Семинара кайса килтӗм Хусана. Виҫӗ кун хушшинче нумай япала курма май килчӗ. Анчах мана пуринчен ытла тутарла спектакль кайса курни асра тӑрса юлчӗ. "Хусан питшӑлийӗ" ятлӑскер. Пӗр хушӑ куҫарусӑр итлесе лартӑм. Май килнӗ таран мӗн ҫинчен сӑмах пынине ӑнланма тӑрӑшрӑм. Енчен те университетра чӗлхе уйрӑмлӑхӗсене вӗренмен пулсан, паллах, сюжета йӗрлеме пачах та пултараймастӑмччӗ пуль. Тутар чӗлхи чӑваш чӗлхинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлни самаях пулӑшать иккен!
Пурпӗрех наушник тӑхӑнма лекрӗ... Хӑвӑрт калаҫнӑ пирки ӑнланман вырӑнсем нумайланса кайрӗҫ, тутар сӑмахӗсене чӑвашлатса ӗлкӗрсе пыраймарӑм ниепле те. Хӑш-пӗр сӑмахсен пӗлтерӗшӗсем те эп шутланинчен урӑхларах иккен.
Ку ним те мар. Спектальте чӑваш сӑнарӗ ӑнӑсӑртран сиксе тухни те наушник тӑхӑнтартрӗ. Ӑнланмасӑр юласран хӑрарӑм. Тӳрех мана тутарсене чӑвашпа хӑратни тӗлӗнтерчӗ. Тӳрех ача чухне пире итлемесен тутара парса яратпӑр тесе хӑратни аса килсе кайрӗ. Кунта вара пачах хирӗҫле чӑвашпа хӑратаҫҫӗ. Чӑваша сӑмахпа сутса яма пултаракан ҫын пек кӑтартаҫҫӗ, тутарсене асӑрханма хушаҫҫӗ, чӑваш юмаххине тӑнлама хушмаҫҫӗ. Ырра мара ҫитерме пултарассипе хӑратаҫҫӗ. Ку спектакле курнӑ хыҫҫӑн ман пуҫра ни кӳренӳ, ни тарӑху пулмарӗ, ҫын пур те пӗрех иккен тесе шутларӑм: чӑвашӗ те, тутарӗ те, вырӑсӗ те, ытти халӑхӗ те. Эпир хамӑра ытти халӑхсенчен тем пек уйӑрма тӑрӑшни те пӗрешкелех иккен пирӗн.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.