Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: «Чӑваш поэзийӗн сержанчӗ»

Виталий Станьял06.03.2019 13:484284 Пурĕ пăхнă

(Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнекине вуланӑ май асӑрханисенчен)

«Чӗресӗр ҫуралман никам та...»

Чӗрене упрама чӗнсе каланипе пуҫланать Валери Туркайӑн «Чӗрене юратма чараймӑн» хулӑн кӗнеки» (2013-2018 ҫҫ. ҫырнӑ сӑвӑсенчен, Ш., 2019. — 428 с.): «Чӗрене юратма ан чарсамӑр! Хӗмленме ан чарсамӑр ӑна!». Ку чӗнӳ Туркай сӑввисен тӗп шӑнӑрӗ, вӑл унӑн хӑйӗн тата лирикӑлла геройӗн сӑнарӗпе, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе, тыткаларӑшӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳрӗ килет. Чӗрепе чун ҫинчен тӗнче литературинче — чӑваш сӑмахлӑхӗнче те — усӑ курман танлаштару кутемӗн хӑварман темелле. Татах каламалли пур иккен. «Чӗресӗр ҫуралман никам та» тесе, ҫынсен чӗрисем питех те тӗрлӗ пулнине, вӗсем пӑрланнӑ та чулланнӑ, хӗмленнӗ те кӑмрӑкланнӑ, юратнӑ та вӗчӗхнӗ чухне мӗнле тапнине кардиолог пекех тимлӗ сӑнать поэт. Поэзи диагнозӗсем тухтӑрсем палӑртнӑ пекех мар — «Пурнӑҫӗ ансат мартан Кӑткӑс — ҫын чӗри» («Пӗр ҫыннах пӗри мухтать»). Ҫав аслӑ чӗрен пур енне те асӑрхасшӑн, унта тухтӑрсем тупайманни те пур: «Чӗре вӑл — питӗ кӑткӑс пулӑм: Унта пур пӗтӗмпе йӑлтах. Ҫын чӗринче — тавах! — пур Турӑ! Шуйттан та пур унта, паллах» («Эп санӑн чӗрӳне куратӑп»).

Турӑпа шуйттан, ырӑпа усал пирӗн пуҫсенче ӗмӗрӗпех кӗрешеҫҫӗ. Ҫутӑпа тӗттӗм хирӗҫнӗ пекех. «Ку чӗре — ҫутатать тӗнчене... Ку чӗре — кураймасть ҫынсене...» («Йывӑҫсем те ӳсмеҫҫӗ пӗр пек»).

Кам енче сӑвӑҫ, кама тӗкӗ парать вӑл, кама тиркет? Каламасӑрах паллӑ — ҫутӑ енче, тӗрӗслӗх енче, турӑ енче. «Ултав авӑрӗнче ҫӗретпӗр — Суймашкӑн хӑнӑхсан чӗре» («Ултавӑн авӑрне путатпӑр»). «Хӑш чух чӗрем тулать кӳренӳпе, Хӑш чух пит нумая эп хапсӑнатӑп» («Чи кирлине парать мана тӳпе»). «Кама мӗн усӑ эп кӳреннинчен? Ман чун-чӗрем ҫунса кӗлленнинчен?» («Кӳренессе кӳреннӗччӗ, паллах»). Нумай-нумай лирик пекех, Туркай хӑй ҫинчен, хӑй курни-тӳсни ҫинчен калать: «...ҫӗр хут ҫеҫ суранлатмарӗҫ ман черчен чуна» («Ухмах»). Камӑн чӗрине ку пурнӑҫ амантман. Нумай ҫынӑн пулӑшу тилмӗрме тивет. Поэт та ҫавах: «Сыватсам мана, сиплевҫӗ! Сыватсам ман чӗрене!» Шанчӑка ҫухатмалла маррине вара селӗм ытарлӑ каланӑ: «Ылтӑн пулӑ тытрӑм эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре. Питӗ-питӗ хыттӑн тапрӗ кӗҫӗр ман чӗре... Ҫирӗп сывлӑх ыйтрӑм эпӗ ылтӑн пулӑран!» («Ылтӑн пулӑ»). «Акӑ мӗншӗн пур ман кӑмӑл малаллах утма, Акӑ мӗншӗн ялкӑшать-ха хальлӗхе чӗрем» («Ывӑлӑм, упра, тархасшӑн...»). Ман шутпа, чӗре ярӑмне ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ: «Пӗри сӳнсессӗн тиветех тепри — Ан сӳнтӗр ҫеҫ Тӗнчемӗрӗн Чӗри!» («Черетпе сӳнеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем»).

Этем чӗри, анне чӗри, савни чӗри... Тӗнче Чӗри! Ку йӑлтах Валери Туркай поэт чӗри. Тен, вӑл санӑн чӗрӳпе те, вулаканӑм, пӗр пекех тапать.

Кун пек пысӑк Чӗрене, чӑнах та, ҫунма та, хӗмленме те, юратма та чараймастӑн. Унӑн телейӗ ҫавӑнта!

Поэзи фронтӗнчи позицисем

Поэзи ӗҫӗ ҫине хӑй мӗнле пӑхнине Туркай тӑтӑшах калать. Ун шучӗпе, «тӗнче хӑйне курать поэзи куҫӗпе». Чӑваш халӑхӗ хӑй поэт, ҫавӑнпа унӑн пин-пин чаплӑ юрӑ-сӑвӑ. «Пур сӑвӑ та шедевр пулаймасть. Пур сӑвӑ та пурне те килӗшмест... Тата пит тӑрӑшаҫҫӗ критиксем, Шыраҫҫӗ кӑлтӑк ман сӑввӑмсенче» (51 ен). Критиксем Туркай пирки ҫырнисем, Василий Эктель 1988 ҫулта ҫырнисӗр пуҫне, ал айӗнче пулмарӗҫ (В.Эктель. Пӗчӗк тӗнче те аслӑ, 2002): «Чи тавлашуллӑ поэтсенчен пӗри — Валери Туркай... Ун пирки критиксем пӗр шухӑшлӑ: маларах поэзийӗ ытлашши эстрадӑллӑччӗ, шӑв-шавлӑччӗ, публицистикӑна ҫара деклараципе ылмаштаратчӗ вӑл. Ҫав вӑхӑтрах туйӑм хӗрӳлӗхӗ, гражданлӑх та пур унӑн... Туркай поэзийӗн икӗ хирӗҫле полюс: пӗр енче эстрадӑллӑ, декларативлӑ сӑвӑсем, тепӗр енче — пӗчченлӗхе. халсӑрлӑха, мӗскӗнлӗхе йыхӑракан йӗркесем. Ку унӑн сапаланчӑк, пӑлхавӑрлӑ характерӗнчен килет. «Кайри пулма нихҫан та килӗшместӗп» тенипех тӑпӑртатса, малтисене таптаса иртсе каяймӑн. Хӑйне ытла мала хунӑран ӗнтӗ унран «тӗлӗнеҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ тӑлӑллӑ утсем» имӗш. Ун пек поэзире ӑмсанмалли сахал. «Самовлюбленность» вӑл индивидуализм патне илсе ҫитерет» (21–23 енсем).

Капла хак панӑранпа 30 ҫул иртрӗ, поэтӑн ҫӗнӗ кӗнеки пур ыйтусене уҫӑмлӑ хурав пачӗ. Сапаланчӑклӑх та, индивидуализм та, самовлюбленность та ҫук, малтисене таптамасӑрах хӑйӗн анлӑ ҫулӗ ҫине тухни, хастарлӑха чӗнни, чунӗсене, шухӑшӗ-ӗмӗчӗсене «тӑллантарнӑ» ӗҫтешӗсене куҫранах калани пур. Эпӗ Туркай пултарулӑхӗнче хирӗҫле полюссем ун чухне те курман, халӗ те курмастӑп. Сӑвӑҫсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Шанӑҫпи Сильверстрова лайӑх сӑвӑсем хыватчӗ, анчах концертсенче нихҫан та — тархасласан та! — каламастчӗ. «Ҫилҫунат» фестивалӗсенче ни Эктел, ни Кервен пысӑк шилӗк ҫинче Смолинпа Туркай пек сӑвӑпа тапса ӑмӑртнине астумастӑп. Поэзи тӗсӗсем нумай, темӗн йышши сӑвӑ та тем чухлех. Туркайӑн эстрадӑлла тесе тиркенӗ сӑввисене зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнатчӗ. Вӑл хӑй каланӑ чухне сӑввисем чуна тиветчӗҫ — вӗсенче вӑхӑт таппи илтӗнетчӗ. Эстрадӑлла, гражданла. лирикӑлла, шӳтле, сатирӑлла, философилле, Маяковскилле, Мальденштамла, Рубцовла тени жанр сулӑмне, хавхине ҫеҫ палӑртать, сӑвӑ пахалӑхне кӑтартмасть. Ку жанр тӗсӗсем кӗнекере халӗ те пур. Туркай яш чухнехи хӗрӳлӗхне ҫухатман, мала чӗнме пӑрахман, дидактикӑран сивӗнмен. Унӑн чӗнӗвне ытти сӑвӑҫсем итлесе пӑхсан ҫылӑх пулмастчӗ. Ҫӑвара шыв сыпнӑ чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ патшапа министрсене алӑран ҫивӗч сатира парнелени пулнӑ. Николай Максимов та Валери Туркай. Туркайран тӗслӗх илсе, тӑван чӗлхене хӳтӗлесе, сӑмах хӑватне картса, «шултра генисем» халӗ пӗр-ик тӗрӗс сӑмах хушӗҫинччӗ! Ӑшӑ йӑва шыракан кӑлӑх чӑххи ҫыравҫӑсем (вӗсем халӗ шӑкӑрин) пурнӑҫа пуянлатаймарӗҫ, литература ҫӳлӗкӗнче вырнаҫаймарӗҫ.

Чӑваш поэзийӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ пирки пӑшӑрханса шутламалли туллиех. Ҫырни нумай, пахалӑхӗ ҫук. Вулакан юлмарӗ. «Ҫыравҫӑпа халь Чӑваш Ен пуян пит. Ҫыраҫҫӗ халь тар юхтарса. Ҫыравҫӑ ӗҫӗ питӗ пархатарлӑ — Ҫынни чӑнах та ҫыравҫах пулсан!» (190). «Поэтсем ытла нумай пулмаҫҫӗ. Поэтсем сахал вӗсем ялан. Вӗсене упрасшӑн пит ҫунмаҫҫӗ — Хытӑ шикленеҫҫӗ поэтран» (198). «Поэтсем йӑпӑлтатма пӗлеҫҫӗ! Юрама пӗлеҫҫӗ поэтсем! Поэтсем те лайӑх пурӑнасшӑн — Тӗнчене савса та киленсе... Юрама пӗлни, тен, япӑх мар-тӑр, Питлени те, тен, пит тӗрӗс мар... Поэтсен хӑйсен шӑпи-кунҫулӗ! Кашнине паман поэт пулма!». Каплах пулсан, ҫыраканӗ те юлмӗ.

Литературӑн ҫӑлтӑрлӑ ҫулӗсем иртсе кайрӗҫ. Капитализмра наука та, поэзи те уйрӑм ушкӑнсен йӑпанӑҫӗ пек ҫеҫ тӑрса юлать. «Ӗҫлесен — тӳлемеҫҫӗ, Такӑнсан — пулӑшмаҫҫӗ. Тӗлӗнетӗп эпӗ питӗ ҫынсенчен!» (216). «Кирлӗ мар апла поэзи! Кирлӗ мар апла сӑмах! — Кӑлӑхах эс тавлашатӑн, Ырӑ ҫыннӑм, кӑлӑхах!» (229). Кӑлӑх-и, ҫук-и — ҫак вӑхӑтра Раҫҫей пӗчӗк нацисен ӑс-хакӑлпа туйӑм (интеллект) ӳсӗмне хирӗҫ тӑчӗ.

Татсах калӑпӑр, Валери Туркай — малти ретри парӑнман поэт-кӗрешӳҫӗ, Ҫеҫпӗл, Хусанкай ялавне йӑтса пыраканӗ. «Ҫыравҫӑ та — ҫар пуҫӗ! Ҫарпуҫӗпе пӗрех! Сутӑнчӑксем сахал-и Сахал-и йӗксӗксем! Ак мӗншӗн тӳрленмеҫҫӗ Чӗре суранӗсем.» (131 ен).

«Ҫук сӑвӑҫшӑн канлӗх... Ҫук саншӑн та канлӗх, Туркай!» (151ен). «Сӑвӑ ҫырӑнсассӑн, эпӗ — ӑмӑрткайӑк! (159). Кӑйкӑрпа, ӑмӑрткайӑкпа танлашма ӑнтӑлакан сӑвӑҫ хӑйне литература фронтӗнчи салтак пек туять. «Чӑваш поэзийӗн сержанчӗ Пулсассӑн та ҫитет мана. Генералсем нумай капла та...» тенӗ вӑл пӗр сӑввинче. Анчах паллӑ — генералсем ҫапӑҫура ялав йӑтса чупмаҫҫӗ!

Ирӗксӗрех чӑваш литературин фронтӗнче кам генерал, кам прапорщик тесе шухӑшлама пуҫларӑм. Михаил Федоровпа Константин Иванов иккӗленмесӗрех — чӑваш поэзийӗн малтанхи маршалӗсем. «Арҫурипе» «Нарспи ҫӗнтерӗвӗ Раҫҫейри пӗтӗм вак халӑхсен пуҫламӑш тапхӑрти сӑмахлӑхне ҫӗклесе тӑрать. Ҫеҫпӗлӗн юстици хӗсметӗнчи чӗнӗмӗ мӗнлине пӗлместӗп, анчах поэзире вӑл сӑмахсӑрах — ертӳҫӗ. Унтан Юмана, Паймена, Илпеке, Уяра, Кипеке, Агакова, Талвира, Артемьева. Турхана проза генералӗсен, Хусанкая, Миттана, Ухсая, Тукташа поэзи генералӗсен, Иван Мучие, Тӑхтие кулӑшпа питлев, Федор Павлова, Айзмана, Терентьева драматурги генералӗсен чӗнӗмне панӑ пулӗ тетӗп. Юрий Сементерпе Пурхиль Афанасьева пӗр вӑхӑтра Николай Дедушкин полковник ҫумӗнчи туй генералӗсем тетчӗҫ. Поэзи генералӗсен чӗнӗмӗсене эпӗ шӳтлемесӗрех Валентин Урташа, Алексей Воробьева, Николай Исмукова, Раиса Сарпие, Николай Теветкеле, прозӑпа драматурги генералӗсен ятне Денис Гордеева, Хӗветӗр Акивера, Николай Максимова, Борис Чиндыкова, Арсений Тарасова, Марина Карягинана панӑ пулӑттӑм. Полковниксемпе подполковниксем, капитанӗ-майорӗ-лейтенанчӗ пирӗн литературӑра ҫителӗклех, анчах чӑваш чӗлхи пӗтсе ларать, вӑтам тата аслӑ шкулсенчи чӑваш вӗрентӗвӗ сӳнсе ларчӗ — «генисемпе шултра ученӑйсем» халӑха таптама ҫеҫ ӑс ҫитерчӗҫ. Мӗн пархатарӗ хӑйсен пайӑр ыр ячӗшӗн аркӑ йӑвалакан ҫыравҫӑсенчен?

Литература пахалӑхне алҫурусен килограммӗпе е ҫыравҫӑ шалуллӑ хӑш ҫӳлӗкӗ ҫинче ларнипе, умӗнче орден е кӗсйинче укҫа пуррипе виҫме пуҫларӗҫ. Хисеплӗ ятсемпе премисем час-часах тивӗҫлипе лекменни куҫ кӗретех. Камсем хак хураҫҫӗ? — тесе ыйтас килет. Пасар самани йӑлтах — вӑл шутра таланта та! — нухратпа виҫме хушать. Ку пӑтравлӑ тапхӑр тӳри-шаран мӑнтӑр кӑмӑлне йӑпатни пулчӗ. Литература фронтӗнчи пахалӑх пӗли-пӗлми панӑ хутран е чӗнӗмрен килмест. Шурӑ хут умӗнче талант ҫеҫ вилӗмсӗр хӑватлӑ. Пӑтрав иртмеллех. Вӑхӑт пурпӗрех тӗшшине хывӑхран сӑвӑрса уйӑрать.

Хӗвӗнче поэзи маршалӗн патакне упракан «сержант» Валери Туркайӑн пурнӑҫри мӑскалӗ Лев Толстойӑнни пекех: ҫӗр ҫинчи пысӑк нӗрсӗрлӗхе вӑл пусмӑрта, мулпа ҫӑткӑнлӑхра курнӑ, этеме пысӑк телей кӳме пултаракан ырлӑх тесе ҫынсене юратнине, пулӑшнине, тӗрӗслӗхе шутланӑ. Туркай сӑввисем ҫак шухӑша ҫапсах ҫирӗплетеҫҫӗ.

«Мана килӗшет хамӑн ӗҫӗм!»

«Пӗрисем кӗпер хываҫҫӗ — Эп ҫыратӑп сӑвӑ. Теприсем пӑрҫа ҫапаҫҫӗ — Эп ҫыратӑп сӑвӑ...Мӗн тӑвас тен: эпӗ — сӑвӑҫ! Ҫырмалла ман сӑвӑ!». Яваплӑ тивӗҫ лайӑх сӑвӑҫ пуласси. Ҫутҫанталӑк панӑ хӗлхемӗ ҫук пулсан, тапаҫланнин пайти харама. Туркайӑн пултару вучӗ тапса тӑрать, вӑл сӑмах хӑватне ӗненет, ҫавӑнпа вӑя хурса, юратса ӗҫлет. Кухаллӗнхи ӑстрӑмра литературӑра ҫирӗп тӗллевлӗн, пӑркаланмасӑр, нуша витӗр майсем тупса тӑрӑшакан — халӑхшӑн та, ҫынсемшӗн те, хӑйшӗн те тӑрӑшакан — татах кам-кам-ха пирӗн пур тесе шухӑшларӑм та, никама асӑнма пӗлменнипе аптӑрарӑм.

«Илтме те пӗлмелле, курма та. Пӗлес пулать, паллах, туйма. Ҫакна ҫынна эп каламастӑп, Ҫакна калатӑп эп хама» (397). Тӗрӗс. Курни-туйнине никамла мар ҫутатма та пӗлмелле. Мӑн курнӑ-ха, мӗн туйнӑ-ха тата ҫырса кӑтартнӑ-ха Валери Туркай?

Ҫынсем курнинех. Хӑй туйнине ҫырса кӑтартать пулсан та — эпир туйнисемех вӗсем. Хӑть кам е мӗн ҫинчен ҫыртӑр, пурте калама пултарнинех, анчах калайманнине калать вӑл. Ӑнланмалла, ансат виҫепех калать. Пит ӑслӑланса кукӑртас йӑла унӑн ҫук. Калаҫу пек ҫырнӑ сӑввисене хрестоматие кӗртнӗ пулӑттӑм. Вӑл ҫынсемпе меллӗ сӑмахлать. Пурнӑҫри пекех. Шӑкӑл-шӑкӑл, юхтарса; «Мӗн тӑватӑн-ха, мучи — Кӗрӗк ҫаннине саплатӑп («Мучи»). «— Пурнӑҫупа кӑмӑллӑ-и? — Кӑмӑллӑ. — Арӑмупа кӑмӑлӑ-и? — Кӑмӑллӑ. — Апла-тӑк мӗншӗн иртенпе пуҫна усса ларан, тӑмсай. («Тӑмсай»). Габдула Тукайпа калаҫни, Хырай Ӗнел кинемейӗпе, Сократпа калаҫнисем ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ. Сӗве хулине лартни ҫинчен калакан баллада поэт пысӑкрах жанрсене алла илсе пынине кӑтартать.

Туркай сӑввисем — хамӑр тӗнчепе самана ӳкерчӗкӗсем. Ҫав тери нумай ӳкерчӗк. Атӑл, Ҫавал, Кӗтне... Хӗвел, уйӑх, пӗлӗт, ял, шкул, ҫумӑр, вӑрман, хырлӑх хӗрринчи хурӑн, кӑмпа, эрешмен, лӗпӗш... Ҫын, хӗрпе каччӑ, юрату, ӳкӗнӳ, кӳлешӳ, хӗрарӑм, савни, мӑшӑр, тӑванлӑх... Халал сӑввисем сахал мар. Ҫеҫпӗле, Сементере, Арҫук Тарасова, Пехиле, Мустаева, Федоров контр-адмирала, Молоствов генерала, Дагестан поэтне Магомед Ахмедова... Ахальтен мар поэт тусӗсемпе мухтанать тата паллӑ ҫынсемпе туслашма пӗлет. Кӗреке шайӗнчен тухса поэзи антологине кӗмелли тӗслӗхсем пур унта. Мана ҫакӑ савӑнтарать. Кӗнекере темчуль элтешлӗ (гражданла), лирикӑллӑ паха сӑвӑ тупрӑм.

Курайманлӑх, ултав, ҫӑткӑнлӑх, вӑрҫӑ-харҫӑ... «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» сӑввӑн ятне вуласан Туркай («туркай» тӗрӗкле ҫерҫие, салакайӑка, тӑрие пӗлтерет) хӑй тӑван ялне ят-сумлӑ кӑйкӑр пулса таврӑнни ҫинчен пулӗ тенӗччӗ. Сӑввине вӑрҫӑра вилнӗ салтак ячӗпе хайланӑ, мухтавлӑ тусне Николай Григорьев врач-депутата халалланӑ. «Сӑвва пӗтӗмпех гранит ҫине кастарса хамӑрӑн Кайӑкял палӑкӗ ҫине вырнаҫтартӑм. Пирӗн ялсем ӑна пӑхмасӑр пӗлеҫҫӗ, — терӗ Николай Григорьевич. — Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм, Пуҫ хунӑскер тахҫан ют тӑрӑхра. Ҫак ҫут куна тахҫантанпах эп кӗтрӗм. Эс, тӑван ял, каймарӑн асӑмран». Гранит хӑма ҫине касмалли реквиемсем пайтах ҫырмалла-ха чӑваш сӑвӑҫисен. Ку чыслӑ тивӗҫе чӑваш поэзийӗ пурнӑҫланӑ теме иртерех. Палӑксӑр е тӗссӗр палӑклӑ ялсемшӗн поэзи айӑплӑ мар-ха та...

Тӑван ен вырӑнӗсемпе ҫыннисем ҫинчен ҫулсеренех ҫырать сӑвӑҫ. Вӑл тахҫанах ӗнтӗ аякри ҫӗре ҫӳреме пуҫларӗ, ҫав ҫӗрсене сӑвва кӗртрӗ. Поэзи географийӗ ҫӳревҫӗнни пекех анлӑ: Хырай Ӗнелпе Шупашкартан пуҫласа Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Оренбург, Чӗмпӗр, Махачкала, Китай, Джомолунгма, Кавказ, Украина, Беларуҫ, Крым тата Атлантика леш енӗ таранах. Петӗр Хусанкай чӑваш поэзийӗн тӗнчери элчиччӗ, халӗ ку сӑваплӑ ӗҫе Валери Туркай тӑвать. Патшалӑх хушнипе мар, писательсен союзӗ ыйтнипе мар. Шӑпа теприне мар, ӑна тухнипе: «Тепри вӑл — тепри. Унӑн хӑйӗн сукмакӗ. Эп хам пӗлнӗ пек ҫӗр ҫинче пурӑнатӑп» (195).

Эппин, пурӑнатпӑр-ха!

 

Komentoj:

Микула // 9259.3.8429
2019-03-10 10:25
Ну и что сказать хотел то Акапасар? Хотел похвалится ученым званием или званием народного? Грош цена твоему званию ,если ты до сих пор, будучи даже академиком ,не мог разгадать название народа или не можешь понять что чувашский язык надо закреплять в городе. Поэтов,академиков,конгрессменов,народных, пруд пруди ,а в Чебоксарах нет ни одного детского сада для воспитания на родном языке. Вот показатель вашей "работы". Так что не надо перед мной выделываться. Нет результата нет и академиков.
Базиль Кириллов // 2381.87.0265
2019-04-02 18:47
Таҫта тавлашса кӗрсе кайнӑ, Туркай пирки маннӑ. Пӗтӗмлетер: "сержанта" ваттисемпе танлаштарса пӑхар: Ухсайпа, П.Хусанкайпа... Ай-вай! Ачан Союза кӗмелӗх те ҫук пӗр лайӑх кӗнеке, хӑй вара - "народный".
Микула // 9259.3.8429
2019-04-04 18:30
Разве Союз или Народный самоцель? Пушкин и Толстой тоже в народные стремились или в союз? Критерии оценки может другими должны быть. Если Тургаю,Хузангаю или Юхме не нужны детские сады с родным языком воспитания то тогда зачем они нам? Они сами по себе ,народ сам по себе ? Рынок ?
Вот и // 4652.4.8878
2019-04-07 12:55
Тимер Акташа ефрейтор званине парас пулать.
Agabazar // 7487.5.0727
2019-04-07 19:18
Agabazar
Тимĕр Акташ сăвăç мар.
"Ахаль сержант кăна пулам — Сержант малта пырать ялан!" ©
Влад Маскай // 3957.56.0551
2019-05-15 02:08
Салам! Туссем, каллех "тытăçса" кайни, В.Станьялăн статьи-çырăвне "шĕкĕлчеме" манса кайни, пĕрте-пĕр "пивнушкăран хĕрсе", укçисем пĕр пус юличченех сăра сăвăрса, халь вара ним тума аптранă "публика" хурмăллă, çухăрсенчен çатăр тытса перкелешни пулса тухрĕ... Аплах пулмасан та, кÿрентерме тăрăшни, шăкăл-шăкăл лăпкăлăхпа аргументăрсене умăрсене кăларманни, чăвашсене нихăш енчен те нимле пурлăх та параймасть пуль тетĕп. Çак "калаçуран" мĕне вĕренĕç униврситетра вĕренекенсем, вĕсен профессорĕсем, ял-хуçалăх ĕçченĕсемпе рабочисем, кăçал шкул пĕтерекен çамрăксем?! Мухтамĕç пек.
Виталий Станьял ку хатерех ăслă пуласса кĕтмен те, шанас та килмест, анчах сатья умра! Историре юлмалли çыру. Чăн-чăн ăслăлăх! Туркайпа Смолин Чăваш Енĕн - ялавĕ! Вĕсене хăтьте ăçта кăларса яр: Американа, Германие, Италия! Хăйсен сăввисене вулама тытăнсан - ура çине тăрса итлемелĕх вĕсен ăсталăхĕсем! Çавăнпа сирĕн, калаçава хутшăнакансем, весене ырлама-мухтама тÿркилетех!!!
ТУРКАЙ // 3230.03.6332
2019-06-15 05:03
Тавах, Влад!
Пур чёваш та ҫӗрӗк тунката мар-ха!
Микула пекех // 9259.3.8429
2019-06-16 19:05
Пенси ҫулне хӑпартнӑранпа паллах чӑвашсем ҫамрӑкланчӗҫ. Парти хушать.
Анчах та партинчен "ӑслӑрах" пулма хӑнӑхманнисенчен текех ӑс ыйтма ҫуккине ӑнланмаллах .Вӗсем уйрӑм сослови ҫыннисем,халӑх мар. Ҫулсем расна-Яковлевӑн мӑнкукӗсемпе чӑваш халӑхӗн пекех -уйрӑм. "Вӑхӑтлӑх кӑна Моиссейсене" халӑхран мала хумалла мар пулӗ?
Эртсе пыма пултараканӗ ҫукран ҫеҫ халӑх та чӗлхе те чакма тытӑнать. Тиркесе каламастӑп,Тимӗр каланӑ пек ку вӑл "элементарно". Паян халӑх ертсе пыракансемсӗр юлнӑ ҫар евӗр. Ӗлӗк,16 ӗмӗрте ,ханне-ертсе пыраканне,Крымран "выписывать" тунӑ пулнӑ, Килӗшме пултармасан -теприне. Мораль кунта ҫавӑн пек- чӑваш чи малтан ҫар ҫынни пулнине халӑха каласах тӑмалла. Ҫара ураллӑ сухаҫӑ мар ӗнте халӑх шӑнӑрӗ...
2019-06-16 21:36
Паянхи кун хăть Интернациональный Союз Писательне кĕр. 5 000 тенкĕ - удостоверени, кăкăра çакмалли значок. Анчах çыравçă теме пулать-ши кашнине?
ТУРКАЙ // 3230.03.6332
2019-06-17 02:18
Тӗрӗс,Аскольд! Агиверпе Юхма нумай укҫа турӗҫ ҫак "беспределпа" усӑ курса. Чи хӑрушши - ҫак икӗ йӗксӗк Чӑваш Ҫыравҫин ятне-сумне "плинтусран аяларах" антарас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ, ку ӗҫре пысӑк ӳсӗмсем турӗҫ.
Ҫапах та, тав Турра, чӑваш халӑхӗ хисеплет-ха хальлӗхе хӑйӗн ҫыравҫисене - ниме пӑхмасӑр!
ҪАКӐ савӑнтарать, вӑй-халпа шанчӑк парать.

Валери ТУРКАЙ 8-927-855-54-80

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru