Район хаҫачӗсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Пӗрисем Раҫҫей шайӗнчи хаҫатсемпе тупӑшма пултараҫҫӗ, теприсем вара...
Smi21.ru сайтра пӗр хыпар тӗлне лекрӗм — сайтра вырнаҫтарас кӑмӑл ҫуралчӗ. Хайхи «Хӗрлӗ ялав» редакцинче ачасемпе иртнӗ тӗлпулу пирки сӑмах кунта. Хыпарӗ ӳкерчӗксӗр, ҫавна май хаҫатӑн питне те пулин вырнаҫтарас-ха тесе унӑн пӗрремӗш страницин сӑнне шырама пикентӗм. Ниҫта та ҫук. Вӑрмар районӗн официаллӑ сайтӗнче хаҫат пирки шӑрши-мӑрши курӑнмарӗ. Ахаль чухне унталла пулкалатчӗ — кусен вара ҫук. Smi21.ru сайтра ятарлӑ страница пур — анчах та кунта та хаҫатӑн логотипӗ ҫук. Ҫапла май вара ӳкерчӗксӗрех вырнаҫтарма тиврӗ.
Тӗнче тетелӗнче вырнаҫнӑ информаци шайӗнченех хаҫат вӑйлипе вӑйсӑрлӑхӗ курӑнать пулӗ. Хаҫата тӑрӑшса кӑлараҫҫӗ пулсан — интернетра унпа ҫыхӑннӑ информацие те тупма ҫӑмӑл, ячӗшӗн ҫеҫ пулсан — кӑнтӑрлахи ҫутӑпа та тупаймӑн...