Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СалампиĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Кайăк тусĕÇавал сарăлсанАкăшсем таврăнаççĕҪул юлташӗКĕпер

Чун хуралçи


Килте эпир виççĕн — Эпĕ, сăпкари Улентей шăллăм тата Ехвин мучи. Ехвин мучи — стена çинче çакăнса тăракан сăнӳкерчĕк. Аттен аслă пиччĕшĕ. Чикĕ хуралçи пулнă. Вăрçă пуçланиччен икĕ эрне маларах килтисем унран çар тумĕпе ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕк илнĕ. Çырăвĕнче вара вăл кĕçех таврăнасси çинчен пĕлтернĕ. Анчах вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех Ехвин мучи чикĕри ытти салтаксемпе пĕрле паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Атте Ехвин мучин пĕчĕк ӳкерчĕкне пысăклаттарса юман хашак ăшне вырнаçтарнă.

Ехвин мучи салтак карттусĕпе, кăкăрĕ çинче — хастарлăх палли. Тути тăп-тăп. Анчах куçĕ шăппăн кулать тейĕн. Тĕлĕнмелле, унăн куçĕнчен ниçта та пытанма май çук. Кил картине тухакан е урам енчи кантăк патне пыратăн-и, тĕпеле каятăн-и — Ехвин мучи сан çинех пăхать.

Çавна шута илсе анне ăçта та пулин кайнă чух Улентейпе иксĕмĕре:

— Никамран та ан хăрăр. Ав Ехвин мучу яланах хуралта. Сире хӳтĕлетех вăл, — тесе лăплантарать.

Анчах Ехвин мучи пире сыхланипе çырлахмасть иккен, аттепе аннене эпир килте хамăра мĕнле тытни çинчен евитлесе тăрать. Ун пирки анне мана хăй каларĕ.

— Аха, — ăнланса илтĕм хайхи, — эпĕ килте мĕн тунине анне Ехвин мучи урлă пĕлет-иç. Виçĕм кун тĕпелти сентре çинчен канихвет илсе куршĕри Улатимĕрпе çинине вăлах каласа панă. Вăт элекçĕ!

Малалла

Анне сăмахĕ


Шуçăм çамрăк çĕмĕрт пек шуралнă,

Канăçлăн сывланă лăпкă ир.

Кӳршĕсен паян ача çуралнă,

Ят хума пуçтарăннă эпир.

 

Пĕчĕк чун, пире пĕрттех илтмесĕр,

Тутлăн çывăрать-ха сăпкара.

Савнă ашшĕн савнăçĕ виçесĕр,

Йăлтăркка хĕлхем çиçет сăнра.

 

«Çывăр, — тет вăл, — чĕппĕм, çывăр, паттăр!

Кам-ши пулăн çитĕнсе çитсен?»

Ак эпир черкке тытса сунатпăр

Сывлăх, ĕç сунатпăр тĕрлĕрен.

 

— Тракторист! — тет çил чуп тунă питлĕ

Пĕр юлташ, хиртен килейнĕскер.

— Летчик! Курăн ак, мана вăл итлĕ! —

Тет тăванĕ, çамрăк офицер.

 

— Вăл профессор пулĕ! — тет учитель.

Тухтăр: — Çук, — тет, — аслă врач пулать!..

Ашшĕ-амăш, тăнлăр: ĕнтĕ çиччĕн

Çичĕ тĕрлĕ ĕç ăна сунать.

 

Амăшĕ, кăшт шуранка хĕрарăм,

Пĕр чĕнмесĕр пăхрĕ ачине.

Эп ун ăслă куçĕнче сăнарăм

Хăй вăл тем каласшăн пулнине.

 

Ак ачи умнех вăл пĕшкĕнейрĕ,

Тин пĕртен-пĕрех сăмахпала:

— Ывăлăм Çын пултăр, Çын! — теейрĕ

Чĕререн килен кăмăлпала.

Палăк


Эп куратăп авалхи пĕр палăк,

Пушкин юррине кĕнĕ фонтан.

Ăна лартнă ĕмĕр асăнмалăх

Тыткăнри хĕр ячĕпе пĕр хан.

 

Кĕлетки ун çын сăн-пичĕ евĕр,

Шыв тумла тăрать ун куçĕнче:

Вĕçĕмсĕр куççуль тăкать ку тейĕр;

Вăл чăнах çав шухăшлă иккен.

 

Ун çине пăхатăн та туятăн:

Юрату — чун савăнăçĕ мар,

Юрату — кăшт хурлансах калатăн —

Чĕрене çунтаракан кăвар.

 

Савнă тусăн ячĕпе пĕр палăк

Манăн та лартасчĕ пурнăçра;

Лартаясчĕ ĕмĕр асăнмалăх

Чи илемлĕ юрă-сăвăран.

 

Шухăшĕ ун пултăрччĕ çунатлă

Чун савни патне вĕçсе кайма,

Чăн сăмахĕ — çепĕç те хăватлă

Сарă хĕрĕн кăмăлне уçма.

 

Çамрăк ĕмĕрех ăна вулатăр,

Туйтăр: юрату — вăл хурлăх мар;

Юрату вăл — савăнсах калатăр —

Чуна ырлăх паракан кăвар.

«Ăраскалăн — ăрăсĕ...»


А.А.Сосаевăна,

«Кунçул тĕпренчĕкĕ» кĕнеке çине

 

Ăраскалăн — ăрăсĕ,

Кĕленчен — тĕпренчĕкĕ.

