Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăЙытă тĕлĕкĕУтартаПĕчĕк патшалăхХура çăкăрЫлханлă хура çĕмĕртАча чухнехи

Пăчкă


Канашран Çĕмĕрлене çӳрекен пуйăс Çарăклă разъездĕнче чарăнса тăчĕ. Хирĕç килекен пуйăса кĕтсе кунта чылаях тăхтамалла, анчах «пассажир» текенни яланах васкакан халах: пуйăс чарăннă-чарăнманах пирĕн вакуна вунă-вуникĕ çын кĕрсе ларчĕ. Ларнă темех те çук-ха вĕсене, çаплах вырăн шыраса (пушă саксем те нумай) каллĕ-маллĕ кумаççĕ.

Уçăлас тесе, эпĕ тамбура тухрăм, унтан проводникран çул пама ыйтса çĕре антăм. Вакун патне пĕр вăтам çулсенчи фуфайка тăхăннă арçын васкать, Аллинче ун «Дружба» текен моторлă пăчкă, çурăмĕ хыçне пысăках мар кутамкка çакнă. Унпа юнашарах хăйĕнчен те сарлакарах, самаях хулăнлана пуçланă хĕрарăм утать. Октябрь уйăхĕн çурри кăна-ха, сивĕсем те пуçăнман, ку ĕнтĕ хĕллехи пальто та тăхăнса янă, пуçне ăшă çăм тутăр çыхнă. Пичĕ анис улма пек пулмасан, ăна чирлĕ теме те пулать-и, тен…

— Проводник! Итле-ха, — янрарĕ ман хăлха çумĕнче хайхи арçын сасси. — Пăчкăпа ларма юрать-и?

Сасси ун хулăн.

— Юрамасăр. Пăчкă пĕр пăт туртас çук. Билету пур-и? — тĕпчет самаях палкама юратакан проводник.

— Епле ан пултăр?.. Ну, мĕн ман куçран пăхса тăратăн? Лар тенĕ сана, — тĕртет арçын çумри хĕрарăма.

Малалла

Савнă вырăн


Сирĕн кил умĕнчи шурă хурăн

Çулçине пуль сарать çуркунне.

Çавăнта эс мана тупа турăн

Парнелетĕп тесе чĕрӳне.

 

Çăлтăр пек куçусем илĕртӳллĕ

Тинкеретчĕç ун чух ман çине.

Чуптăваттăн мана пит хĕрӳллĕ,

Шантарса юрату пуррине.

 

Сан вĕри тутусен шĕл-кăварĕ

Сĕртĕнсен питĕме, тутана —

Темшĕн тухнă куççулĕн тăварĕ

Пыл пекех туйăнатчĕ мана!

 

Кунсерен хĕвеле васкататтăм,

Хистететтĕм тухма уйăхне.

Шурă хурăн патне çул хываттăм

Каçсерен савнă тусăм патне.

 

Çурхи шыв пек юхса иртсе кайрĕç

Яшлăхри манайми вăхăтсем...

Çав-çавах асăмран тухаймарĕç

Санпала юнашар пулнисем!

 

Сирĕн кил умĕнчи шурă хурăн

Сартăрах кашни çул çулçине!

Юратуллă каçсем, савнă вырăн

Ан тухайччĕр асран ĕмĕрне!

Пилеш шăрçи


Паян куртăм эпĕ ирхине...

Пилеш çыхнă кĕрен тутрине!

Пĕрчĕн-пĕрчĕн тăкать çырлине

Санпа хывнă сукмакăм çине!

 

Ас тăватни, савни, иртнине,

Каçсерен юнашар утнине?

Çак пилеш çырлине татнине,

Пит илемлĕ шăрçа тунине?

 

Парнелерĕн мана шăрçине

Çăтмахри пек хитре каçхине.

Шантарса юрату пуррине,

Шăратса чун-чĕре юррине!

 

Çухатман чун савни парнине —

Эсĕ çыхнă пилеш шăрçине!

Манайман юнашар утнине,

Сывлăм тăрăх сукмак хывнине!

Тĕлĕнтермĕш Микулай


Тĕлĕнтермĕш! Ай-ай-ай!

Йытă кӳлнĕ Микулай...

Ыткăнаççĕ ик Улай,

Çуйхашаççĕ лăй та лай!

Мелсĕр ларнă Микулай

Ӳкрĕ юлчĕ, ай-ай-ай!

Хураçкапа калаçни


— Хура-хура Хураçкам,

Çурту ытла хитре сан.

Кам тунă-ха ăна? Кам?

— Хам! Хам! Хам!

— Туп-туллиех валашка.

Çав апата, Хураçка,

Кам çинĕ-ха, каласам?

— Хам! Хам! Хам!

— Кашни кунах кăнтăрла

Выртатăн эс сăнчăрта.

Кам кăкарчĕ, Хураçкам?

— Хам! Хам! Хам!

— Хăш чух эсĕ, Хураçка,

Туртса çӳрен çунашка.

Кам кӳлет-ши сана? Кам?

— Хам! Хам! Хам!

Малтан каçарсан


Чĕнместпĕр.

Тутасене пăрнă.

Кăмăлăмăрсем тӳнтерле.

Кам айăплă халь кунта, кам айăпсăр? Шыраса туп тупсăмне. Çав çеç паллă: кил-йышра чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть.

Чупса кĕрет çичĕ çулхи ывăлăм пӳрте. Такамран илтнĕ сăмаха персе ярать:

— Тулта хĕвел, пӳрте те кĕрес килмест.

Унтан, пысăк тĕпчевçĕ евĕр, амăшĕ çине тинкерет. Тем асăрхать пулас. Мана сăнама пикенет, эпĕ çилле сĕвĕрсе кулса яратăп.

— Кĕрер мар, ывăлăм. Манпа уçăлма пымăн-и?

— Кайрăмăр, атте, — тесе алран пырса тытать вăл.

Тулта чăнах та чăн-чăн çуркунне. Тӳпере хĕвел кустăрми ялкăшать, çуртсен аркинчен ăмăртмаллах тумла тумлать.

Утатпăр тухса ывăлăмпа урама.

Кашнин хăйĕн шухăшĕ, анчах эп ытларах пепкемĕн сăмахне тăнлама тăрăшатăп.

— Анне кăмăлсăр, — тет вăл.

— Ма кăмăлсăр? — тесе пӳрт чӳречи енне çаврăнатăп.

Сăнать анни пире кантăкран. Анчах ăна ют çын вăрттăнлăхне сыхланă пек ырă мар. Пăрăнать вăл чӳрече умĕнчен.

Пăрăнать те, анчах хăйне татах айăплăрах туять.

Çапла, çапла. Кунта йăнăшмастăп эпĕ: малтан ал паракан е малтан каçаракан — яланах ăслă. Эпĕ каçарнă, юнăхмастăп. Манăн чĕрере канăçлăрах ĕнтĕ.

Пархатарлă савма пĕлнисем


Ан вăтанăр, туссем, ан вăтанăр

«Юрататăп» тесе калама!

Чун-чĕре туйăмне ан пытарăр.

Юратсан — кирлĕ мар вăтанма!

 

Чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнсан та

Юрату сăмахне манар мар.

Çирĕмри пек чĕре çунмасан та

Ыталар пĕр-пĕрне, чуптăвар!

 

«Юрататăп» тесе каламашкăн

Йывăр мар-çке пачах, тусăмсем!

Пĕр сăмах чĕрене пыл хумашкăн

Пултарать, пултарать, ыр çынсем!

 

Пĕр-пĕрне нихăçан ан вăтанăр

«Юрататăп» теме, тусăмсем!

Чи таса туйăма ан пытарăр —

Пархатарлă савма пĕлнисем!

Мана автан йыхăрать


Автан тус ирех тăрать,

Вара мана канăç çук.

Тапхăр-тапхăр кăшкăрать:

— Кил кар-ти-не тух, Ки-ру-ук!

Чăх мана кĕтме хушать

— Илемлĕ эс, самăр та,

Туса пар-ха çăмарта.

Вара кĕрпе парап вĕт...

— Кĕт-ха кăштах! Кĕт-кĕт-кĕт!

Тăри юрри


Çур тырри куç умĕнче,

Çуллахи кун янкăрах.

Тӳпере, пуç тĕлĕнче,

Çакнă пек йĕс шăнкăрав.

Тăр-тăр-тăр!.. Тăр-тăрах!..

Чарăнми вăл тăрлатать.

Тырă пиçтĕр хăвăртрах

Тенĕ евĕр туйăнать.

Ашшĕ-амăш, чĕпписем


Аслă ял çывăхĕнче —

Мăн Çавал,

Мăн Çавал çыранĕнче —

Шур хăва,

Шур хăва чăтлăхĕнче —

Йăвасем,

Йăвасен ытамĕнче —

Чĕпĕсем.

Ăшăтаççĕ чĕпсене

Амăшсем,

Ачашлаççĕ вĕсене

Ашшĕсем,

Çитереççĕ,

Ӳстереççĕ,

Юррине итлеттереççĕ,

Вăхăт çиттĕр — вĕçтереççĕ.

■ Страницăсем: 1... 27 28 29 30 31 32 33 34 35 ... 796