Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Юрату шерпечĕ ĕçнĕ çут черкке
Çĕмĕрĕлчĕ, ним тума çук, ăнсăртран.
Ун чухне-ха эп — чипер, эс — чиперкке, —
Тĕшмĕш тенинчен эпир пач хăраман.
Пурнăçра шурă-хура йĕрсем нумай,
Маларах вĕсем çинчен пĕлме пӳрмен.
Туйăмсем сивĕннине туйса пĕрмай
Уйрăлу саманчĕ çитрĕ, çак — термен.
Кам шутланă юрату арканасса
Çапла хăвăрт, шеллемесĕр, тупата.
Тĕшмĕшĕн тĕп авăрне çаклансанах
Çĕмĕрĕлчĕ пуль черкке пирĕн ята…
 Этем çылăхпала-мĕн çуралать.
«Çветтуй», — тесе калаççĕ, ан ĕненĕр.
Мехел çитсен шурри те хуралать.
Ĕмĕр иртет-и? Ирттĕр, ан хĕрхенĕр.
Шуралать çӳç пĕрчи. Пиртен ыйтмасть.
Пĕр йăнăш хыççăн тепĕрне тăватпăр.
Кам чĕрĕ мар, паллах, вăл йăнăшмасть.
Вĕсем çинчен начар та калаçмастпăр.
Эпĕ те, эсĕ те, тепĕри…
Тен, çылăхлă çут тĕнчене килнишĕн.
Йĕрет çурта, Тур амăш кĕтесри,
Тасалăхпа ыркăмăллăх вилнишĕн.
Çав усала çĕнтерĕ каçару,
Ыйтма пĕлсен мăнкăмăллăх тĕп пулĕ.
Таса çăлкуç пек ырă пуçару,
Чĕресене кĕрсе вырнаçса юлĕ.
Этем çылăхпала-мĕн çуралать…
Пĕлсе тăрсах вăл йăнăшать те пулĕ.
Хăй чунĕнче Чиркӳ вăл купалать…
Сисмесĕрех ун татăлать кун-çулĕ.
Хĕрĕх пĕрремĕш çул —
Ытла хăрушă çул.
Вăрçă пуçланнă çул
Аса килет мĕн чул...
Пирĕн ват асаттесем,
Пирĕн ват асаннесем
Тăватă çул хушши
Курман хĕвел ăшши.
Вутлă-юнлă вăрçăра
Тăхлан пуля шăхăрнă,
Нумай-çке юн юхтарнă,
Нумай хула кĕлленнĕ.
Манăн ватă асатте
Пулнă çакă вăрçăра.
Астăватăп халĕ те,
Хаш сывлатчĕ вăл ăшра.
Вăрçăн йывăр çулĕсем,
Тертлĕ хуйхăллă кунсем
Санăн питӳ-куçунта,
Чĕрери суранунта.
Ас илсен çав кунсене
Чуну сан хурланатчĕ,
Куçунтан вĕри куççуль
Пăт-пат, пăт-çке юхатчĕ.
Ĕмсе юлнă çав тăшман
Санăн çамрăк вăй-хална.
Эс яш ĕмĕрне курман,
Çырлана эс çӳремен.
Ман çĕре эс пăшалпа
Хӳтĕленĕ тăшмантан.
Эс тухнă çулăм витĕр,
Сывă юлнă çав вутран.
Ват асатте сăнарĕ
Халь те манăн асăмра,
Унăн орден-медалĕ
Упранать шкатулкăра.
Малалла
Хăнтăр-хăнтăр-хăнтăр! аслати кĕрлет,
Пăнтăр-пăнтăр-пăнтăр! кĕвĕ илтĕнет.
Аслатийĕ умĕн çиçĕмĕ çиçет,
Кĕвĕпе пĕрле ман чунăм çĕкленет.
Пăнтăр-пăнтăр-пăнтăр! кĕвĕ илтĕнет,
Кĕвĕпе пĕрле ман чунăм çĕкленет.
Шăпăр-шăпăр-шăпăр! çумăрĕ çăвать,
Тăпăр-тăпăр-тăпăр! халăхĕ ташлать,
Çумăрĕ иртет пуль — тӳпе çуталать,
Сирĕнпе пĕрле чух кăмăлăм тулать.
Тăпăр-тăпăр-тăпăр! халăхĕ ташлать,
Сирĕнпе пĕрле чух кăмăлăм тулать.
Шăнкăр-шăнкăр-шăнкăр çумăр шыв юхать,
Йăлтăр-йăлтăр-йăлтăр хĕвелĕ кулать.
Юлташăм, тăванăм кĕреке пухать —
Кулянса çитет пуль, савăнас пулать.
Йăлтăр-йăлтăр-йăлтăр хĕвелĕ кулать —
Кулянса çитет пуль, савăнас пулать!
Аслă шкулта медицина факультетĕнче вĕренекен ывăлĕ сасартăк каçсерен ĕçлеме юлма пуçласан малтанласа савăнчĕ хĕрарăм. Анчах та амăш чĕри çак хыпара темшĕн лăпкăн йышăнас темерĕ. Мăшăрĕ ĕçлесе илекен укçа килти тăкаксене саплаштарма та, виççĕмĕш курсра вĕренекен ывăлне паркалама та çитсе пырать. Хăй те, Рената Васильевна, нумаях пулмасть çеç ĕçе çӳреме пăрахрĕ. Тивĕçлĕ канура вăл. Хисеплĕ тухтăра пултарулăхне курах тытса тăчĕç халиччен. Хĕрарăм канма вăхăт, çамрăксене çул памалла текелесе заявлени çырма васкарĕ. Упăшки те унăн, Алексей Леонтьевич, тухтăр. Хулари паллă ревматолог. Вĕсен юратăвĕн историйĕ вара хăйне уйрăм калаçу.
Хĕрарăм валли килте куллен ĕç пур. Каçхи ĕçсене пĕтерсен Рената кĕнекесем хушшинче тирпейлĕн упранакан пĕчĕк арча патне кармашрĕ — паянхи ĕçе ырана хăварас мар тесе хваттерĕшĕн тӳлеме укçа илесшĕнччĕ вăл. Уçрĕ те — тĕлĕнсех кайрĕ: арча пушă! Тамаша, упăшкипе иккĕшĕ темиçе çул хушши майĕпен пухса пыракан укçа ăçта кайнине ниепле те ăнланаймарĕ вăл. Тăрук пăлханнипе ури вăйĕ кайнине туйса илчĕ. Пукан çине вăхăтра ларса ĕлкĕреймен пулсан тем курнă пулĕччĕ-и, тен. Шухăша путса тайăнчĕ хăтаруçă пукан çумне.
Малалла
 Эс килес сукмак ытла та ансăр,
Тĕм ĕшеннĕн путнă ыйăха.
Хĕвеле кĕтсе илетĕп сансăр,
Сансăрах ăсатрăм уйăха.
Кун килет те çĕр килет — ылмашлă.
Санпала та, сансăр та çапла.
Эп пĕлетĕп, эс — кунпа юлташлă,
Эп çĕрпе юлташлă пуль апла.
Шăпчăксем шăнса сасне çухатнă.
Тен, пăрланĕ çăл та çĕр каçа.
Юриех такам килсе тухатнăн —
Каç куна тытасшăн, кун — каçа...
 Кăвак кантăк куçне йĕпетсе,
Шĕпĕр-шĕпĕр саспа çуса иртрĕ вĕт çумăр.
Мĕн тăран тĕнчерен тĕлĕнсе? —
Çумăрсем кĕрсерен чарăнмасăр та çунă.
Пĕр самант манăçам-и йăлтах
Шурă юр шуррине асăма илеймесĕр.
Çав хĕле астăватăп, паллах...
Иртнĕ кун йӳççинчен мĕн упратăн халь эсĕ?
Халлĕхе эп никамăн та мар.
(Нихăçан та, ниçта та, никамăн та пулмăп),
Эсĕ тар ман патран, эсĕ тар!
Чи ачаш куллăмпа унчченех эп йăл кулнă.
Çĕр каçасчĕ пĕччен чăтлăхра,
Тен, ун чух ыйхăри вăрмана ăнланаттăм.
Мана тăвăр кун пек хăтлăхра!
Илсе кай... Эп пыратăп санпа... тамăка та...
 Чӳрече пăрланнă... Чĕрече пăрланнă...
Урамра — тăм тивнĕ сарă кĕркунне.
Паянччен мĕн пулнă — пĕтĕмпех арканнă.
Кам пĕлет пăрланнă кĕркунне мĕнне?
Çăмăлттай халь эсĕ, хăлăхсăр ача пек.
Ху темме кичемччĕ, шăпчĕ иртнинче.
Шăннă икĕ çулçă... ик чĕре асапĕ...
Калаçар-и сассăр çак тĕнче çинчен?
Паянтан эп саншăн йăл кулма та манăп,
Паянтан эп пулăп ахалли кăна.
Уçăлать-и алăк, хупăнать-и алăк —
Ним пулман пек шăппăн ăсатам сана.
Чӳрече пăрланнă. Чӳрече пăрланнă...
Куллине çăтаççĕ шăннă çулçăсем.
Манăн макăрас-и? Макăрма та маннă.
Пĕр чĕнми тăрас-и: шăннă çулçăсем...
 Ан манса кай, парсам сас хăш чухне.
Чĕре ăшши пĕтмен-ха, ăшăнар пĕрле.
Ан манса кай, пĕлетĕн вĕт шухне.
Тăрсан-тăрсан çыру — сăмах пуххи тĕрле.
Ан манса кай, ыран та кун пулать.
Куççуль юхать. Типет. Йӳççи пылакланать.
Ан манса кай, хĕвел каллех ирпе тухать.
Хура йĕр шуралса чун шанчăкпа тулать.
Ан манса кай, тăван, ан кĕр ытла чĕрре,
Пурнатпăр çĕр çинче вăхăтлăха — пĕрре.
Ан манса кай мана, ан хурлансам сĕре,
Туйăм ăшши хĕрӳ — çĕнтерĕ вăл кĕре.
«Ăçта пултарулăхпа паттăрлăх кăтартма пулать-ши? Мĕн çинчен е кам çинчен çырам-ши?» — тесе чылай шутласа çӳрерĕм. Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă май паттăрлăх пирки чылай калаçаççĕ тата çыраççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче мĕнпур совет халăхĕ паттăрлăх кăтартнă, вĕсем хушшинче манпа тантăш ачасем те. Хальхи вăхăтра çарти каччăсем тăван çĕршыва кунĕн-çĕрĕн сыхлаççĕ — çакă та паттăрлăх. Пушар вăхăтĕнче хаяр çулăма парăнтаракансем паттăрсем. Шывра ишме пĕлменнипе путма пуçланă ачана çăлни паттăрлăх. Кун пек тĕслĕхсем чылай илсе кăтартма пулать. Шкул ачи шкулта хăйне йĕркеллĕ тытать, аслисене хисеплет, тусĕсене пулăшса пырать пулсан, манăн ăна паттăр ача тесе чĕнес килет. Таса чун-чĕреллĕ çын, хăйĕн ĕçне юратса тăвакан çын, халăх хушшинче ырă кăмăллăхĕпе палăрнă çын, ман шутпа, чăннипех те паттăр çын.
Мĕн-ши вăл паттăрлăх? Тăватă ача çуратса ӳстерни паттăрлăх мар-ши вăл? Мана çак пулăм чи пысăк паттăрлăхсенчен пĕри пек туйăнать.
Шăпах çавăнпа çак калавра эпĕ тăватă ача амăшĕ пирки, хамăн анне пирки каласа парасшăн. Пирĕн аннене Алина Владимировна Устинова тесе чĕнеççĕ. Вăл 1977 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вĕсем çемьере тăватă тăван ӳснĕ, анне çемьере пуринчен те кĕçĕнни пулнă. Пирĕн кукамай, Анастасия Андреевна Петрова, ирех мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Пирĕн кукаç колхозра тракторист пулса ĕçленĕ, чире пула вăл пирĕн анне ултă çулта чухне пурнăçран уйрăлса кайнă. Кукамайăн тăватă ачине пĕчченех ура çине тăратмалла пулнă. Йывăр пулсан та чăтнă, нăйкăшман, пурне те тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратнă. Вăл малтанах фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхакан тата доярка пулса вăй хунă, унтан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Анат Чутай шкулĕнче кочегарка пулса ĕçленĕ. Вăл вăхăтра шкулсенчи кăмакасене брикетпа хутнă. Кукамайăн çурçĕр варринче кăмака хутма каймалла пулнă. Вăл тăрăшнипе шкул ачисем уроксем пуçланиччен шкула çитнĕ çĕре классем ăшăнса çитнĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 99 100 101 102 103 104 105 106 107 ... 796
|
Шухăшсем
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...