Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Валери Алексин: Палланӑ ҫынсем, палланӑ сӑнарсем…

Валери Алексин18.08.2025 20:58137 Пурĕ пăхнă

Чӑваш наци библиотекин «Серебряный век» залӗнче ҫак кунсенче ҫӗнӗ курав уҫӑлчӗ. Ун авторӗ – Раҫҫӗй Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Анатолий Яковлев. Курава вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.

– Картинӑсен авторӗ нумай ҫул Ӗпхӳри педагогика институчӗн художествопа графика факультетӗнче вӑй хунӑ, педагогика наукисен кандидачӗ. Маларах вӑл Мияки районӗнчи Тимеш ялӗнчи вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Кунта вӑл изостуди йӗркеленӗ, ачасене ӳкерме тата илемлӗх вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланса илме вӗрентнӗ, – терӗ курава уҫнӑ май Г. Иванов-Орков искусствовед. – Паянхи экспозицире эреш нумай. Ҫав эрешсем «Нарспи» поэмӑри геройсене, чӑвашсен паллӑ ҫыннисене (И.Я. Яковлев, А.Г. Николаев, К.В. Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши), вӑрҫӑ ветеранӗсене, Пушкӑртстанри паллӑ чӑвашсене пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ. Автор хальхи вӑхӑтра ӳнер искусствинче сайра тӗл пулакан ҫапнӑ эреш (чеканка) меслетне чӗртсе тӑрас текенсемпе пӗр шухӑшлӑ пулни сисӗнет.

Курава чӑваш художникӗсем нумайӑн килнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ ҫамрӑк чухне ҫапнӑ эреш меслечӗпе картинӑсем туса курнӑ. Анчах, шел пулин те, чӑваш искусствинче паян асӑннӑ меслетпе ӗҫлекен пӗр художник та ҫук.

– Анатолий Витальевич пысӑках мар алюмини листи ҫине «Нарспи» поэмӑри кӑткӑс сюжетсенех вырнаҫтарма пултарнӑ, – терӗ Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Праски Витти (В.П. Петров). – Ҫакӑ та тӗлӗнтерчӗ; вӑл хӑш-пӗр ӳнерҫӗсем «юратман» сюжетсене те хӑйӗн ӗҫӗсене кӗртме пултарнӑ. Художник ыттисем такӑрланӑ ҫултан пӑрӑнса хӑйӗн сукмакне тимлесе шыранине те палӑртса хӑварас килет. Анчах ҫав сукмак ӑна аякри ҫӗршывсене мар, тӑван кӗтесе илсе ҫитерет, халӑх пурнӑҫне уҫса пама хистет.

Тимӗр таврашне туптаса тӑсма тытӑнсан кӗтмен йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ иккен. Хӑш чухне материал ӑстана пӑхӑнма пӑрахать, «ывӑнать». Ӑна «лӑплантармалли» меслетсене Анатолий Витальевич лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Ҫакна Н. Балтаевпа П. Пупин художниксем палӑртса хӑварчӗҫ.

Чӑваш халӑх художникӗ Н. Енилин кураври ӗҫсене туйӑмлӑх енчен пӑхса хакларӗ, автор кашни картинине пысӑк хавхаланупа туса ҫитернине палӑртрӗ.

Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Н. Соловьева доцент кураври картинӑсем пысӑк шайра пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗ, А. Яковлева художниксен йышне кӗме йыхравларӗ.

Автора, пултарулӑхра пысӑк утӑм тунине палӑртса, Н. Кондрашкин скульптор, Л. Вазюкова тӗрӗҫӗ ӑшшӑн саламларӗҫ. Куракансене «Эткер» ансамбль чӑваш юррисемпе савӑнтарчӗ.

 

Валерий Алексин

Сӑнӳкерчӗксенче: Курав авторне «Эткер» ансамбль ертӳҫи З. Яковлева саламлать; Анатолий Яковлевӑн «Истязание. Избиенте кнутом Нарспи» чеканки (пуссан пысӑкраххи уҫӑлӗ); Пӗрлехи сӑн.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj