Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ҪавраҫилКăвак çĕмренХĕрес хывнă хĕвелТутимĕрКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеХум пӑшӑлтатӑвӗСăвăсемпе поэмăсем

Атя, инке...


— Атя, инке, сертея.

— Серте çамрăк — пымастăп.

— Атя, инке, потрана.

— Портан пиçмен — пымастăп.

— Атя, инке, çырлая.

— Çырла полман — пымастăп.

Кăмăл


Инке-арăм хĕр полмĕ,

Кӳлнĕ торăх сĕт полмĕ.

Инке терĕм, мĕн терĕм,

Пре кăмăл кор терĕм.

Пре кăмăл кормарĕ,

Ĕмĕрех хосах çӳремĕпĕр.

Атя, пĕр хĕрсем, лармашкăн...


Атя, пĕр хĕрсем, лармашкăн,

Шăши мыри пак тора пор;

Ăна каткаласа парăп çимашкăн.

Сар хĕрсем


Сар-пăр хĕрсам

Сар утăна кайнă,

Сар çомăр килнĕ,

Сар ут вырнне пĕр кĕпçе.

Хĕрсам алли ти(в)месĕр,

Кĕпçе тăрри çорлиман.

Каччă алли тимесĕр,

Хĕрĕн кăкăр хăпарман.

Телей сăвви


Хора Ваçкан телей пор,

Поян çыннăн хойхи пор;

Пĕр сом окçа çĕр сом мар,

Пин сом окçа çĕр сом мар.

Пирĕн автас килмест-ши?


Чăршă тăрринче кукку автать,

Ырашлăхра потян автать;

Çĕмĕрт тăрринче шăпчăк автать:

Перĕн автас килмест-и?

Инçе выртсан çулăмăрсем...


Инçе выртсан çулăмăрсем,

Йывăр килсен кунăмăрсем,

Аннемĕрсем кайман асран.

Аннемĕрсем-чĕремĕрсем,

Сире савса, вутра çунса,

Вутран тухса, вăхăт тупса,

Салам яраттăмăр ютран.

 

Курман чухне куçăмăрсем,

Утман чухне урамăрсем,

Аппамăрсем кайман асран,

Аппамăрсем-чунăмăрсем.

Сире савса, вутра çунса,

Вилес çĕртен сăмах тупса,

Салам яраттăмăр ютран.

 

Пĕрле чухне пиччемĕрсем,

Алра чухне черккемĕрсем,

Инкемĕрсем кайман умран.

Инкемĕрсем-сеçкемĕрсем,

Сире савса, вутран тухса,

Мире савса, черкке тытса,

Салам калаттăмăр туйра.

 

Кулса килсен кунăмăрсем,

Вутран тухсан туппăмăрсем,

Саван хĕрсем тухман асран.

Йăмăкăмсем-ĕмĕтĕмсем,

Сире савса, салтак пулса,

Савни пулса, çеçке тытса,

Эп килтĕм вутлă вăрçăран.

Конгресс мар пуль ку, чĕлхе пасарĕ!..


Конгресс мар пуль ку, чĕлхе пасарĕ!

Сăмахсем пĕр пек те, пĕр те мар,

вĕсене çыхать-тĕр пĕр тымар.

Ак ăçта Махмудăн сăмахсарĕ!

 

Тăнласа итлетĕп тĕрĕке,

хушăран бу не тесе ыйтатăп.

Пĕчченех çӳретĕп те утатăп,

тухнă тейĕн тин çеç ирĕке.

 

Акă ташă кĕввисем илетĕп.

Ташласа кăтартрăм ăнланма.

Çыннисем пуçларĕç ал çупма,

тĕрĕксемпе эп те çемĕлетĕп.

 

Хĕр пĕрчи валли илесшĕн сулă.

Пĕр хĕркке туяннине пăхап.

Сисрĕ те вăл парнелерĕ кулă.

Лавккаран хавхаланса тухап.

 

Эй, тĕнче! Ытла та пĕчĕк эсĕ.

Пур чĕлхи-çынни пĕрешкелех.

Кăмăлсем ан пулччăр çеç чикесĕр.

Пурăнасчĕ тĕрĕс-тĕкелех.

 

14.09.2007. Анкара. Каç кӳлĕм.

Раккасси


(халăх юрри майлă)

— Кĕмĕл-ши эс, Раккасси,

Ылтăн-ши эс, Раккасси,

Хĕртсе хĕвел пăхнă чухне

Ылтăн пуль эс, Раккасси.

 

Сала-ши эс, Раккасси,

Хула-ши эс, Раккасси,

Ялăмăрсем ӳснĕ чухне

Хула пуль эс, Раккасси.

 

Çеçке-ши эс, Раккасси,

Çырла-ши эс, Раккасси,

Садăмăрсем чечен чухне

Çеçке пуль эс, Раккасси.

 

Çăтмах-ши эс, Раккасси,

Юмах-ши эс, Раккасси,

Тус-тăванпа пĕрле чухне

Çăтмах пуль эс, Раккасси.

 

Сăвă-ши эс, Раккасси,

Кĕвĕ-ши эс, Раккасси,

Юррăмăрсем юхнă чухне,

Юрă пуль эс, Раккасси.

Эпир — вилмен


Ан шутлар, нихçан та ан шутпар

Пире вилĕм тивĕ тесе,

Пуç хунă эпир пурнăç шутлă,

Этем ырă куртăр тесе.

 

Эпир — вилмен,

Эпир — вилмен,

Аннемĕрсем,

Ĕненĕрсем,

Паттăр пулса,

Пуçне хурса,

Вилсен вилмеç ывăлăрсем.

Эпир — вилмен,

Эпир — вилмен.

 

Вилсе тепĕр пурнăç çуратнă, —

Вилсе юраттарнă мире.

Эпир çĕршыва çеç юратнă,

Çĕршыв та юратнă пире.

 

Ача çуралать-и, хула-и,

Ĕçхалăх тухать-и хире,

Хĕл кунĕ çитет-и, çулла-и,

Ăçта та ан манăр пире.

 

Хĕвел, çутă уйăх ан мантăр

Çĕре çулăмран çăлнине,

Этемлĕх çунмашкăн ан патăр

Эпир пурнăç панă çĕрне.

 

Ан шутлăр, нихçан та ан шутлăр

Пире вилĕм тивĕ тесе,

Пуç хунă пулсан пурăнасшăн,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 725 726 727 728 729 730 731 732 733 ... 796