«Усал йӑви. Сӳннӗ шанчӑк» («Обитель зла. Вырождение») мультфильм пӑхрӑм паян. Чӑн та, тӗнчери технологисем самай аталанса ҫитнӗ. Ҫынсен пичӗсем чӑнлӑхри пекех, хусканӑвӗсем — тикӗс, малтанхи 3D мультфильмсенчи пек тытӑнчӑклӑ мар. Хӑш-пӗр компьютер графики паллах тата та мала кайнӑ — ак «Ҫӗрӗсен хуҫи» (вырӑсла эпир ӑна «Властелин колец» ятпа пӗлетпӗр) фильмах илер — чылай пайне компьютерпа ӳкернӗ. Горлумах — чӑн мар, тӗппипех компьютер моделӗ.
Вӑт, вӑхӑт шӑвать, технологисем аталанаҫҫӗ — чӑвашсен вара халӗ те пӗр мультфильм та ҫук. Хӑлтӑр-халтӑрри те пулин ҫук... //«Улӑп» ятлине мультфильм шутне кӗртмелле мар пулӗ? Е кӗртмелле-и?
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.