Бригадир кинӗ
Вăл Михал пиччен çурăлса кайнă кузурӳкĕ çине пăхса тăрать. Тар унтах, кузурӳк патнех, çитнĕ. Ахаль те лапка сăрланă кузурӳк ун çине тар килнĕрен пушшех йăлтăртатса тăрать.
— Куç ан ӳкер, хĕрĕм, пулас кинĕм, — терĕ Михал пичче Анхвис ун çине пăхса тăнине курса. — Такки çак улăхрах вилсе выртăп сан пирки, а вилес килмест ман ку яхăнта.
Анхвис чĕнмерĕ. Вăл куçне ытти çынсем çинелле хыврĕ. Тутăрсем, картуссем, çара пуçсем — пурте пĕр пек туйăнчĕç. Анчах туса пĕтернĕ ĕç кашнин витĕр тухнă, кашнин çинче хăйĕн паллине хăварнă. Вăл паллă — паянхи ĕç пĕтнине пĕлтерекен савăнăç пулнă. Пĕрин куçĕсенче вăл уççăн куç шăрçисем васкаса вылянине палăртнă, теприсем хăйсен савăнăçне куçпа мар, шӳтлĕ сăмах сӳтсе, сăмах вылятса кăтартнă.
Улăх çулса пăрахнă утăпа сывланă. Утă айĕнчи çĕртен çӳлелле, тавраналла чавка пуç чечекки витĕр тухнă нӳр шăршийĕ сарăлнă. Паçăр, çулнă чухне, вăл ӳсĕр шăршă кăмăла çĕкленĕ. Çава тытнă алă тымарне çĕнĕрен вăй парса тăнă, шăрăхпа кĕрешнĕ Анхвис вăл шăрша халь тепĕр хут туйрĕ. Вăл тепĕр хут Михал пиччен йăлтăртатакан кузурӳкĕ çине пăхрĕ. «Михал пичче, — терĕ вăл ăшра, — эсĕ тăнлă бригадир, эсĕ йĕркеллĕ бригадир, санăн ывăлу пур. Ун куçĕсем çак сан кузурӳк пекех хура, вĕсем аякка пăхаççĕ, илĕртӳллĕ пăхаççĕ. Михал пичче, эсĕ тăнлă бригадир. Анчах сан ывăлу чăнах-та сан пекех-ши вара?» Вăл чавка пуç шăршне хытăрах туйма пуçларĕ. «Михал пичче, эпĕ паян хам телейлĕрен санпа пĕрле çултăм. Ман çава санни хыççăн юлмасăр пынăран эсĕ мана ырларăн, ăшă сăмах каларăн. Ман сана çав ăшă сăмахшăн хирĕçле кăмăл тăвас килчĕ, хам пуç çинчи шур тутăра салтса сан çамку çинчи тарна шăлса илес килчĕ».
Чавка пуç шăрши ӳт тăрăх улăхать. Ӳт тăрăх тухать, çемçен-çемçен кăкăрсене хыпалать, тутлăн та кăшт йывăррăн пуçа çавăрать, пилĕк çине анакан çивĕтсене хыпалать...
— Анхвис, атя улăхăпăр ял çинелле, вон Михал пичче те кайрĕ. Ай, ĕçлерĕмĕр-çке паян!
— Каяр, каяр, хĕрсем. Паян вĕт утă пĕтернĕ ятпа аслă вăйă пулать. Унччен канас, ташлама çăмăл пултăр. Атя, Анхвис.
— Пирĕн бригада преми илет паян. Михал пиччене... мĕн парĕç-ши Михал пиччене, пирĕн бригадира, хĕрсем. Эп пулсан ăна... сатур та ăшă чĕреллĕ преми памалла. Пĕлетĕр-и, мĕн вăл? Кин вăл! Кин памалла эп ăна, кин памалла. Анхвис, илтетĕн-и? Мĕншĕн-ха эс килĕштерместĕн Кирука? Мĕнрен начар вара вăл? Мĕншĕн так ахалех асаплантаратăн эс ăна? Ах, мĕскĕн Кирук, мĕншĕн юрататăн-ши эс çак тĕртĕнме çук Анхвиссана?
Тантăшсем кулаççĕ. Вĕсен кулли унта-кунта чупать: пĕр çĕрте купалеке вĕçтерсе ярать, тепĕр çĕрте шăрчăка сиктерет. Кулă пĕрчисем тута çинчен сиксе аннă-анманах улăх тăрăх сике-сике каяççĕ. Сывлăшалла çӳлелле улăхаççĕ, аяккинелле, улăхăн çемçе аякне пырса тăрăннă чуллă сăрта пырса перĕнсе сапаланса каяççĕ. Сывлăшра çаплах тутлăн пуçа çавăрттаракан чавка пуç шăрши.
— Тантăшăмсем, — тет Анхвис вăл шăрша мĕнпур юнĕпе туйса. — Эсир кайăрах, эпĕ тепĕр хут шыва кайса кĕретĕп-ха.
— Ара, нумай пулмасть кĕтĕмĕр-çке. Кунталла улăхнă чухне çеç кĕтĕмĕр-çке. Аякра вĕт!
Анхвис кулать. Вара:
— Ну, каçчен, хĕрсем, — терĕ те улăхăн леш вĕçнелле, пĕве еннелле, утрĕ.
Тантăшĕсем пĕр вăхăт Анхвисăн хăй илемлĕхне хăюсăр та вăтануллă хумхатса пыракан кĕлетки çине пăхса тăчĕç. Пĕри вĕсенчен чăтаймарĕ:
— Ай, чăнах, — çĕкленӳллĕ çухăрса ячĕ вăл, — каччă пулсан эп хам та чуна памалла уншăн. Ахаль мар пирĕн каччăсем... тавлашаççĕ... Атьăр, хĕрсем, хытах кĕвĕçме пуçлăпăр тата. Хĕвел аниччен çитер яла!
— Çитессе çитĕпĕр те-ха, анчах мĕншĕн пире йăхăрмарĕ-ха вăл шыва кĕме? Хуть мĕн калăр, анчах Анхвис пĕр шыва кĕресшĕн çеç каймасть унта. Курăнма сăмах панă пуль вăл кампа та пулсан...
— Кампа курăнтăр ĕнтĕ вăл? Пурте яла улăхрĕç вĕт. Кирук... паçăрах улăхрĕ. Унпа вăл, тепре каласан, питех курăнасшăн та мар пулĕ-ха...
— Ĕнтĕ, Анхвис те, тем пирки тиркемелле ĕнтĕ Кирука. Улăх çулса пăрахнă утăпа сывланă. Хĕвел ерипен-ерипен хăй анас шăтăка хыпаланă, пĕлĕтре çӳренĕ хыççăн чăрмавсăр, канлĕн анса ларассишĕн тăрăшнă пек пулнă. Улăх çийĕн çӳлте пĕр хурчăка вĕçнĕ. Сăрталла, ял çинелле ушкăн-ушкăнпа çынсем улăхнă. Хушăран-хушăран сывлăшра хурçă сасси янăраса каять, ахăртнех, пĕрисем хăйсен çависене ăнсăртран ытти çынсен çависене лектереççĕ. Анхвис тантăшĕсем улăхран чи юлашкинчен улăхрĕç. Анхвис малтан улăх варринче пычĕ, вара улăх хĕррипе юхакан пĕчĕк шыв хĕррипе утрĕ. Чавка пуç шăршин нӳрĕ ӳсрĕ, ӳсĕртекен хăвачĕ вăйланнă пек туйăнчĕ. Ура айĕнчен шăрчăксем сикеççĕ, шывра шывпах тĕртĕнсе тăракан çеремрен вак пулăсем тунă вак хумсем сарăлаççĕ. Леш енчи çаранта чăнкă анакан çыранран улăх кайăкĕсен шăтăкĕсем курăнаççĕ. Хăшпĕр вырăнсенче хăмăш каçăрăлать. Хăлха вĕçне мăклă чулсем çийĕн çемçен юхакан шыв сасси йăхăруллăн чĕпĕте-чĕпĕте каять. Ай, аван-çке улăхра! Ай, аван-çке тĕнче! Пĕр кукăр хыççăн Анхвис «индувал» Петĕре хирĕç пулчĕ. Петĕр çыран леш енче выртнă. Ун умĕнче анчах хăмланă кĕсре сĕткенлĕ курăк çиет, хăй яланах сассăр кĕçенсе çывăхрах выртакан тихи çине пăха-пăха илет.
— Мĕнле пурнатăн, талансăр çын? — терĕ Анхвис уçă саспа. — Такки кĕмерĕн ĕнтĕ иккен колхоза. Такки çапла çырансем тăрăх çӳретĕн иккен.
Петĕр пичче чĕнмерĕ.
— Петĕр пичче, — каласшăн пулчĕ Анхвис, — эсĕ аллăран та иртнĕ-тĕр ĕнтĕ, тихун пурнăçĕ талăк та çук. Анчах эпĕ çав тихана санран лайăхрах юрататăп. Тиха нимĕн те пĕлмест, вăл курăк тутине те астивмен, чавка пуç шăршине те пĕлмест-ха. Анчах ăна каçармалла, мĕншĕн тесен вăл пĕр талăк та пурăнайман-ха. Эсĕ аллăран та иртнĕ, пурнăçунта темиçе тĕрлĕ ана та сухаларăн пуль, темиçе тĕрлĕ вăрлăх та акса куртăн пуль, анчах çапах пурнăçăн тутлă тĕшши ăçтан шăтнине тупма пĕлмерĕн. Талансăр эс, Петĕр пичче.
Çак вăхăтра тиха тăма хăтланчĕ, анчах вăйĕ çитсех килейменрен каялла выртрĕ. Амăшĕ васкаса тихи патне пычĕ. Анхвис чавка пуç чечек шăршине тата хытăрах туйса илсе малалла пусăмлăрах пусăмсемпе утса кайрĕ. Шыв пĕве çыранĕсемпе шаях пек тăрать. Пĕве хыçнерех, улăх вĕçĕ çинче, арман çурчĕсем пулмалла, икĕ пура. Вĕсем хыçĕнченех, сăртарахран, шĕшкĕ кати пуçланса каять.
Анхвис кĕпе-тумтирне хыврĕ те кăкăрĕсене аллисемпе витнĕ пек пулса шыв хĕрнерех пычĕ. Ун кĕлеткине хевелĕн юлашки пайăркисемпе шыв сывлăмĕ пĕрле хутшăнса ыталаса хумхатрĕç. Пăртак тăрсан вăл шыв çинчи хăйĕн сăнĕ çине сикрĕ те хĕрарăм ишшипе пĕве варнелле ишсе кайрĕ.
Кирук пĕве шывĕ çинчи пĕччен ишĕм сассине шĕшкĕ катинчен тухичченех илтрĕ. Вăйлă пичĕ çине унăн хумхану паллисем тухрĕç, тахçантанпа кĕтнĕ калаçун вăхăчĕ халь ăна ытла та пит хăвăрт çывхарнă пек туйăнчĕ. Вăл васкаре, мĕншĕн тесен Анхвис патнелле туртакан вăй халь пушшех ӳссе пычĕ. Вăл васкамарĕ, мĕншĕн тесен темскерле таçти сисĕм Анхвис унтан ĕлĕкхи пекех аякра тăнă пек, ун патне вăл пурпĕрех пырса çитес çук пек туйăнчĕ.
«Пĕр хĕр манран тармарĕ, пĕр хĕр умĕнче ман алă вăйсăрланса усăнмарĕ, пур хĕр умĕнче лайăх каччă пултăм, кĕтнĕ каччă пултăм, пĕр Анхвис анчах мана парăнмарĕ, манпа килĕшмерĕ, эпĕ хам ун умĕнче чура пек пулса юлтăм. Мĕнрен начар эп, мĕн çитмест мана?»
Ӳтри тĕреклĕх, вăй, сывлăхлăх ик çын хушшинчи пурнăçра, ĕçре чылай пысăк вырăнта тăнине пĕлсе вăл хăйне хăй тăрăххăн пăхса илчĕ. Сывлăхлă кăкăрĕ çине, аллисем çине пăхрĕ. Мĕн пăхмалли унта, мĕн шухăшламалли ун çинчен? Вăл мар-и, ара, ик талăк çывăрмасăр ĕçлеме пултарать, вăл мар-и, ара, çуракинче çырмана перĕнсе анмалла пулнă трактора ăнсăртран унта пырса тухса ал-ура вăйĕпе çăлса хăварчĕ. Е ун урăх вăй, ăшри вăй, çук-и, е вăл ударник мар-и — ăна мар-и çураки вăхăтĕнче политотдел начальникĕ ырă ятпа алă парса чăмăртарĕ? Е ун кил-йыш начар тымартан-и — ун ашшех мар-и вара хисеплĕ бригадир?
Вăл шĕшкĕ катинчен тухрĕ те хура куçĕсене çавăнтах пĕве шывĕ çинелле ячĕ. Пĕве шывĕ аякра та, çывăхра та, Анхвис кăмăлĕ аякра та, çывăхра та ... Анчах мĕншĕн чĕннĕ-ши ăна Анхвис? Улăхăн тепĕр енчи сăрчĕ енчен çил вĕрет. Çил тăрăх пĕрин хыççăн тепри икĕ çавра çил çаврăнса пыраççĕ. Пĕр самантра Кирука хăйпе Анхвис хушшинчи кунсем çав çавра çилсем пек курăнса кăйрĕç. Ĕнтĕ икĕ çул çапла, ĕнтĕ икĕ çул асаплантарать ăна Анхвис.
