Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

: "Хыҫалти парта"

19.09.2008 13:134398 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
"Хыҫалти парта" хаҫата регистрациме панӑ. Хаҫат иккӗмӗш сывлӑш илчӗ теме те пулать. Халӗ черетлӗ номер хатӗрпе пӗрех. Номерте: "Шкул ачи валли ҫуллахи ӗҫ" (Шкул ачи каникулта ӗҫлесе илме пултарат-и? тӗпчев), "Куҫ курман ачасен интернатӗнчен репортаж", "Хӑвӑн несӗлсене шыра" чӗнӳ" тата ытти кӑсӑклӑ материал. Хаҫат А4 форматпа, 16 полоса. Ҫитес вӑхӑтра хаҫата кашни эрнере республика шайӗнче салатма пуҫламалла. Хаҫата сарнин механизмӗ РОНОсем урлӑ пулмалла тесе шутлатӑп. Ҫак ӗҫре ентешлӗхсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсене валли вара "Хыҫалти парта" хаҫатра вкладыш хурасшӑн. Унта ентешлӗхсен ӗҫӗ=хӗлӗ, районти паллӑ ҫынсем, ӑстасем, ӗҫ-ҫыннисем... Ку ӗнтӗ эп пуҫарнӑ тахҫанхи "Хуҫа" хаҫат проект. Ӑна та ура ҫине тӑратасшӑн.
Республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем патне те, диаспорӑсен центрӗсем урлӑ, ҫитересшӗн. Хӑвӑрӑн шухӑш-кӑмӑла пӗлтерӗр.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2008.09.19 19:45
Аçтахар Плотников
Лайăх хыпар! "Хыçалти парта" тухма пăрахни мана пăшăрхантарчĕ... Малалла тухма пуçлать пулсан — питĕ лайăх.
Victor // 2742.10.7558
2008.09.19 23:23
Victor
Питĕ савăнатăп. Хаçат тухсанах пĕлтер. Хаçата калăплас тата тисайн ыйтăвĕсемпе пулăшма хатĕр
akram // 1609.22.9221
2008.09.22 11:21
"Çыравçă" сан сĕнÿ питĕ кăсăклă. Хаçата калăпламалли тата диzайн ыйтăвĕсем мана хама та шутлаттараççĕ. Материалсем пирки те пуçа ватмалла. Диаспорăсенче пурăнакан чăваш ачисене материалсем, хăйсем мĕнле пурăнни çинчен каласа пама чĕнсе каласшăн.
Тепĕр самант. "Никама та манман, никам та манăçман" чĕнÿпе ют çĕршывсенче пурăнакан йăхташсем çинчен тулли информаци илсе пĕр базăна пуçтарма пуçăнмалла.
Victor // 2742.10.7558
2008.09.22 22:48
Victor
Šyravşă - лайăхрах сăнасан = Шыравçă.
Санпа тахçанах курса калаçмалла. Мана çак номĕрпе çенме пулать: şiccĕ - tăhărşĕr vun şiccĕ - ultşĕr şitmĕl ikkĕ - şirĕm - utmăl tvattă.
akram // 1609.22.9221
2008.09.23 12:46
Господа! Хаçат валли Мускаври чăваш дискотеки пирки статья çамрăксен стилĕпе çырса тата ÿкерчĕксемпе сăнласа (КУ ВĂЛ ВАСКАВЛĂН!!!!), диаспорăсенчен информаци статьясем кирлĕ. Šyravşă-па çыхăннă. Пĕрле ĕçлеме калаçса татăлма пултаратăп тесе шутлатăп.
akram // 1609.22.9221
2008.09.27 10:33
Šyravşă-па тĕлпулнă. Унпа калаçнă хыççăн версткăна Indisign программăра тумалли шухăша çирĕплетрĕм. Программа чăваш сарăмне ăнланать. "Ӳӳ" кăна "ÿŸ" пулса тăрать. Эп, ăнданнă тăрăх форумра Раççей тăрăхĕнчи чăвашсем хăйсем патĕнче пулса иртекен информацие хаçата тăратасшăн мар. Сĕнÿсем те, канашсем те илтĕнмеççĕ.
akram // 3120.42.6032
2008.09.29 10:11
Хаат хатĕрпе пĕр. ку эрнере пичетлетпĕр.
2008.09.29 15:17
Аçтахар Плотников
Пичетленсе тухсан пĕлтер — сайт çинче хыпар вырнаçтаратăп :)
akram // 2253.69.9244
2008.10.11 11:48
ПИЧЕТЛЕСЕ КĂЛАРНĂ!

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj