Вырмара
Ĕç пуçланчĕ. Ĕнер çеç мĕнпур хăйĕн тинĕслĕ талккăшĕпе хумханса ларнă ыраш темиçе кĕтесрен хурăç çĕççи айне пула пуçларĕ.
— Хăмăта улăштарас пулать, — каларĕ Еремеев, политпай начальникĕ. — Капла çӳресен эс кăнтăрлаччен лашана йĕркерен кăларатăн. — Бригадир, — бригадир патнелле çаврăнчĕ вăл. — Мĕнле çак вак-тĕвексене те йĕркелеймен-ха?
Бригадир пĕр жнейка патĕнчен тепĕр жнейка патне чупса пычĕ. Вăл Еремеев мĕнле йĕркесĕрлĕх çинчен каланине тĕплĕн ăнланмарĕ пулсан та ун çинчен ыйтса тăмарĕ. Сӳсменĕ хăй вырăннех ларайман лаша умĕнче аптăрасарах тăракан колхозник çине лаша кăкри тĕлне пăхрĕ те Еремеев куçне мĕнле йĕркесĕрлĕх лекнине çавăнтах сисрĕ.
«Мĕнле апла? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл лаша умĕнчи колхозникран куçпа анчах, — каç анчах сӳсменсене тăхăнтарсах тепĕр хут тĕрĕслерĕмĕр-çке».
— Вот çапла, Иван Кирилчă, — алăсене сарса ярса каларĕ лаша умĕнчи колхозник.
— Каçпа та чиперехчĕ сӳсмен. Паян ир-ирех тухса тĕрĕслерĕм. Ун чухне те хăй вырăнĕнчехчĕ. А... кӳлес умĕн такăш мурĕ улăштарса кайнă ман сӳсмене.
— Халех туп сӳсмене. Срук — виçĕ минут. Тупсан çавăнтах мана пĕлтер. Мăшкăл.
Юлашки сăмах хыççăн карланкă тĕпĕнчен çăвара тепĕр суртлă сăмах çĕмĕрсе пынăччĕ, анчах ăна бригадир, Еремеевран пăртак вăтаннăран, тула тухса ӳкме памарĕ, каялла çăтса ячĕ.
Еремеев хура та вăтамрах çын. Шакла пуçĕ çине шур карттус тăхăннăскер, бригадирăн пукан пек тăваткăл çурăмĕ çине хура куç харшисем айĕн пăхса: «Ак халех бригадир ман патăма килет-тĕр ĕнтĕ, çапла, çапла, эпĕ айăплă мар тет-тĕр», — тесе шухăшласа илчĕ. Анчах бригадир ун патне пымарĕ, сăмахне веçех урăх сăмах каларĕ.
— Тухса килес чухне тата тепĕр хут тĕрĕслемелле пулнă, тĕрĕслемерĕм.
Каларĕ те хăй жнейки патнелле пăрăнса кайрĕ. Тепĕр минутран жнейкăсем тикĕсрех ĕçлеме пуçларĕç. Ик енчен жнейкăсен сасси, тепĕр енчен — çурласен сасси. Еремеев пĕр çӳллĕрех вырăн тупса тепĕр бригадир патне ăçтан кайма çывăхраххине палăртма шухăшларĕ. Çав вăхăтра ун патне кĕтмен çĕртен ыраш ăшĕнчен пĕр 10—12 çулхи ача чупса пычĕ.
— Предсĕдатĕль ячĕ. Çак хута сана хăвăртрах пама каларĕ, — терĕ ача.
Еремеев хут çине пăхсанах кам çырнине уйăрса илчĕ. Çырура виç-тăват йĕрке анчах. «Дина вăйлăнах чирлесе кайрĕ. Температура каç та, паян та 41 градус патĕнче. Тухтăр патне илсе кайма машин та, лаша та çук. Эс çаплах килместĕн».
