Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Сӗтӗк, сӑсӑл, сӳсмет, ҫулу, йӑптах...

Аçтахар Плотников25.07.2009 00:154430 Пурĕ пăхнă
Паян тепер тӑватӑ пай кӗртрӗм: «Микки», «Шурча пупӗ», «Турӑпа ҫӳреме тухни», «Эпир...»

сӑсӑл — отруби.
пӑтратни — кунта апат ячӗ. «Йӗкелне Салакайӑк типӗтсе тырӑпа пӗрле авӑртса хурать те катки-каткипе пӑтратни хатӗрлет».
йӗп сӑмса — сысна :) «Ним ҫукран нимӗр те пырать йӗп сӑмсасене
вӗшле — борзый. «вӗшле сыснисене вӑрмана кайса ярать»
урхалӑх — чересседельник. «ӑна та урхалӑхсемпе мачча каштинчен ҫакса янӑ»
сӗтек — сок
шывак — водянистый, сочный. «Шултра йышши сысна ашне хуҫасем шывак тутӑллӑ тесе тиркеҫҫӗ»
сӑвӑр — перемешать. «Пӗр чӗлӗм васкамасӑр сӑвӑрса пӗтерсен...»
асат — искривление позвоночника. «Асат хуҫнипе вӑрӑм ал-ураллӑ та пысӑк пуҫлӑ пек курӑнакан»
сӳсмет — хомут. «мӑйӗнчи сӳсменне шалтан шала, ҫирӗпрен ҫирӗп тӑхӑннӑ пек».
ҫулу — огниво
кутамас — коротышка. «ҫаврака питлӗ те кутамас ҫитӗннӗ»
пуҫелӗк — ку сӑмаха пӗлетӗп (кӑткӑс технологире усӑ курма суйласа илнине пула). Халӗ сире те пӗлтерем — вырӑсла вӑл «изголовье» пулать. «вӑл ӑна кашни каҫах пуҫелӗк айне хурса ҫывӑрнӑ»
вӗрлӗк — жердь. «...унтан вӗрлӗксем хушшипе ут витине персе аннӑ».
Этем йӗп мар вӗт вӑл — ку каларӑша ӑнлантарса памасӑрах ӑнланма пулать пулӗ? Малалла — «Александр атте йӗп мар-ха вӑл, шутсӑр йӗп мар. Ҫывӑха та пымасть йӗп патне»
тӳрт — тыльная сторона (ҫавӑн пекех: обух; ложа, приклад; спина, хребет). «...ассӑн сывласа илет те ҫамкине ал тӳрчӗпе шӑлать».
йӑмӑх — густой. «Ҫӳҫӗ — йӑмӑх хура,..»
мӑйкӑч — силок, петля, удавка, аркан, лассо. Ҫавӑн пекех: ошейник; рогатка, рогулька. «мӑйкӑчпа та танатапа вӑрмана кайӑка чупать».
су — считать. «Александр Петрович кайран ятарласах суса тухрӗ»
йӑптӑх — линька. «Йӑптӑхне тӑкман пӗчӗк хӑла ут пуҫне уснӑ»
хӑла — саврасый. «Йӑптӑхне тӑкман пӗчӗк хӑла ут пуҫне уснӑ»
тӳре — судья. Кӑна пӗлетӗп, тен, эсир пӗлместӗр тесе ҫеҫ кӗртрӗм. «...тӳресем тӑрӑх ҫӳреме те юрамасть».
хутаҫ ҫакса ҫӳремелле пулӗ — кӗлмӗҫе тухмалла пулӗ.
тӗренкеле — «тӗревлен» пулас. «Урапа пуҫӗнче тӗренкелесе ларса пыракан лавҫӑ...»
тукун — обод. «Пӗр кустӑрмин тукунӗ катӑк...»
сӗвӗн — кунта «шелушиться, сдирать» мар, «спадать, слетать» пӗлтерешпе. «Салакайӑк хыҫлӑ пукан ҫине сӗвенсе ларать.»
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj