Кӑсӑклӑ япаласем пулса иртеҫҫӗ Мӑн Сӗнтӗр салинче. Ҫак салара пӗр ҫын пӗчӗк предпринимательство ҫулӗ ҫине тӑрасшӑн - автозаправка уҫма шут тытнӑ. Лайӑх япала. Салара заправка тавраш ҫук, машина бакне бензин яма таҫти хӑямата каймалла. Анчах та ҫак заправка экологие пӑсать тесе Сӗнтӗр халӑхне ҫак ҫын пуҫарӑвне хирӗҫ тӑратнӑ. Халӗ пулас предприниматель ҫынсен машинисене бензовозран бензин ярса парать.
Кама вӑл чӑрмантарнӑ? Мӗншӗн Муркашра пӗчӗк бизнеса аталнтарма чараҫҫӗ?
Тепӗр самант.
Мӑн Сӗнтӗрте экологине пӑсни куҫ умӗнчех выртать. Мӑн Сӗнтӗр сали варринче ҫыр пур. Ун урлӑ дамба хурнӑ. Ҫырне ҫул хӗррипе картапа картланӑ. Анчах та ҫак ҫыра пӗтӗм таврари халӑх мӗн кӑна пӑрахмасть. Ҫӳп-ҫап, каяш, каяшри мӑшкӑлтӑк шывӗ юханшыва юхса кӗрет. Куна вара ма асӑрхамаҫҫӗ. Ҫак предприниматель саккуна, экологине пӑссан тивӗҫлӗ органсем ӑна ярса илӗҫ-ха. Сӗнтӗр варринчи ҫӳп-ҫапа тасатмалла мар-и?
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.