Кирук пурасем хыçĕнчен тухнă çĕре хĕр кепе-тумтирне тăхăнса тăнă. Хĕвел аннă. Хĕвел çути вăйĕ пĕтсе пынăран Анхвис пĕве çыранĕ хĕрринче ытти тĕттĕмрех япаласем хушшинче курăнмалларах курăнса тăнă. Анхвис Кирука çавăнтах курчĕ. Ун ӳчĕ тăрăх кăшт чĕтревлĕх чупса кайрĕ, аллисем кĕпе аркине аялалла антарчĕç, çивĕчĕсене майланă чухне вăл каллех уççăн чавка пуç шăршине туйрĕ.
— Мĕншĕн ара пит ир килтĕн? — терĕ вăл Кирука нихçан илтмен ăшă сасăпа. — Эп сана хĕвел ансан пĕр çур сехет пек тăхта тенĕччĕ вĕт, а эсĕ эп пуçтарничченех килсе тухрăн.
Кирук малтан вăл ăшă сасса ĕненмерĕ. Вăл ăна çиелтен анчах ăшă пек туйăнчĕ, шалтан, вăрттăн, вăл сасра пăр хыттийĕ вĕрсе çӳренĕ пек туйăнчĕ. Анхвис кăна çавăнтах сисрĕ. Кирукăн хăюсăр пусăмĕсем, ним тума аптранă хура куçĕсем — кусене курсанах ун ăшĕнче хăйне хăй айăплас туртăм çĕкленчĕ: «Мĕншĕн çав тери асаплантаратăп-ха эп ăна, чи хам кăмăл туртакан ачана? Пĕлмест вĕт ĕнтĕ вăл эп нумай чухне ун ячĕпе хам минтере ыталанине. Халь те туймасть вĕт-ха вăл ... манран, ман йĕри-тавра клеверĕн чĕнӳллĕ шăрши сарăлса пынине...
Улăхпа сыпăнакан сăрт курăнми пулса пыра пуçларĕ, шĕшкĕ кати пĕр пысăк хура тĕм пек курăнать.
— Кирук, — тесе чĕнчĕ вăл паçăрхи ăшă саспах. — Итле, эп сана калам: хĕрарăм чунĕ, кăмăлĕ, туртăмĕсем çак шĕшкĕ кати тĕмĕ пек тĕттĕм те тĕтреллĕ пулнă. Эп ĕç алăллă хĕрарăм çинчен калатăп, ыттисене эпĕ сайра хутра вуланă вырăсла кĕнекесем тăрăх анчах пĕлетĕп. Хĕрарăм хăй кăмăлне уçса кăтартма хăранă, мĕншĕн тесен ун умĕнче кашни утăмрах темиçе тĕрлĕ турăсем сехĕрлентерсе тăнă. Акă эпĕ те малтанах хам кăмăла уçмарăм, кăмăлăм ăçталла сулăннине кăтартмарăм, путех, ыттисем хушшинче хĕрарăмăн таçта тăсăлса килекен чеелĕхĕ курăнчĕ пулĕ манра. Эп сана сăнас терĕм, лайăхрах паллас терĕм, хама пĕтĕмпех уçса кăтартмасăр сана пĕтĕмпех уçса пăхас терĕм. Çук, çук, апла мар. Эпĕ çакна анчах каласшăн: сан аллуна политотдел начальникĕ чăмăртанă чухне эп сан хура куçусенче савăнăç хыпăнса кайнине куртăм, мана вăл сан савăнăç ман савăнăç пек курăнчĕ, вăл савăнăç клевĕр чечекки пек кĕрен хĕрлĕ тĕслĕ, вăл савăнăçăн шăршийĕ ман пуçа илĕртуллĕн-илĕртӳллĕн çавăрттарать. Сисетĕн-и эс ăна, Кирук, туятăн-и эс ăна, Кирукăм?!
Кирук ун патнелле утăм турĕ.
— Çук, çук, — чарчĕ ăна Анхвис. — Халь мар, халь мар. Халь кайăпăр, халь хамăр бригадир патне кайăпăр, халь сан аçу патне, ман ати патне кайăпăр, халь савăнăç çуратнă ушкăн патне кайăпăр.
Тĕттĕм пулчĕ, вĕсем ял çинелле улăхрĕç. Улăх юрă итлерĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...