Кам курасшăн — курăсăн:

Ку — Станьялăн енчĕкĕ...

 

2001, раштав, 28.

«Пирĕн пурнăç çаплалла...»


Л.С. Митрюхинăна

 

Пирĕн пурнăç çаплалла —

Кирлĕ çăкăр, çăпала,

Кирлĕ тетпĕр кĕнеке те.

Кĕнеке сана пиллетĕп.

Кĕнеке çине çырни —

Хам чăтни те хам курни.

Пул телейлĕ, хамăрьял.

Тав тăватăп эп. Станьял.

 

2001, раштав, 15.

Сехете пулăшни


Эпĕ шăм-шак вĕриленсе кайнипе вăрантăм. Кăмака çинче выртатăп-çке. Анне вут хутса янă иккен. Кĕçех сăмсана шаркку шăрши йĕкĕлтеме пуçларĕ. Шак-шак, шак-шак! шаккать стена çинчи сехет...

Паян анне Трак пасарне кайма хатĕрленет. Ку вара маншăн телейлĕ кун. Ара, пасартан вăл нихăçан та пуш алăпа таврăнмасть, пĕремĕк, канихвет е сахăр туянса килет. Сутлăх услам çуне анне эрне каяллах хатĕрленĕ. Ĕни пирĕн çуллă сĕт парать.

— Çур кĕренкке çупала кĕренкке çурă пĕремĕк килет, — тет анне.

Чăхсем те çăмарта тума пуçланă. Эппин, çăмарта сутма та пулать. Укçипе сахăр туянĕ вăл.

— Кил, шаркку антартăм. Уйранпа çи. Çĕрулмипе уйран çисен хăвăрт ӳсетĕн, пысăк пулатăн.

Акă анне пасара кайма хатĕрленсе çитрĕ. Тумланнă май мана ĕç хушса хăварать: путексене утă памалла, шыв ĕçтермелле. Утта перекетлемелле, карçинккана кăшт кăна хумалла. Нумай хурсан путексем утта тăкса, таптаса пĕтереççĕ.

— Сана кил хуçи вырăнне хăваратĕп. Нумаях тăмастăп. Акă лайăх пăхса юл сехет çине, — пӳрнепе тĕллесе калать анне, — пĕчĕк йĕппи — вуниккĕ, вăрăмми улттă тĕлне çитсен пасартан çаврăнса килетĕп.

Малалла

И.Я. Яковлев


Кăнна Кушки... Ăна туран куратăн:

Çырмаллă ял; ял вĕçĕнче çаран.

Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн

Кĕтӳ кĕтсе вăл ӳснĕ ачаран.

Ун чух чăвашăн пурнăçĕ, кун-çулĕ

Хăй пӳрчĕсем пек пулнă-çке хура.

Юхтарнă халăх тарпала куççулĕ,

Пуççапнă ĕмĕр Пихампар турра.

Ун ăслă юррипе юмах-халапĕ

Усраннă теççĕ хăвăл ăшĕнче;

Шуйттан çырми те Пыллăх,

Кашкăр лапĕ

Итленĕ вĕсене сĕм каçсенче.

Ĕмĕтленни-çунни те иртнĕ кăлăх,

Çырса хумашкăн сас палли те çук...

Çакна йăлтах курса ăнланнă тăлăх

Çĕрсем-хирсем виçсе çӳренĕ чух.

Вăл çитĕ тенĕ яланах мăнтарăн

Ятне илтсе тăма саманара,

Ак Чĕмпĕр çулĕпе тусан тустарнă

Ун çăпаталлă ачисем вара.

Патша саманинче вăл тем те тӳснĕ,

Нумай вăл курнă хурапа шурра.

Вăл лартнă çимĕç тертлĕн шăтса ӳснĕ,

Пур халăхпа çĕр асапне кура.

Сĕм чăтлăх витĕр çĕнтерсе тухасшăн

Вăл парăнмасăр утнă çутталла.

Ăна хавхалантарнă Ленин ашшĕ —

Ĕмĕтсемпе, ăспа, кăмăлпала.

...Ту айĕнче ларать мухтавлă Кушкă.

Малалла

Саламлатăп


Мĕскер сунам-ши,

Мĕскер пиллем-ши,

Çуралнă кун ятпа сана?

Чечек ĕмрийĕ,

Шанчăк юррийĕ,

Саншăн пултăрах самана.

 

Телей те сывлăх,

Юрату — пурлăх

Упранччăр ĕмĕр тăнăçра.

Эп — санăн шанчăк,

Эс — манăн шăпчăк,

Тата мĕн кирлĕ пурнăçра.

 

Çывлăхĕ пултăр,

Юрату култăр,

Пурнăçĕ пытăр çеç ăнса.

Çуралнă кун вăл —

Телейлĕ кăмăл,

Телейĕ тăтăр тăкăнса!

«Ырса курман вут Ытарай...»


Н.В. Ыдарай çыравçа

 

Ырса курман вут Ытарай,

Эсĕ маттур та пултарай!

Вăй-хал санра татах та пултăр,

Санпа вĕт-шакăр ырă куртăр!

«Ачам, ан макăр...»


М.Р. Федотов профессора

 

Ачам, ан макăр.

Пурнăç вăрăм, —

Тесе каланине астурăм.

■ Страницăсем: 1... 160 161 162 163 164 165 166 167 168 ... 796