Çыру илсе килнĕ ача колхоз председателĕ ăна: «Эсĕ вăл сана мĕн каличченех кĕтсе тăр» тенине асра тытса Еремеев мĕн калассине кĕтсе тăчĕ. Анчах Еремеев ăна нимĕн те каламарĕ, вăл çырăва ерипен хутлатса чикрĕ те, çĕнĕрен шухăшсем килсе тухнă çийĕн, унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Участкăн леш пуçĕнче çӳллĕрех вырăн курчĕ, вара çавăнталла утса кайрĕ. Хăй хыççăн аптрашуллăрах утса пыракан ачана вăл чылайччен асăрхаймарĕ, пĕр вăхăт ун чĕлхинче шăрчăк сассисемпе темскерле уйăрса илме çук сассем анчах сăйлатса тăчĕç, тепĕр вăхăтра вăл сассем сасартăк самантлăха-самантлăха сывă мар ача кăларакан сассем пек пулса кайрĕç.
Вăл çаврăнса пăхрĕ те ун хыççăн утса пыракан тăрăшуллă ачана асăрхарĕ.
— Мĕн эсĕ? — ыйтрĕ вăл унтан кăшт улшăннăрах саспа.
— Председатель мана: «Эсĕ вăл сана мĕн каличченех кĕтсе тăр» тенĕччĕ, — аран-аран хăюсăр каларĕ ача.
Еремеевăн тути тăрăх ăшă кулă пĕрчи чупса кайрĕ. Вăл ачана алли çине илчĕ, ача, кăна ниепле те кĕтменскер, чистиех хăюсăрланса вăтанчĕ.
— Миçере эсĕ, ывăлăм? — ыйтрĕ Еремеев.
— Килес çул шкула каятăп, — терĕ ача куçĕсене пытарса. Хăй çав самантра ăна алă çине илнĕ çын ерипен кăкăрĕ çумне чăмăртанине сисрĕ.
— Ну, чуп, — терĕ Еремеев ачана çĕре антарса. — Смотри, килес çул шкула кайсан лайăх вĕрен. Учителе итле, смотри, Мефоди Петровчă — аван старик...
— А председатĕле ман мĕн калас? — çаплах манмасть ача хăйĕнне.
— Куртăм те, çыруне патăм те, вăл нимĕн те каламарĕ те. Ай-ай, эсĕ, ывăлăм, хăвăн председатĕльне пит юрататăн иккен, манмастăн вăл мĕн каланине.
Хăй ăшĕнче председателĕн ачана мĕншĕн кĕтсе тăма хушнине сиссе Еремеев çавăнтах: «Юрамасть, юрамасть, юлташ председатĕль. Хăш лашу пушă вара сан? Да, вообще... Мĕнле лаша пушă пулма пултарать вара çак вăхăтра? Е эсĕ ĕçри лашасенчен пĕрне тăварса илме сĕнетĕн? Юрамасть, юрамасть, юлташ председатĕль... Тен, мĕнле те пулсан иртсе те кайĕ-ха. Хăш-пĕр ача-пăча вăл 41 градуса çăмăлах чăтакан... А иртмесен?..»
Еремеев патне килнĕ ача сукмак тăрăх пăрăнса кĕрсе кайрĕ, Еремеев пĕр çӳллĕрех вырăн тупса иккĕмĕш бригада ĕçĕ çине пăхма пуçларĕ.Иккĕмĕш бригадăра пĕр машин тем сăлтав пирки чарна-чарна ĕçлет пулас: ыраш çийĕн çăмăл çилпе пĕрле кĕлте çыхакан хĕрарăмсен юрри юхса килет, çĕртен те, çӳлтен те кас-кас вĕри сывлăш палкаса каять.
Çĕр йывăррăн сывланă пек туйăннă, хăй сĕткенĕ ӳстернĕ ырашăн ырă йывăрлăхне çынсене хăвăртрах хăйсем çине илме ыйтнă пек пулнă.
Вăл çӳллĕ вырăн çинче чылайччен тăчĕ. Пĕр шухăш тепĕр шухăшпа тăсăлчĕ, пĕр ĕç тепĕр ĕçе çуратрĕ. Пĕр сăнлăхсем тепĕр сăнлăхсемпе пĕрлешрĕç. Вăл шалаварăн хыçри кĕсйинчен пĕчĕк хут кĕнекепе кăранташ кăларчĕ. Хут çине çав шухăшсемпе ĕçсем, сăнлăхсем ӳкрĕç. Вăл тырă пуçтарас ĕçĕн малтанхи кунĕ çинчен политпай хаçачĕ валли заметка çырчĕ. Заметкăра асăрхаман çитменлĕхсем çине хытăрах пусăмларĕ.
«Кăнтăрла апатĕнче кĕскен кăна пĕр-ик сăмах калас пулать. Васкас пулать... васкас пулать, сруксене кĕскетес пулать. Ирхине асăрханă çитменлĕхсене кăнтăрларан вара пĕтĕмпех пĕтерес пулать.
Ку колхоз — çӳллĕ вырăнта, çанталăк çапла тăрсан хăш-пĕр çамкасенче ыраш тăкăнма та пултарать. Васкас пулать, васкас пулать... Юнашарти колхозсене каçчен объязательнă çитес пулать. Каçпа вара, çĕрле — Дина патне...»
Вăл çӳллĕ вырăнтан мише çине тухрĕ. Ик-виç çĕрте пĕрер пучах татса илсе ун тĕшшисене ывăç çине кăларса тĕрĕслерĕ. Пĕр пĕрчĕн тĕсĕ ăна Дина куçĕсен тĕсне аса илтерчĕ.
* * *
Мефоди Петрович учителе, кăнтăрла апачĕ вăхăтĕнче колхозниксене хаçат вулама тухнăскере, вулама паян лекмерĕ, вăхăт кĕске пулчĕ.
— Юрĕ, — терĕ вăл хăйне хăй тĕм çине ларса, — хаçатне ăна та вулама пулĕ, анчах мана çакă тĕлĕнтерет: акă эпĕ ĕнтĕ ăна иккĕмĕш çул паллатăп, унтан пăртак шикленетĕп. Вăл сахал калаçать, нумай тăвать, вăл сахал сăмахпа çын ăшне кĕрет. Ăна çавăнтах ăнланаççĕ. Пысăк çын вăл час ăнланмасть, пĕчĕк ачасем час ăнланаççĕ. Эпĕ хамăр ял çыннисемпе мĕн учителе тухнăранпах, — вăл вăхăтран вара 25 çул иртрĕ, — агрономи çинчен ăнлантарма тăрăшрăм. Çĕре нумай пусăллă тăвасси çинчен, клевĕр усăлăхĕ çинчен, çĕртме тăвасси çинчен, тислĕкне хăçан, мĕнле тăвасси çинчен, машинăпа мĕнле ĕçлемелли çинчен калаçрăм. Мана сахал ăнланатчĕç, хăш-пĕр чухне кулма пăхатчĕç: «Ав арман хуçисене кайса кала, вĕсен çĕр нумай, хĕрĕсем те пур вĕсен, тен, кĕрӳ ятне те илтме пултарăн», — тетчĕç. Эпĕ арман хуçи кĕрӳшĕ пулмарăм, анчах эпĕ каярах ăнлантăм, вĕсем мана тĕрĕс каланă: черевелникпе çур пилĕк çинче нумай пусă туса та, аякках каймăн, машинăпа нумаях ĕçлеймĕн... Большевиксем, ак çак Еремеевсем, черевелникпе çур пилĕке таçта çитичченех, вĕçĕ-хĕррисĕр аслатрĕç — эпĕ кăна малтан ăнланма пултараймарăм, вăл мана тĕлĕк пек туйăнатчĕ, утопи пек туйăнатчĕ. Ку тĕлĕк маррине эпĕ нумай пулмасть, пĕлтĕр-виçĕм çул çеç, ăнланса илтĕм. Пирĕн район çĕрĕ çинче мана çавăн чухлĕ тырă тухни пĕтĕмпех тĕлĕнтерчĕ. Кăçал вон Еремеев пĕлтĕрхинчен ытларах пуçтарасшăн. Вăл вон ĕнентерет, ăна ĕненеççĕ, эпĕ хам та ĕненетĕп. Тăхăр кун, мĕнпурĕ те тăхăр кун! Тăхăр кун хушшинче вырса, çапса, çапнинчен пĕр кассине станца леçнĕ. Эпĕ малтан култăм, Еремеев, йăнăшатăн терĕм. Большевиксем нумай япала тума пултарнине эпĕ ĕнтĕ нумай куртăм терĕм. Вăл мана хулпуççинчен лăскарĕ те кулса: «Ак курăпăр, хисеплĕ учитель, — терĕ, — анчах эсĕ ху та лайăхрах ĕçле, — терĕ. Эпĕ ĕçлерĕм, анчах малтан ĕненмесĕр ĕçлерĕм... Акă вăл пирĕн кăçалхи срук — сакăр кун тет. Эпĕ ĕненетĕп, ĕненетĕп, хисеплĕ Еремеев. Анчах ман сана... çапах та хытă вăрçас килет, ятлас килет. Эпĕ хăш-пĕр чухне шкулта ачасене ятлатăп, халь ман сана ятлас килет. Кунта киличчен эпĕ колхоз председательне хирĕç пултăм, вăл мана сан виç çулхи Дина йывăр сыв мар терĕ. Эсĕ мана пĕлтĕр РОНОна пырсан ху патна чей ĕçме илсе кĕтĕн. Динăн пичĕ амăшĕнни пек, сарă, куçĕ санăнни пек, ыраш пĕрчи тĕслĕ. Эпĕ ăна алла илсен, вăл мана: «Сан сухалу чикет, ăна атте пек хырас пулать», — терĕ.
Вăл пĕчĕк урисемпе шкап патне чупса кайрĕ, шкапа уçса, унтан пĕчĕк коробка йăтса килчĕ: «Акă кунта атте хыракан бритвă, ме, хырăн», — терĕ. Эпĕ ăна: «Ман сухалсем вăрăм, вĕсене малтан хачăпа касас пулать, тата ĕнтĕ эпĕ ватă, мана хырăнмасан та юрать», — терĕм. Вăл мана хачă илсе килчĕ. Эпĕ санăн Динăран, Еремеев, аран-аран çăлăнтăм. Вăл халĕ сывă мар, унăн 41 градус, ăна тухтăр кирлĕ, ăна тухтăр патне илсе кайма лаша кирлĕ. Санăн халĕ çавăн çинчен шухăшлас пулать, эсĕ пĕр ухмах çухатнă сӳсмен çинчен калаçатăн, лаша кăкри çинчен калаçатăн... Еремеев, ман сана хам ачасене ятланă пек ятлас килет. Эсĕ мана хăш-пĕр чухне ху та пĕчĕк ача пек туйăнатăн, ача пĕр чарăнмасăр выляс кăмăлпа вылять, ывăннă вăхăт ун патне кĕтмен çĕртен пырса тухать, эсĕ пĕр чарăнмасăр ĕçлес кăмăлпа ĕçлетĕн, ывăннă вăхăта эсĕ çилленсе хирĕç пулатăн. Эсĕ ĕнтĕ станцăран тухни иккĕмĕш эрне. Эпĕ лайăх пĕлетĕп: эсĕ çак кунсем хушшинче путлĕн çывăрса, канса курман. Çак кунсем тăршшинче пирĕн патăрта эсĕ иккĕмĕш хут пултăн. Пĕр çĕрĕнче эпĕ юри темиçе хут тăра-тăра пăхрăм, эсĕ ман класра çаплах ларатăн, çаплах çыратăн, шутлатăн, мана вăратас мар тесе класс тăрăх ерипен, ерипен утса çӳретĕн. Хуть мĕн кала, Еремеев, анчах эп халех тăратăп та колхоз председателĕ патне каятăп: çапла, çапла, начальникрен ыйтса тăрас çук, пĕр лашана тăварттар та, давай, хама яр станца тетĕп. Эп тӳрех: начальник ирĕк пачĕ, давай,тăварăр пĕр лашине тетĕп. Станцăна 15 çухрăм, станцăран тухтăр 7 çухрăмра, лаша ыран ирхине кунта пулать, пĕр лаша çур кун кунта пулманнинче пысăках сиен пулас çук. Е урăхла тăватăп, Еремеев. Хăвна илсе çӳрекен лашуна илсе каятăп. Кӳршĕри колхозсенне те юрать... çапла, Еремеев, кăна эп çаплах тăватăп, халех тăватăп». Мефоди Петрович хăй ларакан тĕм çинчен тăчĕ те колхозниксем апат çиекен вырăнтан ялалла илсе каякан çул çинелле утма тытăнчĕ.
— Ăçта эсĕ, Мефоди Петрович? — чĕнчĕ Еремеев. — Ăçта пит хăвăрт утса кайрăн? Ан кай-ха, ялалла пулсан пĕрле кайăпăр. Эп пĕтертĕм ĕнтĕ, халех ак...
Мефоди Петрович малтан хăраса кайрĕ, анчах вăл хыçалти сас çине çаврăнса та пăхмарĕ.
— Тем пулнă пирĕн Мефоди Петровича паян, — терĕ пĕр колхозник ытти колхозниксем çине пăхса. — Юри пăхса лартăм ун çине: тем пăкăлтатрĕ хăйпе хăй юмăç пек. Халĕ акă сасартăк тăчĕ те утрĕ.
Колхозниксем Еремеева хăйсем апла тăвас мар тенĕ çĕртенех час ямарĕç. Пĕри пырса калаçрĕ, тепри пырса калаçрĕ. Вĕсем кăнтăрлачченхи плана тултарнă. Анчах хăш-пĕр участоксенче çăмăлах сирме май пур çитменлĕхсемпе ĕçленĕшĕн (вĕсене çăмăлах сирме май пурри Еремеев сăмахĕ хыççăн уççăнах курăнчĕ) вĕсем хăйсене хăйсем Еремеев умĕнче айăплă пек туйнă. Пĕри вĕсенчен Тихăн Папай, пĕлтĕр ват пуçпах ик çĕр ĕç кунĕ ĕçлесе илнĕскер, Еремеева юлашки хут чарса, темшĕн вăтанарах, шăппăн:
— Эсĕр ĕнтĕ, Ефин Ефимччă, шанăр пирĕн çине. Эпĕр ĕнтĕ сăмах панă тăк тăватпăр-тăватпăрах. Пĕлтĕр, вон, турăмăр-турăмăрах вĕт, сирĕнпе пĕрле такки тивĕçлĕ пултăмăрах вĕт ялав илме. Петров та вон ырă сăмахпа асăннă пирĕн район çинчен.
Ман карчăк пăртак ухмахрах, вăл ун пек япаласене халĕ те ăнланаймасть-ха. Сан ялавунтан эпĕ ни тутăр, ни саппун çĕлесе çыхас çук тет. Çавăн пекех санăн Петровун ăшă сăмахĕ тăрăх эпĕ текех качча каяс çук тет. Анчах эпĕ ăна çавăнпа та ĕнтĕ ухмах тетĕп, эсĕ халĕ те ху ăшунта ĕлĕкхи пекех самăй коренной индувал тетĕп. А эпĕр ĕнтĕ хĕрлĕ ялавпа Сергей Порфирчăн ăшă сăмахĕ мĕн пек хаклă тăнине ăнланмалăх пулнă ĕнтĕ. Пирĕн колхоз çине эсĕ, Ефин Ефимччă, шан. Пирĕн вĕт тата... председатĕль те сан суртлах этем, ахаль мар ун çамки тăрăх Колчак хĕçĕ выртнă. Вот, Ефин Ефимччă, эпĕ çакна çеç каласшăнччĕ.
— Ну юрĕ, юрĕ, Тихăн Папай, — терĕ Еремеев ун аллине чăмăртаса. — Ĕçе ăнăçуллă пĕтертнĕ хыççăн иксĕмĕр пĕрер курка сăра ĕçĕпĕр.
— Вот-вот! — мĕнпур кĕлеткипе сиксе ӳкрĕ Тихăн Папай, унтан çăра куç харшисемпе витĕннĕ куçĕсене сасартăк мăч-мăч хупа пуçласа: — ĕнтĕ ман сăмах çук, ĕнтĕ кайăрах, Ефин Ефимччă, ĕнтĕ ытлашшипех савăнтартăр мана, старике, ĕнтĕ...
Вăл каласа пĕтереймерĕ. Куçĕсене Еремеев куçĕсенчен мĕнле те пулсан пытарма тăрăшса Еремеев сылтăм аллине хăвăрттăн чăмăртаса илчĕ те каялла, апат хыççăн ĕçе пуçтарăнма пуçланă колхозниксем патнелле, васкаса утса кайрĕ.
Еремеев ял çулĕ çинче старик çемçелĕхĕ çинчен, ял çыннисем колхоз ĕçĕ çинчен кашни хăйĕн тĕслĕ, хăйĕн майлă, кашни хăйĕн йĕрĕсемпе улшăнса пыни çинчен шухăшларĕ.
— Ничево, — терĕ вăл саспах, — старикĕн çемçелĕхĕ — ватăлăх çемçелĕхĕ, анчах ку ватăлăх — çĕнĕ пахалăхлă! Тĕрĕссипе каласан ку ватăлăх ĕнтĕ ватăлăх та мар.
Вăл ял хапхи тĕлне утса çитрĕ. Ял хапхи витĕр мала пăхса илмен пулсан, вăл шкул кил картинчен тухакан юлан ута ирттерсе те янă пулĕччĕ. Мефоди Петровчă Еремеева асăрхарĕ те лашана хăвăрттăн тăкăрлăка пăрма хăтланчĕ. Анчах вăл ĕлкĕреймерĕ. Хăй лашине асăрхасанах малалла сиксе ӳкнĕ Еремеев ăна лашана тăкăрлăка çавăрса çитеричченех хуса çитрĕ.
— Яр йĕвене! Яр йĕвене! — тилмĕрчĕ Мефоди Петровчă.
— Фу, чорт, — анчах палласа илчĕ Еремеев. — А эпĕ сана уйăрса та илме ĕлкĕреймерĕм вĕт. Фу, вот куç-пуç. Ăçта эсĕ? Ман хамăн халех каймалла!
— Яр йĕвене! Яр йĕвене! — хăй ĕмĕчĕ пуçĕпех çухалнине халь анчах ăнланса çитсе, анчах çаплах парăнмасăр мĕнпур вăйпа çухăрса ячĕ Мефоди Петровчă.
Еремеев йĕвене ямасăр чылайччен ăнланмасăр тăчĕ. Кайран Мефоди Петровчăн татăк-татăк калаçăвĕнчен: «Эсĕ хăна маннă иккен... сӳсмен... лаша кăкри... Дина» текен сăмахсенчен Мефоди Петровчă ун лашипе ăçта кайма тухнине ăнланса илчĕ.
Мефоди Петровча ерипен çĕклесе илсе çĕр çине лартрĕ, хăй лаша çине ларчĕ, вара паçăрхи уй хапхинчен тухса кайса лашине кӳршĕри колхозалла юрттарчĕ.
«Вот, вот, çапла, çапла, — терĕ вăл хăй ăшĕнче Мефоди Петровча. — Аван старик, çамрăкланакан старик, анчах пирĕн çинчен пĕтĕмпех тӳнтерле шухăшлать: ун шучĕпе, эпĕр этем те мар иккен, пуç çеç, чĕре çук иккен... Эпĕр ни юратма, ни савма пĕлместпĕр иккен. Вăл, Мефоди Петровчă, ман Динăна манран, ашшĕнчен, хытăрах юратать иккен...
Ай, старик-старик, эп çак сехетре, çак минутра Дина патне тухса кайма пултарайманни эпĕ юратманнине пĕлтерет иккен саншăн. Ун çинчен ан пăшăрхан, учитлĕ: Динăна эпĕ вĕçĕмсĕр юрататăп».
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...