Иртнӗ шӑматкун каллех чӑваш ялӗсене ӳқерме ҫула тухрӑм. Малтан Элӗк районне ҫитес шухӑшсем пурччӗ, анчах та вӑл кун умӗн темиҫе кун сахал ҫывӑрнине пула пиллӗк ҫурӑра ниепле те тӑрас килмерӗ. Саккӑрччен ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн, пӗр килнӗ-килнех ӑҫта та пулин кайса килес терӗм. Элӗк районне ҫитейместӗп пулӗ терӗм — канмалли кунсенче автобуссенче халӑх лӑк тулли пулӗ... Ҫавна май Шупашкарпа Муркаш районӗсене ҫитес терӗм. Велосипеда утлантӑм та вӗҫтертӗм. Малтан Кивпулӑх хӗррипе иртсе Вашука ҫитрӗм. Малалли ҫул ҫав ялпа юнашарах вырнаҫнӑ Хосантая выртрӗ. Ҫитрӗм. «Ялӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтатӑп. «Хозандайкино», — теҫҫӗ. «Чӑвашла мӗн ятлӑ?» — тӗпчеп малашне. «Ара, Хозандайкинах» — хуравлаҫҫӗ. Пӗринчен ыйтрӑм, ҫапла хуравларӗ. Тепринчен ыйтрӑм — вӑл та мана ялӑн чӑвашла ячӗ «Хозандайкино» пулнине ӗнентерет. Ман тӗле Агеев Фёдор Николаевич тава тивӗҫлӗ строитель те лекрӗ — хӑй лартнӑ аллея пирки каласа пачӗ (каласа панӑ чухне ҫине-ҫинех вырӑс сӑмахӗсем тухрӗҫ — сӑмахӗ халӗ ун пирки мар...) — вӑл та тӑван ялӗн ячӗ чӑвашла «Хозандайкино» тет.
 
 Redakcia noto : La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Пирĕн кÿршĕре çавăнпек ятлă ялсем пур: Чăгăтай(Чегодайка), Палантай(Баландаево)...