Халӗ эп Шупашкарта пулнӑ май хыпарсемпе инҫекурав урлӑ паллашатӑп. Ара, кунта, интернечӗ ҫук та... ирӗксӗрех ҫав хатӗрпе усӑ курма тивет. Интернечӗ пур чухне, паллах, эпӗ хыпарсемпе Lenta.ru сайтра паллашатӑп – унта вӗсем объективлӑрах тата (ку маншӑн питӗ паха) тӗрлӗ енлӗ кӑтартаҫҫӗ. Инҫекураври пек пӗр енлӗ мар.
Пӗррехинче, ҫапла пӑхса ларатӑп та ӗнтӗ, Медведев юлташӑн сӑмахне илтрӗм. Эпир, Раҫҫей ҫыннисем, канма пӗлместпӗр иккен. Канма вара пирӗн анӑҫри культурӑран вӗренмелле иккен. Ку сӑмаха вӑл ҫӗнӗ ҫулхи кану вӑхӑчӗ пирки каларӗ. Мана ку, ун сӑмахӗсем, питех те килӗшмерӗҫ. Ара, ҫынна, ӑна мӗн тума канма вӗрентмелле-ха тата? Ку ман шутпа кахалантарма вӗрентни ҫеҫ (ун сӑмахӗсене тимлесен). Ӗҫрен канас тесен ҫын вӑл епле канмаллине хӑех тупать. Ҫав енченех, канма пӗлни те питӗ кирлӗ. Сӑмахран, боулинга е театра кайса канма пулать. Икӗ тӗрлӗ кану. Культурӑллӑ ҫын, паллах, театра суйласа илнӗ пулӗччӗ. Тепӗр енчен, ӗҫ те, енчен те вӑл урӑхли пулсан, кану пулма пултарать. Сӑмахран, хӑвӑн ӗҫ шутлавпа ҫыхӑннӑ пулсан, кунӗн-ҫӗрӗн шутла-шутла, паллах ывӑнатӑн. Канмалла, сӑмахран, юр хырма тухсан – кану пулать. Пуҫӗ, ӗҫре ывӑннӑскер канать, ал-ури вара, ӗҫре каннӑскер, ӗҫлет. Ӗҫ, ҫапах та кану пулса тухать.
Ак, тата, ялти пурнӑҫа илес пулсан унти пурнӑҫ питӗ ҫыпӑҫуллӑ пулнине куран. Ялти пурнӑҫӗнче канупа ӗҫ питӗ лайӑх йӗркеленнӗ. Ҫанталӑк улшӑнса пынӑ май ялти ӗҫсем те улшӑнса пыраҫҫӗ. Эпир халь, хула ҫыннисем, ытла та пӗр йышши ӗҫпе ӗҫлесе пурӑнатпӑр. Кунӗн-ҫӗрӗн пӗр йышши ӗҫпе ӗҫлени вӑл, паллах, ывӑнтарать. Ӗҫӗ хӑвна темле килӗшет пулсан та кану кирлех. Ҫавӑнпа та эпӗ, сӑмахран, кану вӑхӑтне пахалатӑп. Хӑшӗ-пӗри виҫӗ-тӑватӑ ҫул пӗр канусӑр ӗҫлет. Ку ман шутпа йӑнӑш – пӗр канми пӗр япалапа ӗҫлесен продуктивлӑх чакать. Канса килсен вара ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа пикенетӗн. Ҫакӑ ял пурнӑҫри ӗҫсенче лаӑх курӑнать. Ҫулталӑк хушшинче ӗҫсем улшӑнса пыраҫҫӗ. Пӗр вӑхӑт акаҫҫӗ, тепӗр вӑхӑт тыррине, ӳстернӗ пахча ҫимӗҫне пуҫтараҫҫӗ, тепринче вара юр хыраҫҫӗ. Пӗр ӗҫе тума пӑрахаҫҫӗ те (унтан канаҫҫӗ) теприне пикенеҫҫӗ. Ҫапла май ял ӗҫченӗ мӗн чухлӗ ӗҫлемест пулӗ, ҫапах та унӑн ывӑнни туйӑнмасть. Ҫук та вӑл пулӗ...
Ҫак Медведев юлташӑн сӑмаххисем Чӑваша ан ҫитчӗрех... Ак, 2009 ҫул та пирӗн патра – Ҫӗр _ӗҫченӗн_ ҫулталӑкӗ. Тӳрех паллӑ, ахаль ларакан ял ҫыннин мар, ӗҫлӗ ҫын ҫулталӑкӗ! Пирӗн канма мар, ӗҫлеме вӗренмелле! Ҫапла пултӑр!
//ку ман шухӑш кӑна, сирӗн урӑхларах та пулӗ...
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Таким районам, как Чувашия, и нужно учиться отдыхать! Вернее научиться организовывать отдых для богачей. Глядишь, и денежки в республику притекут. В этом году прокатился по Волге. Удивили отвесные высоченные правые берега у Марпосада. Вот бы где устроить горнолыжные базы.
Сирĕн шухăш пĕрре те тĕрĕс мар... "Таким районам, как Чувашия, и нужно учиться отдыхать!" Канма вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ вĕсем! Хĕлĕ-çăвĕпе канаççĕ... Ĕçĕ çуккă та. Хăйсем ĕçе йĕркелесе яраймаççĕ... Вăт вара ирĕксĕрех канма тивет вĕсен. Каннă чух вара эрехсĕр ниепле те май çук... Вăт ĕçеççĕ...
Канса çитет пулĕ! Ĕçлеме пуçласпăть!
Канан // 6500.8.6604
2009.02.02 19:42
Мне кажется, что число пьяниц не увеличилось. Кто пил, тот допивается. Но многие уже живут вполне достойно. Заканчивают школу, получают профессию, обычно строительную, едут на "север", зарабатывают деньги, возвращаются, строят приличный дом, женятся, рожают детей. И продолжают ездить на работу. Жена и дети дома, ждут, любят и надеются. Прошу прощения за русский текст, но я же вас отлично понимаю.
Атл // 1636.79.6107
2011.12.08 06:07
Воронежра укçа вырăнне 12 сысна панă прне - вл тытнă та кайнă Карелине арм ялне.Утă нумай - Ленинграда сть турттарма пуçланă, сысна ферми ун, ялти прахнă çуртсене благоустроить тунă - туалет, ванна, краватьсем лартнă - Мускавран канма килеççĕ ун патне, халь музей уçма хатрленеть. Платник ĕçлеть ун панче -ĕçсен хуçа кăларса ярать -тет