Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Victor: ХЫҪАЛТИ ПАРТА ПАРШӐН УСӐЛЛӐ

Victor13.10.2008 18:365622 Пурĕ пăхнă
"Хыпар" ҫуртне пӑхӑнман ҫӗнӗ хаҫат тухни пурне савӑнтармалла. Тен, "Хыҫалти парта" кайран мала тухсах "Кил-ҫурт. Хушма хуҫалӑх" тирашӗнчен те иртсе шкул ачисем хушшинче кӑна мар халӑхра та чи юратнӑ протукт пулса тӑрӗ.

Вӑртти-вартти утатӑп, чӳречерен шаккап, уҫаҫҫӗ - Кожевников вырӑнта мар. Шел, ӗҫлӗ ҫынна урӑх ҫӗре васкатнӑ. Хайхи ыйтса хварнипе мана 7 экземпляр ҫӗнӗлле пичетленӗ хаҫат тыттараҫҫӗ. Кӑмӑл тулли килелле утап - аллӑмра шур хут, хура сас палли, шкул ачисем парттӑ хушшинче алӑ тӑратса лараҫҫӗ - кам курасшӑн куртӑр, хаҫат тухрӗ!

Калайкассинчен тухса тӑрать пулин те, ку хаҫат ял пурнӑҫӗпе кӑна мар тӗнче пурнӑҫӗпе инттересленет. Маттериалсенче кадетсем, археологсем, спортсменсем, киноҫӑсем, дизайнерсем, библиотекӑҫсем, паллӑ журналистсем, филантропсем, поварсем, баттлхантерсем, поэтсем, этносҫӑсем, мунчаҫӑсем, фотографсем, художниксем, илем пикисем, студентсем, ют ҫӗршыв ачисем, индеецсем... сӑнланаҫҫӗ. Кӗскетсе каласан, таваркурӑмӗ аслӑ, пӗлӳлӗхӗ палӑрмаллах.

Хаҫат малашлӑхне ҫирӗп утӑм тӑвать. Шрифтне, технологине лайӑхрах майлаштарсан - тата селӗмрех, тата чӑпартарах пулӗ тесе шутлап.

Хам валли Муркашра ӗҫлекен археологсем ҫинчен, чӑвашпа тӗрӗк кино ӗҫӗ ҫинчен материалсем тупрӑм. Ӗлӗкхи тӑхӑр йӑва вӑййи те кӑсӑклантарчӗ. Вулатӑп, ан чӑрмантарӑр.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

akram // 7170-0493
2008.10.14 12:47
Šyravşă мана питĕ мухтаса пĕтерчĕ. Шел, кĕтсе илеймерĕм. Ачи мана питĕ кирлĕ. Юрать, паян-ыран хăйĕнпе те тĕл пулма тăрăшăп.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj