Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен - ухмах пулса вилен. Ҫакӑн пек ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ паян пуҫа. Сӑлтавӗ те ансат - шкулта шыв ҫукчӗ, шӑнкӑралатӑп пӗрин патне, ҫапла-ҫапла теп, кран ҫурӑлнӑ, юсама ҫынсем шыратӑп, хатӗр-хӗтӗр пирки калаҫса татӑлнӑ теп. Юрать, ӑнлантӑм терӗ те калаҫма пӑрахрӗ. Эпӗ вара унтан пулӑшу кӗтнӗччӗ, ма тесен ку ӗҫ уншӑн та пит кирлӗ, унӑн чӑн малтан, мантан малтан пуҫӑнмаллаччӗ. Вӑл вара, кайран ҫынсем каларӗҫ, Ҫӗмӗрлене тухса кайнӑ иккен, хӑй ӗҫӗпе. Ман вара уншӑн та тар тӑкма тиврӗ. Ман ӗнсе ҫинче катаччи чупрӗ. Эп пурпӗрех юсаса ярасса шанчӗ пулинех.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.