĕ те çаплах никама уямасăр ярăнаççĕ анаталла.
Çанталăк çемçе. Вĕлтĕркке юр пĕрчисем ташласа-юрласа тротуар çине çăмăллăн анса лараççĕ. Савăк кун, йĕри-тавра канăçлăх, сапăрлăх. Манăн чĕрере çеç хӳхлев. Икĕ пике шухăшсăр, алран алла çавтăнса, утса мар, вĕçсе пыраççĕ тейĕн. Эпĕ вĕсем «Октябрь» кинотеатра каяççĕ тесе. Çук иккен — ун хыçĕпе ют çĕршыв çыннисем пурăнакан хăна çуртнелле пăрăнчĕç...
Манăн çул ăçталла выртать-ши? Пĕлместĕп. Темиçе курупка хуш-шинче хамăн çурта, подъезда тупаймастăп. Маншăн çакă çеç паллă: пикесен сукмакĕ маншăн мар, эпĕ мар вĕсен куллине илтекен, ачашлăхне туякан, ӳчĕпе киленекен. Мĕн пур вара манăн? Калас сăмахăм çеç. Вăл та таçта чĕрем тĕпĕнче, çук, тинĕс тĕпĕнче, никам курман, пĕлмен çĕрте.
Теплерен тата, ирех ĕçе васканă май, «Раççей» хăна çуртĕнчи парикмахерскине çиччĕрех, уçнă çĕрех персе çитрĕм. Унтан тухрăм та, темшĕн хĕпĕртенĕн, çăмăллăн сигарет чĕртрĕм, пĕр кана тăтăм. Акă ман умранах çăмăлттай чиперкке хаклă йышши кĕрĕк тӳмисене çаклатмасăрах васкаса иртрĕ те кĕтсех ларакан «Волга» ăшне вĕлт чăмрĕ — лешĕ тӳрех вырăнтан тапранчĕ.
Саксем патĕнче виçĕ кĕрнеклĕ, йăлт «фирма» тумланнă çамрăк. Часах шалтан тата темиçе хĕр курăнчĕ, чавка кĕтĕвĕ пек янкăлтатса çав ушкăна хутшăнчĕ. Темĕн калаçаççĕ, вăрттăн пайлаççĕ. Юнашарах — чикĕ леш енче кăларнă машинăсем. Кусем васкамаççĕ. Вĕсен ĕçĕ çавă. Вĕренĕве те, завода та каймалла мар. Кусем — хальхи пурнăç хуçисем, пурте çавсен аллинче. Малтанхи институт таврашне вĕçтерчĕ пулĕ. Çакна сăнаса тăнипе аванмарланса часрах чарăну вырăнне вĕçтертĕм. Вĕсен хушшинче Лили çукки çеç кăштах лăплантарчĕ мана. Унăн урăх зона.
Эпир вара ăçта? Вĕсемшĕн эпир çук. Çаплах — çук. Таçти сулăнчăкра, çăрăлчăкра, хамăрăн ĕç-пуç, шухăшсен, инкексен пăтравĕнче.
Лили! Ĕненес килмест манăн: эсĕ марччĕ пуль троллейбус çинчи хӳхĕм пике? Маннă, пуçран кăларса пăрахнă эпĕ сана тахçанах. Ура айĕнчи курăк пек пĕрре таптаса иртрĕн эсĕ мана, ма вара çаплах чĕрем урлă тепре каçасса кĕтетĕп эпĕ? Пурте кăлăхах!
Лили! Çук, пулман эсĕ манăн пурнăçра! Пурте — тĕлĕк, сĕмленӳ, ăсран тайăлни. Чăннипе, тен, пулнă та, анчах эсĕ мар. Эсĕ — асаилӳ, тахçан, çамрăклăхра çунса иртнĕ пĕрремĕш юрату, пĕрремĕш кĕтрет çути, манăçми асам. Вăл та сан пекех тулсах çитмен пӳ-силлĕччĕ, уйăх пек çавра питлĕччĕ, хура хăмăр куçлăччĕ. Эсĕ те чăваш хĕрĕ, вăл та. Анчах вăл вăрăм хура çивĕтлĕччĕ, эпĕ çав çӳçĕн пĕр пĕрчине те сĕртĕнме хăяйман — пĕрех çав сăнар асра. Ман шухăш-туйăм ирхи сывлăм пек тасаччĕ. Эсĕ — иккĕмĕш курăну. Анчах таса ĕмĕтсен путаркăчĕ, виле шывĕ, вут туррисенчен пĕри — ясар Вучĕ. Çав Вут вирт ярса ман чĕрене кĕллентереймерĕ.
Лили! Эс пулмасан та асăнăп эпĕ сан ятна. Ман чухăн пахчана илем кӳреççĕ сан ятлă чечексем. Анчах çав йăмăх хĕрлĕ лилисен çеçкисем çинче те хура хăмăр пăнчăсем пур. Эпĕ ĕмĕтсемпе пăнчăсăр чечек, айăпсăр, таса пикене курасшăн, тупасшăн пултăм пулĕ. Шăтăксăр шăрçа та çук.
Лилисем илемĕпе вăрах савăнтармаççĕ, çапах та кашни çуркунне тепĕр хут чĕрĕлеççĕ. Эсĕ те хушăран кил ман ума. Мухамет пророк çапла каланă: «Эпĕ хĕрарăмсене, кĕлле тата тутлă шăрша юратнă. Анчах ман чуна кĕлĕ çеç канăç кӳрĕ». Çапла, пур-и, çук-и эсĕ халĕ — эпĕ вĕçĕмсĕр саншăн кĕлтăвăп. Унсăр пуçне манăн урăх нимĕн те çук. Çак çĕр çинче те çӳреместĕн пулĕ эсĕ, санăн сăнару çеç, çылăхлă кĕлеткӳнтен уйрăлса, таçта ман йĕри-тавра вĕçсе çӳрет. Çĕр, пин хут асăнăп эпĕ сан ятна, мĕншĕн тесен тĕнчере сăмах çеç айăпсăр, хӳтлĕхсĕр, тӳрĕ, таса, сăваплă — ЛИЛИ.