Pri la retejo
Novaĵoj
ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Agabazar // 4189.27.1700
2025.11.06 14:44 | |
Те Алттая, те Чутая? | |
Хамарьял // 8898.5.0813
2025.11.07 11:25 | |
Петтоки - паттăр! Сăввисем те вырăнлă, салакайăк Хирте Ĕнер чакăлтатни мар! | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.10 06:39 | |
ХАМАРЬЯЛА. Окопра пулмасăр атаккăна кайма çук!
ЭС кайсан кăна ĕнтĕ, тăванăм... Эс пĕчченех Берлина та, Токиона та, Лондона та илме пултаратăн та... Чыс та мухтав сана - паттăра! Асту, окопра нумай ан лар! Черетлĕ атаккăран тин таврăннă 64-ри Валери ТУРКАЙ. 10.11.2025. Ырăпа усалăн нихçан та чарăнман вăрçи. | |
Agabazar // 2265.07.4217
2025.11.10 11:40 | |
Андрей Петтоки пултарулăхе пирки 5 сăвăлла хайлав тăрăх çеç хаклама çук. Уйрăм сыпăксем çине кăна таянсан — пушшех те.
Тен, Чăваш поэзийĕн анталогине (2013) пухакансем юри чи начар хайлавсене суйланă? Çавăнпа та тепĕр хут çапла калатпăр: Андрей Петтоки çырнисене пухса кĕнеке кăларăр та çавна Чăваш республикинчи тата тулашри чăваш ялĕсенчи мĕнпур библиотекăсене, нихăшне те сиктермесĕр, валеçсе парăр. | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.10 17:52 | |
АГАБАЗАРА. "Тен, Чăваш поэзийĕн анталогине (2013) пухакансем юри чи начар хайлавсене суйланă?" тени мĕн тени у?!
Эс ытлашшипех ăсланса кайман пуль те, тăванăм, пин çул ку сайтра пурăнса?! Апла пулсан, саламлатăп сана! "Çапла калатпăр" текеннисем КАМСЕМ эсир?.. КАМСЕМ ЭСИР?! Тен, çав хастар çынсен списокĕпе паллаштаратăн эс халăха? Питĕ тав тунă пулăттăм эп сана куншăн, хаклă çыннăм! Кĕнекине КАМ ШУЧĔПЕ кăлармалла тет тата çав кĕнекене кăларма тĕллев тытнисен?.. Тен, сан шутупа?.. Мдааа!... Питĕ тĕлĕннĕ Валери ТУРКАЙ. 10.11.25. Окопран. | |
Agabazar // 1814.2.1874
2025.11.11 17:00 | |
Чăвашăн ЫТЛАШШИ кĕнеке çук, пулма та пултараймасть. Çавăнпа та «кам шучĕпе» тесе хăратса лармалла мар.
Хуть те кам шучĕпе пултăр, анчах кĕнеки тухтăр. Вăл, çав тухас кĕнеке, ниепле те, тепĕр хут калатпăр, ЫТЛАШШИ пулмĕ. Сăмахран, эпĕ Валири Туркайăн кĕнекисене те, пĕрне те, ытлашши теместĕп. Нихăшĕ те ытлашши мар. Тата 100-200-300 е 1000 кĕнеке тухсан та ытлашши пулмĕ. | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.12 14:21 | |
Агабазара: демагаг! | |
Agabazar // 1880.55.9505
2025.11.14 16:43 | |
Чăннипе вара ак çакăн пек.
Шел пулин те, хальхи вăхăтра кĕнекесем кăларса ларнипе пурнăçа малалла яма хĕнрех. Чăвашла кĕнекесем çав тери кирлĕ пулнă 1960-мĕш тата 1970-мĕш çулсенче. Уйрăмах республика тулашĕнче. Кашăк апат çинĕ чухне аван, сысса ларнă чухне вара — ним тума та кирлĕ мар. Ĕнтĕ халĕ мĕнех тăвайăн тухнă кĕнеке пеккипе? Çапах та, хуть те мĕнле пулсан та, тухнă чăвашла кĕнеке ытлашши мар. Андрей Петтоки Мускаври кинематографи институтне мĕншĕн пĕтереймен? Валери Туркай вара çав Мускаврах драматургсен курсне пĕтерейнĕ. | |
Леонид Кевер // 4082.47.9726
2025.11.16 17:45 | |
Акапасар,эс йӗркеллӗ ҫын пекехчӗ-ҫке,
мӗншӗн усал сӑмахсемпе перкелешетӗн? Аван мар ку! | |
Agabazar // 3858.62.5822
2025.11.17 16:26 | |
Ăçта унта «усал сăмах»? Куç-пуçна сăтăркаласа ил, аташмастăн-и! | |
