Шăпа


Кашни шăпа хăйне кура,

Кашнин хăйне манерлĕ кăмăл:

Пĕри — йăваш калаçура,

Теприн — хăтланкаларăш çăмăл.

 

Пĕри, чапа тухас тесе,

Эхер-мехер меслет шырать;

Тепри салхуллă кĕтессе

Сума суса сăвă çырать.

 

Пĕри çак пурнăç çине

Ытам-ытам телей тиесшĕн;

Тепри сисмест çын хуйхине, —

Вăл тутлăрах çиесшĕн.

 

Пĕри пит чаплăн тумланса

Пур çынсене тĕлĕнтересшĕн.

Тепри, килне-çуртне манса

Чунне сутать черкке эрехшĕн.

 

Пĕлместĕп эп шăпам çинчен.

Ăраскала виçсе пăхман эп.

Анчах мана та çут тĕнче

Пайтах авкалама хăтланчĕ.

 

Мана та пурнăç хумĕсем

Пайтах тыта-тыта туларĕç.

Çапах, хам çирĕпленнĕçем

Мана хуçма пултараймарĕç.

 

Пайтах хумсен хаяр вăйне

Ман çамрăклăх ăнланаймарĕ,

Çапах та пурăнăç çулне

Эп ниçталла пăркаламарăм.

 

Эп хапсăнман нимле мула.

Ансат телейшĕн эп çунмастăп!

Таса чуна та кăмăла

Нихçан пĕр никама сутмастăп.

 

Эп парăнмастăп ултава,

Элек хӳри айне пулмастăп,

Эп ăмсанмастăп мухтава, —

Мухтавсăрах чĕрем ман аслă!

 

Мухтавсăрах ман чĕререн

Вĕри хумсем тапса тăраççĕ.

Чĕрем çуратнă кĕвĕре

Чи çепĕç сасăсем янраççĕ.

 

Çампа мана кирлех те мар

Ансат телейлĕх те, мухтав та.

Ман пурнăçăм — сӳнми кăвар, —

Çынна ман ĕçĕм савăнтартăр!

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: