Ҫапла, ӗҫри пушӑ вӑхӑта усӑ курсах Хветӗр Уярӑн ҫак пысӑк романне кӗртсе пӗтертӗм. Ӑна кунта тупма май пур:
http://chuvash.org/lib/haylav/1924.html анапӳ  — сӑмахсарта ҫук... «— Чӑнах, ара. Пӗр анапӳ пек килтӗм пулӗ. Эсӗ пӗшкӗнсен эпӗ те пӗшкӗнсе ларатӑп. »
антӑрлӑх  — подгубник (в конской упряжи); завязка, шнурок (у головного убора). «Хӑйне паллаттарас мар тесе вӑл антӑрлӑхлӑ калпакне куҫӗ ҫинех антарса лартнӑ. »
асси  — выродок, урод; заморыш разг.; последыш прост., последний ребенок в семье. «Турпас татки кӑна вӑл. Асси. Ячӗ те пулин ҫук ун ял хушшинче — Христин упӑшки теҫҫӗ ҫеҫ. »
«Аш пулсан яшка пӗҫерӗттӗм, ҫӗрулмипе тӑвар ҫук терӗ тет-и-ха пӗри?»  — килӗшрӗ. :)
ашӑкла  — обивать рогожей (дверь), покрывать попоной (лошадь). «Малтан та хыҫалтан ҫеҫ ӑна юр касӑкӗсемпе купаласа хӑпартса питӗрмелле, алӑкне ашӑкламалла.»
ӑмӑр  — грудь животного. «Ҫакӑнта сасартӑк кашкӑр сиксе тухсан? Ӑмрипе пӗрре ҫех пырса ҫапӗ. »
ӑншӑрт  — порча. «Ӗнер мана ӑншӑрт ӳкнӗччӗ пулмалла, тӳсме ҫук пӗҫертсе пӑрахрӗ. »
ӑстрӑм  — раз; прием; смена, сеанс; ряд. Вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. «Вара тӑнчӑ вӑйӗ пӗтсен палт йӑванса каять те пӗр ӑстрӑм вилнӗ пек выртать. »; «Хӑраса вӑраннӑ Янтул пӗр ӑстрӑм ахлатса урине сӑтӑрса выртать ».
йӑм  — пропадать, исчезать. «Вара икӗ ҫамрӑк тепӗр хут туслашнине кура ялти сӑмах-юмах йӑмӗччӗ. »
йӑмтар  — прекращать, прерывать, переставать делать что-либо. «Чикмери шӑв-шав ҫех часрах йӑмтӑрччӗ. »
йӳтӗм  — повод, предлог; причина, основание. «Ытти йӳтӗмсем мӗнре? »; «Хыпса илме пӗр йӳтӗм кӑна кирлӗ ».
кӑнтар  — торчать, высовываться. «...ялсем вырӑнӗнче халь хура кӑмакасем ҫех кӑнтарса лараҫҫӗ ».
кӑрсакалан  — вспылить, горячиться; придираться. «Янтул йӑлтах кӑрсакаланса ҫитрӗ. »
кӑчӑрми  — бука, пугало. «Кӑчӑрми унта мар, тӗп сакайӗнче пурӑнать, ӑна пӗлет-ха ача ».
кӗлер  — заваливаться, падать (о скоте). «— Кӗлермелле кайса ӳкмен-ши вӑл? »
лӑнчӑ  — слабо, не туго; свободно. «Хӑвна лӑнчӑ ярса пурнӑҫ юхӑмне парӑн кӑна — эс пӗтнӗ ҫын. »
лутра ял  — сӑмах «масар», «ҫӑва» пирки пырать. «Чир-чӗрпе килтисене йӑлӑхтариччен ху ирӗкӳпе лутра яла ӑсан. »
никам катман сар мӑйӑр  — «никам та тутанса пӑхман» пӗлтерӗшлӗ интереслӗ каларӑш.
павра  — разг. болтать, говорить много, трещать без умолку. «Пӗчченҫи паврать. Ним курмасӑр-илтмесӗр тенӗ пек, хӑйпе хӑй киленсе палкать, палкать. »
пӑскӑрт  — разг. пробирать, распекать, ругать, давать взбучку. «— Лайӑх пӑскӑртрӑмӑр эпӗр вӗсене! »
пирче  — затвердеть. «Ура айӗнчи тӑпра кунта, тӗме ҫинче, тӑм пекех пирчесе ларнӑ-мӗн ».
пручах  — сӑмахсарта ҫук. «тӑруках» пулӗ? «Ытти чухне Янтул ун пек укҫасӑр эрехе янк ҫех тутараканччӗ, халӗ пручах кутӑна печӗ. »
пумӑкла  — сӑмахсарта ҫук. «...ӗрен таткипе пумӑкласа ҫыхнӑ темӗнле хутаҫа тапа-тапа ывӑтрӗ ».
пушкар  — мочь, осиливать, одолевать. «А мӗн — усламҫӑра пушкараймӗччӗ-и пуп? »
сан  — заносы, сугробы, снежные гряды. «Ҫавӑнта хӗвсе лартнӑ юр санне ишсе антарчӗ вӑл. »
сул  — заклинать, заговаривать, творить наговоры, заклинания. «— Киремете сулма вӗрент, — терӗ Утлас патакпа ҫапнӑ пек. »
суптӑрка  — раскисать, развезти (напр. от вина). «Иккӗшӗ те суптӑркаса ҫитнӗ, ҫывӑрасси ҫинчен ӗмӗтленсе пӗр сӑмах чӗнмесӗр сӗнксе пыраҫҫӗ. »
сӳлет  — охватываться дрожью, ознобом; нервно вздрагиватьсжиматься (о сердце); замирать (о душе). «Ҫав вӑхӑтрах темшӗн чунӗ сӳлетет. »
сырӑш  — ясли, кормушка (для скота). «...сӳсменне юпа ҫумне ҫакрӗ, утне сырӑш патне кӑкарчӗ ».
ҫӑлкӑш пирӗ  — грубое полотно (из остатков конопли). «Паллах, ӑна амӑшӗ ҫӑлкӑш пиртен ҫӗленӗ, ӗмӗре пымалли япала вӑл. »
ҫӗвек шӑршӑ  — отвратительный запах.
ҫинчӗк  — сӑмахсарта ҫук. «— Ҫинчӗк те пуҫтармалла. »
ҫын сиккине сикмелле  — тепӗр каларӑш.
«Упа кутне ҫу юраман»  — ку каларӑш та килӗшрӗ :)
тамал  — утихать, переставать, прекращаться. «Ҫил кӗрлемест, тӑман тамалнӑ, пит ҫине пӗр юр пӗрчи ӳкмест. »
тӑкӑл  — скапливаться, накапливаться; набиваться. «ырӑ хыпар часах пӗтӗм таврана сарӑлнӑ та, халӑх тӑкӑлма тытӑнчӗ Янтул патне! »
тилӗр  — сӑмахсарта «тилӗрт» ҫеҫ пур, «приводить в ярость, в бешенство, разъярять» пӗлтерӗшлӗ. «— Эсӗ мӗн елпӗрсе тӑратӑн? — тесе сасартӑк тилӗрсе кайрӗ Ивук. »
тинкӗле  — толокно. «Тен, тинкӗле юрса парам? »
типири  — злой дух. «Пуҫна касса тататӑп, типири! »
урхалӑх  — чересседельник. «Хӑтана килнисен киле таврӑннӑ чухне е урхалӑхӗ татӑлать е урапа тӗнӗлӗ хуҫӑлса анать... »
ухлӗм  — кормовой злак; бот. костер. «Вӗсем йӑрансем тӑрӑх упаленсе ҫӳресе ухлӗм татрӗҫ ».
хампар  — сӑмахсарта ҫук. «Эпир хӑнана кайма хатӗрленнӗччӗ те, ачасене хампар тӳпинчен мӑйӑр антарма кӑларса ятӑм. »
хапа  — корпус, фигура. «Ҫапла, чӑнах та пӑхмалӑх пур Укка. Ҫамрӑк вӑл. Хапипе илемлӗ. »
хӑлхана тӑратрӑм  — «итлеме хатӗр» тенине пӗлтерет.
хӑмшӑл  — становиться дряблым, морщинистым, сохнуть, дрябнуть. «Ҫапах та ытларахӑшӗ хӑмшӑлса ҫитнӗ, сӑнран кайнӑ. »
хӗтӗхле  — уговаривать, убеждать. «...ялсем тӑрӑх ҫынсене хӗтӗхлесе ҫӳрени ҫинчен асӑнать. »
хут ашшӗ  — «ҫыравҫӑ» пӗлтерӗшпе.
чалхӑрт  — сӑмахсарта ҫук. «...тутине кулнӑ майлӑ тунӑ та ним курмасӑр чалхӑртса пӑхса пырать. »
чуман  — салазки. «... шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юласран хӑранипе мӑк-мак тукалать те йӗркеллӗ нимӗн те калаҫаймасть »
чӳпӗк  — пакля. «Ҫӑварне чӳпӗкпе хупланӑ. »
шакмак  — кунтах ӑнлантарса панӑ. Тӗл-тӗл ӑна каптӑрма та, куплак та, такан та теҫҫӗ-мӗн. «Ҫӑпати тӗпне шакмак ҫыпӑҫтарнӑ пӗр ҫын килсе кӗрсе кӑмака сакки ҫине тӗршӗнчӗ. »
шӑвӑҫ  — жестяной, жесть. «... шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юласран хӑранипе мӑк-мак тукалать те йӗркеллӗ нимӗн те калаҫаймасть ».
шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юл  — «улталанса юл, нимсӗр юл» тенине пӗлтерет-ши?
ывӑллӑх  — интереслӗ сӑмах, пӗрремеш хут куратӑп. «— Ма пӗр-пӗр ҫын патне ывӑллӑха кӗмен? »
ырҫа  — большой короб, кузов. «Ырҫара пӗрчӗ тырӑ... »
энчетрен  — сӑмахсарта тупӑнмарӗ. «Энчетрен ҫав самантра сан хырӑму та тутӑ пулсан унтан ырри те ҫук вара ».
эсченех  — интереслӗ каларӑш. «...вӑл сан шухӑшу мар, ӑна эсченех каланӑ. »
эттен  — межд. выражает чувство сожаления, досады, а также желание о, о (если бы). «— Эттенччӗ те вӗт, темле пулӗ-ҫке. »
юмарт  — сердечный, ласковый. «Ытла та уҫӑ кӑмӑллӑ вӗсем, ытла та юмарт ».
юр  — мести, замести. «Тен, тинкӗле юрса парам? »
янтӑла  — готовить, заготавливать, наготавливать, запасать. «Вӑрманне касса янтӑланӑ-и хӑть? »
ярханах  — нараспашку, в расстегнутом виде; с расстегнутым воротом; разг. несобранный, расхлябанный, разболтанный. «Ярханах вӑл, йӳле пилӗкӗн, ҫурӑмӗ тӑрпа шуралнӑ. » 
 Redakcia noto : La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Кăшт кана вуларăм та ăнланмарăм, романе 19 ĕмĕртен пĕлтерет-и(1900-1917)?
Çапла пулсан çак вăхăтра чăваша Шубашкарта пурнăç пулман ĕнтĕ, мĕншен тесен чăвашсем вырăс хушшинче хăраса
пурăннă, вĕсене вырăссем çын вырăнне те хуман вара:
-Атя, хам ертсе каям... Чăваш пулсан та ăслă ачаччĕ Иванов , ăна-кăна чухлатчĕ.
— Вăл çаплине çапла та-ха, мăшкăлласа пĕтересрен хăратăп эпĕ. Вырăс эрни кунĕ ӳсĕрсем нумай пулаççĕ.
— Эпĕр хамăр та ӳсĕрĕлĕпĕр. Мĕн тесе мăшкăллĕç вара пиртен?
— Ара, чăвашран мĕн тесе мăшкăлласси паллă ĕнтĕ. Чăваш, Василь Ванăч, тем те пĕр. Чĕрре кĕрсен хĕнеме те ӳркенсе тăмĕç.
— Эпĕр хамăра паллаттармăпăр, Петĕр. Çын хушшинче такам темле халăх унта. Укçа пур пирĕн.
— Манăн трахтирех каяс килетчĕ. Пĕрре чунăман çунаттине сарса курам тенĕччĕ... Чăвашĕ паллă пулсан та, эс пур пĕрех лайăх юлташ, Петĕр.
— Тăхта-ха, тен, эпĕр пĕр-пĕр турккă пулăпăр?
— Мĕн вăл — турккă?
Вăт, турккă пулсан Шупашкарта çын пулăттăн...