Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Тупмалли юмахсем» ӑмӑрту пирки

Аçтахар Плотников29.09.2009 22:247303 Пурĕ пăхнă
Чӑн та, кун чухлӗ ача хутшӑнасса эпӗ кӗтменччӗ. Пин ытла! Чи нумаййи 267 пухма пулать — ун чухлӗ пухакансен шучӗ пулмасть те пулӗ тесеччӗ. Ҫук иккен, йӑнӑшнӑ. Эрне те иртмерӗ пулӗ — 267 пухрӗҫ те. Паллах, кӗнекепе(-семпе темелле ӗнтӗ — тупмалли юмахӗсене эпӗ 3 кӗнекерен илсе) лараҫҫӗ — тупсӑмӗсене хӑйсен пуҫӗпе кӑна шыранӑ пулсан 100 ытла пухма ытла та йывӑр.
Чи пӗрремӗш ҫитменлӗх — темиҫе хут регистрациленме май пани. Шутласаччӗ — тупмалли юмахӗсем йывӑр, тупсӑмӗсене тупма ҫӑмӑл мар. Пӗрре кӑна хуравласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, чылай тупмалли юмахӑн тупсӑмне пӗлеймен хыҫҫӑн ачасен интересӗ пӗтет пулӗ тесеччӗ... Вӗсем вара? Темиҫе хут регистрациленсе тупсӑмӗсене пӗлсе ҫитеҫҫӗ те кайран вара, тупсӑмӗсене пӗлсе, ним мар пӗр йӑнӑшсӑр хуравласа тухаҫҫӗ! Пӗри, ав, 267 пухнӑ, пӗр ҫӑлтӑрне те ҫухатман! Тепӗр ӑмӑртура (вӑл пулатех пулӗ) икӗ хут регистрациленме чарӑпӑр :). Пӗрре ҫитет.
Иккӗмӗш ҫитменлӗх — вӑхӑта нумай уйӑрни. Ара кӗнеке туп та шыра та шыра тупсӑмне. Эрне хушшинче тупсӑмне тупатӑнах! Ҫапла... тепӗр ӑмӑртура хурав вӑхӑтне чакарӑпӑр — тупсӑмне шырама пӗр минут парсан та ҫитет пулӗ... Е виҫӗ минут. Ку вӑхӑт хушшинче пӗрремӗш клас ачи те тупмалли юмаха та, эпир кӑтартнӑ тупсӑмсене те, вӗсенчен кирлине суйласа илме те пултарӗ пулӗ. Ӗлкереймерӗн — мӗшӗлтетсе лармалла пулман, хӑвӑртрах хуравламалла пулнӑ.
Виҫҫӗмӗш ҫитменлӗх — кун чухлӗ ача хутшӑнасса кӗтменни. Ҫакӑн чухлӗ ача хутшӑнасса пӗлнӗ пулсан... пӗр кӑлтӑк пирки манман пулӑттӑм. Эп унпа тепӗр проектсенче тӗл пулса — MySQL серверӑн даннӑйсене кӗртмелли черет вӑрӑмланнине пула скрипт тӗрӗс мар ӗҫлеме пултарать. Тӗрӗссине ҫырма пуҫланӑ вӑл, анчах та ҫырса ӗлкереймен. Скрипчӗ вара даннӑйсене ыйтсах тӑрать — ку тупмалли юмахӑн тупсӑмне тупса панӑ-и? Малтанхи хуравӗ черетре тӑнӑран, MySQLӗ «хуравлайман-ха» тесе пӗлтерет те хуравланӑ тупмалли юмахах тепре кӑларса тӑратать. Тӗрӗссипе вара — кӑларса тӑратма юрамасть. Ачи вара, тупсӑмӗсене пурне те пӗлекенскер — тӗрӗс хуравлать. Пӗтӗмлетнӗ ҫӗре вара 267 мар, ытларах пухӑнать. Кӑна юрӗ, юсӑпӑр тепӗр ӑмӑрту валли... Халӗ вара 267 ытларах пухнисен нухрачӗсене 267 таран катма тивет.
Тӑваттӑмӗш ҫитменлӗх — хутшӑнакансенчен даннӑйсене сахал пуҫтарни. Пӗр енчен ытла нумай пухни сиенлӗ — ара чылай ҫырса тултармалла-ҫке, тепер енчен вара — ҫителӗксӗр те. Ак халӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене темле шыраса тупмалла ӗнтӗ... Ни электронлӑ адресне кӗртме ыйтман эп, ни шырава ҫӑмӑллатакан ытти даннӑйсене. Тепӗр ӑмӑртура ытларах ыйтмалла пулӗ тетӗп: электронлӑ адреса (ҫук пулсан нимех те мар), клас ертӳҫин хушамачӗпе ятне, ҫуралнӑ кунне.
Пиллӗкмӗш ҫитменлӗх — хӑш-пӗр тупмалли юмахсен тупсӑмӗсенче тӗрӗс пулма пултаракан икӗ хурав пулни. Паллах, вӗсене кӗртнӗ чухне эп унашкал тупсӑмсене кӗртес мар тесе ӗҫлерӗм (эх, самай пуҫа ватма тиврӗ ун чух!), ҫапах та тӗл пулаҫҫӗ иккен. Сӑмахран, «Тӑлӑпӗ пӳртре, ҫанни тулта» тупмалли юмахӑн тупсӑмӗсен шутӗнче «мӑрье» те пур, ҫавӑнтах «кӑмака» та вырнаҫнӑ. Тахӑш кӗнекинче тупсӑмӗ «кӑмака» тесе палӑртнӑ пулас — маннинче вара (ҫӑлкуҫӗ шутӗнче Ашмаринӑн сӑмах пуххи) «мӑрье» тесе палӑртнӑ. Пӗр хӗр пӗрчине «кӑмакашӑн» унӑн ҫӑлтӑрне чакарни килӗшмен, ман пата ҫыру ҫырса ячӗ.

Ку — ӑмӑрту ирттернӗ хыҫҫӑн асӑрханӑ ҫитменлӗхсем.

Паллах, ӑмӑртӑва ирттеричен хӑш-пӗрисене асӑрхама та йывӑр пулнӑ (ҫаванпа та вӗсем пур ӗнтӗ). Тепрехинче, тепӗр ӑмӑртӑва пуҫличчен, вӗсене юсатӑп. Тепӗр ӑмӑртӑвӗ хӑҫан пуласси тулькӑш паллӑ мар. Хуть те раштав уйӑхӗнче ирттернӗ пулӑттӑм та вӑл вӑхӑтчен парнесем туянма укҫа пухӑнса ҫитмӗ. Спонсорсем тупӑнсанах тепӗр хут ирттерме хатӗр.

Халӗ тата мӗн курни пирки темиҫе сӑмах каласа хӑварас килет.
1. Эх... ачамсем, ВЫРӐСЛАНАТПӐР-ҪКЕ! Ӑмӑртӑвӗ чӑвашла иртет — ман пата вырӑсла ҫырнӑ ҫырусем яраҫҫӗ! Сайтне йӑлтах чӑвашла тунӑ пулсан ӑнланатӑп ӗнтӗ эп чӑвашла! Шел те, чӑвашла ҫырма вӑтанаҫҫӗ. Вырӑсла ҫырма хӑнӑхнӑ та хӑйсен ыйтӑвӗсене вырӑслах яраҫҫӗ. Юрать пӗри чӑвашла ҫырса ячӗ.
2. Сайчӗ чӑвашла — хӑйсен пирки вара тӑрӑшсах вырӑсла ҫыраҫҫӗ! Тупмалли юмахӗсене мӗнле ӑнланаҫҫӗ-ши? Е ашшӗ-амӑшӗ куҫарса парать? Е кӗнекере ҫырнине шыраҫҫӗ-ши?.. Пӗлме ҫук...
3. Ачисене ку ӑмӑрту те килӗшрӗ ӗнтӗ, те ҫук. Пӗр пӗлӗш шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ — ачи питӗ кӑсӑкланса кайнӑ иккен, виҫӗ талӑк тупсӑмӗсене шыраса лараҫҫӗ тет!

//ку ҫырӑва эп вуласа тухман. Орфографи йӑнӑшӗсем (опечатка ятлисем) пулсан каҫарӑр.

Ман тата пӗлес килет — сире ку ӑмӑрту килӗшрӗ-и? Мӗнле ҫитменлӗхсем куртӑр? Мӗн лайӑххи пур? Пӗлтерӗр. Кунтах ҫырма юрать.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Вера Николаевна // 1303.23.1018
2009.09.30 06:26

Пирĕн шкул ачисем те "Тупмалли юмахсем" вăййа савăнсах хутшăнчĕç.Хуравĕсене тĕрĕс тупас тесе чылай кĕнеке шĕкĕлчеме тиврĕ вĕсене.Ăмăртăва йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.Кун пек вăйăсем ирттерни ачасен тавра курăмне ,тавçарулăхне, пултарулăхне ÿстерме пулăшать.Шел пулин те, шкулти инçет тетелĕ вăхăтлăха ĕçлемен пирки кăштах йывăрлăхсем кăларчĕ-ха ĕнтĕ.
Аня Светлова // 3266.35.2818
2009.10.01 19:42
Мана ку сайт питĕ килĕшрĕ. Эпĕ тупмалли юмахĕсен хуравĕсене тупас тесе темĕн чÿхлĕ кĕнеке вуларăм. Тавта пуç сире çак конкурса тунăшăн.
Татьяна Анатольевна // 4092.46.4896
2009.10.09 22:20
Тавтапуç сире çакăн пек конкурс ирттерме май тупнăшăн. Ачасем хаваспах тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Тăван чĕлхепе иртекен кун пек ăмăртусем çамрăксен вĕренес, çĕнĕлĕхсем пĕлес, чĕлхе пуянлăхне курса хаклас шухăш-кăмăла çирĕплетеççĕ.
Малалла та сире ĕçре ăнăçу сунатпăр! Çĕнĕ конкурссем кĕтетпĕр.
2009.10.12 18:11
Аçтахар Плотников
Паян вĕрентӳ министерствине кĕрсе тухрăм — ĕнентерӳ хучĕсене парса хăвартăм. Парнесене ытти ăмăртусенче çĕнтернисене пухнă чухне пама сĕнчĕç. Килĕшмелле пек.
9 çулхи ачана Ашмарин словарĕ ытла «йывăр» пулмĕ-ши? Йывăр тени кунта — словарĕ йывăрăшĕпе те йывăр, тата 3-мĕш класа çӳрекен ачана вăл кирлех те мар пулĕ. Тен ăна юмах кĕнеки парнелемелле? Ашмарин словарьне вара — тепĕр ачана. Е тепĕр конкурсра.
Саша // 5820.4.5523
2009.10.15 20:26
Эпĕ шутланă тăрăх, 9 çулхи ача Ашмаринăн словарĕпе усă кураять-ши? Ăна ыттисене пани вырăнлăрах пек туйăнать.
2009.10.15 23:31
Аçтахар Плотников
Мана «Мария ӳссех пырать. Малашне валли те кирлĕ пулĕ», — тесе хуравларĕç. Ашмаринăн сăмах пуххийĕ Марийăнах лекет.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj