Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Кам пултăн эсĕ, хăш утравран?
Тĕлĕк пек хăвăрт иртрĕ-и умран.
Эп-и? Кунти. Çапла, кунтанах.
Тусăм? Çунатлă шур урхамах.
Анланмасассăн — кай, тĕлĕнех:
Юлăп яланлăх хам тĕллĕнех.
Пулмĕ никам та чун уçмалли,
Вăрттăн кăтартăп виç саспалли.
(Санăн чи савнă шеп кĕтесӳ)
Кантăк тарланă: «Э те эС, Ю...»
«Эпĕ Сана Юратнă», — вула.
Çулçă тăкать куççуллĕ хула...
Кам пулчĕ çавă, хăш утравран?
Тĕлĕк пек хăвăрт иртрĕ умран.
Эх, çилçунатăм, вутлă чĕрчун,
Пĕр санпа çеç йăпанĕ-тĕр чун.
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Хаяр хĕрлĕ пăрăçăм,
Мĕншĕн пыл сĕнмерĕн-ши,
Е тиркет ку терĕн-ши?
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Пĕр çунатлă тусăмçăм,
Теприне ма хуçрăн-ши,
Ĕмĕте ма татрăн-ши?
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Чул хушшинчи çăлкуçăм,
Тертлĕн, çапах юхатăн,
Вăй-хал, сиплĕх паратăн.
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Каçар, Аслă Турăçам,
Каçар ӳпкелешнĕшĕн,
Парнӳне тиркенĕшĕн.
 (Халал сонечĕ)
Епле юратмăн-ха сана, Хĕрарам?
Анне эс манăн. Эсĕ манăн — арăм.
Чул евĕр çирĕп, пурçăн пек çемçе чĕрӳ
Вутран та, Хĕвелтен те вăл хĕрӳ.
Епле юратмăн-ха сана, Хĕрарăм?
Аппа та йăмăк пек сана пуç тайрăм.
Чунпа эс — Пирĕшти, Атлант пек вăйлă,
Чыс-сумупа — Çветтуйпала пĕр шайлă.
Епле юратмăн-ха сана, Хĕрарăм?
Эс — манăн пурнăç никĕсĕ, ман мулăм.
Эс — чун-чĕре тĕвви, кун-çул пуçламăшĕ,
Пур синкертен упран Турамăшĕ.
Епле юратмăн-ха сана, Хĕрарăм?
Сан умăнта ялан ман пысăк парăм.
 Мăнтăр шурă пĕлĕтсем,
Ăçталла юхатăр?
Эсир — манăн ĕмĕтсем, —
Тен, манпах юлатăр?
Шеллемесĕр хăвалать
Вĕсене сив çилĕ.
Çут çанталăк сăмахлать:
— Кирлĕ пурнăç пилĕ…
Кăтра шурă пĕлĕтсем
Çав-çавах юхаççĕ.
Темшĕн кĕрхи ĕмĕтсем,
Çук, манпа юлмаççĕ…
Якку нимĕн тума аптраса ларчĕ: печĕк ача евĕр, тенкел айĕнче урисене сулласа илчĕ, юнашар ларакансем çине ун-кăн пăхкаларĕ, аллисене арпашăнса кайнă пуçĕ çинелле улăхтарчĕ, çӳçĕ ăшĕнче темскер хыпаланă пек пулчĕ.
Вăл, çапла çиелтен те, ăшран та арпашăнса кайнăскер, чылайччен ларчĕ, мĕншĕн тесен сценă çинчи хура этем колхоз председателĕ, çаплах калаçрĕ. Ун сăмахĕсем Якку çине çаплах, малтанхи пекех, чулсем евĕр ӳкрĕç.
Хура этем Якку айăпĕ çинчен уйрăмах пусăмласа каланă хушăра йĕри-тавра тенкелсем çинче ларакансем Якку çине пăха-пăха илеççĕ. Курать Якку: ун çине пăхакан куçсенчи курăмлăх çутти ик-виç тĕрлĕ: пĕр куçсем уççăнах ятлавлă ялкăшаççĕ, теприсем мăшкăлуллă йăмăхаççĕ, виççĕмĕшсем анчах Яккăва юратма пăрахман пек пăхаççĕ.
Каярахпа чăтса ларма вăйĕ çитмерĕ Яккун. Вăл, пуху варринчех лараканскер, пур çĕртен те салтăнса кайнă пек тăчĕ те тенкелсем хушшипе алăк патнелле шума пуçларĕ. Чĕтресе кайнă чĕркуççийĕсем унăн тенкелсем çинче ларакан çынсене тĕртĕне-тĕртĕне каяççĕ: хăшĕсем уçаççĕ çул, хăшĕсем уçмаççĕ. Пĕри вĕсенчен Яккăва чавсаран тытса:
— Таратăн-и? — терĕ. — Итле, итле! Айăпне тума пĕлнĕ пулсан, уншăн пиртен ятлав итлеме те пĕл!
Малалла
 Кай кунтан. Ытла асаплă куçунтан пăхма.
Эп пĕлмен, çаплах ансат-им ухмаха тухма.
Ман пĕччен пулас килетчĕ ним те çук çĕрте.
Эпĕ суккăр... Эп хăлхасăр... Эп чĕлхесĕр те...
Çиçĕм çиçкĕнчĕкĕ витĕр çăлтăр пăхнăçем
Кантăка савса йĕреççĕ халсăр тумламсем.
Эп курмастăп. Эп илтместĕп. — Эп чĕнместĕп тек.
Эпĕ суккăр. Эп хăлхасăр. Эп чĕлхесĕр те...
Шăпăрт-шăпăрт. Шурă-шурă... Шурă-шурă юр.
Тĕнчере кирек хăçан та тĕлĕнтермĕш пур.
Ахалех куçа тартатăп эп паян, ахал —
Эс те суккăр... Эс хăлхасăр... Эс чĕлхесĕр халь.
 Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна:
Алăкран шаккарĕ манăçнă хăна.
Питĕнче — ачашлăх, вăрттăн вăтану,
Кантăкра — çӳçенчĕк çулçăтăкăну.
«Эп савман. Саваймăп. Ентĕ сывă юл...»
Çумăр çурĕ, çурĕ — шывпа хутăш юр.
Куçăмран йăхатчĕ шухăшсăр тĕнче,
Шăппăн ĕсĕклерĕм... каç ытамĕнче.
Манăçу сăмахе манăçмăн — пуйсан,
Юлташ мар çынна эп хам тăшман туман.
Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна,
Эс паян чăнах та вăхăтсăр хăна.
Куççуле çăтам-и, кулнă пек тăвам:
Йăл кулсан çич ют та — инçетри-тăван.
Тухман çын тухсассăн... вăйлă тăмана.
Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна.
 Чĕтренчĕклĕ сассу ытла салху,
Манра — сăмахсăр кĕвĕ пурăнать.
Тĕттĕмлĕхре тĕтреллĕ ĕмĕлкӳ
Çитмен телей пек хурлă курăнать.
Эп çырăп юратусăр çырусем,
Юратманран тухать пылак куççуль.
Санран эп йышăннă каçарусем
Именнипе ырса лăпланчĕç пуль.
Сăмахусем кĕвве килтереçрен
Умри утас ик утăм хăтарать.
Кĕвви çырăнаймасăр вилесрен
Чĕрем хăй асапне хăй пытарать.
Микула çитсен — чăваш Уявĕ
Пуçланни ытарайми хитре.
Юратуллă туйăм-ĕмĕтре,
Кайăк пек вĕçни — чĕре хунавĕ.
Тĕрлĕрен те тĕрлĕ ташă-юрă
Ӳстермест-шим каçăн илемне?
Чечеклет Уяв чун хĕлхемне,
Савăнма пире хушать пуль Турă.
Ют яла çити каять шыв тăрăх
Çирĕп пӳллĕ çамрăксен сасси.
Питравччен пырать савăнасси!
Тыр-пула пухма васкатĕ шăрăх.
Кăсăя пек хӳхĕм пикесемшĕн
Яш чĕри çунмасть-шим вут пекех?
Халăх опери те ĕлĕкех
Илĕртӳллĕ пулнă чăвашсемшĕн.
Уявра çуралнă юратушăн
Кĕвĕлеççĕ шăпчăксем çĕрле.
Хĕпĕртеççĕ ял-йышпа пĕрле
Çамрăк чĕресем сăпайлă туйшăн.
Шуçăмччен кĕрлет Уяв сатуррăн
Анатри чăваш ялĕсенче.
Савăннă чух хитререх тĕнче!
Ах, Уяв, ан ватăл, ĕмĕр пурăн!
Пĕчĕк Мерчи пахчара пĕчченех çӳрет. Питĕ килĕшет ăна унта. Тĕрлĕ йывăç ешерет: йăмра, вĕрене, хурама, çăка, пилеш, çĕмĕрт... Шурă кĕпеллĕ кăтра хурăн аякранах илемлĕн курăнать вĕсен хушшинче. Кайăксем каçăхса кайсах çепĕç юрă шăрантараççĕ. Янăраса кăна тăрать вăрман кашлавĕллĕ анкарти.
Хĕвел хĕртсе пăхать. Йăлтăркка пайăркисем çăра туратсем витĕр сăрхăнса кĕрсе Мерчипе вылянăн чăл та чăл çиçеççĕ. Яштака çăка сап-сарă çеçкере. Çулçи палăрми чечек. Пурçăн тутăрлă чиперкке таврана пыл шăрши сарать. Ешĕл курăк хушшинчи кăвак, сарă, шурă, кĕрен чечексем ачаш çилпе лăпкăн хумханаççĕ...
Çӳллĕ йывăçсен сулхăнĕнчен тухса Мерчи вĕсем патне васкарĕ. Ай-уй! Хурăн çырли мĕн чухлĕ! Хĕп-хĕрлĕскерсем хĕр ачана куçран тинкереççĕ. Мерчи пĕрин хыççăн теприне тата-тата çирĕ! Эх, тутлă-çке! Çăвартах ирĕлеççĕ витĕр пиçнĕскерсем. Унтан пĕр ывăç çырла татрĕ те пӳрте кĕчĕ.
— Анне, ку сан валли, — аллине амăшĕ умне тăсрĕ çĕмĕрт пек хура куçлăскер.
— Тавтапуç, маттурскерĕм. Эпĕ те апат пĕçертĕм. Кил, ларса çи.
— Кайран пахчана татах тухатăп, анне. Унта канфет шăрши кĕрет...
Малалла
■ Страницăсем: 1... 102 103 104 105 106 107 108 109 110 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...