Паян ӗҫрен иртерех ҫитрӗм, яланхи йӑлапа телевизор ятӑм та - чӑвашла передачӑсем курса лартӑм. Ҫур сехет пычӗ пӗтӗмпе. Хыпарсен кӑларӑмӗ тата "Шевле". Рекламӑна кӑларса пӑрахсан пӗр 25 пулать. Пуринчен ытла мана чӑваш телевиденийӗ питӗ мелсӗр вӑхӑтра тухни тарӑхтарать. 5 сехет иртсен пуҫланать те 6 сехет ҫитиччен пӗтрӗ. Шӑпах ку вӑхӑтра ҫынсем ӗҫрен тухаҫҫӗ, лавкка таврашне кӗреҫҫӗ, кил-хуҫалӑхпа аппаланаҫҫӗ - телеэкран кмне ларма никамӑн та вӑхӑт ҫук. Чӑваш телевиденийӗн передчисене ӑнсӑртран, тахҫанта пӗрре кӑна курма пултаратӑн. Мӗншӗн ҫапла хӑтланаҫҫӗ?! Таса чӑваш чӗлхине унӑн илемне ӑста кӑтартма пултаракан телевидени пулмасан хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи ниепле те аталанма пултараймӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.