Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Юр-ҫумӑр урлӑ...

Аçтахар Плотников28.09.2008 01:084879 Пурĕ пăхнă
Эх... паян малтанхи кунсемшӗн ҫывӑрса тӑрантӑм. 12 сехет ҫывӑрнӑ :) Паян ӗҫлемелле мар пулин те ӗҫе пӗр япалана кайса пама палӑртнӑччӗ те апатланнӑ хыҫҫӑн ҫула тухрӑм. Урамра вара — йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк. Ҫумӑр пӗрехет, сивӗ ҫилӗ вӗрет. Ку ҫанталӑкра килте ларма лайӑх — анчах та шӑматкун автобуссенче ҫын сахал пулнине кура вӑл япалана ӗҫе леҫесех терӗм, ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑрах килтен тухрӑм. Ӗҫе ҫитнӗ тӗлелле ҫумӑрсӑр пуҫне юр та ҫума тытӑнчӗ! Тата ӗнерех метромост тунӑ вырӑна кайса пӑхас тенӗччӗ (кам пӗлнӗ-ха ҫапла ҫанталӑк пуласса?) — малтан иккеленсе тӑтӑм, кайран вара, ҫумӑрпа юра пӑхмасӑрах, кайрӑм. Эх, сивӗ те иккен ҫыран хӗрринчи ҫил! Пӗр шеллемесӗр вӗрет! Хӑлхасем те шӑнса кайрӗҫ ӗнтӗ — эп ҫавах хам палартса хунӑ ҫулпа утатӑп! Ӑслӑраххи тахҫанах палартса хуни ҫине сурӗччӗ те киле, ӑшӑ вырӑна, таврӑнӗччӗ! Эпӗ пур — ҫаплах таплаттаратӑп, метрокӗпере тунӑ вырӑнта ҫынсем хӗвӗшнине сӑнатӑп. Юрӗ те тата ҫума пӑрахмасть — эпӗ киле ҫитессе кӗтет пулас :) Чӑнах та, эпӗ ҫак пӗчӗк ҫулҫӳреврен таврӑннӑ ҫӗре ҫума пӑрахрӗ, малалла ҫумри кӑна пӗрехме тытӑнчӗ...

Вӑт ҫапла,.. йӗпенсе килтӗм вара паян.
//ку ҫырӑва эпӗ хамӑр ҫыравҫӑ ӑсталӑхне туптама ҫыртӑм :) Ним ҫукран аппаланса ларать ан тейӗр :)
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj