Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Открытое письмо / Уҫӑ ҫыру

Виталий Станьял11.09.2024 08:214732 Пурĕ пăхнă

Чебоксары, Эльтеберу (Главе) Чувашской Республики О.А. Николаеву

 

Хытӑ шанса тӑракан, пирӗн чи аслӑ ҫыннӑмӑр, Эльтеперӗмӗр Олег Алексеевич!

Сире чӑрмантарма (вӑхӑтӑр темле ҫук пулсан та!) икӗ пӗчӗк ыйтӑва тишкерттерессе хускатма хӑюлӑх ҫитеретӗп. Сирӗн шанчӑклӑ канашҫӑсем камне пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳрех хӑвӑра кӑна шанатӑп.

 

1. Марина Карягина тележурналистка, ҫыравҫӑ кандидатурине «Халӑх писателӗ» ятне илме тӑратнӑ чухне тӗкӗ пама темиҫе вулакан тата ҫыравҫӑ мана тахҫантанпах ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна студент чухнеренпех лайӑх пӗлетӗп. Вӑл ун чухнех ӑслӑ, ҫирӗп, пултаруллӑ та ӗҫчен ҫилҫунатҫӑсем хушшинче танлаштарми таланчӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе палӑрса тӑратчӗ. Ҫак чыса хӑйӗн инҫекурӑмри ӗҫӗсемпе, илемлӗ сӑмахлӑх кӗнекисемпе ҫирӗплетсе пычӗ.

Марина Карягина кандидатурине халиччен кам мӗншӗн сирсе хӑварнине пӗлместӗп. «Ҫилҫунатра» унпа пӗр вӑхӑталла ӳснӗ Раиса Сарпие, Светлана Асамата хисепленӗшӗн тав тӑватӑп. Пултарусӑр, хӑйшӗн виҫесӗр тапаҫланакан Кипеч халӑх поэчӗ пулса тӑнӑ вӑхӑтра чӑнласа пултаруллӑ, халӑх ӗҫӗнче палӑрнӑ ҫыравҫӑсене сирсе хӑварни пӗлекенсене хытах пӑшӑрхантарать.

Марина Федоровна Карягина 55 ҫулӗ тӗлне республика хисеплӗ ятне илтме тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп.

Кунта Сирӗн сӑмах ҫеҫ витӗмлӗ.

 

2. Чӑваш ачисем Пӗлӳ ани ҫинче нихҫан та ята яман. Анчах юлашки самана вӗренӳ ҫулне тӑван халӑхран, тӑван чӗлхерен, культурӑран ятарласа уйӑрса ячӗ. Пӗртен-пӗр чӑваш чӗмӗллӗ Герман Лебедев ячӗллӗ лицея, наци класӗсене, журналсене, хаҫатсен тӗллевлӗ ярӑмӗсене ултавлӑн хупрӗҫ. Мӑриккан Дж. Сорос миллиардер уҫса хӑварнӑ «Уҫӑ общество» Шупашкарти сутӑнчӑксене иртӗхтерсе хӑварчӗ. Чӑваш нацине вырӑссем, тутарсем, чеченсем умӗнче айванлатма хӑтланни ырра мар. Тӗлли-паллисӗр, ҫирӗпленнӗ йӑласемсӗр юлнӑ халӑх Патшалӑх хӳтӗлевҫи пулма пӑрахать. Халӑхсене пӗр пӗтӗмлетес шутпа патша вӑхӑтӗнчи пекех хӗстерни ҫӗршыва каялла таптарать!

Чӑваш Республикинче хамӑр халӑх историйӗпе, ӑс-хакӑл эткерлӗхӗпе ӗҫлекен ӑсчахсем пулччӑр тесен, наци чӗмӗллӗ, ҫивӗч пуҫлӑ ачасен ТӖСЛӖХЛӗ ШКУЛНЕ тата саланса кайнӑ чӑваш факультечӗсене чӗртмеллех. Таврара пурин те пур чухне чӑваш вара ҫуккипе малта! Пур та ҫӗтет, ҫук та ҫитет, пӗрех чӑваш тӗнчепе пӗрле анчах пӗтет.

Чӑваш халӑхӗн хырӑмне (экономикине) ҫеҫ мар, шӑпине хӳтӗлесси Сирӗн, хисеплӗ Эльтеперӗм. таса тивӗҫ, Халӑх Сире шанать.

 

Виталий Станьял, ватӑ таврапӗлӳҫӗ,

Шупашкар таври, Салтаккасси.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Эпхам // 1603.33.9622
2024.09.11 22:52
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт)
Вырак // 3593.2.9862
2024.09.13 08:27
Марина тахҫанах халӑх поэчӗ ӗнтӗ.
Вулакан // 1564.16.9091
2024.09.13 15:50
В.Станьял темшӗн Кибече аса илет.Карягинӑна чӑрмав кӳрекенӗ тесшӗн-ши.Кибеч ун пек пулас ҫук,Р.Сарпипе С.Асамата тава тивӗҫлӗ ят пама вӑл та тӑрӑшнӑ теҫҫӗ.Кибеч-халӑх писателӗ,драматург,сценарист,поэт/"Ӗмӗр сакки сарлака"юрӑпа сӑвӑласа ҫырнӑ романӗ мӗне тӑраҫҫӗ/,ученӑй,халӑх академикӗ,чӑвашлӑха хӳтӗлесе ҫыракан публицист,депутат пулса хулари шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентессине йӗркелекенӗ,"Шупашкар"хаҫат та,транспорт чарӑнӑвне чӑвашла пӗлтересси те,Ҫеҫпӗл вилтӑпри патӗнчи йӑмра та,ВаттисенКанашне,"Канашсем"ентешлӗхе нумай ҫул хушши ертсе пырасси те ырӑ ӗҫсемех."Думы о чувашском","Свет истины,или Словарь прозрений чуваша","Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар"кӗнекесем,Ентешсене чӗнсе калани те,Б.Ельцин,В.Путин,А.Белоусов патне ҫырнисем те,ООН штабне тепӗр ҫӗршыва куҫарма сӗнӳ тӑратни те-Кибечӗн Раҫҫей шайӗнчи шухӑшлавӗ, хӑюлӑхӗ.Ҫаксене Л.Филиппова кӗнекинчен пӗлтӗм.В.Станьял вара Кибеч ӗҫне хӑйшӗн "тапалашни" тет.Килӗшместӗп.Кибечӗн нумай енлӗ талантне тӗрӗс хак пама таврапӗлӳҫӗ шайӗ ҫителӗксӗр мар-ши.Ҫамрӑках мар Кибеч паян та ӗҫре,паллӑ эстетик кӑҫал "Эстетическая школа Яковлева"ятлӑ кӗнеке кӑларчӗ. Хурлакан та тупӑнатех ҫав. Ҫынна ҫапла кӳрентернӗшӗн каҫару ыйтма В.Станьял хӑюлӑх ҫитерӗ-ши.
Лидия // 5157-3461
2024.09.13 15:51
Эпĕ Марина Карягина хисеплĕ ята тивĕçлĕ тесе шутлатăп! Çакăн пек пултаруллă çынсене шыр хĕрне тĕртсе хăварас марччĕ.
Станьял // 2078.27.7592
2024.09.13 18:38
Вулакан Ятпа кам ҫырнине тӗшмӗртетӗп
Кипечпе пӗрле пайтах ҫаврӑнтӑм эпӗ, унӑн ырӑ енӗсене тиркеместӗп. Чӑваш малашӗшӗн тӑрӑшнӑшӑшӑн вёл тава тивӗҫӗллӗ.
Поэзире вара Кипеч пачах графоман! Нимле те Элкер, Хусанкай, Ухсайпа юнашар мар. Тата эп. ӑна хӑй кӗнекисенче "вёрҫӑ ачи" ячӗпе суйса витӗннӗшӗн, "Нарспие" шёпаналла тиркенӗшӗн тарёхатёп
. Манӑна ахальтен мар тӗрӗс КАЛАНӑ СӑМАХШӑН Анатолий Ефимович умёнче Каҫару ыйтма йӳтӗм ҫук1
Евразиец // 3447.04.5759
2024.09.15 10:17
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: нарушение правил написания комментариев (пункт 1.11,1.12)
Сергеев // 4889.7.7060
2024.09.17 15:16
Ман шутпа , Василий Кервене " Чаваш халах поэче " хисепле ят памалла . Чапла , илемле сырать. Аста талмач.
Agabazar // 3438.04.2035
2024.09.19 09:09
Agabazar
Хисеплĕ ятсем, наградăсем, пайташлăхсенче тăнисем пултарулăх çыннине, лешĕ çавсене чăнах та тивĕçлĕ пулсан, питĕ кирлĕ пулма пултараççĕ. Вĕсем çук пулсан тепĕр чухне пĕтĕм ĕçпуç чарăнса ларать.
Керов // 3359.89.0670
2024.09.19 10:41
Тӗп ыйту кунта нацин ӑслӑ ачисем валли ШКУЛ КИРЛИ ҫинчен.
2024.10.13 10:35
Аçтахар Плотников
https://smallpdf.com/ru/file#s=25c1 ... 98-9e2b-8bd984cd40a4 — В. Станьял ӑна хуравланине ярса пачӗ.

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj