Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

: Чӑваш телевиденийӗ пирки

26.12.2008 18:4842764 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Паян ӗҫрен иртерех ҫитрӗм, яланхи йӑлапа телевизор ятӑм та - чӑвашла передачӑсем курса лартӑм. Ҫур сехет пычӗ пӗтӗмпе. Хыпарсен кӑларӑмӗ тата "Шевле". Рекламӑна кӑларса пӑрахсан пӗр 25 пулать. Пуринчен ытла мана чӑваш телевиденийӗ питӗ мелсӗр вӑхӑтра тухни тарӑхтарать. 5 сехет иртсен пуҫланать те 6 сехет ҫитиччен пӗтрӗ. Шӑпах ку вӑхӑтра ҫынсем ӗҫрен тухаҫҫӗ, лавкка таврашне кӗреҫҫӗ, кил-хуҫалӑхпа аппаланаҫҫӗ - телеэкран кмне ларма никамӑн та вӑхӑт ҫук. Чӑваш телевиденийӗн передчисене ӑнсӑртран, тахҫанта пӗрре кӑна курма пултаратӑн. Мӗншӗн ҫапла хӑтланаҫҫӗ?! Таса чӑваш чӗлхине унӑн илемне ӑста кӑтартма пултаракан телевидени пулмасан хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи ниепле те аталанма пултараймӗ.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Владимир // 9524-0699
2012.03.14 12:08
Чăваш килĕнче чăвашлăх пулмасассăн ун вилли çине чăваш пырымĕ.
Владимир // 9524-0699
2012.03.14 12:39
Пирĕн халăхăн авалхи историйĕ (наукăра) çук. Чăвашлăха юмахпа аталантаримăн. Мĕн пуррипе малалла талпăнмалла.
Владимир // 9524-0699
2012.03.14 12:48
Чăваш сăмах мĕнрен пулнине те пĕлместпĕр вĕт ха. 16-мĕш ĕмĕртен Чу! Вши!,- (асăрхан, пыйтă!), - тесе вырссем пирĕн пирки ХХ-мĕш ĕмĕр таранах каланă вĕт. Кăна хирĕç мĕн калăн, тăванăм.
Пуян // 3019.55.5644
2012.03.15 20:29
Темă пирки ан манăр.Телевидени ыйутсемпе çавра сĕтел йĕркелес пулать.Унта НТЧ ертÿçисене,культура министерствине,журналистсене чĕнес пулать.Тутар тата Пушкăрт Республикин телевидени ертÿçисене чĕнсен питĕ аван.Вĕсен наци программисем тума ăста.Прĕн наци телевидинче ĕçлекенсем чăвашла куравсем тума всакасах каймаççĕ.Пулăшас пулать.
Владимир // 2903.02.7987
2012.03.16 07:28
Пуянăн юлашки шухăшĕпе килĕшетĕп, хăлăхăмăра аталанма пулăшакан мелсемпе туллин усă курмалла.
Владимир // 2903.02.7987
2012.03.16 07:35
Тата тепĕр шухăш. "Хыпарсем" çумне нумайрах халăх явăçтармалла.Педуниверситетра, Сельхозакадеминче, ЧРИОра нумайрах ку тĕлĕшпе ĕçлемелле.Йышра, халăх çинче çĕнĕ шухăшсем, сĕнÿсем çуралаççĕ. Аталанма майсем вăйланса çирĕпленеççĕ.
Пуян // 2470.16.7328
2012.03.16 19:40
Телевидени тавра пулса иртекен пулăмсене пĕльсе тăма тата унти ĕçри пулăмсене хутшăнма Общественный Совет йĕркелес пулать.Унсăрăн пире çаплипех "юмахсемпе" тăрантарĕç.Телевидени ертÿçисем чăвашла передачăсем тума питĕ "Йывăр"теççĕ,теприсем унта хатĕр чăваш куравĕсене ильсе пырсан та йшăнмаççĕ теççĕ.
aleftina // 1877.32.0003
2012.03.16 22:55
Теççĕ, теççĕ - теççĕ хыççăн кайса вакка чăмнă, теççĕ. Ĕç çуккипе сăмах вакласа ларатăр, хăвăр нимĕн те пĕлместĕр. Тутартсанра унта çĕршер çын ĕçлет телевиденинче, çĕршер миллион тенкĕ укçа уйăраççĕ ун валли, вăл тата халь кăна йĕркеленсе кайман, тахçанах пур, ура çине тăма ĕлкĕрнĕ.
aleftina // 1877.32.0003
2012.03.16 22:56
Пирĕн вара телевидени уçма 11 миллион парсан та (ку вăл питĕ пĕчĕк укçа телевиденишĕн), сирĕн пеккисемех тĕрлĕ сайтсенче чуттах çисе яратчĕç республика пуçлăхĕсене. Телевидени мĕнле тумаллине тавçарма та пултараймастăр вет эсир, пăкăлтатса ларатăр. Спутник телевиденийĕ уçсан мĕн кăтартасшăн вара хăвăр. Любительский съемка-и. Вара чăнах та кулса вилеççĕ ытти халăхсем.
Пуян. // 7213.1.5623
2012.03.17 17:37
Ĕлĕк тума пултарнă ,халĕ вара тăваймастăр.Кама суйса ларатăр.Халăха ухмах вырăнне ан хурăр.Есир пултараймасан,ыттисем тăвĕç.Пĕрле тумалли ĕçе темиçе çынпа тăваймăр.Çавăнпа та пĕччен тапаланса ан ларăр.

Paĝoj: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 10

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj