Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç пирки кукамай каласа панисем тăрăх пĕлетĕп.
Чылай япала ĕнемелле те мар пек туйăнатчĕ.
Акă илер-ха эвакуаципе килнисем пирки каланисене. Кăсем тула тухма нушнике кайса чăрманман имĕш. Тăпсакай хуппине уçнă та — çавăнта... ярăнтарнă. «Çăмăлли» тĕлĕшпе те, «йывăрри» тĕлĕшпе те.
Нумай вăхăт хушши эп çакна ĕненмесĕр тенĕ пек пурăнтăм. Ĕнтĕ халĕ кукамай та çук çак пурнăçра.
Анчах та ак куç тĕлне пулаççĕ вырăс облаçĕсенчи этнографсем çырса кăтартнисем. Прахвиссарсем, доцентсем, докторсем, кандидатсем çыраççĕ. Ятарласа çав енĕпе аппаланакансем.
Чăн сăмах, анăçри кĕпĕрнесенче пурнакан хресченсен пурнăçĕ чăнах та çавăн пек пулнă иккен. Каснă-лартнă кукамай каласа кăтартнă пек темелле.
Калас пулать, кукамай ман 1921-мĕш çулхи выçлăх вăхăтĕнче Мускав таврашне тарса кайнă пулмалла. Çавна май информаци ун татах та ытларах пулнă ĕнтĕ.
Халь вара çапла калама тивет: каçар, кукамай, хăй вăхăтĕнче сана ĕненменшĕн! Эс пĕтĕмпех тĕрĕссине каланă!
Вара çапла каланипех çырлахатна? Хăвăнтан ним те каламастна?
«Правду пишет» тени вăл ним каламаннипе пĕрех.
Тепле ăнланнă-ха эс Станьял çырнине? Пĕр текстах тĕрлĕрен ăнланма пулать вĕт. Пĕри — пĕр япалана курать, тепри — тепĕр япалана курать.
Сăмахран, эпĕ Станьял Кип(б)ече мĕншĕн тиркенине пачах та ăнланмастăп, мĕншĕн тесĕн лешĕн асăнакан хайлавĕсене вуламан та, унта мĕн пирки каланине пачах пĕлместĕп.
Кип(б)еч çырнине малтан вулас пулать, унтан хаклама та пулать. Капла вăл — мĕн???
Леонид Кевер // 1219.41.8728
2025.02.11 12:32
Тӗрӗс, Акапасар, Кипеч мӗн ҫырнине вуламасӑр,ӑна тӗрӗс хаклама май ҫук! Анчах эпӗ Станьяла ӗненетӗп, мӗншӗн тесен вӑл ҫырнине хамӑн атте-анне тата асанне каласа панисем уҫҫӑн ҫирӗплетеҫҫӗ.
Мĕн каласа панă-ха сана аçу-аму тата асаннÿ? «Кип(б)еч начар» тесе-и? Ненай, пĕлнĕ-ши вĕсем çав темскерле Ки(б)еч пирки?
Кам вăл Ки(б)еч? Ăна никам та пĕлмест. Эпĕ те пĕр хут çеç курнă. Тен, ытларах та пуль, анчах вăл тĕслĕхсенче ăна пачах та палламан.
Леонид Кевер // 2285.5.8972
2025.02.12 01:52
Сӑмах кунта Кипеч пирки мар, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫынсем нушаллӑ пурнӑҫпа
пурӑнни ҫинчен пырать. Ҫакна хирӗҫ калакансем суяҫҫӗ. Кӑна хальхи вӑхӑт та лайӑх кӑтартса парать.