Мазуркин - йывӑҫ ӑсти - Муркаш районӗнчи Шокино ялӗнче пурӑнать. Мӑн Сӗнтӗр салинчен инчех те мар. Ӑста патне ют ҫӗршыв турисчӗсем сахал мар ҫӳреҫҫӗ. Мазуркин ӑстана муркашсем район визитки тесе те чапланаҫҫӗ. Анчах та Мазуркин патне ҫитес тесен ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап, каяш купи умӗн иртме тивет. Свалкӑри ҫӳп-ҫап эсир пыракан ҫул ҫинче те выртать. Свалка ҫинче, ҫитменнине, выҫӑ йытӑсен эшкерӗ, самӑрӑлса кайнӑ йӗкехӳресем мӑй таран. Свалка СанПина та уямасть. Шокино ялӗнчен, тата артезиан скважинисенчен 300 метртан вырнаҫнӑ. Туристсем кун пек свалкӑна курсан савӑнаҫҫӗ теме хӗн.
Район депутачӗсем свалкӑна цивилизаци сӑнне кӗртме, ҫак свалкӑна йӗркелемелле тесе нумай ҫырнӑ. Анчах та район пуҫлӑхӗ ун пирки хӑнк та тумасть. Районта хуҫа ҫукки тӳрех паллӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.