Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемАли-паттăрАтăл шывĕ юха тăратьПурнӑҫ утравӗсемÇут пайăркаШăплăхри аслати

Атте лаши


Ати лаши, квак лаша,

Квак пăр çинче тăрса йолчĕ;

Атя лаши, хора лаша,

Хора çĕр çинче тăрса йолчĕ;

Ати лаши, кĕрен лаша,

Крĕве лартса тортăнчĕ.

Пӳлерти Валем хуçа çинчен


Авал Пӳлертен пĕр çын

Иерусалим хулине

Каять турра кĕлтума

Святойсене пуççапма.

Иерусалиме çитсессĕн,

Ирхине пит васкаса

Пĕтĕм çынран маларах

Каять чиркĕве кĕлтума.

Вăл чиркĕве çитсенех

Пырса çитет пĕр ват çын

Шур сухаллă, шур çӳçлĕ,

Пĕр чарăнса тăмасăр,

Çынпа сăмах хушмасăр,

Кĕрсе каять чиркĕве

Çакă çынран маларах.

Ват çын кĕрсе кайсанах

Урăх çынсем те нумай

Кĕрсе тулаççĕ чиркĕве

Çапса хĕстернĕ пекех.

Пăхать, пăхать çакă çын

Ватă çынна чиркӳре

Анчах нимпе кураймасть

Тем пек хытă пăхсан та.

Тухнă чух та пăхкалать

Пурĕпĕрех кураймасть.

Пит тĕлĕнет çакă çын

Ку кам пулчĕ-ши? — тесе.

Тепĕр кун ирхине татах

Çакă çын пит васкаса

Пур çынсенчен маларах

Каять турра кĕлтума.

Чиркӳ патне çитсенех

Хай ватă çын каяллах

Çакă çынран маларах

Кĕрсе каять чиркĕве.

Палланă пек туйăнать

Çавă çынна çав ват çын.

Анчах сăмах хускатмасть

Пит васкаса кĕнипе,

Малалла

Тăрать тор лаша


Тăрать-тăрать тор лаша,

Тоя чопса ывăннă пак;

Тăрать-тăрать — тăтăр-и?

Пĕлмен шĕкĕр каларăш пак,

Ай-хай, кин — чăн пикенеç,

Пин çонапах килтĕмĕр.

Тапăрах, тапăрах та сикĕрех,

Выльăрах, выльăрах та колăрах!

Ту хĕрринче хурама


Шор варринче шор хорăнччĕ,

Кăчăки çокран хорлансач.

Ту хĕрринче хорама,

Тымар çокран хоралнă.

 

Ку тĕсе «Тăван Атăл» журналăн «Чăваш поэзийĕн антологийĕ» хушма кăларăмран илнĕ

Тепĕр вариант

Шур варринче шур хурăн

Кăчки çукран хурланать;

Ту хĕрринче хурама,

Тымар çукран хурланать.

 

Ку тĕсе «Шурă кашкăр эткерĕ» кĕнекерен илнĕ

Тĕкĕрлĕк


— Тĕвик-тĕвик текерлĕ!

Санăн килӳ-çорту çта?

— Тылапоççи тăрринче.

— Çил витте пĕр салатми?..

Чухăн çын пурăнăçĕ — хирти мулкач пурăнăçĕ


Мункун çитсе килчĕ,

Ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ,

Вут-шанкă çывăхарса çитрĕ.

Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм,

Хуншур çулĕпе вăрмана кайрăм.

Вăрмана çитрĕм — каç пулчĕ.

Вăш-вăш-вăш çил вĕрет,

Йывăç тăррисем каш-каш-каш.

Çурхи çил — сивĕ çил,

Сивĕ çил те шĕвĕ çил,

Шĕвĕ çил те шерпет мар,

Çтан кĕрет, çавăнтан чĕптет.

Ах тумаша! Мĕн тăвас?

Ăшăнас тетĕп — вуттăм çук,

Чĕркенес тетĕп — тумтирĕм çук,

Киле каяс — çул-йĕр çук.

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.

Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ:

Сассине пачĕ — самая килчĕ.

Савăнтăм кайрăм — патне пытăм.

Патне пырсан та — пӳрт пулмарĕ:

Ват юман ăшĕнче калаçать,

Çын евĕрлĕ калаçмасть.

Кĕрес тесен — алăк çук,

Савăнас тесен — паллашу çук.

Итлеп-итлеп хам сассине,

Çынăн евĕрлĕ сасă мар.

Куç курать те — шăл витмест.

Утне çитмен туртине —

Чун кутнипе чун хутрăм.

Умра юманăм, алăра пурттăм.

Юмласа пăхрăм, юмана çапрăм —

Юман çурăлса шатăртатса кайрĕ,

Арçури тухса ӳкерсе кайрĕ,

Малалла

Атя, инке...


— Атя, инке, сертея.

— Серте çамрăк — пымастăп.

— Атя, инке, потрана.

— Портан пиçмен — пымастăп.

— Атя, инке, çырлая.

— Çырла полман — пымастăп.

Кăмăл


Инке-арăм хĕр полмĕ,

Кӳлнĕ торăх сĕт полмĕ.

Инке терĕм, мĕн терĕм,

Пре кăмăл кор терĕм.

Пре кăмăл кормарĕ,

Ĕмĕрех хосах çӳремĕпĕр.

Атя, пĕр хĕрсем, лармашкăн...


Атя, пĕр хĕрсем, лармашкăн,

Шăши мыри пак тора пор;

Ăна каткаласа парăп çимашкăн.

Сар хĕрсем


Сар-пăр хĕрсам

Сар утăна кайнă,

Сар çомăр килнĕ,

Сар ут вырнне пĕр кĕпçе.

Хĕрсам алли ти(в)месĕр,

Кĕпçе тăрри çорлиман.

Каччă алли тимесĕр,

Хĕрĕн кăкăр хăпарман.

■ Страницăсем: 1... 724 725 726 727 728 729 730 731 732 ... 796

Шухăшсем