Пирӗн пулӑшу службине хӗр шӑнкравларӗ: — Алло. Эп вирус ҫаклатрӑм, ман пата килеймӗр-ши? — Пултаратпӑр. Вирус пурри мӗнрен палӑрать вара? — Экранӗ тӗксӗм, варринче — шур эрешмен карти. Тӗлӗнтӗмӗр, ҫавах та ҫула тухрӑмӑр. Ҫитрӗмӗр — сӗтел ҫинче ванчӑк мониторлӑ ноутбук лара парать, кӳлепи те ҫӗмрӗк. Эпир тӗлӗннине кура хӗр ним пулман пек ӑнлантара пуҫларӗ: — Компьютера ӑнсӑртран ӳкертӗм — вӑл майӗпен ӗҫлеме пуҫларӗ. Юлташ хӗр вирус лекнӗ пулӗ тесе пӗлтерчӗ, унтан хӑтӑлма тепӗр хут ӳкерме сӗнчӗ — вара вирусӗ ҫухалать терӗ. Эп ӳкертӗм, вирусӗ ҫапах та пур файла та ҫисе ячӗ ҫав. Чӑн та, ӗнерхи кунччен тӑм ухмах блондинкӑсем анекдотсенче кӑна тӗл пулаҫҫӗ тесеччӗ.
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)