Шевкен Гришши (Прокопьев Григорий Гурьевич) 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнче çичĕ класс пĕтерсе Шаккăлти вăтам шкулта икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Канаш хулинчи ĕçлекен çамрăксен каçхи шкулĕнчĕ вăтам пĕлӳ илнĕ. Ворошиловград (Луганск) облаçĕнчи Антрацит хулинче сăрт-ту техникумне пĕтерсе шахтăсенче ĕçленĕ. 1968 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ют çĕршыв чĕлхисен факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Шаккăл тата Караклă шкулĕсенче 30 çул ытла ĕçленĕ. Нумай çул директор ĕçĕнче пулнă. Çав хушăрах Шупашкарти марксизм-лениниэм университетне пĕтернĕ.
Ш.Гришши — «Кăмăл сипечĕ», «Юратупа ырату», «Самана», «Юрату кĕнеки», «Сăвап», «Моя Ута», «Санпала юнашар» кĕнекесен авторĕ. Унăн сăввисем, калавĕсем, юптарăвĕсем, нимĕç классикĕсене чăвашла куçарнисем республикăри нумай хаçат-журналта пичетленнĕ. Ш. Гришши А. Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...