Украина Радине каллех салатса янӑ. Хальхи депутатсем пӗр ҫул ытларах ҫеҫ ӗҫлеме ӗлкӗрчӗҫ (VI суйлав пӗлтӗр авӑнӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ)...
Хронологи:
* 1-мӗш суйлав 1990 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Унта лекнӗ депутатсем 4 ҫул патнеллех ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.
* 2-мӗш 1994 ҫулта суйланнӑ — вӑл та 4 ҫул ӗҫленӗ.
* 3-мӗш суйлав 1998 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ. 4 ҫул ӗҫленӗ.
* 4-мӗш суйлав тепӗр 4 ҫултан иртнӗ — малтанхи пекех, пушӑн 30-мӗшӗнче.
* 5-мӗш суйлава вара 4 ҫул ӗҫлеме паман. Депутачӗсене пушӑн 26-мӗшӗнче суйланӑ, анчах та пӗр ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӗсене унтан хӑваласа янӑ. 2007 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче саланнӑ хыҫҫӑн авӑнӑн 30-мӗшӗнче ҫӗнӗ суйлав иртнӗ. 4 ҫул ӗҫлес пулсан ку суйлава лекнӗ депутатсем халӗ те ӗҫлемелеччӗ ӗнтӗ...
Вӑт ҫапла. Мӗн пӑтранаҫҫӗ? Ҫирӗп ҫын ҫитмест.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.