Пĕр-пĕччен улмуççи
(Вăрçăран таврăнайман кукаçие асăнса)
Канмалли куна тăван яла çула тухрăм. Юлашки вăхăтра час-часах пулма тӳр килмест-çке, çавăнпа та питĕ тунсăхласа çитетĕп юратнă аннесĕр, темле курăнман вăйпа туртакан кил ăшшисĕр. Хуларан тăтăш çӳреме те халĕ ĕлĕкхи мар. Çуралнă кил умне çитсе тăрсан алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăнине куртăм. Иккĕленсе пĕр самант тăнă хыççăн кӳршĕри Елюк аппаран килтисем ăçта кайнине пĕлес тесе пĕр-икĕ утăм турăм. Вăл мана чӳречинчен курнă пулас, хирĕç утса та килет. «Ĕнер каçхине кукаму вилнĕ, аçупа аннӳ унта кайрĕç», — терĕ вăл сывлăх суннă хыççăн. Ăна кил-çурта пăхкалама, выльăхсене апат пама хушса хăварнă иккен. Эпĕ вара аякри çултан килнĕ пулин те килте нумай тытăнса тăмарăм, кӳршĕ яла çуранах тухса утрăм.
Тĕрĕссипе кукамайăн йăмăкĕ вăл Таçук аппа. Тăван кукамая эпĕ кăштах çеç тĕлĕкри пек астăватăп. Вăл йывăр чирлесе вилнĕ чухне эпĕ 4 çулхи хĕрача çеç пулнă. Ватă кăна хĕрарăм пуçран шăлса ачашланине тĕлĕкри пек куç умне кăларса тăратма тăрăшатăп. Çавăнпа та мĕн астăвассах эпĕ Таçук аппана кукамай тесе чĕнеттĕм. Аннен хĕреснамăшĕ пулнипе те аннепе атте пире пĕчĕкренех ăна кукамай тесе чĕнме хăнăхтарнă. Кӳршĕ яла хăнана кайсан кукамай пире пĕремĕкпе-канфетпа, мăйăрпа хăналатчĕ. Пĕчĕк чухне мĕн чухлĕ юмах каласа паман-ши вăл пире? Сасси епле уçăччĕ тата! Юмах-халап каласа панă чухне юрласа пама та ӳркенместчĕ. Çуллахи вăхăтра кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне кукамайсен ялĕнчен килместĕмĕрччĕ те. Вĕсен урамĕнчи ача-пăчапа çывăх туслашнăччĕ. Ӳсерехпе вара, килти ĕç çумне çыпçăна пуçласан, сайрарах çеç яратчĕ анне. Кукамайсем патне час-часах пырса çӳрекен Матюк аппана ăçтан асран кăларăн? Эпир пынине пĕлсен вăл пире шултăра хĕвелçаврăнăшпа, мăйăрпа хăналатчĕ. Вĕсем шăкăл-шăкăл калаçнине эпĕ питĕ итлеме юрататтăм. Матюк аппа кас вĕçĕнчи пысăкрах мар йывăç çуртра пĕчченех пурăнать. Шăнкăрч вĕллине аса илтерекен пĕчĕк те тăпăл-тăпăл пӳрт умĕнче пысăк çĕмĕрт ӳсет. Çуркунне вăл каласа памалла мар тутлă шăршăпа таврана килентерсе ларать. Темле юмахри асамлă йывăçа аса илтерет вăл ун чухне. Кукамайăн вăрçă пуçланнă çул çуралнă хĕрĕ — Санюк, унăн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, аякри хулара пурăнать.
Халĕ вара, кукамай вилни çинчен хыпар илтсен ачалăхри ӳкерчĕксем пĕрин хыççăн тепри тухса тăчĕç. Куç умĕнче кукамай, Матюк аппа сăнĕсем мĕлтлетсе илчĕç. Чылайранпа пулман-çке эпĕ вĕсем патĕнче, виçĕ çула яхăн та пуль. Кукамай йывăр чирленине те анне каламанччĕ-çке. Мĕн тăвас тетĕн, ватлăх хăйĕннех илет пулĕ çав.
