Шаймиев Мускава критикленӗ текен хыпара вуларӑм.
Тӗрӗс калать ӗнтӗ — чӗлхене пӗтересех пыраҫҫӗ шельмӑсем. Шел те, Раҫҫейре демократи пур тесе калаҫҫӗ пулин те, ҫук вӑл. Кашни чиновник хӑйне ӑшӑ вырӑнтан кӑларса пӑрахасран хӑраса ӗҫлет — Мускавра темле арӑш-пирӗш саккун кӑларсан та хирӗҫ чӗнеймест. Кӑларса ҫапас умӗн ҫеҫ вара чӗлхи уҫӑлать. Малтан вара...
Эпир те, ҫынсем, пурӑннӑ чухне епле пурӑнас тетпӗр ҫавӑн пек пурнӑҫа ирттеретпӗр. Вилес умне ҫитсен ҫеҫ пуҫа кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫкаласа илетпӗр те каҫару ыйтма пуҫлатпӑр...
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тахçанах ТИСЛĔК вырăнне хураççĕ. Çавăнпа Кремль чăвашсене тата та хăвăртрах МАНКУРТа кăларасшăн. Вырăссене вăл ĕçсене тума питĕ нумай вăй хураççĕ: Н.Фĕдоров, нумаях пулмасть çав ĕçсемшĕн вырăссем ăна орденпа паллă тунă, чăваш республикин Аслă канашĕ, çут-ĕçпе культурă министерствисем. Admin халь çеç эсĕ çак япалисене курни мана тĕлĕнтермест.
Эпĕ-и? Çук. Эп вырăс чĕлхине (чăваш чĕлхипе пĕрле) пĕлсен çын ăслăрах пулнине çеç каласа. Тата тепĕр чĕлхе пĕлсен — тата та ăслăрах пулĕ. Эп вырăс чĕлхине хирĕç мар (вăл чĕлхе çеç) — чăваш вырăсланса пынишĕн пăшăрханатăп.