...Масар çинчен кукамая пытарса килнĕ хыççăн тăвансемпе кӳршĕ-аршисем саланчĕç ĕнтĕ. Матюк аппа çине пăхатăп та чĕрем пăчăртанса илет. Куçĕсем йĕнипе хĕрелсе кайнă, ватлăх çапнипе пĕркеленнĕ пичĕ çав тери хыткан курăнать. Чи çывăх çынсăр тăрса юлнăн, тупăка шăтăка антаричченех татăлса макăрчĕ Матюк аппа. Темшĕн вăл мана çак самантра чĕппине çухатнă тăлăх кайăк пекех туйăнчĕ. Тăлăх кайăк пек кăна та мар, уй варринчи ларакан хӳтлĕхсĕр-мĕнсĕр йывăç пек. Кас вĕçĕнче пĕччен ларакан пӳрте кайма васкамарĕ Матюк аппа çак каçхине. Чунĕнче тем тăвăннине, темĕн кирлине каласшăн пулнине туйрăм эпĕ. Çумма пырса ларчĕ, лăпкă сассипе, ытла та нумай йĕнипе ăша кайнă сассипе калаçăва пуçларĕ.
...Ялан пĕрле çӳренипе мăшăр чĕкеç тенĕ вĕсене ялта. Матюкпа Таçук ĕçре те, вăйă-кулăра та уйрăлми çӳренĕ. Хĕр пулса çитсен уйрăмах пĕр утăм та пĕр-пĕринсĕр туман темелле. «Пĕри качча тухсан теприне те пĕрлех лартса ярăпăр», — тесе шӳтленĕ тантăшсем пирки. Каччă тенĕрен... Пур-ха уйрăлми тантăшсен килĕштернĕ каччисем. Якурпа Кирук — Çĕнкасри чи маттур каччăсем икĕ тантăша тахçанах куç хывнă. Улахсенче, çуллахи каçсенче явăнаççĕ кăна маттур тантăшсем çумĕнче вĕсем. Каччăсенчен кĕçĕнрехскерсем хĕр шутне кĕрсенех темшĕн-çке шăпах — Якурпа Кирука куç хывнă. Хăйсен урамĕнче те пур-ха япшар каччăсем, анчах та уйрăлми тантăшсене çак сăпайлă та ĕçчен каччăсем туртмаллипех туртаççĕ. Пĕррехинче, кивĕпе çĕнĕ çул каçхине çамрăксем юмăç пăхма тытăннă. Те ăнсăртран, те Турă пӳрнипе Матюкпа Якурăн юнашар ларма тивнĕ. Каччă çамрăк хĕр çине пĕрремĕш хут курнăн, куçран çăтса ярасла тинкернĕ. Тахçантанпах килĕштерсе пурăнакан хĕрĕн чĕри те тухса ӳкесле тапать. Пичĕ-куçĕ тĕлкĕшсе çуниине те туять Матюк, анчах та пĕр вырăнта пăталанăн, тăрса та каяймасть. Пӳлĕмре хăйă çутинче хĕрĕн куçĕсем çеç каçхи çăлтăр пек йăлкăшаççĕ. Çак каçран пулĕ çамрăк хĕр чĕринче юрату кăварĕ хĕрӳллĕн йăлкăшса çунма пуçларĕ. Ытти каçсенче те, ăнсăртран тенĕ пек, Матюк çумне Якур пырса ларать. Чи çывăх хĕр-тусĕн çумĕнче вара — Кирук, нихăçан та кичемленме пĕлмен япшар каччă. Пĕр-пĕрне килĕштерни çинчен сăмах каламан пулин те, пурте Якур Матюка, Кирук Таçука кăмăлланине тавçăрса илнĕ. Тĕрлĕ вăйăсенче е ташланă чух шăрантаракан шутлĕ такмаксенче вĕсен ячĕсене пĕрле асăнаççĕ. Çӳллĕ те тĕреклĕ хул-çурăмлă каччăсем çумĕнче çамрăк хĕрсем илĕртӳллĕ лĕпĕшсем пекех курăнаççĕ. Матюк çăра çӳçне çивĕтлесе кăкăр çине янă. Таçукăн вара ункăланса тăракан сарă çӳç лайăркисем тĕрĕллĕ тутăр айĕнчен тухса хĕрĕн чечен питне татах та илем кĕртеççĕ.
Мăшăр кăвакарчăн пек килĕштерсе, юратса çӳрекен çамрăксем çине ял çыннисем ăмсанса пăхаççĕ. Матюкпа Таçук вĕçсе кайманни кăна. Юратнă каччисем ĕçчен те сăпайлă, ашшĕ-амăшĕсем те ырлаççĕ вĕсен туслăхне.
Хĕр-тантăшсен пĕр-пĕринчен пытармалли çук темелле.
— Итле-ха, Матюк. Манăн Кирук çимĕкре туй тăвасшăн. Килĕшес пулĕ? — ыйтуллăн тинкерет Таçук тантăшĕ çине, чĕрери вăртгăнлăхне ашшĕ-амăшне каличчен чи малтан çывăх тантăшне пĕлтерсе.
— Эпир вара Якурпа кĕр мăнтăрĕпе туй тума калаçса татăлтăмăр, — вăтанчăклăн пĕлтерет Матюк.
Çапла вара çимĕкре Таçукпа Кирукăн туйĕ ял тĕлĕнмелле кĕрлесе иртрĕ. Утта тухиччен тепĕр туя кĕтсе ял çинче сăмах та тухрĕ, анчах та Матюкпа Якур малтан калаçса татăлнă пекех кĕркунне пĕрлешме ĕмĕтленчĕç. Çамрăк мăшăр халĕ вăййа çӳремест пулин те, туссене яланах пĕрле курма пулать. Ара, ачаран пĕрле выляса ӳснĕ-çке. Матюкпа Якур пĕррехинче шӳтлесе тенĕ пек, пĕчĕккин хĕреснашшĕпе хĕреснамăшĕ пирки те каласа хучĕç. Таçукăн пичĕ панулми пек хĕрелчĕ. Ĕмĕтсем, çунатсем... Ытла та илĕртӳллĕ-çке вĕсем. Никам шутламан, тĕлленмен çĕртен кĕленче пек чăл-пар ванма пултараççĕ ĕмĕт-тĕллевсем.
Хĕрĕх пĕрремĕш çулхи çĕртме уйăхĕн чи илемлĕ те савăк ирĕсенчен пĕринче çĕршывăмăр çине нимĕç вăрă-хурахĕсем тискеррĕн тапăнса кĕнĕ чухне «Ах!» тенисĕр пуçне нимĕн те калаймарĕ Матюк, Таçук тантăшĕ вара чарăнайми куççульпе çăвăнчĕ.
— Çапса аркататпăрах хаяр тăшмана, акă, курса кăна тăрăр, çаврăнса пăхайми тухса тарать вăл çĕршывран, — терĕ Якур савнине ыталаса.
Çак каçхине ирчченех çӳрерĕç çамрăксем ял урамĕсем тăрăх, тем çинчен те калаçрĕç. Анчах та уйрăлу çинчен мар, малашлăх çинчен. Тепĕр кунне Кирукпа Якур фронта тухса кайрĕç. Повестка парасса кĕтмесĕрех тухса утрĕç вĕсем района. Паллах, тăшмана çĕнтерессе шанса, юратнă çыннисем патне хăвăртрах таврăнма ĕмĕтленсе. Таçук чарăнайми йĕчĕ çамрăк упăшкинчен ниепле те уйрăлаймасăр. Матюк вара хăйĕн савнă Якурĕ юлашки хут вăл парнеленĕ тĕрĕллĕ алшăллипе сулса курăнми пулсан çеç куççульне ирĕке ячĕ. Чĕрере тем татăлса аннăн, пĕтĕмпех пушанса юлчĕ çут тĕнче çак самантра.
Ялти пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиенчĕ. Питĕ-питĕ йывăр килчĕ вĕсене, çĕрне-кунне пĕлмесĕр фронта пулăшрĕç вĕсем. Авăн çапнă чухне Таçук хăйĕн чи çывăх тантăшне хыпар пĕлтерчĕ: «Эпĕ ача кететĕп». Савăнчĕ Матюк уншăн, ăмсанса та илчĕ. Пуçра вара пĕр шухăш мĕлтлетрĕ: «Эпир Якурпа пĕрлешсе ĕлкĕрнĕ пулсан...»
Малтанхи уйăхсенче Матюк савнинчен тăтăшах çырусем илсе тăчĕ. Таçук та час-часах мăшăрĕнчен килекен хыпарсемпе чунне пусарать. Калаçаççĕ вара уйрăлми тантăшсем чуна çывăх çыннисем çинчен. Пушă вăхăт сахал пулин те, асаилӳ çăмхине сӳтме вăхăт тупаççех. Анчах та фронтран килекен хыпарсем чуна пусармаллилех пусараççĕ.
Хĕл ларсан Матюка ытти тантăшĕсемпе пĕрле Улатăр вăрманне касма ячĕç. Унта тухса кайиччен ашшĕне те вăрçа илсе кайрĕç. Çав тери пусăрăнчăк кăмăлпа тухса кайрĕ вăл тăван килтен. Хĕл каçа мĕн чухлĕ йывăç касма тивмерĕ-ши вĕсене? Пилĕк таран юр ашса йĕп-йĕпе пулатчĕç. Юр сĕлкĕшлене пуçласан тин таврăнчĕç вĕсем яла, Матюка вара килте пысăк хуйхă кĕтсе тăнă иккен. Амăшĕ вырăнпах выртать. Ахаль те сывлăхран япăхскер, хĕрĕ килте çук чухне татах та халсăрланнă. Матюка çуратнă хыççăн аптăра пуçланă вăл, çавна пулах тек ача та çуратман. Тен, Турри паман. Матюк вара çемьере пĕччен ӳссе çитĕннĕ. Юр кайса пĕтсен, йывăçсем çулçă кăларнă вăхăтра ăмăшĕ çĕре кĕчĕ. Куççульпе çăвăнчĕ хĕр, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр хуйхăрчĕ. Анчах та мĕн тăвăн... Турă панă кунĕ ытла та шуглавлă пулнă-çке юратнă амашĕн. Ял çыннисем умĕнче вара кăмăлне хытаратчĕ Матюк. Ыттисенчен юлмасăр тăрăшсаĕçлетчĕ. Йывăр хуйхăллисем вăл кăна мар-çке ялта, темиçе çыннăн «хура хучĕ» килнĕ.
Вăрçă, вăрçă... Çак сăмах кашнин çăварĕнчен кунне миçе хутчен тухмасть-ши? Матюк вара тăван яла юратнă Якурĕпе ашшĕ таврăнасса тӳсейми кĕтет. Хăвăртрах пĕттĕрччĕ хаяр вăрçă — çакна çеç кĕлтăвать çамрăк хĕр. Таçук тантăшĕн хĕр çуралсан мĕн тери савăнчĕ Матюк. Чĕрĕ пукане пекех илĕртӳллĕ хĕрача тантăшсемшĕн пĕртен-пĕр савăнăç темелле. Çĕрĕн-кунĕн ĕçре пулсан та темиçе минутлăха та пулин кайса килет вăл Таçук патне. Пĕр кунхине ĕç хыççăн йăпăртлăха Таçук патне чупса кĕрсен Матюк телĕннипе алăк патĕнчен иртеймерĕ. Тантăшĕ çӳçне тустарнă, урайĕнче упаленсе йĕрет. Сăпкари хĕрачи шари-шари çухăрать. Таçук урмăшнă сасăпа: «Пĕтерчĕç манăн Кирука, пĕтерчĕç...» тесе куççульпе çăвăнать. Унăн чуна çӳçентерекен сасси ураран тăлларĕ пĕр самантлăха, унтан Матюк тантăшне пырса ыталарĕ. Лăплантарнă май, пĕчĕк хĕрне сăпкаран илсе кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Мĕнле пурăнмалла манăн, мĕнле? — чĕререн татăлса йĕчĕ Таçук. Çак самантра пĕчĕк хĕрĕ çинчен те манчĕ пулас вăл.
— Тĕпренчĕкӳшĕн, Санюкшăн пурăнмалла, — тантăшне урайĕнчен тăма пулăшса çирĕппĕн каларĕ Матюк.
Çак кунран пуçласа Матюк хĕр-тусĕпе пĕчĕк хĕрĕшĕн чун йăпанăç тата çăлăнăç пулса тăчĕ темелле. Çамрăк мăшăрĕ вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе вилнине пĕлсен Таçук куç умĕнчех хăвăрт улшăнчĕ, сăнран та, кĕлеткерен те питĕ туртăнчĕ. Çемçе кăмăллăскере Матюк пур енĕпе те пулăшма тăрăшрĕ: сăмахпа та, ĕçпе те. Хăйĕн чунри ыратăвне никама та кăтартмарĕ. Ашшĕнчен те çыру çук, сайра-хутра пулин те Якур çырусем çырать. Ăнланать хĕр, вăрçă хирĕнче вăрăм çырса ларма вăхăт çукрах. Çавăнпа та Якурăн кашни сăмахĕ уншăн кăвак хуппи уçăлнă пекех, «Çĕнтерӳпе таврăнатпăрах» тесе çырни чуна хăпартлантарать, шанчăк парать. Куçне хупать те Матюк савнă Якурĕ юнашар тăнине туять...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...